Сценарий к новому году на чувашском языке
Оценка 4.7

Сценарий к новому году на чувашском языке

Оценка 4.7
docx
06.08.2020
Сценарий к новому году на чувашском языке
çĕнĕ çул 1.docx

Çĕнĕ çул

6 –мĕш класс ачисем Андей Думилинăн « Çĕнĕ çул» юррипе ташласа тухаççĕ

1.е.п.Хире те юр шуратнă

Садра та шурă юр

Пÿртре çеç лăс туратлă

Çап-çамрăк чăрăш пур.

 

2 е.п. Çĕнĕ çулилсе килчĕ

Хаваслă уяв.

«Салам»- терĕ чăрăш

Ирех ав паян.

 

1.е.п Ырă кун пултăр!  Ачасем, учительсем, ашшĕ- амăшĕсем, кунта, çĕнĕ çул уявне пуçтараннă хăнасем! Чăн  малтанах сире çывхарса килекен çĕнĕ 2017  çул ячĕпе саламлатпăр, çирĕп сывлăх, пĕтĕм  ĕçĕрте ăнăçу сунатпăр.

2.е.п.

Кĕтнĕ вăхăт çитрĕ тинех.

Çак самантрах, халех

Çĕнĕ çул уявĕ пуçланать!

Чунра хаваслăх вăй вылять

Кăмăлтан чĕнетпĕр Çĕн çул уявне.

Пурне те йыхравлатпăр уяв залне

Ёлкăна уçма сăмах шкул директорне Павлова Лиана Николаевнăна паратпăр

 

1.е.п. Паян уяв . Савăнар туссем, выляр,

Кулар, юрăсем юрлар, ташăсем ташлар,

Хамăр пултарулăха кăтартар!

2. е.п.Тĕрĕслесе пăхар-ха эсир епле маттуррине . Сире пĕр тупмалли юмах парам.

Хатĕр-и хуравлама? Итлĕр, итлĕр лайахрах.

Пирĕшти пек хăй чипер,

Пирĕн умăмрах тăрать,

Капăр теттисемпеле

Камăла савăнтарать

Ку мĕскер вăл, калăр-ха? (Ёлка)

1.е.п. Маттур, маттур.Пĕлейрĕр тупсăмне.

2.е.п. Карталанăр ачасем,

Ешĕл чăрăш тавралла.

Шăратар-и юрăсем,

Тытăнса алран алла.

Атьăр –ха чăрăш çинчен юрă  юрлар

Юрă «Ёлкăра (В лесу родилась»)

Юрласа пĕтернĕ хыççăн зала 2 матрёшка кĕреççĕ. Калаçса пыраççĕ.

1 матрёшка. Ăçта лекрĕмĕр эпир?

2 матрёшка. Пĕлместĕп. Пăх-ха мĕн чухлĕ çын кунта.

1 матрёшка. Чăн та. Такам та пур кунта: тĕрлĕ чĕр-чунсем, хĕр пикесемпе рыцарьсем.

2 матрёшка. Хуть те мĕн кала ĕнтĕ, пирĕн пек илемли те пултарулли суккă вара.

1.е.п. Мĕн тума пĕлетĕр вара эсир çав тери? Кăтартăр-ха хăвăрăн пултаруллăха.

                   1.матрёшка .Юрĕ кăтартăпăр. Маэстро музыку!  

                  «Мы веселые матрёшки» юрă каять. Анчах та матрёшкасем вăл кĕвĕпе мар темле

                   Современный ташлаççĕ. Хăлхисенче плеер иккен. Пĕрин батарейки пĕтет те

                   чарăнать. Хăлхинчен  наушникне кăларать. Тепри те чарăнать.

                    2 .матрёшка. Мĕн пулчĕ? Мĕншĕн чарăнтăн?

                    1 матрёшка. Плейăрăн батарейки пĕтрĕ.

                    2.матрёшка. çитет пуль пиртен. Халĕ ачасем эсир ташласа кăтартăр.

                    Ташă « Финская полька»

                    2.матрёшка. Питĕ маттур иккен эсир ачасем. Пире те хăвăр патăра илĕр-ха.

                    1е.п.Илеççĕ ĕнтĕ. Тăрăр пирĕнпе пĕрле ёлка тавра.

                    1.м.Мĕнле ёлка? Мĕн-ха вăл?

                   2.е.п. Эсир ёлка мĕнне  те пĕлместре? Çĕнĕ çул вĕт халĕ… Пысăк уяв. Çакна   

                    Пĕлмесен намăс сире.

                    2.матрёшка. Ăçтан пĕлер ĕнтĕ эпир.Пире сувенир тесе таçти ют çĕр-шыва сутса

                   янă та тусанлă полка çине лартса хунă.

                  1.матрёшка.Мĕн курар ĕнтĕ эпир унтан.Юрать-ха тарма пĕлтĕмĕр.Атту çĕнĕ çул,

                   Ёлка мĕнне те пĕлейместĕмĕр.

                   2.матрёшка. Тавах сире ачасем.

                   Матрёшкăсем ачасем хушшинелле кĕрсе тăраççĕ.          

                                                                                               

(Çил – тăман кĕрет) музыка-заставка вьюги

Çил – тăман: Сывă –и,ачасем! Пурне те манран,Çил – тăманран,хĕрÿллĕ салам!

Пăхатăп та ,эсир паян пурте капăрланса килнĕ. Паян уяв мар пулĕ те?

Ачасем: Уяв!

Ç.- т. Мĕнле уяв?

А: Çĕнĕ çул уявĕ

Ç. –т.: Чăн та, мĕнле эпĕ ун çинчен манса кайнă –ха. Урамра тахçанах хĕл ларнă. Часах Çĕнĕ çул  çитет! Эсир Çĕнĕ çула кĕтсе илме пурте хатĕр –и?

А: Хатĕр!

Ç. –т.: Нимĕн те манса кайман-и? Илтместĕп

А: Çук!

Ç-т: Дневниксенче «пиллĕк» паллăсем пур-и? Илтместĕп тепре калăр-ха

А: Пур

Ç-т:Иккĕсем те пур пуль-ха? Анчах та уява пуçлама кам çитмест-ха пирĕн?

1 Ертсе пыракан: Çур çĕрте çуралнăскер,

Кĕреçе сухаллăскер

Кучченеç туяннăскер. Кам-ши вăл? Пĕлетĕр-и?

Чĕререн кĕтетĕр-и?

Ачасем: Хĕл Мучи!
2 Ертсе пыракан: Хĕл Мучи, вăл, Хĕл Мучи!

Сивĕ шартлама хуçи!

Тахçанах ăна кĕтетпĕр.

Хĕл Мучи! Килсем, килсем!

                   Ёлкăна илем кÿрсем!

Ç-т: Апла пулсан калăр-ха:мĕнле чĕнсе илмелле ăна кунта?

Е. п. Паллах, юрăпа, вăл ăна илтĕ те пирĕн пата килĕ.

Юрă: «Белая дорожка»

Ç-т: Халĕ вара кунта чĕнсе илер-ха ăна, ачасем!

Чакак: Чак!Чак! Хĕл Мучи килет ман хыçран!

Чак!Чак! эпĕ маларах вĕçсе килтĕм.Чак!Чак!

Зала Ашапатман вĕçсе кĕрет Хĕл Мучи тумĕпе (Заставка бабы –яги)

Ашапатман: Акă çитрĕм эпĕ.

Сывă-и, ачасем? Эсир Хĕл мучине чĕнсе илесшĕн-и, мĕн япăх сывлăх сунатăр ăна? Хĕр пĕрчисем кăшкăрма пĕлетĕр-и? Атьăр-ха пурте пĕрле. Пуçларăмăр,  и-и-и-   Арçын ачасем шăхăрма пĕлетĕр-и? Пурте пĕрле пуçларăмăр! Халĕ вара пурте пĕрле. Маттурсем!

Çапла кĕтсе илмелле те Хĕл мучине!

Ç-т: Ку тата мĕнле тĕлĕнтермĕш?

Ашапатман: Ку тĕлĕнтермĕш, эпĕ-и? Эпĕ çĕр çинчи чи чаплă Хĕл Мучи. Ытлашши кăшкăрса тăрсан парнесĕр юлăн ак!

Ç. Т.:.Апла эсех пуль çав. Эп сана пĕртте курман та.

2 е. п. Тĕрĕслесе пăхар-ха ăна. Чăн-чăн Хĕл Мучиех- ши вăл?

1 е.п. Апла пулсан юрласа  кăтарт-ха пире.

Ашапатман: Çул çинче нумай çÿресе юррисене маннă та ĕнтĕ.

2 е.п. Эпир сана аса илтеретпĕр. Атьăр-ха, аса илтерер Хĕл Мучие .

Юрă « С новым годом»

1 е.п.Халĕ санăн черет çитрĕ. Хĕл Мучи, юрласа кăтарт-ха пире.

Ашапатман: Эпĕ сире сăвăкаласа паратăп. Лайăх, тимлĕ итлĕр!

Вăрăм чăрăш, кукăр чăрăш

Хăмăр, сарă йĕпписем

Çĕн çул кунĕ савăнатпăр

Эпир ухмах ачасем.

2 е.п. Тĕрĕс мар каларăн, Хĕл Мучи.

Ашапатман: Мĕнле тĕрĕс маар.Веçех тĕрĕс.Мĕн тăвас-ха тата?

1е.п. Пире ташласа катарт-ха.

Ашапатман: Малтан хăвăр ташласа кăтартăр-ха

2 е.п.Юрĕ ташлăпăр.Пирĕн пурте ташша ăста.

Ашапатман: Халь ачасем, ташă ташлăпăр! Çак шăпăрпа мĕнле сулатăп, тÿрех кĕвĕ пуçланĕ.

Çĕр çаврăнать çаврăнать…

Тьфу, тьфу..

Халĕ ташă кĕвви янăрать

Ташă: «Шиншиллы «Новый год»

Ашапатман:Слаборах ташлатăр. Хам ташласа кăтартам-ха. Мĕнле ташламаллине манран вĕренĕр. Маэстро, музыку! (ташланă вăхăтра хĕл мучин туме хывăнса ÿкет) Современный музыка

1е.п. Нимле Хĕл мучи те мар эсĕ. Суйса тăран кунта пире.

Ç-т: Асанне, çитет кутăнлашса, кала ăçта пирĕн асатте?

Ашапатман: Юрать, юрать. Эсир мана çак уява хăварсан калатăп сире Хĕл мучи ăçтине.

Эпĕ ăна Африкăна ăсатрăм. Унта вăл хăй ирĕлсе каять те парнисем юлаççĕ.. Эпĕ вара каярахпа мĕнле те пулин пырса пуçтарса килĕп…

Ç-т: Халĕ вара пирĕн мĕн тумалла-ха?

Ашапатман:  Ха-ха-ха! Сирĕн нимĕнле уяв та пулмасть. . (ашапатман шăпăрне утланса ёлка йĕри –тавра вĕçтерсе çÿрет.)

Упăте кĕрет: Мĕншĕн пирĕн уяв пулмасть?

Çил-тăманăм, йĕри-тавра пăх-ха, мĕн чухлĕ пирĕн туссем.Пурте пĕрле пуçтарăнатпăр та çула тухатпăр. Пурте хатĕр-и?

Ачасем: Хатĕр!

Ç-т: Эпир хамăр вĕçсе çитетпĕр Хĕл мучи патне. Пурте сылтăмалла çаврăнса тăтăмăр. Алăсене çил çунат пек сарса хутăмăр. Маттурсем!

Самолетпа вĕçсе каятпăр.Хатĕрлентемĕр. Сывлăшалла çĕклентĕмĕр! Кайрăмăр!

Ç-т: Çĕр çумнелле анатпăр.Анатпăр, анатпăр. Анса лартăмăр. Ачасем, пысăк пăр çине анса лартăмăр пулмалла. Сире сивĕ мар-и? Айтăр-ха пĕр вырăнта сиксе ăшăнатпăр. Малтан сылтăм ура çинче, унтан сулахай ура çинче сикетпĕр. Мулкачсем пек те сикетпĕр.

Юрă: «А-ну, снежок»

Упăте: Ачасем, ăшăнтăр-и? Эпĕ ăшăнаймарăм. Анчах та ăçта-ха пирĕн асатте?

Ашапатман: Эсир Африка ăçта ларнине пĕлетĕр-и, тăмсайсем, ку Çурçĕр!

Упăте: Çапла,çапла,эпир кăнтăралла вĕçес вырăнне çурçĕре çитрĕмĕр, мĕншĕн тесессĕн пурте пĕлеççĕ – Хĕл мучи Çурçĕрте пурăнать. Эпир ăна тупатпăрах.

 

Ç-т: Пăр çинчен çĕр çине каятпăр. Нумай  тăтăмăр пулас эпир кунтаСулахаялла çаврăнтăмăр. Пурте сулахаялла пăрăнса тăтăмăр. та пуйăс çине ларса унта вĕçтерĕпĕр. Хатĕрлентĕмĕр, кайрăмăр!

Ташă: «Новогодняя ночь»

Упăте: Акă эпир Çĕнĕ çул уявне çитремĕр. Хĕл мучие йыхравламалли çес юлчĕ.

Ачасем: Хаклăран та хаклă Хĕл мучи,

              Хаклăран та хаклă хĕл хуçи.

              Пире хисеп тусамăр,

             Пирĕн ума тухсамăр!

Ачасем: Чунпа кĕтнĕ Юр пике

              Шурă юр пек Юр пике,

              Сана пурте кĕтетпĕр,

              Хăна пулма чĕнетпĕр!

Шăнкăрав сасси илтĕнет.Хĕл Мучипе Юр Пике кĕреççĕ

Хĕл мучи:Хирсем урлă, вăрман урлă, пит инçетри çĕрсенчен килсе çитрĕмĕр кунта, сирĕн пата уява. Сывă-и, ачасем!

Юр Пике.Сывă-и ,тусăмсем! Кĕтсе ывăнтăр пуль пире. Пит васкарăмăр. Халĕ, Çĕнĕ çул уявĕнче,  кулă çиçтĕр куçсенче.

Хĕл мучи: Эпĕ сирĕн патăра çитрĕм хаваслă хыпарпа. Кивĕ çул, упăте çулĕ, ылмашăнать Çĕнĕ çулпа, автан çулĕпе. Çак ятпа сире телей, ырлăх, сывлăх, ăнăçу сунатăп.

Юр Пике: Вăрманта, уçланкăра

Пурăнатăп юр çуртра.

Кашниех мана пĕлет

Юр Пике тесе чĕнет.

Шурă юр пĕрчийĕсем

Пурте манăн тусăмсем.

Эй, пуçтарăнăр кунта

Вĕçсе килĕр ман пата.

Савăнăпăр, кулăпăр

Ташлăпăр та юрлăпăр.

Упăте: Хĕл мучи, эпир сире валли парне – юрă хатĕрлерĕмĕр. Эсĕ те пире юрласа параймастăн-ши?

2 е.п. Атьăр-ха , ачасем, Хĕл Мучие юлаттарар. Чан Хĕл Мучиех-ши ку?

Хĕл Мучи.Юрлас, юрлас.

 Юрă: «Хĕл Мучи»

1.е.п. Ачасем, мĕнле чăн-чăн Хĕл Мучиех-и ку?.Чăнах та, эпир кĕтнĕ Хĕл Мучи килчĕ.

Юр пике: Халĕ вара тĕрĕслер. Пурте хатĕр-и Çĕнĕ çула кĕтсе илме? Апла пулсан сас янратмалла вылятпăр. Пурте тимлĕ пулăр. Сас мĕнле янрать?

Сăмахран, эпĕ ыйтатăп: Халь миçе сехет? Сирĕн хет,хет,хет тесе каламалла.

       Вăййа пуçлатпăр:

-Килĕр пурте çывăха

-ха-ха-ха

Пуçлар хамрăн вăййа

-йа-йа-йа

Алă çупăр хытăрах

-рах-рах-рах

Вăхăт миçине пĕлĕпĕр

-пĕр-пĕр-пĕр

-Автан мĕнле авăтать

-ать-ать-ать

_Ывăнмарăр-и хуравлама?

-ма-ма-ма

-Ма тесессĕн çитет пуль?

-пуль-пуль-пуль

Упăте: Маттурсем!

Ашапатман: Хĕл мучи те çитрĕ, Юр пике те, Упăте çулĕ те пур, Чăрăшĕ пит хитре. Анчах шел пулин те, вăл халь те йăлкăшмасть-çке.

Хĕл мучи: Пирĕн капăр чăрăша йăлкăштарма вăхăт-и?

Ачасем: Вăхăт

Хĕл мучи: Апла пулсан, пурте пĕрле калатпăр: «Чăрăш, çутăл, çутăл, çутăл»

Юр пике: Акă чăрăш та çуталчĕ, чунра хаваслă пулса кайрĕ. Паян –Çĕнĕ çул

Хĕл мучи: Халĕ тăрăр, ачасем

                  Пурте ёлка тавралла

                  Çĕнĕ çула илер кĕтсе

                  Чун-чĕререн савăнса

Юр пике: Капăр ёлка ялкăшать.

                  Юмахри пек туйăнать.

                  Йăл кулса куçне хĕсет

                  Ташлама пире чĕнет.

Ташă: « Тапата- тапати»

2.Ертсе пыракан:

                    Акǎ пирěн ёлка

                    Çутрě çутǎсем

                     Еплерех хитре вǎл

                     Пǎхǎр-ха, ачсем

                    Йǎл та йǎл çиçеççě

                    Тěрлě лампǎсем

                 Вǎй выляççě тейěн       

                    Ылтǎн шевлесем

Хĕл мучи: Çĕнĕ çул, чуна хавас! Пурте пĕрле савăнар, юмахри пек пурăнар.Сирĕн хушăрта чаплă вĕренекенсем нумай. Телеграмма килчĕ вуласа парам-ха

                      Отличниксен хушамачĕсем. Вĕсене манран пĕчĕк парне.

.п. Уçă сасă ян каять

Шкул залне вăл янратать.

Çĕнĕ çулшăн пур çĕрте те

Уçă пирĕн алăксем.

Хуть ăçта пырса кĕрсен те

Янтă капăр ачасем.

2е.п. Хĕл Мучи, пирĕн пултаруллă ачасем нумай. Вĕсем пурте ёлкана савăнма килнĕ. 7- мĕш классене сăмах парар-ха.

Юр пике Тавтапуç, ачасем, пултаратăр.

              Ачасем, кичем ан пулăр,

              Çак асамçăна ак курăр,

              Вăл пĕрре алне сулсан,

Урипе тепре тапсан

Купăс пуçлĕ янратма

Пурте тухĕç ташлама

Тĕрлĕ такмак калама.

Такмаксем

Хĕл Мучи:Ай питĕ ашă пулса кайрĕ манна ,ачасем! Уф!Уф! Ирĕлсе каятăп пулмалла. Юр пике манукăм , пулăш мана хăвăртрах. Чĕн-ха хаван тантăшусене ташлама. Мана сивее кирлĕ.

Юр пике Халех, асатте, халех,

6-мĕш класс ачисем,

Манăн çывăх тусăмсем,

 Килĕр, килĕр ман пата

Çĕн çул ташши ташлама.

Çĕн çул юрри юрлама

Хĕл мучи:Тавах сире, мăнукăмсем. Халĕ мана питĕ лайăх пулса кайрĕ. Сире валли пĕр хутаç парне илсе килтĕм. Калăр-ха мĕнле парне? Кам пĕлет?

Ачасем: канфет,шоколад,премĕк

Хĕл мучи кутамккине уçать те автан сиксе тухать.

Автан: Юрататăп юрлама,

            Ташлама та выляма.

            Ай-я-рар та ай-я-рар

           Ташлар, кулар,савăнар.

Ç.-т: Кам пултăн эсĕ?

Автан:Эпĕ Çĕнĕ çул. 2017-мĕш çул- автан çулĕ.

Çĕнĕ çул асамĕ – ытарми сăмах,

Сар хĕвел пек çуттăн йăлтăран ахах.

Пултăр çĕнĕ çулталăк

Чечек пек хитре,

Тăнăç пурнăç тăтăр çакă тĕнчере …

Юр пике: Автан мĕнле юрă юрататăн эсĕ?

Юрă: 5-мĕш классене сăмах паратпăр

1 Ертсе пыракан: Пирěн пата хǎнана

Çитрě Хěл Мучи утса.

Йěри-тавра çаврǎнса

Вǎл  каларě ак çапла:

Хĕл мучи:

«Ыр сунатǎп пурне те!

Ваттисене те çамрǎксене,

Малта пулǎр –пур çěрте

Харсǎр автан çулěнче!

2 Ертсе пыракан: Акǎ çитрě Çěнě çул

Кивě çул, эс сывǎ юл.

Чǎрǎш пÿлěмре ларать

Теттесемпе ялкǎшать.

1 е. п.Капǎр елка умěнче

Юрǎсем янраççě.

Хел Мучипе юр пике

Пирěнпе ташлаççě.

 Хĕл мучи:

Мĕн тери пире аван

Сирĕнпе пулма паян

Юрламашкăн, ташламашкăн,

                  Вăйă выляса савăнмашкăн,

                 Эп ялан хавас.

                 Анчах вăхăт çитрĕ уйрăлма

Юр пике: Мучи  татах та килет, анчах унччен тепĕр çул çитет.

                                    1 е. п. Хĕл Мучи çулталăкран

                                     Каллех килĕ хăнана

                                     Ушкăнпа пур кăмăлтан

                                     Кĕтсе илĕпĕр ăна

Хĕл мучи: Халь вара упăте çулне илсе каятăп, сире автан çулĕпе хăваратăп. Сире ăнăçу сунатăп, телей те ырлăх, сывлăх та юрату. Пурнăç пултăр пыл та çу!

Юр пике Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çĕнĕ çулăн кашни кунĕ телейлĕ те хĕвеллĕ пултăр, савăнăçлă ирттĕр. Çĕнĕ çул  ячĕпе, туссем!

Ачасем Чипер кайăр!

Хĕл мучи, Юр пике, Упăте тухса каяççĕ.

               1 е.п. Асамат кĕперĕ тейĕн,

Тĕрлĕ тĕслĕн вылянать –

Юмахри пекех илемлĕн

Пирĕн елка курăнать.

2 е.п.        Ёлка, ёлка, симĕс ёлка,

Йăлтăр симĕс теттисем.

Хĕл Мучи ĕнтĕ пурне те

Парса тухрĕ парнесем.

Юрлама та, ташлама та

Ăста эпир, ачасем.

Ташă «Мексика ташши»

Хěл Мучине куртăмăр!

Юрпикепе юрларǎмăр!

Алран-алла тытар-и!

Çěн çул юрри юрлар-и!

Килех кĕрлесе,Çĕнĕ çул!

Кил, шанчăк.

Кил,ĕмĕт,çунатлăн

Кил çирĕп вăй – халлă, хăватлă,-

Хăни те, хуçи те эс пул.

Юрă: «Çĕнĕ çулпа»

1 е. п.   Çĕнĕ çул,çĕнĕ çул

Яланах харсăр пул

Кил, иртсем тĕпеле

Çĕн телей парнеле.

2 е. п. Тавтапуç, куракансене

Хыта ала çупрăр!

Çĕнĕ çулта çĕнĕ çитĕнÿсем сире

Ĕметсем пурин те пурнăçланчăр.

1 е. п. Халĕ пурне те дискотекăна ташлама чĕнетпĕр.

Е.п.( пĕрле) Сывă пулăр, тепре тел пуличчен,  çĕнĕ çула лайăх кĕтсе илĕр!

 

 

 

Список песен и танцев 5-8 класс

1.

2.

3.

4.

5.

6.

7.

8.

9.

10.

 


Андей Думилинăн « Çĕнĕ çул» юррипе ташласа тухаççĕ 1

Андей Думилинăн « Çĕнĕ çул» юррипе ташласа тухаççĕ 1

Плейăрăн батарейки пĕтрĕ. 2

Плейăрăн батарейки пĕтрĕ. 2

Ашапатман : Ку тĕлĕнтермĕш, эпĕ-и?

Ашапатман : Ку тĕлĕнтермĕш, эпĕ-и?

Пăр çинчен çĕр çине каятпăр. Нумай тăтăмăр пулас эпир кунтаСулахаялла çаврăнтăмăр

Пăр çинчен çĕр çине каятпăр. Нумай тăтăмăр пулас эпир кунтаСулахаялла çаврăнтăмăр

Ма тесессĕн çитет пуль? -пуль-пуль-пуль

Ма тесессĕн çитет пуль? -пуль-пуль-пуль

Килĕр, килĕр ман пата Çĕн çул ташши ташлама

Килĕр, килĕр ман пата Çĕн çул ташши ташлама

Ачасем Чипер кайăр! Хĕл мучи,

Ачасем Чипер кайăр! Хĕл мучи,
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
06.08.2020