Школа ___________________________________________________________
Класс ____________________________________________________________
Фамилия, имя _____________________________________________________
Дата ______________________________________________________________
Тăван чĕлхе. 4 класс
1-мĕш вариант
1. Текста вула. Унăн ятне шутла, çырса хур.
_______________________________
Хамăр ял. Тăван ял. Çак сăмахсене кам кăна ăшшăн асăнмасть-ши? Таçти çĕр-шыва, таçти инçетри вырăна кайсан та йăмраллă чăваш ялĕ аса килет.
Пирĕн ял – ытарма çук илемлĕ, кăмăла каякан ял. Унăн урамĕсенче вăрманти пек сулхăн, уçă. Ялта темĕн чухлĕ çĕнĕ çурт. Тем пысăкăш шкул, Культура çурчĕ, больница…
Ешĕл йăмрасене, шурă хурăнсене чун-чĕрере усратăп. Халĕ те манăн тăван яла вĕçсе çитес, тăван уй-хире чупса тухас килет. Тăван яла, тăван çĕр-шыва юратнăран пирĕн вăй-хал çăлкуç пек тапса тăрать. Çавăнпа эпир кирек ăçта та тăван çĕр-шыва асра тытса кĕрешетпĕр, çĕнтеретпĕр.
2. Ку текст - …
а) илемлĕ текст
ă) ăслăлăх тексчĕ
3. Калавăн тĕп шухăшĕ хăш абзацра палăрать?
а) пĕрремĕш
ă)иккĕмĕш
б) виççĕмĕш
4. Автор хăйĕн ялне сăнлакан абзаца туп.
а) пĕрремĕш
ă)иккĕмĕш
б) виççĕмĕш
5. Яла сăнлакан вырăна çырса ил.
__________________________________________________________________
__________________________________________________________________
__________________________________________________________________
6. Ку текстра мĕнле предложенисем ытларах?
а) ыйтуллисем
ă)калуллисем
б) хистевлисем
7. 2-мĕш абзацра паллă тунă сăмахсене туп. Вĕсенчен тымартан çеç тăраканнисене суйласа ил, çырса хур.
__________________________________________________________________
8. 3-мĕш предложенири 5-мĕш сăмаха туп. Ку сăмахра:
а) 5 сасă, 5сас палли, 1сыпăк
ă)4 сасă, 5 сас палли, 2 сыпăк
9. Текстра вырăс чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсене туп. Вĕсене пĕрреллĕ хисепре, камăнлăх падежĕнче лартса çыр.
__________________________________________________________________
10. Килет глаголăн вăхăтне,хисепне, сăпатне палăрт.
__________________________________________________________________
11. Çуклăх формине йышăннă глагола тупса çыр.
__________________________________________________________________
12. Вăйлă степеньри паллă ячĕсене текстра туп, çырса хур.
__________________________________________________________________
13. Пирĕн, унăн местоименисене тĕп падежра лартса çыр.
__________________________________________________________________
14. Текстри юлашки предложение çырса ил. Унти тĕп членсене палăрт.
____________________________________________________________________________________________________________________________________
15. Пĕрремĕш абзацра пĕр йышши членлă предложение тупса çырса хур.
____________________________________________________________________________________________________________________________________
16. Текстри пайăр ятсене тупса çырса хур.
__________________________________________________________________
17. Текстра мăшăр сăмахсене туп. Вĕсемпе «паллă ячĕ + япала ячĕ» сăмах майлашăвĕсем туса çыр.
____________________________________________________________________________________________________________________________________
18. Аякри тăванусем патне çыру çыр. Çуллахи каникула мĕнле ирттерме шутлани çинчен пĕлтер.
____________________________________________________________________________________________________________________________________
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.