Это мероприятие воспитывает любовь к родному языку, традициям, играм, к небылицам, к сказкам. Развивает речь, память, внимание. В ходе этого мероприятия дети играют и разучивают новые игры. Учатся играть дружно.Учат стихи к играм, что развивает речь и память. Мероприятие полезно для учителя и классного руководителя.
Кив Тахтал вäтам шкулĕ
Элкел районĕ
Тутарстан
Атьäр вäййа
тухари?
Вĕрентекен:
Александрова Надежда
Александровна20112012 вĕренÿ çулĕ.
Тĕллевĕсем:
1). Ачасене халäх традицийĕсене упрама, тäван чĕлхене юратса
вĕренме хавхалантарасси.
2). Чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлäхне туйма, пĕлÿлхе ÿстерме
пулäшасси.
Вäйä юхäмĕ.
Юрä юрласа çамрäксен ушкäнĕ кĕрет
Урам ик айкки кäвак çеçке (2 хут)
Пайла пайла татари те,
Пайла пайла татари?
И касс вäййа тухсассäн (2 хут),
Çавра çавра юрлар и те,
Çавра çавра юрлари?
Ачасем сцена çинче вырнаçса тäраççĕ . Ертсе пыракан тухать.
Ертсе пыракан (Е.п.): Ырä кун пултäр пурне те! Эпир паян сирĕн пата чäваш
çамрäкĕсен вäййисемпе юррисене илсе килтĕмĕр.
Ачасем юрä юрласа параççĕ: «Атте лаша панä пулсан».
Е.п.: Атьäр – ха пĕоер вäйä выляр.
Ачасем: Выляс, выляс!
Е.п.: Мĕнле вäйä вылярши, ачасем?
Ачасем: «Ят пĕлмелле».
Е.п.: Ят пĕлме кама кäларатпäр?
Ачасем: Алюша.
Алюша ушкäн варрине тухать, ачасем ун тавра карталанса тäраççĕ .
Ушкäнпа утса ачасем вäйä сäмахĕсене калаççĕ.
Ларать, ларать. Алюш ларать
Шĕшке тĕмĕ айĕнче.
Çиет, çиет, Алюш çиет
Шĕшкĕн сарä мäйäрне.
Вäхäт çитсен тäрас пулать,
Ятне тĕрĕс калас пулать.
Каласа пĕтерсен ачасем чарäнса тäраççĕ. Ушкäнран пĕри, хыçалтан
пырса Алюш куçĕсене хуплать. Алюшäн ун ятне пĕлмелле.
Е.п.: Эх, Алюш, пĕлеймерĕнçке. Ачасем, мĕн тутарар äна?
Ачасем: Сäвä калаттарас!
Алюш сäвä калать.
Е.п.: Ачасем, тата выляри?
Ачасем: Вылятпäр, выляс!
Е.п.: Халĕ мĕнле вылятпäр?Ачасенчен пĕри: «Иванпа Анюкла2.
Е.п.: Вылятпäри?
Ачасем: Вылятпäр!
Ушкäнри хĕрачасенчкн пĕри: Эпĕ Анюк пулатäп.
Пĕр арçын ача: Эпĕ Иван пулатäп.
Е.п.: Иванпа Анюк сĕм вäрманта çухалса кайнä. Иван Анюка шыраса чĕнет.
Анюк äна хирĕç сас парать Иванäн куçне хупласа сасä тäрäх Анюка
шыраса тытмалла.
Иван: Анюк, эсĕ äçта?
Анюк алä çупать.
Ачасем çапла кäштах выляççĕ.
Пĕр ача: Тытаймарĕ, тытаймарĕ!
Е.п.: Иван Анюка тытаймарĕçке. Äна мĕн тутармалла?
Тепĕр ача: Халап калаттарас äна!
Арçын ача халап каласа парать: «Вырäсла пĕлекенсем».
Е.п.: Ачасем, тата выляри?
Пĕр ача: Сäмса тутри пäрахмалла выляри?
Пурте: Атьäр вылятпäр!
Ачасем карталанса лараççĕ. Пĕр ачи сäмса тутри пäрахаканĕ. Вäл
ушкäн тавра хулен чупса сäмса тутрине сисмелле маар пĕр ача хыçне
хурса хäварать. Ача сисмесен тутäр пäрахакан тепĕр çаврäмра хыçран
пырса çапать: «Тытрäм!» тет.
Е.п.: Настьäна Виталий тытрĕ. Настя, сан мĕн те пулин туса кäтартас
пулать.
Пурте: Юрлаттарас!
Натя юрласа парать.
Хальхинче Сергей Лена хыçне сäмса тутри хурса хäварать. Лена та
сисеймест. Ачасем:»Сисеймерĕ!» тесе кäшкäраççĕ.
Е.п.: Лена пире мĕнпе савäнтарĕ ши?
Лена: Эпĕ ташлама юрататäп.
Лена ташласа парать. Малалла ушкäнпа юрласа ташлаççĕ.
Мäкäнь çеĕки çурäлсан
Килет пахча илемĕ.
Мäкäнь çеçке тäксассäн
Каять пахча илемĕ.
Хĕвел хĕрелсе тухнä чух
Килет тĕнче илемĕ.
Хĕвел анса ларнä чух
Каять тĕнче илемĕ.Хĕрсем вäййа тухсассäн
Килет урам илемĕ.
Хĕрсем вäйран кĕрсессĕн
Каять урам илемĕ.
Çĕмĕрт çеçке çурсассäн
Килеть вäрман илемĕ.
Çĕмĕрт çеç ке тäксассäн
Каять вäрман илемä.
Е.п.: Чäваш фольклорĕнче кулса – йĕкелтетсе каламалли такмак питĕ
йышлä. Акä, итлесе пäхарха витлешÿ такмакĕсене.
Ачасем черетпе калаççĕ:
Миммим Микита,
Микитанäн шäпäрне
Йыт çĕклесе кайнä тет.
Саша кайрĕ пасара
Сысна çине утланса.
Сысна кайрĕ вäркäнса.
Кäтäр – кäнтäр Кенати
Хĕр вäрлама кайнä тет
Çуни шäтäк пулнä тет,
Хĕрĕ тухса ÿкнĕ тет.
Макрамакра шырать тет,
Упи тупса пынä тетю
Ваççа – каççа,
Чĕркуççине хуçса,
Карта урлä каçса,
Кĕчĕ кайрĕ лаççа,
Илчĕ çäкäр хуçса.
Êнсе хыçне хыçса
Тухса кайрĕ Ваççа.
Е.п.: Ачасем халапсем хывма та пить äста. Пулма пултарайманнисенчен
пĕрне хĕрсем каласа параççĕ.
Марье, лайäх пурäнатäни?
Пурäнатäп.
Ларутäру лайäхи?
Ларнä çĕрте ларатäпах, тäнä çерте темерех.
Купäстаçарäк акрäни?
Акрäм, лайäх пулчĕ.
Ак, телей! Каккуй телей! Кинемисен качаки пынä та çисе янä.
Ах, сиен!
Каккуй сиен! Çапрäм та пäрахрäм пĕр кĕлĕт аш пулчĕ!
Ак, телей!
Каккуй телей! Шапапа шäши пынä та çисе янä!
Ах, сиен. Шапи шапа пек пуль?
Шапи шапах: пĕр кÿлĕ шывне ĕçсе ярать.
Кÿлли кÿлĕ пек пуль?
Кÿлли кÿллех: пĕр Яш ача урлä та пирлĕ сиксе каçать.
Ачи ача пек пуль?
Ачи ачах: пĕр юман тäрне хäпарса пуçäн анать.
Юманĕ юман пек пуль?
Юман юманах: пĕр хĕл каçма çитет.
Хĕлĕ хĕл пек пуль?
Хĕлĕ хĕлех: хĕрсем хĕрĕх тутäр, арäмсем аллä хутäрлаççĕ .
Хутäрсем хутäр пек пуль?
Хутäрсем хутäрах: пĕр вĕçĕ Мускавра, тепĕр вĕçĕ Питĕрте.
Ачасенчен пĕри: Çитет пулĕ. Ташларäмäр, юрларäмäр, халап та итлерĕмĕр.
Халĕ тепре ушкäнпа юрлар та килелле каяр.
Пурте: Юрлас! Юрлас!
Е.п.: Мĕн çинчен юрлатпäр?
Пĕр ача: «Шäнкäр шäнкäр шыв юхать».
Ачасем юрласа пĕтереççĕ те « Урам ик айкки кäвак çеçке»юрра
юрласа кĕрсе каяççĕ.