Сложносочиненные предложения на чувашском языке
Оценка 4.8

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Оценка 4.8
Разработки уроков
doc
чистописание
9 кл
21.10.2019
Сложносочиненные предложения на чувашском языке
открытый урок сложносочиненные предложения на чувашском языке. В плане урока разнообразные виды работ. разработка урока для 9 класса чувашских школ. урок закрепления правил по данной теме. индивидуальная работа с карточками, также синквейн. На карточках работа нахождение главных членов предложения. оценивание
откр урок хутл предл.doc
Муниципальное бюджетное общеобразовательное учреждение «Средняя общеобразовательная школа  деревни Павловка  муниципального района Куюргазинский район  Республики Башкортостан» Конспект урока родного (чувашского) языка по теме «Сложные предложения» Класс: 9 класс Автор: Степанова Л.Н. (учитель родного (чувашского) языка) Урок теми:  «Хутлӑ предложенисем». 2015 год Класри вӗренекенсене хаклани: класра пилӗк ача, вӗсенчен Степанова  Екатерина пиллӗкпе вӗренет, ыттисем тӑваттӑ паллисемпе вӗренеҫҫӗ. Класра  психологи микроклимачӗ килӗшӳллӗ. Урокӑн тӗллевӗсем:   ­ Иртнӗ темӑна аса илсе ҫирӗплетесси; ачасене тӗрӗс ҫырма вӗрентесси тата  вӗсен пултарулӑхӗсене ӳстересси. ­ Хутлӑ предложенисен хушшинче чарӑну паллисене хӑш чухне лартмаллине  аса илесси. Текстра хутлӑ предложенисем тупма вӗрентесси. Хутлӑ  предложенири хутсӑр предложенисем тӗрлӗ мелпе ҫыхӑннине аса илесси. ­ Ачасен хушшинче ӑшӑ туйӑмсем ҫуратасси. ­ Ачасен пуплев культурине аталантарасси  тата патриотизм  туйӑмӗсене  аталантарасси. Урокра кирлӗ хатӗрсем:  интерактивлӑ доска, презентаци, карточкӑсем  (раздаточный материал), тест, ачасен сӗтелӗ ҫинче кӗнекесем, тетрадьсем,  словарьсем. Урок йӗрки. 1. Орг. момент. Урока йĕркелесси. Ӗлӗкех пӗр ӑсчах ҫапла каланӑ: «Этем ҫавӑн чух телейлӗ тата пӗтӗм ӗҫӗсем  унӑн ӑнса пыраҫҫӗ, хӑҫан ун ҫумӗнче ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем. Вӗсем тепӗр ҫыннӑн хуйхине ӑнланса пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Этем хӑйӗн пултарулӑхне шансан,  таврари ҫутҫанталӑкри илеме курса савӑнма пӗлет пулсан – вӑл телейлӗ.» Ҫак сӑмахсене  эпир сирӗнпе тӗрӗслеме  пултаратпӑр. Пӗрремӗш  вӑл, пирӗн  паян урокра ырӑ кӑмӑллӑ тата пултаруллӑ хӑнасем. Иккӗмӗш, класра ларакан ачасем пурте хӑйсен пӗлӗвӗсемпе паллаштараҫҫӗ,  урокра панӑ ӗҫсене тӗрӗс тӑвасса шанаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш, паян пирӗн тулта хӗвеллӗ ӑшӑ ҫуркуннехи кун, тата пӗтӗм  Раҫҫейри пурӑнакан ҫынсемшӗн аслӑ уяв ҫывхарса пырать, 70 ҫул вӑрҫӑ  пӗтнине уявлатпӑр. Ҫавӑнпа та паянхи урока  Валентин Урдашӑн «Манмастпӑр» сӑввин сыпӑкӗпе  пуҫласшӑн. Вӑл пирӗн урокӑн эпиграфӗ пулать. «Манмастпăр, нихçан та манмастпӑр Çуралнă çĕршыв суранне. Хĕвеллĕ çеç пурнăç сунатпăр Мире юратакан туссене.» ­  Сирӗн шухӑшпа  мӗнле темӑпа ҫырнӑ ку сӑвва? (Вӑрҫӑ темипе ҫырнӑ.) Урокӑн темипе тӗллевӗсене палӑртни. ­ Паянхи урокӑн темипе тӗллевӗсене палӑртас тесен, чи малтан ҫак панӑ  предложенине вуласа тухӑр та унӑн тӗсне палӑртӑр.  Ҫанталӑк кӗркунне енне сулӑннӑ пулсан та хӗвел ӑшшӑн пӑхса ачашлать. (Чалдун) (Панӑ предложени хутлӑ, мӗншӗн тесен вӑл икӗ хутсӑр предложенисенчен  тӑрать. Пӗрремӗш предложенин тӗп членӗ ҫанталӑк сулӑннӑ, иккӗмӗшӗн –  хӗвел пӑхса ачашлать.) Ачасем, мӗн ҫинчен паян эпир сирӗнпе калаҫатпӑр. Урокӑн темипе  тӗллевӗсене калама пултаратӑр­и?  (Паян эпир хутлӑ предложенисене аса илетпӗр.  Урокӑн тӗллевӗсем: хутлӑ предложенисене, вӗсен ушкӑнӗсене аса илсе  ҫирӗплетесси.) ­ Тетрадьсене уҫӑр, ҫырса хурӑр паянхи числона. Паян ака уйӑхӗн 30­мӗшӗ.  Класри ӗҫ.  Урокӑн теми: «Хутлӑ предложенисем» Ыйтусемпе ӗҫлени.  – Мӗнле предложенисене хутлӑ предложенисем теҫҫӗ?  (Икӗ е темиҫе хутсӑр предложенирен пулнӑ пӗрлӗх.) – Хутлӑ предложенисем миҫе ушкӑна пайланаҫҫӗ?  (Хутлӑ предложенисем виҫӗ ушкӑна пайланаҫҫĕ: сыпӑнуллӑ хутлӑ  предложенисем, пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем, союзсӑр хутлӑ  предложенисем.) ­ Хутлӑ предложенисем хутсӑррисенчен мӗнпе уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ? (Хутлӑ предложенисем хутсӑррисенчен подлежащипе сказуемӑй  пӗрлешӗвӗсем иккӗ е ытларах пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.) ­ Союзсӑр хутлӑ предложенисем сыпӑнуллӑ хутлисемпе пӑхӑнуллӑ  хутлисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ? (Союзсӑр хутлӑ предложенисем сыпӑнуллӑ хутлисемпе пӑхӑнуллӑ  хутлисенчен хутсӑр предложенисене ҫыхӑнтармалли куҫа курӑнакан мел  (аффикс, хыҫсӑмах, союз т.ыт.те) ҫуккипе  уйрӑлса тӑраҫҫӗ.) ­ Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложение кӗрекен хутсӑр предложенисем мӗнпе  ҫыхӑнаҫҫӗ? (Сыпӑнуллӑ хутлӑ предложение кӗрекен хутсӑр предложенисем сыпӑнуллӑ  союзсемпе ҫыхӑнаҫҫӗ?) ­ Сыпӑнуллӑ союзсем миҫе ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ? (Сыпӑнуллӑ союзсем виҫӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ: сыпӑнтаракан, хирӗҫлекен тата  уйракан) ­ Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисемпе сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисен  хушшинчи пӗрпеклӗхӗпе уйрӑмлӑхне каласа парӑр? (Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенисем сыпӑнуллӑ хутлӑ предложенисем пекх икӗ е ытларах хутсӑр предложенирен тӑраҫҫӗ – пӗрпклӗхӗ. Уйрӑмлӑхӗ: сыпӑнуллӑ  хутлӑ предложенири хутсӑр предложенисем  пӗр­пӗринпе пӗр йышши членсем  пек ҫыхӑнаҫҫӗ: вӗсенчен пӗри теприне ӑнлантарать, кашни ыйтӑвӗ хӑйӗнчен  ҫеҫ тухса тӑрать. Пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложенире хутсӑр предложенисем  пӗр­ пӗринпе сӑмах майлашӗвӗн пайӗсем пек ҫыхӑнаҫҫӗ:пӗри теприне пӑхӑнать.  Кун пек предложенисем тӗп тата пӑхӑнаканнине пайланаҫҫӗ. Тӗп  предложенирен ыйту паратӑн пӑхӑнакан предложенийе.)    ­  Пӑхӑнуллӑ предложенисен пӗлтерӗшӗсене каласа тухӑр? (Пӑхӑнуллӑ предложенисен пӗлтерӗшӗсем:подлежащи, сказуемӑй,  дополнении, определении, обстоятельство пулакан пӑхӑнуллӑ предложенисем) Вĕреннине ҫирӗплетесси. Пӗрремӗш задани. Карточкӑпа ӗҫлени. Панӑ предложенисене кирлӗ ҫӗре  чарӑну паллисем лартса ҫырса илӗр. Предложенисем хыҫҫӑн скобкӑра мӗнле  предложени пулнине ҫырӑр. Ҫывӑхра ҫӑл шӑнкӑртатса юхать тата инҫе мар шӑрчӑк чӗриклетет.   Ҫумӑр ҫӑвать шыв юхать хура вӑрман кӗр кӗрлет.  Хырсем чӑрӑшсем хӗлле те ҫулла та кӗркунне те ҫуркунне  те симӗс тумппа  мухтанаҫҫӗ. Пӑхать пӗр сӑрт  айӗнчи айлӑмра такам ӑна сивӗ шыв ӑсса пачӗ. Аслисем каланине кӗҫӗннисен итлес пулать. ­ Ӗҫӗрсене тӗрӗслӗр. Хуравсене тӗрӗслесе хӑвра баллсем лартӑр. 5 балл – пурте тӗрӗс 4 балл – пӗр йӑнӑш 3 балл  ­ икӗ йӑнӑш 2 балл – виҫӗ йӑнӑш 1 балл – тӑватӑ йӑнӑш Иккӗмӗш задани. Тест. Ыйтӑвӗсене вулӑр та тӗрӗс хуравӗсене  суйласа илсе кӑрандашпа ҫаврака ӑшне илӗр. 1. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн сывлӑш тусанран тасалчӗ. а)  сыпӑнуллӑ хутлӑ  предложени; б) пӑхӑнуллӑ хутлӑ  предложени; в) союзсӑр хутлӑ  предложени; г) хутсӑр предложении. 2. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ман кукка нумайранпа вӑрман хуралҫинче ӗҫлет. в) союзсӑр хутлӑ  предложени; г) хутсӑр предложении. а)  сыпӑнуллӑ хутлӑ  предложени; б) пӑхӑнуллӑ хутлӑ  предложени; 3. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ҫук вӑрҫӑнтарать, пур култарать. в) сыпӑнуллӑ хутлӑ  предложени; г) хутсӑр предложении. а)  пӑхӑнуллӑ хутлӑ  предложени; б) союзсӑр хутлӑ  предложени; 4. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Пур енчен те аван ҫын Шалтайкин, анчах пӗр чир пекки пур унӑн. в) сыпӑнуллӑ хутлӑ  предложени; г) хутсӑр предложении. а)  пӑхӑнуллӑ хутлӑ  предложени; б) союзсӑр хутлӑ  предложени; 5. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Акӑ юлашки пӑтавкка ыраш юлчӗ, тата икӗ михӗ мӑян пур Хватейӗн. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. 6. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Ӗнер хуларан автобус килеймерӗ, мӗншн тесен кунӗпех тӑман алхасрӗ. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. 7. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Пурнӑҫра Каҫҫанӑн икӗ ӑнланмалла мар япала пулнӑ: вӑл иртни ҫинчен калаҫма юратман тата хӗрне хӑйӗн пурнӑҫӗнч те мала хунӑ. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. 8. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Тӑрӑ сывлӑшра кайӑксем юрлаҫҫӗ, кулӑ янӑрать. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. - Ӗҫӗрсене тӗрӗслӗр. Хуравсене тӗрӗслесе хӑвра баллсем лартӑр. 5 балл – пурте тӗрӗс 4 балл – пӗр йӑнӑш 3 балл - икӗ йӑнӑш 2 балл – виҫӗ йӑнӑш 1 балл – тӑватӑ йӑнӑш Виҫҫӗмӗш задани. Учебниксене уҫӑр 261 страницӑна 6­мӗш  хӑнӑхтарӑва тупӑр. Панӑ текста вуласа  тухмалла. Ыйтусене  хуравлӑр: ­ Текстӑн стильне палӑртӑр? (Текста илемлӗ литературӑ стилӗпе  ҫырнӑ.) ­ Текстӑн тӗсне палӑртӑр?  (Текста калав тӗсӗпе ҫырнӑ.) ­ Текстӑн темине палӑртӑр? (Ӑвӑс – усӑллӑ йывӑҫ.) ­ Текстӑн тӗп шухӑшне калӑр? (Ӑвӑс – усӑллӑ йывӑҫ, ӑна  упрамалла.) ­ Икӗ пӑхӑнуллӑ предложенисем ҫырса илӗр те схемине тӑвӑр. ­ Пирӗн вӑрманта мӗнле йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ? Вӗсене чӑвашла та  вырӑсла та калӑр. (Хурт­кӑпшанкӑ  тӗкӗнмен пиркиех ӑвӑсран тунӑ стройматериал  ҫирӗкпе хурӑнран тунинчен ытларах чӑтать. Хӑнтӑрсем те шыв  хӗрринче ӑвӑслӑх пулсан урӑх ҫӗре куҫса каймаҫҫӗ.) ­ Ку заданишӗн те хӑвра баллсем лартӑр. Тӑваттӑмӗш задани. Синквейн. Эпиргӑф патне ҫаврӑнар. Тепӗр хут Валентин Урдашӑн «Манмастпӑр» сӑввин сыпӑкне вуласа  тухар.   «Манмастпăр, нихçан та манмастпӑр Çуралнă çĕршыв суранне. Хĕвеллĕ çеç пурнăç сунатпăр Мире юратакан туссене.» ­  Сирӗн халь синквейн ҫырмалла пулать ҫӗршыв сӑмахпа. ­ Аса илӗр мӗн вӑл синквейн? ( Синквейн – вӑл пилӗк йӗркерен  тӑракан сӑвӑ. 1 йӗрке – япала ячӗ, сӑввӑн теми. 2 йӗрке ­  2 паллӑ ячӗ, сӑввӑн тӗп шухӑшӗ. 3 йӗрке – 3 глагол, сӑввӑн ӗҫне палӑртакан. 4 йӗрке – предложени. 5 йӗрке –синоним (япала ячӗ)  Тӗслӗх: Ҫӗршыв.                Пуян, тӑван.      Юратать, хисеплет, астӑвать.                 Хисеплетӗп тӑван ҫӗршыва.                 Ял. ­  Синквейӗншӑн хӑвра  баллсем лартӑр. Пиллӗкмӗш  задани. Карточка. Панӑ предложенин  тӗп  членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. ­ Кун пек тӗслӗхсене мӗнле предложенисем теҫҫӗ? 6.Урокӑн пӗтӗмлетӗвӗ. ­ Паянхи урокра лартнӑ тӗллевсене пурне те пурнӑҫларӑмӑр­и е  ҫук­и? ­Мӗнле предложенисене аса илтӗмӗр? ­ Мӗнпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ хутсӑр предложенисем хутсӑрринчен? ­Виҫҫӗ е ытларах хутсӑр предложенисенчен тӑракан  тӗслӗхсене  мӗнле предложенисем  теҫҫӗ? ­ Паянхи урок сирӗншӗн мӗнле иртрӗ? Панӑ пунктсенчен сире  хӑшӗ ҫывӑх ҫавна ҫӗклӗр. 1. Урок усӑллӑ, веҫех ӑнланмалла. 2. Хӑш­пӗр япаласем кӑшт  ӑнланмалла мар. 3. Тата кӑшт тӑрӑшмалла. 4. Килте тепӗр хут вуласа ҫирӗплетмелле. 7. Оценкӑсем лартни. ­ Таблицӑра пӑхса хӑвра паянхи урокшӑн оценкӑсем лартӑр. 8. Килти ӗҫ. 1) «Ялти сумлӑ ҫын» темӑпа хӑвӑр пӗлекен ҫын ҫинчен калав  ҫырӑр. 2) Паттӑр сӑмахпа синквейн ҫырӑр. 3) 4­мӗш хӑнӑхтару, 260 стр. Ку хӑнӑхтарура пӑхӑнуллӑ хутлӑ  предложенисене ҫырса илсе схемисене ӳкермелле. Приложени. Карточка №1 Панӑ предложенисене кирлӗ ҫӗре чарӑну паллисем лартса  ҫырса илӗр. Предложенисем хыҫҫӑн скобкӑра мӗнле  предложени пулнине ҫырӑр. 1.Ҫывӑхра ҫӑл шӑнкӑртатса юхать тата инҫе мар шӑрчӑк  чӗриклетет.  2. Ҫумӑр ҫӑвать шыв юхать хура вӑрман кӗр кӗрлет. 3. Хырсем чӑрӑшсем хӗлле те ҫулла та кӗркунне те ҫуркунне  те  симӗс тумппа мухтанаҫҫӗ. 4.Пӑхать пӗр сӑрт  айӗнчи айлӑмра такам ӑна сивӗ шыв ӑсса пачӗ. 5. Аслисем каланине кӗҫӗннисен итлес пулать. Карточка №1 Панӑ предложенисене кирлӗ ҫӗре чарӑну паллисем лартса  ҫырса илӗр. Предложенисем хыҫҫӑн скобкӑра мӗнле  предложени пулнине ҫырӑр. 1.Ҫывӑхра ҫӑл шӑнкӑртатса юхать тата инҫе мар шӑрчӑк  чӗриклетет.  2. Ҫумӑр ҫӑвать шыв юхать хура вӑрман кӗр кӗрлет. 3. Хырсем чӑрӑшсем хӗлле те ҫулла та кӗркунне те ҫуркунне  те  симӗс тумппа мухтанаҫҫӗ. 4.Пӑхать пӗр сӑрт  айӗнчи айлӑмра такам ӑна сивӗ шыв ӑсса пачӗ. 5.Аслисем каланине кӗҫӗннисен итлес пулать. Карточка №1 Панӑ предложенисене кирлӗ ҫӗре чарӑну паллисем лартса  ҫырса илӗр. Предложенисем хыҫҫӑн скобкӑра мӗнле  предложени пулнине ҫырӑр. 1.Ҫывӑхра ҫӑл шӑнкӑртатса юхать тата инҫе мар шӑрчӑк  чӗриклетет.  2. Ҫумӑр ҫӑвать шыв юхать хура вӑрман кӗр кӗрлет. 3. Хырсем чӑрӑшсем хӗлле те ҫулла та кӗркунне те ҫуркунне  те  симӗс тумппа мухтанаҫҫӗ. 4.Пӑхать пӗр сӑрт  айӗнчи айлӑмра такам ӑна сивӗ шыв ӑсса пачӗ. 5.Аслисем каланине кӗҫӗннисен итлес пулать. Карточка №1 Панӑ предложенисене кирлӗ ҫӗре чарӑну паллисем лартса  ҫырса илӗр. Предложенисем хыҫҫӑн скобкӑра мӗнле  предложени пулнине ҫырӑр. 1.Ҫывӑхра ҫӑл шӑнкӑртатса юхать тата инҫе мар шӑрчӑк  чӗриклетет. 2. Ҫумӑр ҫӑвать шыв юхать хура вӑрман кӗр кӗрлет. 3. Хырсем чӑрӑшсем хӗлле те ҫулла та кӗркунне те ҫуркунне  те  симӗс тумппа мухтанаҫҫӗ. 4.Пӑхать пӗр сӑрт  айӗнчи айлӑмра такам ӑна сивӗ шыв ӑсса пачӗ. 5.Аслисем каланине кӗҫӗннисен итлес пулать. Карточка №2. Панӑ предложенин  тӗп членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. Карточка №2. Панӑ предложенин  тӗп членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. Карточка №2. Панӑ предложенин  тӗп членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. Карточка №2. Панӑ предложенин  тӗп членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. Карточка №2. Панӑ предложенин  тӗп членӗсене туртӑр, схемине тӑвӑр. Хӑй мӗнле чӑрсӑр пулсан та Шахрун аслашшӗ кашкӑр йӑлине  ҫирӗп тытнӑ: ҫывӑх ялсенче вӑл никама та тӗкӗнмен, ҫаратман. Тест. Ыйтӑвӗсене вулӑр та тӗрӗс хуравӗсене суйласа илсе  кӑрандашпа ҫаврака ӑшне илӗр. 1. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн сывлӑш тусанран тасалчӗ. а)  сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени; б) пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени; в) союзсӑр хутлӑ предложени; г) хутсӑр предложении. 2. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ман кукка нумайранпа вӑрман хуралҫинче ӗҫлет. а)  сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени; б) пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени; 3. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Ҫук вӑрҫӑнтарать, пур култарать. в) союзсӑр хутлӑ предложени; г) хутсӑр предложении. а)  пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени; б) союзсӑр хутлӑ предложени; 4. Панӑ предложенин тӗсне палӑртӑр. Пур енчен те аван ҫын Шалтайкин, анчах пӗр чир пеки пур унӑн. в) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени; г) хутсӑр предложении. в) сыпӑнуллӑ хутлӑ предложени; г) хутсӑр предложении. а)  пӑхӑнуллӑ хутлӑ предложени; б) союзсӑр хутлӑ предложени; 5. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Акӑ юлашки пӑтавкка ыраш юлчӗ, тата икӗ михӗ мӑян пур Хватейӗн. в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; 6. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Ӗнер хуларан автобус килеймерӗ, мӗншн тесен кунӗпех тӑман алхасрӗ. в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; 7. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Пурнӑҫра Каҫҫанӑн икӗ ӑнланмалла мар япала пулнӑ: вӑл иртни ҫинчен калаҫма юратман тата хӗрне хӑйӗн пурнӑҫӗнч те мала хунӑ. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; 8. Мӗнле майпа ҫыхӑннӑ хутсӑр предложенисем хутлӑ предложени ӑшӗнче. Тӑрӑ сывлӑшра кайӑксем юрлаҫҫӗ, кулӑ янӑрать. в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе. а) аффикспа; б)пӑхӑнуллӑ союзпа; в) сыпӑнуллӑ союзпа; г)интонаципе.

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке

Сложносочиненные предложения на чувашском языке
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
21.10.2019