Художниксем Нарспи поэма синчен

  • ppt
  • 30.10.2021
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала Художниксем Нарспи поэма синчен.ppt

«Нарспи» сăнарне калăплакан художниксем


А.Ф.Мясников художник «Нарспи» поэма валли тунă ÿкерчĕксем. 1930 çулта Мускавра тухнă кĕнекере пичетленнĕ.


Г.Д.Харлампьев – чăваш художникĕ тата çыравçи. «Нарспи» поэмăн уйрăм кĕнекен тухнă кăларăмĕсене илемлетнĕ.
(1940, 1947).


Ф.С.Быков – паллă чăваш графикĕ. 1940 çулта Мускавра пичетленнĕ «Нарспи» поэмăн кăларăмне илемлетнĕ тата К.В.Ивановăн гравюра-портретне тунă.


П.В.Сизов – чăваш кĕнеке графикине аталантарас енĕпе нумай ĕçленĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ. Тĕрлĕ çулсенче «Нарспи» поэма вали ÿкерчĕксен ярăмĕсем тунă.

И.Г.Григорьев – ÿкерÿ ăсти тата паллă график. 30-мĕш çулсенче В.А.Фаворский мастерскойĕнче вĕреннĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ. 60-мĕш çулсенче «Нарспи» поэма тăрăх лингогравÿрăсен ярăмне тунă.

А.И.Миттов – ÿкерÿ ăсти, график. 1977 çулхи Пĕтĕм Раççейри кĕнеке илемлĕхĕн конкурсĕнче «Нарспи» кĕнекене илемлетнĕшĕн, унăн тытăмне тунăшăн. 1-мĕш степеньлĕ Диплом илнĕ (вилнĕ хыççăн).

Э.М. Юрьев – паллă кĕнеке графикĕ, сăрăçă, дизайн ăсти, Чăваш АССР тава тивĕçлĕ художникĕ. Тĕрлĕ çулсенче Пĕтĕм Раççейри кĕнеке илемлĕхĕн конкурсĕсене хутшăннă, Дипломсене тивĕçлĕ пулнă. 1985 çулта «Нарспи» кĕнекене илемлетнĕ, унăн тытăмне тунă.

В.В.Петров (Праски Витти) – «Нарспи»поэма тăрăх ÿкернĕ картинăсен автăрĕ. РСФСР тава тивĕçлĕ художникĕ.