соревнование

  • docx
  • 23.10.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала соревнование 2018.docx

Йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ

 

Пуш уйăхĕн 10-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Кинчер шкулӗнче Афганистанра интернационалла тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫне хунӑ Рудольф Петров ентеше  асӑнса йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ҫулсерен уяв спортпа туслӑ ҫынсене, паттӑр салтакпа пӗрле вӗреннисене, ял халӑхне пуҫтарать.

Кăçал çанталăкĕ те уйрăмах илемлĕ пулчĕ, хĕвелĕ те ăшшăн пăхрĕ. Çĕр ытла спортсмен çак ăмӑртӑва хутшăнма кăмăл турĕç. Хамăр районтан Пинер, Кӗлкеш, Энӗшпуҫ,  Пысӑк Енккасси, Чулкас, Аслӑ Чак шкулӗсенчен килнӗ командӑсем хутшӑнчӗҫ. Ытти район шкулӗсенчен те (Куславкка, Çĕрпÿ районӗнчен, Шупашкар хулинчен) килнӗ спортсменсем. Ҫитӗннисем хушшинче те тӗрлӗ район, ял, хула ҫыннисем пулчӗҫ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнакансене Пинер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Шуйский, вĕренÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Ю. Соколов, Республикӑри афганец ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Кашаев саламларӗҫ, ӑнӑҫу сунчӗҫ. Рудольф Петрова хисеп туса уҫнӑ Асӑну хӑми умне шкул ачисем чӑрӑш лӑссисенчен хатӗрленӗ гирлянда хучӗҫ.

Тупăшăва 2-3 классенче вĕренекен шкул ачисем пуçларĕç. Хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна С.Иванова (Энĕшпуç шкулĕ), иккĕмĕш вырăна К.Скворцова (Чупай шкулĕ), виççĕмĕш вырăна А.Кириллова (Энĕшпуç шкулĕ) тухрĕ. Арçын ачасенчен Н.Тимофеев (Пинер шкулĕ) пĕрремĕш вырăн, А.Иванов (Пысăк Енккасси шкулĕ) иккĕмĕш вырăн, Н.Васильев (Чулкас шкулĕ) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

Вĕсем хыççăн старта 4-5 классенче пĕлÿ пухакансем тухрĕç. Хĕрачасенчен финиша пĕрремĕш  К.Николаева (Энĕшпуç шкулĕ), иккĕмĕш  М.Краснова (Çĕнĕ Кинчер шкулĕ), виççĕмĕш А.Егорова (Чупай шкулĕ) тухрĕ. Арçын ачасенчен пĕрремĕш вырăна Н.Топтыгин (Чупай шкулĕ), иккĕмĕш вырăна А.Абрамов (Энĕшпуç шкулĕ), виççĕмĕш вырăна Н.Егоров (Чупай шкулĕ) тивĕçлĕ пулчĕ.

Ăмăртăва малалла 6-7 классенче вĕренекенсем тăсрĕç. Хĕрачасенчен  А.Григорьева (Энĕшпуç шкулĕ) пĕрремĕш вырăн, А.Александрова (Чупай шкулĕ) иккĕмĕш, А.Иванова (Чупай шкулĕ) виççĕмĕш вырăн йышăнчĕ. Арçын ачасенчен С.Порфирьев (Уйкас) пĕрремĕш, В.Иванов (Пинер шкулĕ) иккĕмĕш, А.Чернов (Энĕшпуç шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

8-9 классенче вĕренекен хĕрачасенчен пĕрремĕш вырăна Л.Иванова (Чупай шкулĕ), иккĕмĕш вырăна К.Ильина (Шупашкар), виççĕмĕш вырăна Е.Ильина (Шупашкар) тивĕçрĕ. Арçын ачасенчен виçĕ вырăнне те Чупай шкулĕнче вĕренекенсем çĕнсе илчĕç: Н.Иванов – пĕрремĕш вырăн, Д.Александров – иккĕмĕш вырăн, А.Александров – виççĕмĕш вырăн.

10-11 классенче вĕренекенсем тупăшăва малалла тăсрĕç. Хĕрсенчен пĕрремĕш вырăна С.Тян (Энĕшпуç шкулĕ), иккĕмĕш вырăна В.Филиппова (Чупай шкулĕ), виççĕмĕш вырăна А.Ильина (Пысăк Енккасси шкулĕ) тухрĕ. Каччăсенчен В.Васильев (Пинер шкулĕ) пĕрремĕш, Е.Егоров (Чупай шкулĕ) иккĕмĕш, А.Дмитриев (Энĕшпуç шкулĕ) виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

29 çула çитичченхи хĕрсенчен пĕрремĕш вырăна С.Тян (Энĕшпуç), иккĕмĕш вырăна К.Мотова (Куславкка районĕ), виççĕмĕш вырăна Ю.Крылова (Çÿлти Кинчер) тивĕçлĕ пулчĕ. Каччăсенчен финиша пĕрремĕш Д.Иварбеев (Тăвай районĕ), иккĕмĕш  А.Топтыгин (Çĕнĕ Мăнтăр), виççĕмĕш  С.Ивановпа Н.Васильев (Энĕшпуç) тухрĕç.

30-39 çулсенчи арçынсенчен С.Елаков (Чупай) пĕрремĕш, А.Павлов (Анаткас) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ.

40-49 çулсенчи хĕрарăмсенчен пĕрремĕш вырăна Л.Скворцова (Чупай), иккĕмĕш вырăна Э.Степанова (Çÿлти Кинчер), виççĕмĕш вырăна С.Павлова (Çĕнĕ Кинчер) тивĕçрĕ. Арçынсенчен П.Порфирьев (Уйкас) пĕрремĕш, А.Дмитриев (Чупай) иккĕмĕш, В.Паденьков (Чулкас) виççĕмĕш вырăнсене çĕнсе илчĕç.

50-59 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинчи ăмăртура А.Егорова (Çĕнĕ Кинчер) çĕнтерчĕ, арçынсенчен пĕрремĕш вырăна М.Гаврилов (Чупай), иккĕмĕш вырăна Г.Боредский (Пинер) тухрĕ.

50-59 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинчи тупăшура Е.Маркова (Çĕнĕ Кинчер) çĕнтерчĕ, арçынсенчен В.Захаров (Тĕрлемес) пĕрремĕш, И.Шидиков (Куславкка) иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

70-79 çулсенчи хĕрарăмсем хушшинче А.Жаравина (Нюрши) çĕнтерчĕ, арçынсем хушшинче пĕрремĕш вырăна А.Богданов (Куславкка), иккĕмĕшне А.Мартынов (Кунер) йышăнчĕ.

Мала тухнӑ йӗлтӗрҫӗсене парнесемпе медальсем, грамотӑсем парса чысларӗҫ. Ӑмӑртăва ирттерме фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи В.Арманов, ООО «Вӑтам Энӗш» пуҫлӑхӗ П.Крылов, Республикӑри афганец ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи И.Кашаев, ООО „Электромонтаж” ертÿçи Ф.Гаврилов пысăк пулăшу пачĕç. Вӗсене пурне те тав сӑмахӗсене калатпӑр. Ҫавӑн пекех ӑмӑртӑва йӗркелеме пулӑшнӑшӑн Ҫӗнӗ Кинчерти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулта ĕçлекенсем те тав сӑмахне тивӗҫ. Вĕсем çак мероприятие тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярассишĕн ырми-канми ĕçлерĕç. Уява хутшăннисене пурне те вĕри чейпе, икерчпе, тутлă шарккупа сăйларĕç.

 

 

И.Краснова,  вӗрентекен