Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Оценка 4.9
Конкурсы
doc
русский язык
5 кл
22.05.2017
Ку вăййа 4-6 классенче ирттерме юрать. Вăййа 2-3 ушкăн хутшăнма пултарать. Вăййа 6 темăпа йĕркеленĕ:
1. Йывăçсем.
2. Кайăксем.
3. Чĕр-чунсем.
4. Кайăксем.
5. Ваттисен сăмахĕсем.
6. Сасăсем.
Кашни темăра 6-шар ыйту. Кашни ыйтăвăн йывăрашне кура хакĕ пур: 10 балран 60 балл таран. Вылякансен йывăрăшне кура ыйту суйласа илмелле, 1 минут хушшинче тĕрĕс хурав памалла, тивĕçлĕ балл илмелле. Хăш ушкăн ытларах балл пуçтарать - çав çĕнтерет.
игра.doc
Тема: Вăрманта
Воспитани тĕллевĕсем: тăван тавралăх илемне сăнама вĕрентесси.
Аталантару тĕллевĕсем: ачасен тимлĕхне, тавçăрулăхне аталантарасси.
Пĕлÿ тĕллевĕсем: ÿсентăран, чĕр чун çинчен вĕреннĕ материала аса илсе пĕтĕмлетесси.
Урок тĕсĕ: ăстăн вăййи.
Кирлĕ хатĕрсем: компьютер, мультимедиллĕ проектор, темăпа хатĕрленĕ слайдсем,
Интернет, ха=ат, телефон.
Усă курнă литература:
1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 5мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. –
Шупашкар: Чĕваш кĕнеке издательстви, 2011
2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5мĕш класĕнче чăваш чĕлхине вĕрентмелли методика
кăтартăвĕсем / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2012
3. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 1 4 классен программи / Г.В.Абрамова. –
Шупашкар, 2008
4. Сергеев Л.П., Ефимов В.Е. Грамматика вăййисем: 14 классем валли. – Шупашкар:
Чăваш к.неке издательстви,1991
5. Егоров Л.В. Ачасен пуплевне аталантарма пулăшакан хăнăхтарусем: вырăс шкул.н 49
клас.сем валли . – Шупашкар, 2011
6. Ванюшкина З.А. Чăваш ч.лхипе п.т.млет\ тата асаил\ урок.сенче ирттермелли .=сем. –
Шупашкар, 2012
7. Алексеев О.А. Чăваш вăрман.. – Шупашкар, 1996
8. Чăваш халăх сăмахлăх.. V том. Вак жанрсем. – Шупашкар: Чăваш к.неке издательстви,
1984
9. Ваттисен сăмах.сем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. – 2м.ш кăларăм. Шупашкар:
Чăваш к.неке издательстви, 2004
10. http://фото животных.
11. http://фото растений.yandex.ru
yandex.ru
Аннотации.
Ку вăййа 46 классенче ирттерме юрать. Вăййа 23 ушкăн хутшăнма пултарать. Вăййа
6 темăпа йĕркеленĕ:
1. Йывăçсем.
2. Кайăксем.
3. Чĕрчунсем.
4. Кайăксем.
5. Ваттисен сăмахĕсем.
6. Сасăсем.
Кашни темăра 6шар ыйту. Кашни ыйтăвăн йывăрашне кура хакĕ пур: 10 балран 60
балл таран. Вылякансен йывăрăшне кура ыйту суйласа илмелле, 1 минут хушшинче
тĕрĕс хурав памалла, тивĕçлĕ балл илмелле. Хăш ушкăн ытларах балл пуçтарать çав
çĕнтерет. Урок йĕрки:
I. Ырă кун пултăр, ачасем! Ырă кун пултăр, хăнасем! Эпĕ Татьяна Геннадьевна ятлă,
20мĕш вăтам шкулта ĕçлетĕп. Паянхи урока эпĕ сирĕнпе ирттеретĕп. Урок мĕнле
иртесси пĕтĕмпех эпир мĕнле ĕçленинчен килĕ. Ан хумханăр.
(Слайд çинче ÿкерчĕксем)
Ачасем, экран çине пăхатпăр, мĕнле ÿкерчĕксем куратпăр?
Ку мĕн?...
Маттур. Тĕрĕс.
Çаксене пурне те пĕр çĕрте ăçта курма пулать? (Вăрманта.)
Вăрман пире мĕн парать? (Çырла, вутă, чĕрчунсен тирне, уçă сывлăш…)
Ачасем, эсир вăрман çинчен темĕн те пĕлет.р пулĕ. Паян эпир сирĕнпе «Вăрман»
темăпа интереслĕ вăйă вылятпăр, сирĕн тавракурăма тĕрĕслĕпĕр, вăрман çинчен мĕн
пĕлнине пĕтĕмлетĕпĕр. Экран çине пăхатпăр, пĕтĕмпе 6 тема: йывăçсем,
кайăксем, чĕрчунсем, кёмпасем, ваттисен сăмахĕсем, сасăсем. Кашни темăра 6шар
ыйту, йывăрăшне кура кашни ыйтăвăн хакĕ пур, 10ран пуçласа 60 таран. Пĕр минут
хушшинче сирĕн тĕрĕс хурав памалла, тĕрĕс маррине те йышăнатпăр. Енчен те
хурав.сене п.лмест.р пулсан эсир ви=. пулăшупа усă курма пултаратăр:
1. Шăнкăрав, 2. Интернет, 3. Ха=ат . Пурне те ăнланмаллаи? Ыйтусем пури?
(Условие игры всем понятно?)
хăвăр ушкăн валли ят суйлăр, малтанхи 4 темăран п.рне суйласа илĕр.
1мĕш ушкăн … ятлă, 2мĕш ушкăн … ятлă.
Кашни ушкăнăн капитан суйламалла, вăсем хуравлакансем пулĕç. Капитансем,
Ăнăçу сире!
II.
«Атьăр выляри?» вăйă.
«Йывăçсем» тема.
1. Мĕнле килти кайăк ячĕ çумне ăн хушсан йывăç ячĕ пулать?
2. Хĕлле те, çулла та пĕр тĕс.
3. Чăвашăн чи юратнă йывăçĕ мĕн ятлă?
4. Мăйăр мĕнле йывăç çинче ÿсет?
5. Тулашĕ нимĕр, шалашĕ тимĕр.
6. Мĕнле йывăç çулçи çăлтăр пек?
«Кайăксем» тема.
1. Вăрман тухтăрĕ мĕнле кайăк?
2. Çул шутне палăртакан вĕçен кайăк мĕн ятлă?
3. Кăнтăрла çывăрать, каçхине ухутана тухать.
4. Хÿри кĕлеткинчен вăрăм.
5. Çил те йăсламарĕ,
Таврара пит шăпчĕ.
Кĕç концерт пуçларĕ
Юрă ăсти шк.
Авă ларать пĕр кайăк –
6.
Кĕвĕ калать пит лайăх.
Вăл çунатлă шăпăрçă, Ячĕ унăн – ш чă.
«Чĕрчунсем» тема.
1. Хăлхи вăрăм, хÿри кĕске.
2. Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ.
3. Мĕнле чĕр чун турат çине кăмпа тирсе типĕтет?
4. Чее тус пырать утса,
Хÿрипе йĕрне шăлса;
Шăшисене тытать,
Чăхсене те юратать.
5. Урлă ура утаман,
Никамран та хăраман.
6. Хăш чĕр чун пуçĕ çинче йывăç ÿсет? П…
«Кăмпасем» тема.
( /керчĕк тăрăх кăмпа ячĕсене пĕлмелле.)
1. Хурăн кăмпи
2. Шур кăмпа
3. Сар кăмпа
4. Хыр кăмпи
5. Кăрăç
6. Ăвăс кăмпи
«Ваттисен сăмахĕсем» тĕрĕс сăмах суйласа ил.
1. Кашни чечек хăйне евĕр …
а) хитре ă) пĕчĕк
2. Йывăçне кура …
а) кĕнеки ă) çимĕçĕ
3. Пилеш пăхма хитре – çиме …
а) тăварлă ă) йÿçĕ
4. Тытман … тĕкне ан тат.
а) пулăн ă) кайăкăн
5. … пиçсе çитсен тин татаççĕ
а) çырлана ă) йывăçа
6. Уй куçлă, вăрман …
а) сăмсаллă ă) хăлхаллă
«Сасăсем»
1. Куккук.
2. Чакак
3. Кашкăр
4. Упа
5. Пăши
6. Вăрман шав.
Физкультура саманчĕ:
Ачасем, тăрăр. Эпир сирĕнпе пурте вăхăтлăха вăрмана кайса килетпĕр. Пурте утатпăр,
хĕвел хĕртсе пăхать, вăрманта пит. лайёх, у=ё сывлăшпа тарăннăн сывлатпăр,
малалла утатпăр, кунта темĕн тĕрлĕ чечексем ÿсеççĕ, кăмпасем те шăтса тухнă, татса
карçинккана хуратпăр, татах тататпăр. Малалла утатпăр, шĕшкĕ çинче мăйăр нумай, тататпăр, çитейместпĕр, тен, сиксе çитетпĕр? Пурте сиксе тататпăр. Утатпăр, çырла,
кăмпа татса карçинккана хуратпăр. Ачасем, упа сасси илтĕнет, пурте чупатпăр,
упаран таратпăр, тартăмăр, парта хушшине лартăмăр, малалла .=леме пу=латпăр.
III.
Вăййа пĕтĕмлетни. (Рефлексия) Çĕнтерÿçĕсене палăртни.
Ачасем, вăййа выляса пĕтертĕмĕр, балсене шутласа пĕтĕмлетĕпĕр.
Пĕрремĕш вырăн йышăнакансене «5» лартатăп, иккĕмĕш вырăн йышăнакансене «5» эсир
те маттурсем.
Ачасем эпир паян м.н =инчен кала=
Ачасем, сире паян урок килĕшрĕи?
Хăш ыйтăвĕ ытларах килĕшрĕ?
Тен, пачах та килĕшмерĕ?
Хăш ыйтăвĕ çăмăл пулчĕ?
Хăш ыйтăвĕ йывăр пулчĕ?
Эсир пурте маттурсем, ахальтен мар паянхи вăйă «Чи маттуррисем» ятлă. Паян урокра
вĕреннĕ материал пурнăçра кирлĕ пуласса шанатăп.
Сывă пулăр! +.н. Шупашкарти Митта Ва=лей. яч.лл. уйрăм
предметсемпе
тарăн п.л\ паракан. 20-м.ш вăтам шкул
рлен. урокăн тулли конспекч.
Вăрманта Урока ирттерекен.:
Васильева Татьяна Геннадьевна-
п.т.м.шле п.л\ паракан
Митта Ва=лей. яч.лл. 20-м.ш
вăтам шкулти чăваш ч.лхи в.рентекен.
+.н. Шупашкар, 2013
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Конспект урока по чувашскому языку на тему "Вӑрманта"
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.