Презентация по экологии "Мой край родной"" на чувашском языке. В ней представлены авторские фотографии родного села, его красота и неповторимость завораживает и вдохновляет на творчество. В работе подобраны стихотворения чувашских поэтов. Красоту родного края надо сберечь, чтобы она радовала многие поколения.Красоту родного края надо сберечь. Ею надо любоваться. Свой край надо знать, любить и охранять.
Тăван çĕршыв, тăван чĕлхе
Пысăк çĕршывсем тĕнчере нумай.
Анчах чи пысăкки вăл – Тăван
çĕршыв.
Ан тив, лаптăкăшĕ хăй тем териех
мар
пулин те...
Тăван çĕршыв – яланах пысăк.
Аслă халăхсем тĕнчере самай.
Анчах чи асли вăл – тăван халăх.
Ан тив, йышĕпелен хăй тем териех
мар
пулин те...
Тăван халăх – яланах аслă.
Вăйлă чĕлхесем тĕнчере пайтах.
Анчах чи вăйли вăл – тăван чĕлхе.
Ан тив, калăпăшĕ хăй тем териех мар
пулин те...
Тăван чĕлхе – яланах вăйлă.
Шăкăл-шăкăл тăсăлать-и калаçу,
çаврăм-
çаврăм янăрать-и юрă
е çемĕн- çемĕн шăнкăртатса юхать-и
юмах:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Тĕнчерĕ чĕрчĕнăн, çĕр çинчи мĕнпур
ÿсентăранăн,
тÿпери мĕнпур çăлтăрăн ячĕ пур
пирĕн:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Çутçанталăк пулăмĕсене, кÿршĕ-
аршăн
шухăш-кăмăлне, ырăпа
усала ĕмĕртенех пит лайăх чухланă
эпир:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Вăрçа-харçа тиркенĕ, чире-чĕре
сиплеме
пĕлнĕ, сăваплăха
мухтанă, ирĕксĕрлĕхе курайман:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Пин-пин сăмахăмăр пур пирĕн,
пин-пин юмахăмăр пур пирĕн,
пин-пин юррăмăр пур пирĕн:
Ку вăл пĕтĕмпех – тăван чĕлхе.
Çĕр çул мар, пин те мар, темиçе пин
çул
янăранă ĕнтĕ
чăваш чĕлхи.
Анчах – пĕрре те кивелмен.
Пачах-ха, вăл йăм-йăм
хĕмпе çиçсе тăракан
çăлтăр пекех çап-çутă.
Шурăмпуç çăлтăрĕ пекех
çутă вăл, ялтăр
çутă!