Çăварни
Уявě
(Масленица)
Ача-пăчасем кăшкăрашса урама чупса тухаççĕ. Кашнин аллисенче пĕчĕк çунашкасем. Сăвăласа калаççě.
Эрне хушши катаччи! Çăварни! Çăварни!
Çăварни килет, куртăр-и?
Çуркунне çитет, сисрĕр-и?
Хирĕç тухса илтĕр-и?
Эх,
çăварни, çăварни!
Çăвар
тулли икерчи,
Кĕсье тулли кулачи,
Çитрĕ, çитрĕ çăварни, Кĕçех çитрĕ çу эрни Эй, яш-кĕрĕм, ачапча, Чупса юлар катаччи!
Ачасем! Тăвансем! Васкăр, килĕр! Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Çерçи ури хуçмалли вăхăт çитрĕ.
Çăварни, çăварни, Çăварна карса кил! Кап-кап икерчĕ хып!
Шăнкăрав сасси янăрать, Çамрăк-кĕрĕм савăнать. Çăварни килет çич кунлăх Ма килмест-ши çĕр кунлăх?
Çăварни! Çăварни çитрĕ, çу çитрĕ! Картлă-картлă пашалу, Вун ик çытар, пĕр тÿшек, Хурăн тăрри – хултăрчи, Йăмра тăрри – йăмпăлти,
Чăрăш тăрри – чăмпăлти. Тунти хăти килет, тет, Вун ик вĕçле пушшипе Хыптарать те çунтарать.
Хусан çуни хуçмалла- Эпир ун çине ларас çук. Чĕмпĕр çуни чĕнтĕрлĕ- Эпир ун çине ларас çук. Çĕрпÿ çуни, çĕрĕк çуна Пирĕн айран каяс çук.
Аттен пахчи пулмасан, Кайăк сасси илтес çук. Аттен лаши пулмасан, Çварни чупса курас çук.
Çварни чупма кам лайăх?- Вун çич çулхи хĕр лайăх. Лар, лар,савни, çуммарах,- Чун юратни эс анчах.
Катаччи те çăварни! Çăвар туллии икерчи, Кĕсье туллии премĕкĕ, Ма çварни теес маар? Аттен лаши улт сулхи. Утмăл çула çитиччен Пĕр çварнирен юлас çук. Аттин улĕ çич çулхи, Ситмĕл çула çитиччен Пĕр çварнирен юлас çук.
1-мĕш ачи: Ăçта пирĕн Микула? Халь те çывăрать-и вăл?! Атьăр: кайрăмăр вăратма!
Пурте: Атьăр!
Ик-виç ача: (пĕр харăссăн Микулана витлесе кăшкăраççĕ) Микула – çывракан, кĕл пашалу çиекен!
1-мĕш ачи: Микула, тух! Мĕн çывăрса выртатăн? Паян çерçи тăриччен тăрса хĕреслĕ урамра «турахуп кучĕпе» ярăнмалла! (турахуп – чăвашсен сÿс тураса якатмалли ĕç хатĕрĕ).
Микула васкаса тумтирне тăхăнкаласа хапхаран тухать. Аллине ик-виç икерчĕ тытнă.
Микула: Икерчĕ çиме те памастăр вĕт манна. Асанне куриччен ик-виç икерчине йăтрăм та тухрăм. Мейĕр, çийĕр. (Микула пурне те икерчисене хуçа-хуçа пайласа парать? Ачасем икерчисене хăвăрт-хавăрт çисе яраççĕ те вĕçтереççĕ хĕреслĕ урама çунашкасемпе ярăнма.
Ярăнса аннă чух çапла каланă: «Кантăр тÿрě пултăр! Кантăр вăрăм пултăр!» Çитěннисем те çамрăксем ярăннине пăхса савăннă, хăйсем те ярăннă.
Виçĕ-тăватă хут ярăнса аннă хыççăн пĕр ачи вăйă выляма сĕнет. 2-мĕш ачи: Атьăр, вылятпăр, шăнса кайрăм. Пурте: Атьăр, атьăр!
3-мĕш ачи : Микула, эсĕ нумай çывăрнăшăн - «йытти» пулатăн.
Ачасем пурте «йытăлла» выляма пуçлаççĕ.
Вăйă йĕрки.
Шăнса пăрланнă муклашкапа пĕр-пĕрне ураран тивертмелле вылянине «йытăлла» тенĕ. Муклашка кама тивнĕ – çав «йытти», хăвалаканĕ пулнă. Ыттисем «йыттинчен» тарса хăтăлма тăрăшнă. Ашкăнма юратаканрах ачасем систермесĕр, хăвалаканни патне пынă та: «Йытту ăçта?» - тесе витлешсе çурăмĕнчен аллисемпе тĕксе хăварса тарнă.
Ачасем тěрлěрен вăйăсем выляççě, вăй виçеççě.
Ачасем вылянă хушăра урама лашасемпе çăварни юрри юрласа хĕрсемпе каччăсем çитсе чарăнаççĕ. Лашисене лентăсемпе, шăнкăравсемпе капăпрлатнă. Ачасем вĕсене курсан кăштах айккинелле пăрăнаççĕ. Хăйсене май выляççĕ, кăшкăрашаççĕ, юрпа перкелешеççĕ.
1 каччи: Хĕрсем, пĕрер такмак каласа ташлар-ха!
Вăйçă такмак кĕвви кала пуçлать. Хĕрсемпе каччăсем ташлаççĕ.
Ташă такмакĕсем
Тăррăн-тăррăн тăмашкăн,
Тăри чĕппи мар эпир.
Шăппăн-шăппăн лармашкăн,
Шăпчăк чĕппи мар эпир.
Сикĕр-сикĕр шывалла,
Шыв сирпĕнсе тăмалла.
Ташлăр халĕ ташшине,
Çын тĕлĕнсе тăмалла.
Акă ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ,
Калама та çук ĕнтĕ,
Сылтăм ура хĕрсе кайрĕ,
Чарăнма та çук ĕнтĕ.
Юрататăп кĕпине,
Юрататăп çухине,
Юрататăп каччине
Аван ташлаканнине.
Шурă тутăр паттис мар,
Паттисран та кая мар.
Эпир кунта артист мар,
Артистран та кая мар.
Сĕтел тăваткал пулать,
Ури тăваттă пулать.
Эпир кунта савăнни
Ĕмĕр асăнма юлать.
Эп юрлас та теменччĕ, Эп ташлас та теменччĕ. Купăс çемĕ каласан Сикрĕм, тухрăм ташлама.
Атьăр ташша тухар-и, Такмакласа ташлар-и? Пирĕн çине юлташсем Ăшшăн пăхса тăччăр-и?
Веселиться, веселиться, Веселиться тумалла. Çунса тăракан чĕрене Ташласа йăпатмалла.
Тăмпа, тăмпа, тăмпала Тăмпа мĕскер тумалла? Юрламасан, ташламасан, Пирĕнпе мĕскер тумалла?
Çап-çаврака кÿлĕре Шыв çаврăнать-шим вара? Эпир кунта ташланăшăн Намăс пулать-и вара?
Ташлар, савăнар, Пирĕн ĕмĕр иккĕ мар. Ик ĕмĕрпе мĕн тăвар, Пĕрне лайăх пурăнар.
Алли хамăн мар-и ман, Ури хамăн мар-и ман? Тусăм хамăн мар-и ман, Савăнмалла мар-и ман
Тăван тăвана пăхать, Килĕштерсе пурăнать. Тăван тăвана савать, Ĕмĕр пĕрле пурăнать.
Çурхи кунсем çитсессĕн Кайăк юрри пĕтес çук. Тăван патне килсессĕн, Юрă-ташă пĕтес çук.
Ах, ах, ах иккен, Ахлатасси хĕн иккен. Пĕр ташлама тытăнсан Чарăнасси хĕн иккен.
Ташласа пĕтернĕ хыççăн çамрăксем çăварни юрри юрла пуçлаççĕ. Çăварни юррисем.
Çăварни çуни çапла ай пулать-и,
Çăварни çуни çапла пулать-и,
Пар ут кÿлмесĕрех шăвать-и?
Çăварни хăни çапла ай пулать-и,
Çăварни хăни çапла пулать-и,
Пĕр юрламасăрах каять-и?
Хĕвелĕсем тухать ай хĕрелсе
Хĕвелĕсем тухать хĕрелсе
Ылтăн юпа тавра ай çаврăнса.
Тантăш эсир пырăр ай пирĕн пата
Тантăш эсир пырăр пирĕн пата
Уйăхпа хĕвел пек çаврăнса.
.Атăлĕсем тулли ай пулмасан
Атăлĕсем тулли пулмасан
Кам ларать-ши пысǎк ким çине?
Çăварни праçник паян ай пулмасан
Çăварни праçник паян пулмасан
Кам юрлатчĕ çварни юррине?
Ытла шурă чăлха ай сырас мар,
Ытла шурă чăлха ай сырас мар,
Картлă-картлă усса ярас мар.
Ытла шăлтăр-шалтăр ай пулас маар
Ытла шăлтăр-шалтăр пулас маар Хамăр ята хамăр ярас мар.
Йĕлме касрăм, кĕсле эп ай турăм
Йĕлме касрăм, кĕсле эп турăм
Çăварни каласа юрлама.
Лаша илтĕм,çуна эп юсарăм
Лаша илтĕм,çуна эп юсарăм
Ял-йышпа ярǎнса юрлама.
Пар ут лаша кÿлсе ай тухмашкăн
Пар ут лаша кÿлсе тухмашкăн
Хура хыçлă çуна пулмарĕ.
Чуна уçса манǎн калаçмашкăн
Чуна уçса манǎн калаçмашкăн
Çумра савнă тусăм пулмарĕ.
Эп пахчана кĕтĕм ай ирхине
Эп пахчана кĕтĕм ирхине
Сарă –сарă чечек суйлама.
Хура куçа ятăм эп ирĕке
Хура куçа ятăм эп ирĕке
Сарă-сарă каччă суйлама.
Сарă кĕрĕк манǎн ай пур теçĕ
Сарă кĕрĕк манǎн пур теçĕ
Мĕншĕн тăхăнса тухмаççĕ?
Хăйсем савнă тусăм ай пур теççĕ
Хăйсем савнă тусăм ай пур теççĕ
Ма катаччи чупма тухмаççĕ?
Çăварни çуни пирĕн ай çĕн çуна
Çăварни çуни пирĕн çĕн çуна
Çул якатма эпир тухрăмăр.
Кĕвĕç –кĕвĕç, куштан ай хĕрсене
Кĕвĕç –кĕвĕç, куштан хĕрсене
Кĕвĕçтерме эпир тухрăмăр.
Хранцус тутăр эпĕ ай туянтăм
Хранцус тутăр эпĕ туянтăм
Хамăн савнă тусăм кăмăлшĕн.
Çăварни чупма лаша ай эп кÿлтĕм
Çăварни чупма лаша эп кÿлтĕм
Кÿршĕри сарă хĕр кăмăлшĕн.
Хурама та пĕкĕ ай йĕс ункă
Хурама та пĕкĕ йĕс ункă
Чĕлпĕр витĕрнĕ чухне янăрать.
Ай-хай, савнă тусăм, хура куçăм
Ай-хай, савнă тусăм, хура куçăм
Сăмахне каличчен йăл кулать
Çĕнĕ çуна çапла ай пулать-и,
Çĕнĕ çуна çапла пулать-и,
Пĕр ут кÿлмесĕрех юртать-и?
Çăварни тени çапла ай пулать-и,
Çăварни тени çапла пулать-и,
Пĕр юрламасăрах иртет-и?
Юрă юрласа пĕтерес умĕн (икĕ куплет юлсан) пĕр каччи : «Атьăр, ларăр хĕрсем, кайрăмăр кÿршĕ яла!» - тесе кăшкăрать те хĕрсемпе каччăсем çунашкасем çине лараççĕ те юрă юрласах тепĕр яла каяççĕ. Ачисем вĕсене кайнине курса çунашкасем хыççăн «Çăварни чуптарăр-ха!» - тесе çунашкасем çине çакăна-çакăна хыçалтан чупаççĕ.
Пĕр ачи (ларса каяйманни): «Эх, катаччи, катаччи! Катăк çатма икерчи!» - тесе кăшкăрса тăрса юлать.
Çварни уявĕнче улăмран çăварни карчăкĕ туса ăна сăрт çине лартнă.
Ачасем сăрт çинчен ярăнса ывăнсан, çăварни карчăкне çунтарма вăхăт çитет.
Карчăка чĕртсе яраççĕ. Çунса пĕтме пуçласан ачасем кăвайт урлă сикеççĕ, чир- чĕртен тасалаççĕ.
Çăварни кăвайчĕ вăйла çунсан çуркунне час пулать, çу ăшă пулать теççĕ.
Уяв вĕçĕнче çăварни икерчи çиеççĕ.
И çăварни, çăварни!
Çăвар тулли икерчи.
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.