"Тилĕпе Упа"

  • Занимательные материалы
  • docx
  • 14.05.2021
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Эта чувашская народная сказка. Предназначена для обыгрывания на сцене детьми дошкольного возраста. Сказку можно применить для участия с детьми в различных конкурсах. Помогает закрепить родной язык и сохранить традиции наших предков.
Иконка файла материала чув юмах.docx

Чăваш халăх юмахĕ «Тилĕпе упа».

Юмахçă: пурăннă тет вăрманта тилĕпе упа. Вĕсен пĕр чĕрес пыл пулнă. Ăна тилли упаран вăрттăн çинĕ.

(чăваш музыкипе Тилĕ тухать, унталла-кунталла пăхкалать те çапла калать):

Тилĕ: упа-тус килни курăнмасть, пыл чĕресе уçас та пыла яваклас.

(пыл чĕресне уçать те çиме тытăнать).

Тилĕ: ай, тутлă…(хырăма шăлать, çав вăхăтра аякран упа сасси илтĕнет):

Упа (аякран): у-у-у…!

Тилĕ: ак тамаша, упа килет пулас, тарса пытанас. (Тилĕ пытанать, Упа чăваш кĕввипе тухать)

 Упа:                 Эпĕ упа-утаман,

                          Ик урапа утакан.

                          Ачасене хăратап.

                          Ачасене хăвалап

                          Р-Р-Р-Р! (пыл чĕресĕ пушшине асăрхать)

Упа: кам пыл чĕресне уçнă? Тутлă пыла кам çинĕ? У-У-У..

Тилĕ-тус, Тилĕ-тус, кил-ха кунта!

Тилĕ: халех, халех, мĕн пулчĕ, Упа-тус? Мĕншĕн мĕкĕретĕн?

Упа: пыл чĕресне эс уçнă-и, тутлă пыла эс çинĕ-и?

Тилĕ: çук, эп тивмен, хăв çинĕ пуль.

Упа: эпĕ те çимен.

Тилĕ: эс те çимен, эп те çимен, кам çинĕ пултăр, вара? Атя, çапла тăвăпăр. Кăмакана кутăн тăрса хĕртĕнер, камран пыл тухать, çав айăплă пулать.

Упа: юрĕ, эппин тăрса пăхар.

Юмахçă: çапла тăра-тăра, упа çывăрса каять, харлаттарма тытанать. (Упи харлаттарать). Упа тĕлĕрнĕ вăхăтра, пахар-ха Тилĕ мĕн хатланать! (пÿрнепе Тилĕ енне тĕллесе катартать, Тилĕ пыл чĕресенчен пыл илсе Упа çине сĕреть)

Тилĕ: Упа тăр, тăр часрах.

(Упа сиксе тăрать)

Упа: мĕн пулчĕ, Тилĕ-тус?

Тилĕ: мĕн пулчĕ, мĕн пулчĕ, санран пыл тухрĕ!.

Упа: мĕнле-ха капла!

Юмахçă: вот çапла, Упа айаплă пулчĕ, Тилли тÿрĕ юлчĕ.