Уҫӑ урокӑн планӗ

  • Занимательные материалы
  • Культурные мероприятия
  • Разработки уроков
  • Домашнее обучение
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Уҫӑ урокӑн планӗ
Иконка файла материала Уҫӑ урокӑн планӗ.docx

Уҫӑ урокӑн планӗ

( 1-мӗш класс)

Урок теми:  [п] сасӑ тата унӑн паллисем

Дидактика тӗллевӗ: Ҫӗнӗ материала ӑнланма условисем туса парасси.

Содержании тӗллевӗсем:

Вӗрентӳ: [п]сасса тӗрӗс калама, п сас паллиллӗ сӑмахсене тӗрӗс вулама вӗрентесси.

Аталану тӗллевӗ:

Ачасен калаҫу чӗлхине, вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

Воспитании тӗллевӗ:

Ачасене амӑшӗсене мӗн пӗчӗкрен хисеплес, йывӑр чухне пулӑшас,чӗр чунсене юратас, вӗсене упрас туйӑма ӳстересси

Урока кирлӗ хатӗрсем:

Чӑваш азбуки А.А.Ермошкина, Н.Н.Чернова, пулӑсем, хутран касса тунӑ чечексем, тӗрлӗ тӗслӗ кӑранташсем, ҫулҫӑсем, мультимедиа оборудовани.

 

Урок юхӑмӗ

I.                  Вӗренӳ ӗҫне никӗслени

 

Шӑнкӑрав сас пачӗ

Урока чӗнсе.

Пӗтӗм класс шӑпланчӗ,

Парта хушшинче.

-         Ачасем , паян пирӗн патӗнче тӗрлӗ шкулсенчен хӑнасем-вӗрентекенсем килсе ҫитрӗс. Пурте ҫаврӑнса пӑхатпӑр, ашӑ кулӑ парнелетпӗр. Халӗ ман ҫине пӑхатпӑр.

Сирӗн куҫсем паян ман ҫине ахаль ҫеҫ ан пӑхччӑр. Куҫсен урокра пурне те курма тата асӑрхама пӗлмелле. Хӑлхасем  вара итлеччӗр ҫеҫ мар, илтме те пултарччӑр. Шухӑшламасӑр чӗлхӳсене ирӗке ан ярӑр.

Кашнин умӗнче чечек выртать. Урокра пурте тӑрӑшсан, тимлӗ пулсан, мана лайӑх итлесен, шухӑшласан, тӗрӗс хуравсем парсан урок вӗҫнелле чечек тӗрлӗ тӗслӗ пулса тӑрать.

 

II.               Пӗлӳне ҫивӗчлетни (актуализация знаний)

 

Учитель: Эпир сирӗнпе «Ҫулҫӑ пуҫтар» вӑйӑ выляса илетпӗр. Доска ҫинче ҫулҫӑсем ҫыпӑҫтарнӑ. Вӗсем ҫинче ҫырнӑ сасӑсене ҫил арпаштарса пӗтернӗ. Сирӗн вӗсене каласа пӑхмалла та, мӗнле каланине кура икӗ ушкӑна уйӑрмалла. Йывӑҫ кӳлепи икӗ енне вырнаҫтармалла. Кам мӗнле шутлать.

Учитель: Мӗнле пӗтӗмлетӳ туса хӑваратпӑр?

Ачасем: Сасӑсем икӗ тӗрлӗ пулаҫҫӗ: уҫӑ тата хупӑ.

Учитель: Уҫӑ сасӑ пулнине мӗнле пӗлтӗр?

Ачасем: Уҫӑ сасса каланӑ чухне пӗр чарӑнмасӑр юрлама пулать.

Учитель: Хупӑ сасӑ пулнине мӗнле пӗлтӗр?

Ачасем: Хупӑ сасӑ ирӗккӗн тухмасть. Вӗсене ирӗккӗн тухма чӗлхе, тута, шӑлсем чӑрмантараҫҫӗ.

Учитель: Маттурсем. Апла пулсан чечекӗн пӗр ҫеҫкине сӑрласа хуратпӑр.

(ачасем сӑрлаҫҫӗ)1ҫеҫки

Учитель: Ачасем тимлӗ пулӑр, шухӑшлӑр. Эпӗ тупмалли юмахсем калатӑп. Мӗн пулнине алӑ ҫӗклесе каламалла.

 

Вӑрманта пурӑнать. Хӳри кӑпӑшка, турат ҫинчен турат ҫине сиксе ҫӳрет. Мӗн-ши вӑл? (Пакша)  - 1 – мӗш слайд

 

Пуҫӗ пур та – ҫӳҫӗ ҫук,

Ҫӑварӗ пур та – сасси ҫук.

Мӗн-ши вӑл. (Пулӑ) – 2- мӗш слайд

 

Мӑйӗ вӑрӑм та хур мар,

Ирӗк ҫеҫ ӑна эс пар.

Ав епле мӑйне тӑсса

Кӑрлатсах ҫӑтать тусан (Пылесос) -3-мӗш слайд

Учитель: Маттурсем. Апла пулсан чечекӗн тепӗр ҫеҫкине сӑрласа хуратпӑр. (ачасем сӑрлаҫҫӗ) 2ҫеҫки,

 

III.           Учитель: Ачасем пакша, пулӑ, пылесос сӑмахсенче сӑмах пуҫламӑшӗнче мӗнле сасӑ илтӗнчӗ?

Ачасем: Ку сӑмахсенче [ п]сасӑ илтӗнчӗ.

Учитель: Халӗ пулӑ сӑмаха сыпӑк ҫине пайлӑр.

Ачасем: Пу-лӑ. Ку сӑмах икӗ сыпӑкран тӑрать.

Учитель: Мӗншӗн икӗ сыпӑк пулчӗ?

Ачасем: Икӗ уҫӑ сасӑ: у, ӑ

Учитель: Миҫе хупӑ сасӑ?

Ачасем: Икӗ хупӑ сасӑ: п, л

Учитель: Ачасем, каланӑ хупӑ сасӑсенчен хӑш сассине эпир вӗренмен?

Ачасем: [п] сасса вӗренмен.

Учитель: Апла пулсан пирӗн ҫак урокра мӗнле сасӑ ҫинчен пӗлӗве ӳстермелле?

Ачасем хуравлаҫҫӗ.

Вӗрентекен:

- Ачасем, эпир паян сирӗнпе [п] сасӑ ҫинчен вӗренӗпӗр, ӑна тӗрӗс калама, сас паллисемпе палӑртма, п сас паллиллӗ сӑмахсене тӗрӗс вулама вӗренӗпӗр.

(3-мӗш ҫеҫкине сӑрлаҫҫӗ)

 

IV.           Ҫӗнӗ пӗлӳсене ӑса хывни.

1)Сасса калани.

Вӗрентекен:

Ачасем, эпӗ [п] сасса калӑп, эсир тимлӗн, ман тутасем  ҫине пӑхса итлесе ларӑр.

-


[п] сасса каланӑ чух тута мӗн тӑвать?

Ачасем:

-Икӗ тута пӗрлӗшет.

Вӗрентекен:

[п] сасса каланӑ чух сывлӑш кӑкӑртан мӗнле тухать?

Ачасем:

-Чӑрмавлӑ тухать.

Вӗрентекен:

- Апла пулсан [п] мӗнле сасӑ?

Ачасем:

-Хупӑ сасӑ.

Физкультминутка

Вӗрентекен:

- Ачасем, халӗ [п] сасса таса калама вӗренӗпӗр. Вӑйӑ «Кайӑк пасарӗ» (хыттӑн, унтан шӑппӑн каласси)

Па-па-па, Павӑлпа тус ман аппа.

Пӑ-пӑ-пӑ, Пӑвара лавкка хупӑ.

Пӗ-пӗ-пӗ, пӗкӗ пек тӳрӗ эпӗ.

Пи-пи-пи,  Пикенсех ӗҫлер эппин.

Вӗрентекен:

Мӗнле пӗтӗмлетӳ тума пулать?

Ачасем:

Эпӗ [п] сасса илтме тата уйӑрма пӗлетпӗр. (ачасем калймасан вӗрентекен каласа хӑварать)

(4-мӗш ҫеҫкине ҫӑрлаҫҫӗ)

Вӗрентекен:

- Ачасем, [п] сасса тепӗр хут калар-ха. Халӗ [п] сасса п саспаллипе палӑртӑпӑр. Тен сирӗнтен кам та пулин ҫак сасса мӗнле сас паллипе палӑртмаллине пӗлет?

Ачасем хуравлаҫҫӗ.

Вӗрентекен:

Апла пулсан парта ҫине П сас паллине шут патакӗсемпе хурса кӑтартӑр-ха. (Пӗри доска ҫине ҫырса кӑтартать)

Вӗрентекен П, п сас паллипе паллаштарать.

-  [п] сасса пӗлтерекен сас паллисем ҫаксем

- П сас пали мӗн евӗрлӗ? (5-мӗш слайд) (хапха пек, турник пек)

(5-мӗш ҫеҫкине сӑрлаҫҫӗ)

V.              Ҫӗнӗ темӑна ҫирӗплетни ( 6 слайд)

 

а) Сыпӑксене вулани.

Ачасем сыпӑксене пӗчченшерӗн вулаҫҫӗ.

ӑ)Кӗнекепе ӗҫлесси

«Пулӑшу» калавпа ӗҫлени.

- Ачасем хӑйсем тӗллӗн вулаҫҫӗ.

- Учитель вуласа парать.

- Калав содержанине мӗнле ӑнланнине ыйтусем парса тӗрӗслени.

Суйлавлӑ вулав: калавра п сас паллиллӗ сӑмахсене туптарса вулаттарни.

(6- мӗш ҫеҫкине сӑрлаҫҫӗ)

 

VI.           Вӗреннине усӑ курма пӗлни.

«Пулӑра» вӑйӑ выляттарни.

Доска ҫине магнитлӑ хутран касса тунӑ пулӑсем ҫыпӑҫтарса хунӑ. Ачасен пуллине вӑлтапа «тытмалла», ӳкерчӗкӗн тепӗр енче ҫырнӑ текста тӗп-тӗрӗс вуласа памалла. Тӗрӗс вуланӑ хыҫҫӑн пуллине пӗрлех илсе каймалла.

 

VII.        Пӗтӗмлетни. Тӗрӗслени, хаклани.

Вӗрентекен:

- Ачасем, эпир паян мӗнле сасӑпа тата сас паллипе паллашрӑмӑр?

Ачасем хуравлаҫҫӗ.

(7-мӗш ҫеҫкине сӑрлаҫҫӗ)

Чечексене доска ҫине ҫыпӑҫтарса хуратпӑр.

 

Вӗрентекен:

- Паян эсир мана тӗлӗнтертӗр. Эпӗ сирӗнпе ҫав тери кӑмӑллӑ. Урок вӗҫӗнче ҫакӑн пек вӑйӑ ирттересшӗн. Партӑсем хушшинчен тухса ҫаврана тӑма ыйтатӑп. Паян Настя аван ӗҫлерӗ. Эпӗ ун ячӗпе ал ҫупатӑп. Малалла эсир камшӑн алӑ ҫупнине калӑр, ман пек тӑвӑр.

Маттурсем, урок вӗҫленчӗ.

 

 

-