Ача-пăча вăййисем
(Пуçламăш классенче ирттермелли уяв сценарийĕ)
Михеева И.С., Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Мăн Этмен вăтам шкулĕнчи пуçламăш класс учителĕ
Тĕп тĕллевĕ:
· чǎваш халǎхĕн авалтан пыракан йǎли-йĕркисене, сǎвви-юррине, вǎййи-ташшине упраса хǎварасси.
· хǎлǎхǎмǎрǎн йǎли-йĕркисене, сǎвви-юррине, вǎййи-ташшине хисеплес туйǎма аталантарасси.
Уяв юхăмĕ
Сцена çине пĕр ача тухать.Пўртсем патне пырса шаккать, ачасене выляма чĕнет. Пўртсенчен инҫех те мар 3 ача выляса лараҫҫĕ.
Ача. Анюк , выляма тух. Санюк, выляма тух. Миша, Ванюк, Сашук , эсир те выляма килĕр.
(Сцена çине пўртсенчен ачасем тухаççĕ те йĕркеленсе тăраççĕ.)
1-мĕш ача. Ачасем, атьăр вăйă выляр!
Пурте. Выляс, выляс!
2-мĕш ача. Мĕнле вăйă выльăпăр?
3-мĕш ача. Алă татмалла выляс.
4-мĕш ача. Кăшманла выляс.
5-мĕш ача. Ордиманла выляс.
Пурте. Ордиманла, ордиманла!
1-мĕш ача. Малтикассем , эпир хамăр пулăпăр.
2-мĕш ача. Турикассем , эпир хамăр.
(Ачасем икĕ ушкăна пайланаççĕ, хире-хирĕç йĕркеленсе тăраççĕ.)
1-мĕш ушкăнри ачасем. Эпир пуçлатпăр.
2-мĕш ушкăнри ачасем. Пуçлăрах.
Ачасем юрласа выляççĕ.
1-мĕш ушкăнри ачасем.
Ордиман, ордиман,
ори тапса тохиман,
Кил-ха конта выляма,
Петĕр ятлă ар ача.
(Ячĕ тухнă ачан хирĕç ушкăнри тусĕсен аллисен çыхăнăвне чупса пырса татмалла. Петĕр чупать, алă татайман пирки çав ушкăнрах юлать.)
2-мĕш ушкăнри ачасем.
Ордиман, ордиман,
ори тапса тохиман,
Кил-ха конта выляма,
Марук ятлă хĕр ача.
(Марук чупать, алă татать. Пĕр ачине хăйсен ушкăнне илсе килет. Вăййа малалла выляççĕ.)
1-мĕш ушкăнри ачасем. . Ордиман, ордиман,
ори тапса тохиман,
Кил-ха конта выляма,
Çеруш ятлă арçын ача.
(Çеруш чупать, алă татайман пирки çав ушкăнрах юлать.)
2-мĕш ушкăнри ачасем. (кăмăлсăррăн) Эпир вылямастпăр, эпир сахаллăн юлтăмăр. Атьăр урăх вăйă выльăпăр.
1-мĕш ача. Атьăр тутăр пăрахмалла выльăпăр.
Пурте. Выляс, выляс.
4-мĕш ача.Эпĕ шутлаканни пулатăп, йĕркеленсе тăрăр.
( Ачасем йĕркеленсе тăраççĕ.)
Вĕт вĕлтĕрен айĕнче
Сарă кайăк чĕппи пур
Эс те чипер, эп те чипер
Чи чиперри сик, тух.
Пурте. Марук тутăр пăрахаканĕ пулать.
Марук. Юрĕ, пулăп.
(Ачасем вăйă карти йĕркелеççĕ. Марук вĕсен хыçĕпе утса сăвă калать.)
Марук. Эп отатăп хорланса
Хама юлташ шыраса.
Отсан- отсан чопатăп,
Тоттăр хорса хăваратап.
(Марук пĕр ачин хул пуççийĕ çине тутăр хурса хăварать. Çав ача тутăра илет те ачасем тавра пĕр еннелле чупать, Марук тепĕр еннелле чупать. Çак ача вырăнне хăшĕ ĕлкĕрет, çав тăрать.)
Пурте . Марук çитеймерĕ.
Марук. Атьăр, тепре выльăпăр, халь çитетĕпех.
(Марук тепĕр ачин хул пуççийĕ çине тутăр хурса хăварать. Леш ачи тутăра илет те ачасем тавра пĕр еннелле чупать, Марук тепĕр еннелле чупать. Çак ача вырăнне хăшĕ ĕлкĕрет, çав тăрать. Хальхинче Марук хирĕç чупакан ача вырăнне çитсе ĕлкĕрет.)
1-мĕш ача. Анюк çитеймерĕ, мĕн тутарăпăр ăна.
2-мĕш ача. Анюка сăвă калаттарас.
(Анюк сăвă калать.)
Коля тухрĕ картишне
Чăхсене апат пама.
Темĕн пулчĕ вĕсене
Тытăнчĕҫ ахăлтатма.
Коля пирĕн пултарать,
Чăхсене те култарать.
Ḉăм атă –пĕр уринче,
Сăран атă – тепринче.
Эсĕ ҫĕлĕк вырăнне
Чашăк ларт-ха пуҫ ҫине.
Ай-вай мыскара пулать.
Коля пек тирпейсĕрсем
Сирĕн ҫук-и, ачасем?
Пурте. Ḉук, ҫук!
Анюк. Атьăр, татах выляр!
Пурте. Выляс, выляс!
(Ачасем вăййа тепĕр хут выляҫҫĕ.)
1-мĕш ача. Маюк çитеймерĕ, мĕн тутарăпăр ăна.
2-мĕш ача. Маюк чипер юрлать , атьăр ăна юрă юрлаттарăпăр.
Ванюк. Юрĕ. Санюк, мана пулăш-ха.
(Маюкпа Санюк «Улми лайăх-и…?» юрра юрлаççĕ. Ачасем вĕсене пулăшаççĕ.)
1 .Улми лайăх-и, ҫеҫки лайăх-и?-2 хут
Пир(ĕ)ншĕн пулсан ҫеҫки лайăх,
Улми тата лайăхрах.?
2. Тулли лайăх-и, ырашĕ лайăх-и?-2 хут
Пир(ĕ)ншĕн пулсан ырашĕ лайăх,
Тулли тата лайăхрах.?
3. Юрри лайăх-и, ташши лайăх-и?-2 хут
Пир(ĕ)ншĕн пулсан юрри лайăх,
Ташши тата лайăхрах.?
1 арçын ача. Ачасем, эпир паян юрларăмăр, сăвă та каларăмăр, анчах ташлама ĕлкĕреймерĕмĕр. Атьăр ташă ташлăпăр.
Пурте .Ташлас, ташлас.
(Ачасем ташă пуçлаççĕ.)
1.Йăмра тымарри,
Хăмла тымарри.
Эпир кам тымарри?
Этмен тымарри!
2. Ташши, ташши
Салакайăк ташши.
Салакайăк ташши мар,
Шкул ачисен ташши.
3.Манăн чунăм хĕпĕртет
Хĕртсе хĕвел пăхнăран.
Тата хытă хĕпĕртеп
Эпир туслă пулнăран.
1-мĕш ача. Ачасем, çитĕ выляса. Каç та пулса килет, килелле кайăпăр. Кĕтĕве хирĕç каймалла.
Пурте. Каяс! Каяс!
( Ачасем пĕр-пĕринпе выляса тухса каяççĕ)
Скачано с www.znanio.ru
Материалы на данной страницы взяты из открытых источников либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.