Урок теми: «Халăх сăмахлăхĕ»
Тĕллевсем:
1). «Чăваш халăх сăмахлăхĕ» темăна вĕреннине пĕтĕмлетесси, «фольклор» сăмах пĕлтерĕшне уçса парасси.
2) ачасен пуплевне аталантарасси ,
3) тăван чĕлхене юратма хавхалантарасси.
Задачăсем:
«Халăх сăмахлăхĕ» ăнлава çирĕплетесси; «Халăх сăмахлăхĕн» жанрĕсене тишкересси; тăван чĕлхен хитрелĕхне кăтартасси, кĕнекене юратма хăнăхтарасси, вуланине тĕслĕхсемпе çирĕплетме хăнăхтарасси;
Çĕнĕ технологисемпе усă курасси (ушкăнпа е пĕччĕншерĕн ĕçлеме вĕрентесси);
Ачасн пуплевне, тавракурăмне, тимлĕхне, шухăшлавне, аталантарасси; пĕр-пĕрин ĕçне хаклама хăнăхтарасси; хăйсен шухăш-туйăмне итлекене пĕлтерме вĕрентесси;
Вĕренў мелĕсем:
кăткăс ыйту, калаçу, диалог, текста тишкересси, илемлĕ вуласси, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлени, тĕпчесе тишкерни,;
Вĕренў меслечĕсем:
Калаçу, шыраса тупасси, тĕпчесе тишкерни, кăткăс ыйту хуравне тупасси;
Кирлĕ хатĕрсем:
Ачасем тунă укерчĕксенчен йĕркеленĕ «Юмах ятăм, юптартăм» выставка- презентаци, юмах кĕнекисен выставки,«Ваттисен самахĕсем» проект ĕçĕ, музыка инструменчĕсем( çăпала, шакăртма,бубен,параппан). Компьютер.
1. Урока йĕркелесси:
Ачасем чăваш тĕрриллĕ кĕпесемпе, учитель те чăваш тумĕпе.
2. Урок темине,тĕллевне пĕлтересси.
Шăнкăрав сас пачĕ урока чĕнсе,
Пĕтĕм класс шăпланчĕ парта хушшинче.
- Паян урока тĕлĕнмелле арча илсе килтĕм. Ахаль арча мар вăл, асамлă. Пăхăр-ха мĕнле хитре !
-Мĕн пур-ши унта? Арчара мĕн упраççĕ?(ахах-мерчен, хаклă япаласем..)
- Ку арчара мĕнсем-ши? Сирĕн пĕлес килет-и?
-«Халăх самахлăхĕ» тесе çырнă. Мĕн çинчен калаçăпăр урокра, эсир чухларăр-и?
-Халăх сăмахлăхĕ шутне мĕнсем кĕреççĕ? (юмахсем, халапсем, юптарусем, ваттисен сăмахĕсем, тупмалли юмахсем, юрă-такмаксем, шўтсемпе сăвăсем, халăх сăнанисем хăвăрткаларăшсемпе сăмахçаврăнăшсем (фразеологизмсем), çут çанталăка сăнанисем тата ыттисем те. Арчи пĕчĕк кăна, анчах кунта темĕн те пур.
Ман çĕршыв- çĕр пин юр çĕршывĕ,
Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.
Ман çĕршыв- чăн юмах çĕрĕ-шывĕ,
Иксĕлми вăй-хăватлăн сывлать.
3. -Пуçлар-ха арчана пăтратма. «Юмахсем» лекрĕç.
- Ачасем,эсир юмахсем итлеме юрататăр-и? Пĕлетĕр-и?
-Юмахсем мĕнлисем пулаççĕ? (автор юмахĕсем, халăх юмахĕсем)
-Автор юмахĕ тесе мĕнлисене калаççĕ?(И. Яковлев йĕркеленĕ юмахсем , Лапшу çтаппанĕн «Сунарçă юмахĕсем, И Шухлин «Кăранташпа шăши» юмахĕ тата ыт.
-Халăх юмахĕсене кам çырнă? (Ачасем ăнлантараççĕ. )
_Чăваш халăхĕ çав тери ĕçчен, ăслă. Юмахсене, юрăсемпе сăвăсене пултаруллă ăстасем шухăшланă. Анчах хут çине çырса хума хутла пĕлмен, пĕри теприне, тепри урăххине кала-кала панă. Авторĕ кам пулни те манăçнă, çавăнпа вĕсене халăх сăмахлăхĕ теççĕ. Халăх хывнă çак пуянлăха ФОЛЬКЛОР теççĕ. Фольклор сăмах акăлчан челхинчен кĕнĕ сăмах – «ХАЛĂХ ĂСТАЛĂХĔ» тенине пĕлтерет.
-Содержани тăрăх юмахсем менлисем пулаççĕ? (чĕр чунсем çинчен, йăла юмахесем, асамлă юмахсем)
-Йала юмахесем тесе мĕнлисене калаççĕ? (Йалара, çынсен пурнăçĕнче пулса иртекен ĕçсем çинчен) Эсир пĕлетер-и ун пек юмахсене? (Чее тилĕ, Çĕвĕç, Асамат кĕперĕ, Ăслă хĕр, Çĕр синче мĕн вăйлă?, Çил ачисем, Пуйма каякан – вилсе килнĕ, Ухмах Йăван. Улăппа супетей)
-Асамлă юмахсем çинчен мĕн калатăр? (Ку юмахсенче асамлă ĕçсем пулса иртеççĕ) Ылтăн шăллă хĕр, Уйăх çинчи хĕр, Йăван)
-Класс тулашĕнчи вулав урокĕсенче эсир нумай юмах вуларăр, килĕшнĕ юмахсем тăрăх ўкерчĕксем турăр. Паллаштарăр-ха пире вĕсемпе?
_ Ачасем , ячĕ мĕнле ку юмахăн?
4. Асамлă арчана татах пăхса илĕр-ха. Мĕн пур-ши унта тата?
Ĕçлекеншĕн нихăçан та çитмест, юлхав çыншăн ытлашши (вăхăт)
Урасăр утать, алăсăр шаккать (çил)
-Ачасем, кусем мĕнсем? (тупмалли юмахсем)
Шывра çуралать, шывран хăрать. (пăс)
Çунатлă – вĕçмест, ури çук –хуса çитме сук. (пулă)
Вĕçет – чĕнмест, выртать – чĕнмест, вилсен –шавлать, чарăнма пĕлмест. (юр)
Малтан йăлтăркка, кайран калтăркка (çиçĕмпе аслати)
Мана çынсем кĕтеççĕ, эп килнине курсанах пурте тарса пĕтеççĕ. (çумăр)
-Хале эсир пер-перинчен ыйтăр.
-Маттур, ачасем! Эсир нумай пĕлетĕр.
5. –Манăн каллех çак арчана пăхас килет, тата мĕн пур-ши унта? (арчана уçса « Ваттисен сăмахĕсем»тесе çырнине кăларать)
-Эсир ваттисем вĕрентсе каланă сăмахсене те нумай пĕлетĕр пуль-ха. Халĕ эп сире конвертсем паратăп,унта ваттисен самахĕсем. Анчах вĕсене пăтраштарса пĕтернĕ, сирĕн тĕрĕс вырнаçтарса йĕркелеме тивет. (çурмалла уйăрнă пайсене тупса йĕркелеççĕ)
- Кăшт ăмăртса илер-ха. Хăш ушкăн хăвăртрах ĕçлет?
( ĕçе пĕтерсен ваттисен сăмахĕсене черетпе вуласа параççĕ)
ВĔРЕННИ - ÇУТĂ,
|
ВĔРЕНМЕННИ - ТĔТТĔМ.
|
ĔМĔР ПУРĂН,
|
ĔМĔР ВĔРЕН. |
ТĂВАН ÇĔРШЫВ СЫВĂ ПУЛСАН,
|
ТĂВАН ЙĂВУ ТА ПУЛĔ САН.
|
ÇАМРĂКЛА ВĔРЕННИ - ЧУЛ ÇИНЧЕ,
|
ВАТĂЛЛА ВĔРЕННИ - ЮР ÇИНЧЕ.
|
ĔÇ ТĂРАНТАРАТЬ,
|
КАХАЛ ПĂСАТЬ.
|
КАХАЛШĂН – ÇĔР КĔСКЕ,
|
ĔÇЧЕНШĔН КУН КĔСКЕ.
|
УЙ КУÇЛĂ, |
ВĂРМАН ХĂЛХАЛЛĂ.
|
ĔÇРЕН АН ХĂРА,
|
ВĂЛ ХĂЙ САНРАН ХĂРАТĂР.
|
ВАТТА СУМА СĂВАКАН -
|
ХĂЙ ТЕ ЫРĂ КУРАКАН.
|
ВЫÇСАН ÇĂКĂР ТА
|
КУЛАЧĂ ПУЛАТЬ.
|
ЧĔЛХЎПЕ АН ВАСКА, |
ĔÇЎПЕ ВАСКА.
|
ĔÇЧЕНĔН ĔÇ НУМАЙ, |
КАХАЛĂН СĂМАХ НУМАЙ. |
-Мĕнле шутлатăр,кирлĕ-ши пурнăçра ваттисен сăмахĕсене пĕлни?
(вĕсем пире мĕнле пулмаллине вĕрентеççĕ, тĕрĕс мар ĕçсем тăвасран чараççĕ)
6. – çавăн пекех чăваш халахĕн сăмах çўпçинче шахвăртса каланă сăмахçаврăнăшсем те нумай. Вĕсене усă курни калаçăва илемлетсе пуянлатать, ăс-тăна çивĕчлетет.
«Куç хупса иличчен» тени мĕне пĕлтерет? (питĕ хăвăрт);
«Чикĕ тăршшĕ лартрĕ» - суйса хăварчĕ;
«çўпçипе хупăлчи пек» - пĕр пек, пĕр майлă;
«Тўр пилĕклĕ» -кахал;
«Кукăр алăллă» - вăрлама юратать
«Хура-шурне нумай курнă» - начар пураннă,нумай инкек туснĕ;
«Пуçĕнче çил вылять»- тĕплĕ шухăшлама пĕлмест, çăмăлттай.
«çăвара шыв сыпнă пек ларать» -нимĕн те чĕнмест
-маттур, ачасем!
7. –Пирĕн пĕчĕк арчара татах сăмах нумай-ха. Юрă-сăвăсем, шўтсемпе такмаксем. Халĕ вĕсене аса илер-ха.Вайă карти тăвăпăр. Чăваш юррисене итлесе ытти халăхсем те тĕлĕннĕ. Акă мĕн каланă чăвашсен пурнăçне тĕпченĕ , вĕсене хўтĕленĕ вырăс хĕрарăмĕ Алесандра Фокс 1840 çулта « Записки о чувашах и черемисах Казанской губернии» ятлă алçырăвĕнче: «чăваш тĕлĕнмелле талантлă. Хирпе пырать – хир çинчен юрлать, вăрманпа пырать –вăрман çинчен юрлать»
Юрă: «Итлĕр куккук сассине»
Вĕçсĕр сăвă: - Атя пичче пасара. - çăпату çук.
-Пичче, çăпата туса пар. - Пушăт çук.
-Пушăт ăçта? - çăкара.
-çăка ăçта? -Вăрманта.
-Вăрман ăçта? -Йăлăмра.
-Ма каймастăн йăлăма? Лашам çук
-Лаша ăçта? - Пасарта.
-Атя, пичче, пасара . -çăпату çук.
Шўтлĕ сăвă:
-Хăш ялсем? -Карапашсем.
-çуну синче мĕн пур? - Кăркка.
-Майĕ вăрăм-çке. - Аçи.
-Ами ăçта? - Ампарта.
-Чĕппи ăçта? - Тинĕсре.
-Лашу ырхан-çке. - çул хура.
-Пахчунта мĕн ўсет? - Купăстапа кăшман.
-Вăйлă-и? - Мĕн вăйлине калан.
- Катăк кутлă качака кĕнĕ, çинĕ кайнă.
Тытрăм та пусрăм,
Пĕр ампар аш пулчĕ.
-Ампарĕ пĕчĕк пуль? - Мĕн пĕчĕккине калан,
80 салтак вырнаçать.
-Салтакĕсем пĕчĕк пуль? - Мĕн пĕчĕккине калан,
Пĕр хуран пăтă çитмест.
-Хуранĕ пĕчĕк пуль? -Мĕн пĕчĕккине калан,
Пĕр кўлĕ шыв çитмест .
-Кулли пĕчĕк пуль? - Мĕн пĕчĕккине калан,
Урлăш – 60 хăлаç,
Сарлакăш -80 хăлаç.
Витлемелли сăвăсем: Нина- Нинават, ĕне хўри саламат.
Вăйă: «çерем ватса вир акрăм».
Чăваш ташши: Тўнкки- тўнкки параппане
çапмасарах тўнклетет.
Эпир вăййа тухсассăн та
çич çухрăмран илтĕнет.
Юрă: «Хурăн çулçи çурăлсан..»
8. –Чăваш халăх сăмахлăхĕн арчи çав тери пуян. Ахаль мар чăваш çĕр-шывне çĕр пин сăмах, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин юрă çĕр-шывĕ теççĕ. Вĕсем пире пурăнма вĕрентсе, ăс парса пыраççĕ.
« ФОЛЬКЛОР»- ХАЛĂХ АСТАЛĂХĔ.
-Паян урокра пурте маттур пултăр. Уйрăмах шўтлĕ сăвăсем калакансем манна килĕшрĕç. Ваттисен сăмахĕсене те нумай пĕлетĕр иккен эсир. Тавтапуç!
Наташа Ф.:
Пурнăçра ăçта кăна çитместĕн,
Пур çĕрте те маншăн пархатар.
Хам чăваш пулнишĕн вăтанмастăп,
Эс те ,тусăм, ху камне ан ман !
-Урока Л.В.Мартьянова сăмахĕпе вĕçлес килет:
«Эп кайран,
Темиçе çĕр çултан.
Ман мăнукĕн мăнукĕ
Ман ума килессе,
Чăвашла пуплесе
Ĕненетĕп!»
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.