Открытый урок по теме "Чувашская Республика",4 класс
Оценка 4.8

Открытый урок по теме "Чувашская Республика",4 класс

Оценка 4.8
docx
13.08.2022
Открытый урок по теме "Чувашская Республика",4 класс
УРОК 4 класс.docx

                         Урок теми: Чӑваш республики.

Класс: 4-класс.

Урок тӗсӗ: хутӑш урок.

Сапӑрлӑх тӗллевӗ: 1)Тӑван ене юратас,унӑн пуянлӑхне упрас туйӑма вӑйлатасси. 2)Ачасен пуплевне тата шухӑшлавне аталантарасси. 3)Ушкӑнпа ӗçлеме тата пӗр-пӗрин шухӑшне,калаçӑвне итлеме хӑнӑхтарасси.

Пӗлӳ тӗллевӗӑваш республикинчи хуласене аса илесси; Чӑваш çӗр-шывӗн пуянлӑхӗ çинчен калаçу ирттересси.

Ăнлантару тӗллевӗ:1) Ачасен логикӑллӑ шухӑшлав ӑсталӑхне çирӗплетесси.

Урок мелӗсемпе меслечӗсем:1)Учитель сӑмахӗ;ыйту-хурав;калаçу;шырав;ваттисен сӑмахӗсемпе ӗçлесси;

Кирлӗ хатӗрсем:Вӗренӳ кӗнеки,компьютер,проектор,экран,слайдсем,ӳкерчӗксем.

Урок эпиграфӗ:

«Тӑван çӗр-шывран хакли нимӗн те çук».Ваттисен сӑмахӗ.

                             Урок юхӑмӗ:

 

1.Класа йӗркелени,сывлӑх сунни,дежурнӑйпа калаçни ( «Кӗркунне» темӑпа слайдсем пӑхни)

а)-Ырӑ кун пултӑр,ачасем!Класра Чӑваш Республикин Гимнӗ янӑрать.Ачасем,кам пӗлет,мӗнле кӗвӗ янӑрарӗ халӗ?....Апла пулсан,эпир сирӗнпе мӗн çинчен калаçӑпӑр паян?....

Ачасем,эсир экран çинче мӗн куратӑр?(герб тата ялав).Тӗрӗс,вӗсем Чӑваш çӗр-шывне,патшалӑхне пӗлтерекен символсем.Ялавпа герба курсан пурте пӗлеççӗ:кунта Чӑваш çӗр-шывӗ.

б) Урок эпиграфӗпе паллаштарни.

 

2. а)Чӑваш Республикин карттипе паллашасси.

Халӗ эпир сирӗнпе Чӑваш республикин карттипе, хулисемпе паллашӑпӑр, ыйтусемпе ӗçлӗпӗр.

-Ачасем,калӑр-ха,тархасшӑн,Чӑваш республикинче миçе хула?.Тӗрӗс,9 хула.Доска çинче чӑвашла хула ячӗсем пур.Атьӑр,пурте пӗрле вулатпӑр.Малтан эпӗ вулатӑп,ман хыççӑн эсир те пурте пӗрле вулӑр.Ман алӑра хула ячӗсене вырӑсла çырнӑ карточкӑсем.Сирӗн хула ячӗсене тӗрӗс куçармалла.Маттурсем!

б)Ыйтусемпе ӗçлесси.

-Халӗ ыйтусем çине хуравлӑпӑр.(стр.50,1-ӗç).

1)Чӑваш республикинче миçе район?

2)Пирӗн республикӑра миçе хула?

3)Тӗп хула мӗн ятлӑ?

4)Миша,Ваня,Рената мӗнле хуласенче пурӑнаççӗ?

3. Ҫӗнӗ темӑна ӑнлантарасси. Учитель текста вуласа парать,унтан ачасем вулаççӗ.

а) Словарь ӗçӗ (слайд).

ӗп хула-столица; пӗр-пӗринпе-друг с другом; тӗрлӗ-разный;улӑхсенче-на лугах; патшалӑх чӗлхи-государственный язык;

Ҫӗнӗ сӑмахсене çурма сасӑпа пурте пӗрле вулатпӑр,2-3 предложени тупатпӑр.

б) Куçару ӗçӗ.Ҫӗнӗ сӑмахсемпе текстра предложенисем тупаççӗ,куçараççӗ.

в) Ыйтусем çине хуравлаттарасси.

ӑваш республики Раççейре вырнаçнӑ-и?

-Пирӗн тӗп хула мӗн ятлӑ?

-Шупашкар ӑçта вырнаçнӑ?

ӑваш республикинче камсем пурӑнаççӗ?

г) План тӑрӑх вырӑсла каласа парасси.(ачасем мӗн ӑнланнине вырӑсла каласа  параççӗ).

 

4.Кану саманчӗ.

Сӑмахсем калатӑп.Чӑваш республики темипе çыхӑннӑ пулсан,алӑ çупаççӗ,çук пулсан-шӑп тӑраççӗ.

Сӑмахсем:9хула,сехет,кӗнеке,Канаш,Улатӑр,сӗтел,Атӑл,вырӑссем,мордвасем,чӑвашсем,шӑнкӑрав,доска,тӗрлӗ йывӑçсем,ялав,герб,çӑкӑр,Ҫӗрпӳ.

 

5. Ҫыру ӗçӗ.

Текстра автор Чӑваш çӗр-шывӗ çинчен мӗнле сӑмахсем калать?Ҫакна кластер туса палӑртатпӑр.

Кластер (пысӑк,пуян,хитре,мӑнаçлӑӑватлӑ).

 

6.Пӗтӗмлетӳ.Ачасен ӗçне хакласси.

ӑваш республики тесен мӗнле сӑмахсем аса килеççӗ? (Атӑл хӗрринче,вырӑссем,тутарсем,мордвасем,тӗрлӗ чӗр чун,кайӑк,йывӑç,кӑмпа,чечек,вӑрман).

Чӑваш республики вӑрмансемпе,улӑхсемпе,юхан шывсемпе пуян.Эпир хамӑр çӗр-шывпа мухтанатпӑр,илемӗпе киленетпӗр.Унӑн пуянлӑхне упрама тӑрӑшатпӑр.

7.Сывпуллашни.


 

Урок теми: Ч ӑ ваш республики.

Урок теми: Ч ӑ ваш республики.

Учитель текста вуласа парать,унтан ачасем вулаçç ӗ

Учитель текста вуласа парать,унтан ачасем вулаçç ӗ
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
13.08.2022