Литература вулавĕ
1. Чăваш çĕршывĕнче миçе хула?
(А) 8; (Б) 7; (В) 9; (Г) 10; (Д) 12.
2. Çак сăввăн авторне пĕл: Пĕр хăми çине Кашаш
Тесе çырнă çав юлташ.
Теприне вăл пит капмар
Çырса хунă Шупашкар.
(А) В. Туркай; (Б) Çеçĕл Мишши; (В) П. Хусангай; (Г)М.Ваçлей; (Д)
Р.Сарпи.
3. Мĕн вăл хушпу?
(А) пите сĕрмелли; (Б) пуçа тăхăнмалли; (В) урана тăхăнмалли; (Г) пилĕке
çыхмилли;
(Д) алла тăхăнмлли.
4. И.Я.Яковлевăн «Эпĕ сехет çĕмĕрни» калавĕнчи арçын ача мĕн ятлă?
(А) Илюк; (Б) Палюк; (В) Ванюк; (Г) Çерук; (Д) Тимук.
5. Мĕн вăл упа йĕнни?
(А) упа ури; (Б) упа хăлхи ; (В) упа кĕрĕкĕ; (Г) упа шăтăкĕ; (Д) упа çăварĕ .
6. Хăшĕ кайăк маар?
(А) кукăр сăмса; (Б) ула такка; (В) текерлĕк; (Г) хыр тăрри ; (Д) çирĕк
тăрри.
7. Чăваш Республикин патшалăх гимнĕ мĕн ятлă?
(А) Илемлĕ Çĕршыв; (Б) Хаклă Çĕршыв; (В) Тăван Çĕршыв; (Г) Юратнă
Çĕршыв; (Д) Чаплă Çĕршыв.
8. Вăрман хĕрринче туй хуранĕ вĕрет – тупсăмне туп.
(А) кайăк йăви; (Б) пакша йăви; (В) шăши йăви; (Г) кăткă йăви ; (Д) кашкăр
йăви.
9. Йĕлме йĕлтĕр сăмах çаврăнăшĕнче йĕлме сăмах мĕне пĕлтерет?
(А) йывăçа; (Б) курăка; (В) чечеке; (Г) çырлана; (Д) курăка.
10.Çÿлте пĕлĕт айĕнче
Тăри юрри илтĕнет.
Çемçе курăк çийĕнче
Путексурăх сиккелет. Çак сăввăн авторĕ кам?
(А) Д. Анатри; (Б) М. Кипек; (В) Н. Ытарай; (Г) К. Иванов; (Д) А. Галкин. 11.Г. Ефимовăн «Тумне хывма ĕлкĕреймен» калавĕнче мĕнле чĕр чун пирки
каланă?
(А) кушак; (Б) мулкач; (В) тилĕ; (Г) кашкăр; (Д) пакша.
Олимпиадные задания по русскому языку для национальных школ
Олимпиадные задания по русскому языку для национальных школ
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.