Предметăн пайрам результачĕсем

  • Разработки курсов
  • Разработки уроков
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Предметăн пайрам результачĕсем
Иконка файла материала Предметăн пайрам результачĕсем.docx

Предметăн пайрам результачĕсем (предметные результаты):

 

Пуçламăш шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (выпускник научится):

- фольклор хайлавне автор хайлавĕнчен уйăрса илме: проза жанрĕсене (калав: юмах: повесть) уйăрма, тĕп паллисене палăртма пĕлни;

- текстра илемлĕ сăнарлăх мелĕсене (сăпатлантару, танлаштару, эпитет, тепĕр хут калани , сасă çырăвĕ) тупма пĕлни;

- хайлав ăшлăхне  пĕр тĕвĕре ( ĕç  пуçламăшĕ - ĕç аталанăвĕ – чи çивĕч самант – ĕç вĕçĕ) курма пултарни;

- героя унăн хăтланăвĕ тата текстра тÿррĕн панă характеристики тăрăх хак пама, геройсене хак пани тăрăх автор вĕсене мĕнле куçпа пăхнине чухлама пултарни;

- литература хайлавĕ çинчен ансаттăн каласа пама (вăл халăхăн е автор хайлавĕ, унăн тĕсĕ (проза, поэзии, драма), сюжетри тĕп йĕрсем, унăн тĕп шухăшĕ)  пĕлни;

- авторпа, унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарма (поэт е писатель, хăш вăхăтра пурăннă, ытларах мĕн çинчен çырать (çырнă) каласа пама пултарни;

- авторăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса литература хайлавĕн персонажĕсене хак пама пĕлни.

 

Пуçламăш шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (выпускник имеет возможность научиться):

- терлĕ жанрлă хайлавсене уйăрма, тĕп паллисене палăртма пĕлни;

- илемлĕ сăнарлăх мелĕсемпе усă курни;

- хайлавсене тишкерни;

- чăваш çыравçисемпе паллашни.