Ман юратнă Сĕнĕр ен

  • Занимательные материалы
  • doc
  • 28.06.2018
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Разработка внеклассного мероприятия по "Истории и культуре родного края". Рассказывается о знаменитостях родного районаĂ писатели, художники, композиторы, спортсмены и другие. В ходе путешествия знакомятся с картой родного муниципального района. Отвечают на вопросы и запоминают даты и моменты жизни знаменитостей. Заполняют анкеты .
Иконка файла материала Мордвинова Л.В._Сĕнтĕрвĕрри хули_2018.doc
Мордвинова Лидия Виссарионовна,  Сĕнтĕрвăрри хулинчи «1­мĕш номерлĕ Гимназинче» чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен «Ман юратнă Сĕнтĕр ен» çул çÿрев­вăйă Сапăрлăх тĕллевĕ: ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси;  пĕр­пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси; тимлĕ пулма, туслăха  хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси.  Пĕлÿ тĕллевĕ: тăван ен, тăван сăмах çинчен калаçу ирттересси;  вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси; тĕрĕс çырма хăнăхаççĕ. Аталантару тĕллевĕ: ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне  çирĕплетесси.                                      Ăнлантарса  пани:  командăсем   станцисем   тăрăх   çÿреççĕ.  Команда капитанĕ станцинче ĕç илет , ачасем командăра калаçса ĕçе пурăçлама май шыраççĕ,  хуравсене çырса параççĕ,  жюри членĕсене параççĕ,  кашни тĕрĕс хуравшăн  1 балл. Команда ĕçне станцире пĕрремĕш парать пулсан тепĕр 0,5 балл илет. Оборудование:  Сĕнтĕрвĕрри çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ паллă çынсем çинчен калакан кĕнекесен выставки,  станци ячĕсем,  кашни командă валли хатĕрленĕ ĕçсем, таса хутсем. Эпиграф: Мĕн­ши вăл тăван ҫĕр­шыв?        Аякра­ши, ҫывăх­ши?        Аякра та, ҫывăх та –        Каласа парам, тăхта.                                                   Вăйă йĕрки 1­мĕш ертсе пыракан: ­ Мĕн­ши вăл тăван ҫĕр­шыв? Мĕнле шутлатăр эсир? (ачасем  хăйсен шухăшĕсене калаҫҫĕ)  Ҫапла,  тăван ҫĕр­шыв вăл чи малтан ­ тăван кил, аннен ҫепĕҫ чĕлхи, аттен ачаш алли, асанне­кукамайăн ырă юрри, асатте­кукаҫин ăслă юмахĕ. Ҫавăн пекех хамăр класс ачисем, тăван шкул, тăван хула. Ӱсерехпе татах та анлăланать ҫак ăнлав. Иккен вăл тăван ҫĕр­шыв – хамăр Сĕнтĕр ен, Чăваш Республики.  Паян эпир сирĕнпе Сĕнтĕр ен çĕрĕ тăрăх çул­çÿреве кайăпăр. 2­мĕш   ертсе   пыракан:  Çул   çÿреве   кайиччен   билет   туянмалла. Билечĕсене   туянма   вара   капитансене   чĕнетпĕр.Сĕнтĕрвĕрри   районĕнче çуралса ÿснĕ паллă çынсен ячĕсене туллин каласан билетсем алăра пулĕç. (Никита   Яковлевич   Бичурин,   Елена   Николаевна   Николаева,   Андрей Андреевич   Эшпай,   Андриян   Григорьевич   Николаев,   Рыбкин   Анатолий Петрович, Любовь Васильевна Мартьянова)1­мĕш слайд «Юрă­кĕвĕ» станцийĕ 1.Андрей   Эшпай   хăш   хулара   шкул   вĕренсе   пĕтернĕ?   (Сĕнтĕрвăрри хулинчи 1­мĕш номерлĕ Гимнази) 2.Паллă композиторăн мĕн ятлă юррисне пĕлетĕн? («Сережка с Малой Бронной», «Отчего, почему», «Мы с тобой два берега», «А снег идет»,  «Песня об иве», «Ребята настоящие») 3.Сĕнтĕрвăрринче мĕнле культура учреждениĕ Андрей Эшпай ячĕпе палăрса тăрать?( Сĕнтĕрвăрри хулинчи кинотеатр) 4.Пирĕн   хулара   тата   Андрей   Эшпай   ячĕпе   палăрса   тăракан   мĕнле вырăн пур?     (Сĕнтĕрвăрри хулинчи 1­мĕш номерлĕ Гимнази музейĕ) 5.Кам   вăл  Андрей   Андреевич   Эшпай.   Тулли   хурав   çырса   пар.(7­8 предложени)                               2­мĕш слайд «Тĕнче уçлăхĕ» станцийĕ 1. Миҫемӗш ҫулсенче А. Г. Николаев космонавт Совет Союзӗн геройӗ  ятне тивӗҫнӗ? (1962­мӗш ҫулта,1970­мӗш ҫулта) 2. 1972­мӗш ҫулта Шуршӑл ялӗнче Космонавтика музейне уҫнӑ. Кам  пуҫарнипе музей уҫӑлнӑ?( Шуршӑлти шкул директорӗ пуҫарнипе (Михаил  Яковлевич Гаврилов) 3. Шкул ҫулӗсенче космонавт мӗнле хушаматлӑ пулнӑ?(Григорьев) 4. А.Николаев космонавт çеç мар, çыравçă та. Андриян Григорьевичăн мĕн ятлă кĕнекесем тухнă? («Космос – дорога без конца»,«Притяжение  Земли. Записки космонавта – 3», «Встретимся на орбите») 5. Андрия Николаевран  маларах вĕçнĕ вырăс космоначĕсем камсем  пулнă? (Юрий Алексеевич Гагарин, Г.С.Титов) 3­мĕш слайд «Китайçă­кам вăл?» станцийĕ 1.Никита Бичурин ăçта çуралнă тата ăçта ÿснĕ? (Шупашкар  районĕнчи Типнер ялĕнче çуралнă, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шĕнерпуҫӗнче  ÿснĕ)  Иакинф… Мĕнле пуп ку? Хăй гитара калать, ташлать, юрлать, Тарăн шухăшлă калаçать…“ сăвă йĕркисен авторĕ кам? (Александр  Сергеевич Пушкин 2. Н.Бичуринăн чи çывăх тусĕ кам пулнă? 3. Сирĕн умра Бичурин çинчен тунă анкета. Çак анкетăна тултарăр. Ячĕ, ашшĕ ячĕ,  хушамачĕ Ăçта çуралнă? Ăçта вĕреннĕ? Ăçта ĕçленĕ? Тусĕсем Кам вăл пулнă?4­мĕш слайд «Олимп вăййисем» станцийĕ 1.Кам   вăл   Елена   Николаевна   Николаева?(паллă   чăваш спортсменĕ, тава   тивĕçлĕ   спорт   ăсти,  Олимп   вăййисен чемпионĕ,   Европа   тата   тĕнче рекордсменĕ) 2. Елена Николаевна ăçта тата хăçан çуралса ÿснĕ?( 1966 çулхи нарăс Сĕнтĕрвăрри Енĕн     1­мĕшĕнче Чăваш уйăхĕн районĕнчи Акшик ялĕнче çуралнă.)   3. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕпе Елена Николаевнăна мĕн çултан Чăваш   Республикин   Патшалăх (2002   çыхăнтарать? Канашĕн депутачĕ)?   5­мĕш слайд «Сăваплă ят» станцийĕ 1. Кам вăл Любовь Васильевна Мартьянова? 2. Любовь Васильевна  Шупашкарти пир­авăр комбинатĕнче мĕн  тунă? (Шупашкарти пир­авăр комбинатĕнче ĕçленĕ) 3. „Асӑнмалӑх параҫҫӗ туссем, Юрӑсем, кӗнекесем. Килӗшетӗн­и, парӑп сана Сӑвӑсем...»  сăвă   йĕркисене   миçе   çулта   çырнă­ши?(1969   ҫулта «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра «Асӑнмалӑх» ятлӑ пӗрремӗш сӑввви вун тӑхӑр çулта чухне пичетленнĕ) 4 . Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, Шăпчăк та юрлать кунта, ав, чăвашла. Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче  Янăрать   сăпайлăн,   уççăн,   чăвашла»  сăвă   йĕркисен   авторĕ   кам? (Любовь Васильевна Мартьянова) 5. Любовь Мартьянова халӗ ăçта пурӑнать? (Любовь Мартьянова халӗ тӑван ялӗнче Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Карапаш ялĕнче пурӑнать). Жюри пĕтĕмлетĕвĕ.  1­мĕш слайд4­мĕш слайд 2­мĕш слайд 5­мĕш слайд 3­мĕш слайд