Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Оценка 4.6
Контроль знаний
docx
экология
9 кл
29.10.2018
Сочинение о защите природы родного края начинается с эпиграфа Константина Иванова о том, что нет ничего сильнее человека на этом свете. Далее идёт рассуждение о взаимодействии природы и человека. О том, что человек стремясь обогатиться за счёт окружающей среды не обращает внимание на то, что разрушает, захламляет её.Сочинение о том, что надо беречь природу.
К Вика.docx
Çакă çутă тĕнчере
Вăйли çук та этемрен.
Шывсем çинче, çĕр çинче
Хуçа пулса вăл тăрать…
К. В. Иванов
Пирĕн тавралăх пуян та илемлĕ. Хуласемпе ялсенче пурăнакансем
хăйсен кану вăхăтне вăрмансенче, юхан шывсен хĕрринче ирртереççĕ. Çынсем
тăван çĕре авалтанах хаклаççĕ. Мĕншĕн тесен çут çанталăк çынна чылай
пулăшу, усăлӑх парать. Çĕр – пирĕн пÿрт. Кашни çын хăй çуралса ÿснĕ вырăна
ытларах килĕштерет. Пурнăç тăршшĕпех асран тухмасть тăван тавралăх. Çут
çанталăк пире яланах пулăшма хатĕр. Канма та чĕнет, çимӗçне те парать,
сывлăш та парать, шыв та парать, сиплет те. Пирĕн те уншăн
тăрăшмалла. Чăвашсен паллă поэтесси Галина Елисеева, этемĕн çĕр çинчи
шăпи çинчен тарăннăн шухăшланӑ: «Çут çанталӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесен −
çыннӑн ӑслӑ пулмалла»,−тенӗ вӑл. Чӑн та, çут çанталăкран мĕн пуррине
пăчăртаса, ĕмсе илетпĕр те, каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Çĕр
аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн, çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăри капла?
Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырмаçатрана куçаççĕ, ката
вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăккĕшĕкпе чĕр чун сасси
илтĕнме пăрахать... Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт.
Хамăр ларакан туратта касмастпăри? Эгоист мари эпир? Çут çанталăк
экологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт
çитмерĕши?
Анчах та çынсем çут çанталăка нумай улăштарма пултараççӗ, татах та
лайăх еннелле мар. Усă тăвас тесе, этем çут çанталăк пурнăçне хутшăнни
тĕрлĕ йышши çыхăнусене улăштарса яраççĕ. Нумай усă кӳреççĕ. Халь ĕнтĕ
кÿлĕсем ăшăхланнă, типме пуçланă. Вăрманти ÿсентăрансен хушшинче
тĕлĕнмелли кĕрешÿ пырать. Çĕр айӗнчи тымарсем те ÿсмелли вырăншӑн кĕрĕшеççĕ, вĕсене те пушă тавралăх, тăранмалли апат кирлĕ. Чĕрĕ чунсеншӗн
чи хакли çĕр çинчи – шыв. Çавăнпа та ӑна упрамалла, таса тытмалла.
Мĕнле, мĕнпе пулăшмаллаши çут çанталăка?
Пирӗн тавралӑха
упрассишĕн, пуянлатассишĕн кашни çыннăн – ваттин те, çамрăккин те
тăрăшмалла. Çуралнă çĕршĕн, тăван еншĕн ырă ĕç тума кашни çыннăн хăйне
пĕчĕкрен хăнăхтарса пымалла. Çут çанталăкри пурнăç пĕр енлĕ улшӑнса,
начарланса ан кайтӑр тесен, çынсен вăрмана пĕлсе усă тумалла. Каснă
лаптăксем вырăнне çĕнĕ йывăçсем лартса хăвармалла. Таптаса пĕтернĕ
вăрмансене çăлас тесен, йывăç ытларах лартас пулать. Мĕншĕн тесен
вăрмансем, таврари сывлăшран кăмрăк йÿçеклĕ газ илсе ун вырăнне таса
кислород кăлараççĕ. Пĕтĕм чĕрĕ чуна кислород кирлĕ. Кÿлĕсене тасатса
тарăнлатмалла, çырансене çирĕплетмелле, çупçап пăрахмалла мар. Çакна
пурнăçа кĕртесси пĕтемпех хамăртан килет. Пирӗн тавралăх мĕн чухлĕ
тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн
чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пурлăхлăрах, çавăн чухлĕ çын пурнăçĕ
тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тырпул, пахча çимĕç,
улмаçырла, сиплĕ шыв, мăйăркăмпа, вутăшанкă − пурте çут çанталăк
пурлăхĕ, çынна вăйхăват паракан ырлăхӗ.
Çут çанталăкӑн чĕлхи çук. Тата ăна пулăшма пултараканĕ те çын кăна.
Апла пулсан, кашни çын чĕринче ырă кăмăл çуралтăр, яланах пурăнтăр. Çут
çанталăк илемĕ, ырлăхĕ çынсене яланах савăнăç кÿтĕр. Пурте йĕркене
пăхăнсан пирӗн тавралăх таса пулмалла тесе шутлатăп. Çынсен сывлăхĕ те
çирĕпрех пулĕччĕ. Пирĕн сывлăх хамăр алăра. Çавăнпа хамăн шухăша самана
таппин шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта Ваçлейĕн сăмахĕсемпе
вĕçлесшĕн:
Нумай та пĕтет, сахал та çитет,
Тату пурнăçа элле мĕн çитет?
Пурри вăл пĕрле, çукки çурмалла,
Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?
Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Сочинение по родному (чувашскому) языку «Çут çанталӑк »
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.