Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Оценка 4.6
Разработки уроков
docx
биология
6 кл
06.03.2018
Интегрированный урок родного (чувашского) языка и биологии. Применяя региональный компонент, биологические знания используют на уроках родного языка. Одновременно происходит подготовка к Всероссийской проверочной работе по биологии и закрепление полученных знаний о именах существительных, прилагательных и числительных. урок отвечает требованиям ФГОС.
План урока.docx
Урок теми: « Ят пуплев пайĕсем çинчен вĕреннине аса илсе
çирĕплетни»
Пĕлÿ тĕллевĕ:
экологи çулталăкне халалласа çутçанталăка упрама, юратма вĕрентесси;
япала, паллă, хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси;
тĕрĕс çырма хăнăхтарассипе ĕçлесси.
Аталантару тĕллевĕ:
ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси.
Сапăрлăх тĕллевĕ:
ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;
пĕрпĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси;
тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.
Урок тĕсĕ: хутăш урок
Урок мелĕсемпе меслечĕсем:
учитель сăмахĕ;
ыйтухурав;
калаçу;
шырав;
Пуплеве аталантарасси:
шухăша çирĕплетесси;
çут çанталăка упрама х н хтарасси;
ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси.
ǎ ǎ
Урок тĕсĕ: Вĕреннине çирĕплетмелли урок
Урок юхăмĕ:
1.Класа урока йĕркелени.
Ырă кун пултăр, ачасем! Эпир сире çывхарса килекен çуркуннепе ăшшăнăшшăн
саламлатпăр. Паян хĕллен юлашки кунĕ. Ăна хавас кăмăлпа ăсатса ярар. Сирĕн çине
пăхатăп та, кăмăлăрсем çĕкленӳллĕ пек туйăнаççĕ. Халĕ пĕрпĕрин çине ăшшăн пăхса
илер те йăл кулса ĕçе пикенер.
Паянхи урока эпир иккĕн: чăваш чĕлхине вĕрентекен тата сире биологи предметне
вĕрентекен килнишĕн эсир питĕ тĕлĕнтĕр пулĕ?
Мĕн теллевпе килнĕши эпир сирĕн пата? Чăваш чĕлхипе биологи предмечĕсене пĕрле
вĕрентме пулатьши вара?
Ҫапла, паян эпир ытти уроксенчен урăхлараххине ирттерĕпĕр. Урокра ушкăнсемпе
карточкăсем тăрăх ĕçлĕпĕр. Кашниех валли икшер листа: пĕрин çинче (хĕрлĕ тĕслĕ)
чăваш чĕлхипе ĕçсем, иккĕмĕшĕ çинче (шурă листа) – биологипе ĕçсем пулĕç. Урокра
мĕн çинчен калаçăпăрши? Хĕрлĕ листасене илĕр те чи пĕрремĕш ĕçре урок теми
пытаннă. Ăна кам маларах тупса палăртатьши? ЯТ ПУПЛЕВ ПАЙĔСЕМ
ч.ч.у.с. Мĕнле пуплев пайĕсене кӳртме пулать ши ку ушкăна? (япала ячĕ, паллă ячĕ,
хисеп ячĕ). Эсир хальччен илтнĕ и ку пуплев пайĕсем çинчен? (тин кăна ку пуплев
пайĕсем çинчен вĕпенсе пĕтернĕ). Эппин пулсан, мĕн вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетĕпĕр
Ят пуплев пайĕсем çинчен вĕреннине аса илнисĕр пуçне (чăваш чĕлхи учителĕн сăмахĕ –
ч.ч.у.с.) пĕтĕм тĕнчери тĕрĕслев ĕçне хутшăнма та хатĕрленĕпĕр (биологи учителĕн
сăмахĕ б.у.с.). б.у.с.: в первом задании ВПР по биологии нужно определить объекты живой природы.
На ваших столах лежат карточки с объектами, давайте определим их.
Подпишите названия объектов живой природы, используя слова из предложенного
списка: дуб, лисица, гриб, папоротник.
ч.ч.у.с.: ачасем, халĕ çак ятсене чăвашла куçарса тухăр.
Дубюман, лисицатилĕ, грибкăмпа, папоротникупа сарри. Асăннă сăмахсем патне ыйту
лартăр тата пуплев пайне калăр (ыйту – мĕн? Япала ячĕ). 1мĕш ушкăнТилĕ сăмаха
падежсем тăрăх вĕçлесе парăр. 2мĕш ушкăн Сăмахсене камăнлăх формине лартса
предложенисем тăвăр. 3мĕш ушкăн Хăш сăмахсенчен иккĕмĕшле сăмах тума пулать?
Иккĕмĕшле сăмаха вырăсла куçарăр (юман+лăх дубрава, кăмпа+çă – грибник). 4мĕш
ушкăн «Кăмпа» сăмаха нумайлă хисепре падежсем тăрăх вĕçлĕр. б.у.с.: Рассмотрите изображение и подпишите части дуба. Какое значение имеет орган
под номером 4 в жизни растения? (1листья, 2ветви, 3 ствол, 4корень. Корень
обеспечивает минеральное питание и удерживает растение в почве)
ч.ч.у.с.: Мĕнле? ыйтура тăракан пуплев пайĕнчи сăмахсемпе усă курса ӳкерчĕкри
япаласене сăнласа парăр. (кластер тумалла)
1мĕш ушкăн: Тилĕ – чее, хĕрлемес, илемлĕ, хура, вăрăм çемçе хӳреллĕ. (Танлаштаруллă
виçере лартмалла)
2мĕш ушкăн: Юман лаштра, симĕс, çӳллĕ, лутра, капмар, сарлака, çирĕп. (Вăйлă виçере
лартмалла)
3мĕш ушкăн: Кăмпа – тутлă, сиенлĕ, наркăмăшлă, илемлĕ, пĕчĕк, хуртлă. (Иккĕмĕшле
паллă ячĕсене тупăр та пулăвне ăнлантарса парăр)
4мĕш ушкăн: Упа сарри – симĕс, сарлака, илемлĕ, лутра. (палăрту форминче лартмалла)
Кану саманчĕ. б.у.с.: Следующее задание ВПР это работа с графиком
ч.ч.у.с.: скобкăри числосене тĕрĕс формăра лартса текста вуласа тухăр. Хисем ячĕсен
ушкăнĕсене калăр.
1, 3 ушкăнсене: 1)Аслă урам ачисем (45) выртмана кайрĕç. 2)Пирĕн звено (2) звенопа
ăмăртать.3)Тĕрлĕ тĕслпе сăрланă вĕллесене (10) пин çунатлă чĕр чун кĕрсе вырнаçнă.
4)Пахча çумланă çĕрте (4) кун ĕçлесен аннене тата (12) тенкĕ патăм.
2,4мĕш ушкăнсене: 1)Манăн шăллăм (5) тултарчĕ. 2)Эпĕ (6) класра вĕренетĕп. 3)Вĕсем
килĕнче (2) кăна тăрса юлнă. 4)Улăхра (1010) тĕрлĕ тĕслĕ чечек илемлĕн курăнса
ларать.
б.у.с.: Ребята, сегодня мы рассмотрели представителей трех царств живой природы.
Каких? (Растения, Животные, Грибы).
ч.ч.у.с.: Юман (тилĕ, кăмпа) сăмах валли синквейн çыратпăр:
юман
симĕс, илемлĕ
ӳсет, кармашать, кашлать
Симĕс юман илемлĕ кашласа ларать.
Чăвашсен символ йывăçĕ. б.у.с.: Представители этих царств нас окружают повсюду. Они образуют окружающую
нас среду, имеют большое значение в природе и в жизни человека. Без них нет жизни на
Земле, жизнь человека стала бы скучной и некрасивой. Чтобы этого не произошло,
каждый человек должен охранять природу и беречь ее богатства (статья в
Конституции). Не зря президент России, продолжая год экологии, 2018 год объявил
Годом Добровольца. Мы все с вами добровольцы, волонтеры. И мы должны защищать
природу, беречь ее.
ч.ч.у.с.: Ачасем çакăнпа урока вĕçлесе пыратпăр. Халĕ карточкăсем çинчи рефлекси
карттине тултаратпăр.
Рефлекси:
1.Урокра хăвăр ĕçленине 5баллă системăпа хаклăр ___________
2.Сирĕн урокпа çыхăннă кăмăл мĕнле
3.Уйрăмах урокăн хăш пайĕ кăсăклă пулчĕ (чăваш чĕлхи е биологи)?
____________________________________________________________
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Конспект интегрированного урока на тему "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс, чувашский язык)
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.