Муниципаллă вĕрентÿ учрежденийĕ
«Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул»
Диспут
«Шухăшăм…
тăван чĕлхе çинчен.»
Чăваш чĕлхипе литературине
вĕрентекен Иванова Л.М. ĕçĕ
Çĕнĕ Кинчер - 2009
Çитĕнсе пыракан ăрăвĕн таса чунлă, ăшă чĕреллĕ, сапăр кăмăллă, мал ĕмĕтлĕ, Çĕçпĕл пек хĕрÿ те хастар пулмалла. Çакăн пек пулма сире, хаклă вĕренекемĕрĕмсем, чĕлхепе тăван литература урокĕсем пулăшĕç. Пытарар мар ĕнтĕ, темиçе çул каялла çеç-ха, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕçре çитменлĕхсемпе çитенÿсем пуррипе çукки çинчен ытлах калаçмастăмăр. Сăлтавĕсем паллă, вĕсем çинчен халĕ çыраççĕ, калаçаççĕ- кунта тепĕр хут асăнма кирлĕ те мар пулĕ. Хăй вăхăтĕнче шкулта ( шкулта çеç-и) тăван чĕлхепе литературăна вĕрентессине хĕсĕрлесе тăни ырри патне çитермерĕ: чăваш çынни чăвашлăхран самаях писрĕ.
«Чăвашьенри чĕлхесем çинчен» саккун йышăнни чăваш шкулĕсенче чăваш чĕлхипе литературипе хисеплĕ вырăна- лартма та, ларма та майсем уçса пачĕ. 1992 çулхи юпа уйăхĕн 8-9-мĕш кунĕсенче иртнĕ Чăваш халăхĕн аслă пухăвĕ (Наци конгресĕ) чăваш чунлă çынсене чăвашлăхшăн хастар ĕçлеме чĕнсе каларĕ.
« Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла; вĕсене ăçтан та пулин катаран (аякран) пулăшу килĕ-ха тесе тăмалла мар. Ан манăр! Вĕсене вĕрентсе çутăлтарас ĕç пуринчен ытла сирĕн çинче пулмалла… Эсир хăвăр халăхăрăн чĕлхине хирĕç тăмасах, халăх кăмăлне пĕтĕмпех хăвăр алăрта тытса тăрăр,»- тесе пилленĕ И.Я.Яковлев вĕрентекенĕсене. Аслă çыннăмăрăн сăмахĕсем паян та хакне çухатман. Çак пиле тĕпе хурса ĕçлемелле те ĕнтĕ пирĕн.
Хальхи вăхăтра пирĕн Вăрмар районĕнчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине ятарлă аслă пĕлÿ илнĕ учительсем ĕçлеççĕ.
Тăван чĕлхемĕрĕн çÿпçи калама çук тарăн та пуян. Н.И.Ашмарин словарĕнчех 40 пин ытла сăмах: тĕрĕслесе кайсан ытларах-и, тен? Калаçура эпир темиçе пин сăмахпа усă куратпăр. Чĕлхери сăмахсен йышĕ ÿсессипе чакасси тĕрлĕ сăлтавсенчен килет. Çакă паллă: ăçта чĕлхепе хисеп тăваççĕ - унта вăл пуянланса пырать.
Чăваш чĕлхи – сăмах тĕлĕшĕнчех питĕ пуян чĕлхе.Вăл тĕнчери чи çепĕç чĕлхесен шутне кĕрет.Кун пирки паллă та сумлă ăсчахсем ырă сăмахсем каласа хăварнă.Çакна çеç палăртар:чăваш чĕлхине нумайранпах çине тăрса тĕпчекен венгр ученăйĕ Рона –Таш хăйĕн ĕçне сăвап тесе шутлать.Чăваш чĕлхине тĕпчеме ,вĕренме пултарнăшăн чунтан савăнать. Паллă ученăйăмăр Г.Н.Волков профессор ,академик,1970 çулта Прагăра ,Тĕнче конгресĕнче чăвашла тухса каланă. Тěрлě халăх çыннисем тěнчевçě чăваш чěлхипех шухăша ăнланмалла уçăмлă калама пултарнинчен тěленнě ( калаçăва ытти чěлхесене куçарса пынă ).Халăхăмăра çутта кăларнă И.Я.Яковлев пуласлăх çыннисене тăван чěлхемěре упрама пиллесе хăварнă. Çапла çеç чăваш чěлхи ыттисенчен кая пулмě тенě вăл. « Чěлхе чечекленесси пěтěмпех сиртен килет»,- акă мěнле пархатарлă учителěмерěн шухăшěсем. Анчах яланах асра тытатпăр-и-ха пěтěм тěнче педагогики сума сăвакан вěрентекенěмěрěн сăмахне?!
Асăрханăччă ěнтě ,тăван чěлхене вěрентмелли çинчен педагогикăра çěнě чăнлăх
тупнă пек калаçатпăр .Ку вара иртнě ěмěртех , И. Я. Яковлев пек педагогсене паллă пулнă. Паллă пулнă çеç мар , вěсем çак шухăша , хăйсен ěмěчěсене пурнăçа кěртнě.
И. Я. Яковлевшăн ачасене пăхса çитěнтересси тăван чěлхе урлă йěркелесе пыни тěп вырăнта пулнă.Тăван чěлхе уншăн чи пысăк ,ăслă педагог шутланнă.
И. Я .Яковлева тивěçлипех педагогикăра икě чěлхелěхěн теорипе практикин классикě тесе хаклаççě.Вăл туса хунă система паянчченех хăйěн хакне те ,вырăнне те çухатман.Халăх педагогики – акă мěн пулнă тěп выранта Яковлев системинче Çав педагогикăна
шăпăрласа тăраканě вара – тăван чěлхе .
Тăван чěлхе шăпи (чăваш чěлхи çеç мар ) халичченех тумхахлă та синкерлě пулни вăрттăнлăх мар ěнтě .
Революциичченхи вăхăтсем пирки каламăпăр та – халăх хай чěлхипе пурпěрех сыхласа хăварма пултарнă – çавă тěлěнтерет .
Революци хыççăнах ирĕк вăркăшĕ чăвашра кăшт сарăлнă, чăваш чĕлхи те ирĕклĕн аталанма тапратнă. 30- мĕш çулсенче вара пур чĕлхе те пĕрлешсе пĕр чĕлхе пулать тени вăй илнĕ. Тăван чĕлхешĕн «хуйхăракансене» часах националист тесе каласси те пулнă. Чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейнех илер. Е тата 50-60 çулсенче тăван чĕлхе (вак чĕлхе те тенĕ) хăех лайăх аталанĕ, нимĕн те чăрмантармасть тенĕ те алă сулнă. Аталаннă вара! Часах «мĕне кирлĕ чăваш чĕлхи» тесе унта та кунта чăваш шкулĕсене хупса пĕтернĕ. Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай Элкере халалласа çырнă сăвăри йĕркесем аса килеççě.
«Чăваш çĕршывĕнче пурăнатпăр
Чăваш чĕлхишĕн çапăçса.
Кам чĕлхене таптать- çав паттăр…
Епле чăтас çак намăса?
Ыйткалакан пек кĕлленетпĕр:
«Тархасшăн, çăкăр сăмаха
Лавкка çине çырсамăр,- тетпĕр .-
Тăван шкула ан хупăр-ха»…
Тăван чĕлхене вĕренме тата вĕрентме кăсăк та ,йывăр та.
Чăваш ачисем литература генийесен вырăнěсемпе çÿренě чухне Петěр Хусанкайăн Сиктěрминчи янташěсем çапла каланă: «Ак, чăвашла пит хитрее калаçетěр- çке эсир», Вěсене сăвă калама ,юрă юрлама ыйтаççě. Кăмăлěсене тивеçтерсен хăпартлансах каяççě. «Чунăм лăпланчě,» теççě вěсем. Хусанкай янташěсем чăвашла вěренмеççě иккен . Учителě те çук, кěнекисем те çук . Ачи-пăчи чăвашла та, вырăсла та,тутарла та чип-чиперех калаçать. Çапах та тем çитмест вěсене, чăваш ачисем çине тапах та тем çитмест вěсене, чăваш ачисем çине тěмсěлсе пăхаççě.
Республика тулашěнчи чăвашсем тăван чěлхене хурласа калаçнине илтмен. Шел, Чăвашра чăвашсенченех «мěншěн пěлмелле чăваш чěлхине, мěншěн вěренмелле ăна? » тенине те, текенсемпе те тěл пулма пулать.
Эппин, мěн тума кирлě-ха вăл тăван чěлхе?! Çапларах хуравсем: «мěншěн тесен вăл тăван чěлхе,çавăнпа вěренетпěр», « тăван чěлхе ăс парать», «мěншěн тесен вăл атте-анне чěлхи».
Пур хуравсем те пẻр пек мар хặшẻсем кặнттамрах та хуравлаççẻ. «Эпẻ чặвашла вулама юратмастặп» «Чặвашла вẻренме йывặр»-палặртаççẻ хặшẻсем. Шухặшлаттаракан сặмахсем.
Ачасем аслисен витẻмẻпе ÿсеççẻ.Аслисен шухăшẻ-кăмăлẻ кẻçẻннисене ÿкет «Улми йывăççинчен аякка ÿкмест» теплех мар-и ку? Чẻлхене хутшăну хатẻрẻ тетпẻр.Эппин,вăл пẻр-пẻринпе калаçма,хутшăнма кирлẻ.Анчах та чẻлхен функцйẻ кунпа çеç вĕçленмест-ха. Чĕлхе вăл халăхăн ăс-хакăлĕпе ăруран ăрăва аталанмали хатĕр те. Чĕлхе вăл халăхăн ăс-хакăлне, пултарулăхне кăтартакан тĕкĕр те. Шел, анчах çакна темшĕн-çке юлашки вăхăтра манса кайма пуçланăччĕ эпир. Халĕ вара «чавса çывăх та çыртма çук» тенĕ пек килсе тухрĕ. Ăрурах ăрăва куçса пыракан ырă та илемлĕ йăла-йĕркесене манса кайрăмăр, ватлăха хисеплеместпĕр, кăмăл-сипетлĕхе (нравственность) уямастпăр.
Тăван чěлхепе ним вырăнне хуманни патнех килсе тухни халăх культурин тымарěсене кăкланиех пулнине тинех ăнланса илтěмěр пулать. Çакăн пек тěслěх илсе пăхар:60-70 çулти вет çынсепех итлеме кăмăллă – чěлхери сăмахсене тěлě паллисěр хуçкаламаççě, çÿпěлемеçсě чěлхемěре. Юрри – сăмаххи те шыв пек юхать вěсен. Кăшт – çамрăкраххисем те юлмаççě: калаçăвě – тирпейле, сăмах – юмах нумай пěлеççě. Юрлама та, ташлама та ăста.
Йăла – йěркесене тыткаласа пыраççě, майне пěлеççě. Мěншěн тесен ăрусен çыхăнăвě татăлман , чěлхе пархатарě иксěлмен. Малалла вара çак çыхăну йăвашлансах пырать.
16 – 17 çулхи çамрăк тăван чěлхепе юрлама та , ташлама та пěлмест. Тăван халăхăн ыра йалисем пирки нимех те калаймасть. Кукамайсемпе асаннесем «çěр пин юрă юрлама , çěр пин ташлама пултарнă пулсан , паянхи çамрăкăн халсăртарах.
Ăçта, хăш тапхăрта çухатнă-ши ăруран ăрăва куççармалли пултарулăх асамне? Ман шутпа, шăпах тăван чĕлхене ним вырăнне хуман тапхăрта.
Çынпа çын хушшинчи çыхăнусем, ырă туйăмсем яланах ТĂВАН сăмахпа çыхăннă: тăван кил, тăван анне, тăван çĕршыв… Çапла каламалла: «хăй чĕлхене хисеплеме хăнăхнă çын нихçан та тепĕр чĕлхене хурласа калаçмасть.» Пĕр чĕлхене тăрăшса вĕренекен тепĕр чĕлхене хăвăрт ăнкаракан пулать. П. Хусанкай йывăр чирлесе выртнă вăхăтра та пăлхар чĕлхине вĕреннĕ. Чăвашларан пăлхарла, пăлхрларан чăвашла тÿрех куçарма хăнăхнă. И. Я. Яковлев та ют çĕршыв педагогĕсемпе вĕсен чĕлхипех çыру çÿрĕтнĕ. Мухтавлă учĕнăй, чăвашран тухнă Н. Я. Бичурин А.С. Пушкинпа, декабристсемпе туслă пулнăскер нумай чĕлхе пĕлнĕ, Китай чĕлхине пĕлнĕ, вĕреннĕ, тĕпченĕ, словарьсем хатĕрленĕ. Пĕтĕм тĕнчине паллă пулса тăнă. Наукăри ирĕк шухăшсемшĕн мăнастыр тĕрмине хупсан та вăл чăвашла сăвăсем çырнă.
Пĕр чĕлхе пĕр ăс, ик чĕлхе – ик ăс. Хăшĕсем чăвашла вĕренни вырăсла вĕренме чăрмантарать теççĕ. Чăвашсен характерлă çемçелехрен хăраççĕ вĕсем. Кун пек сăмахсене ансăр тавракурăмлă çын çеç калама пултарать. Эппин, унăн хăйĕн те нумай вĕренмелле-ха. Чĕлхе пĕлни никама та, нихçан та хур туман, чăрмантарман.
Чĕлхемерте сăмахсен йышĕ питĕ нумай терĕмĕр. Çав сăмахсемпе хăвăн шухăшпа ытарлăн та илемлĕн калама пулать. Чĕлхене пĕлмен çын çеç « ку чĕлхе питĕ чухăн, унпа нимех те калаймăн» тесе кĕлмеçленме пултарать. Ку каллех хăй вăхăтĕнче тăван чĕлхене хисепе хуманнинчен килнĕ пулмалл. Асăрхăр-ха: çамрăксем хушшинчех хăйсен шухăшне калайманнисем нумай. Вĕсен калаçăвне итлесен, хăлха йÿçсех каймалла. Кашни предложенирен хутлă-хутлă сăмахсем чыхса тултараççĕ. Эппин, чĕлхе культури çук.
Тăван чĕлхен чи çивĕч ыйтăвĕсенчен пĕри – чĕлхе тасалăхне упрасси. Ак, пирĕн республикăри тĕрлĕ вырăнсенче аннене кашни хăйне евĕр чĕнет. Вирьялсем апи, ани, апай, апу теççĕ, Анатрисем аннене аннех тесе калаканччĕ-ха. Çапах та чылай çĕрте аннене «мама» тесе чĕнесси модăна кĕчĕ. Ĕлĕкхи вăхăтра дворянсем куштанланса хăйсен амăшĕсене «маман»(француз чĕлхинчи пек) тесе каланă. Вĕсем хыççăн мещенсем «хăваланă». Пирĕн пуплев çапла мещенлени ан кайтăрччĕ. Çавăн пекех тете- пичче,аппа сăмахсене те вырăсла çавăрттарса «дядя», «тётя» тени килĕшÿлле мар. Калаçура вырăсла – чăвашла перкелешни культурăлăха кăтартмасть, чĕлхене çупленине çеç палăртать. Хамăрăн кил-çурта таса тытма тăрăшатпăр пулсан чĕлхери сăмахсене те вараламалла мар. Хамăрăн сăмахсемпех темĕн çинчех те хитрен, сăнлăхлă калама пулать.
Пулас ăрăвăмăра хамăрăн çепĕç те хаклă сăмахсенчен сивĕтес марччĕ. Уйăрас марччĕ тăван чĕлхемĕр ăшшинчен ача-пăчамăра. Ăван чĕлхене пĕлни хисеплени халиччен никама та усал туман. Тăван чĕлхеĕрĕн ăш пиллĕ сăмахĕсем юхчăр та юхчăр – илемленĕ çеç пурнăçăмăр.
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.