Открытый урок по теме "Наша библиотека",5 класс
Оценка 4.8

Открытый урок по теме "Наша библиотека",5 класс

Оценка 4.8
docx
25.08.2021
Открытый урок по теме "Наша библиотека",5 класс
Открытый урок.docx

                                           Уçӑ урок планӗ (5-класс).

Тема: Пирӗн шкул библиотеки.

Урок эпиграфӗ: Кӗнеке-пӗлӳ çӑл куçӗ.

Тӗллевӗсем:1)Ачасен пуплевне тата шухӑшлавне аталантарасси; 2)Шкул библиотекипе тӗплӗнрех паллашасси;3)Лексикӑпа грамматика,вулавпа куçару,çыру хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

Лексика материалӗ:кӗтес,курма пулать,ӑшшӑн калаçать,шыратӑп,тупса парать,çурмастӑп,упрӑр,тупра.

Грамматика материалӗ:-и(-ӗ),-у(-ӳ) камӑнлӑх аффиксӗ.

Кирлӗ хатӗрсем:учебник,компьютер,проектор,экран,слайд.

                                           Урок юхӑмӗ.

1.Класа йӗркелени,сывлӑх сунни.

2.Урок йӗркипе паллаштарни.

-Паянхи урокра эпир –и(-ӗ), -у(-ӳ) аффикссем çинчен калаçӑпӑр, «Пирӗн шкул библиотеки» текстпа паллашӑпӑр,ыйтусене хуравлӑпӑр.

3.Килти ӗçе тӗрӗслени.

4.Ыйту-хурав хӑнӑхӑвӗсене аталантарни. ( 1-мӗш ӗçпе ӗçлени).Вӗрентекен ыйтусене вулать,ачасем хуравлаççӗ.

-Сирӗн шкул библиотеки миçемӗш хутра вырнаçнӑ?

-Унта кӗнеке нумай-и?

-Сирӗн библиотекарь мӗн ятлӑ?

-Унӑн кӑмӑлӗ мӗнле?

-Эсӗ шкул библиотекине час-часах çӳретӗн-и?

5.Грамматика материалӗпе ӗçлени.

1-мӗш ӗçри –и(-ӗ) аффикслӑ япала ятне тупса палӑртаççӗ.

1с.  манӑн        пирӗн      библиотека     кӑмӑл

2с.  санӑн         сирӗн       библиотеку     кӑмӑлу

3с.  унӑн           вӗсен         библиотеки   кӑмӑлӗ

2-мӗш ӗçпе ӗçлени. Ответ:слова библиотеки тата кӑмӑлӗ образованы при помощи аффикса –и(-ӗ),это аффиксы принадлежности. Ачасем 79-мӗш страницӑри грамматика материалне вулаççӗ,мӗн ӑнланнине каласа параççӗ.

6.Грамматика хӑнӑхӑвӗсене аталантарни. 4-мӗш ӗçпе ӗçлени.

7.Лексика материалӗпе ӗçлени.

6-мӗш ӗçпе ӗçлени.Вӗрентекен чӑвашла вулать,ачасем хуравӗсене тупаççӗ.

8.Вулавпа куçару хӑнӑхӑвӗсене аталантарни. Текстпа ӗçлени.

     1)словарь ӗçӗ:   кӗтес-угол    

                                   илемлӗ литература- художественная литература

                                  çурмастӑп-не рву

                                  тупра-богатство

                                  упрамалла-надо беречь

   2)кӑтартуллӑ вулав(малтан вӗрентекен вулать,малалла ачасем вулаççӗ,куçараççӗ).

   3)текста ӑнланнине тӗрӗслени.

                                 -Кам вӑл Алевтина Михайловна?

                                 -Вӑл мӗнле?

                                 -Таня библиотекӑра час-часах пулать-и?

   4)ачасем черетпе пӗршер абзац вулаççӗ.

9. «Пирӗн шкул библиотеки» слайдсемпе паллашасси.

10.Диалог хӑнӑхӑвӗсене аталантарни (текст хыççӑнхи ыйтусемпе ӗçлени).

        1)вӗрентекен ыйтусене вырӑсла калать,ачасем чӑвашла.

        2)пӗр ача ыйтусене  черетпе вулать ,ыттисем хуравлаççӗ.

        3)икӗ ача доска умӗнче «Пирӗн библиотека» сценка кӑтартаççӗ.

11.Кану саманчӗ (физкультминутка).          1,2 –эп  тӑратӑп,3,4 –ал  çупатӑп,

                                                                               5,6 –эп утатӑп, 7,8 –эп чупатӑп, 9,10 –эп ларатӑп.

12.Лексика хӑнӑхтарӑвӗсене аталантарни. 9-мӗш ӗçпе ӗçлени.

13.Тупмалли юмахсемпе ӗçлени. 10 –ӗçпе ӗçлени,уйрӑм ачасем вулаççӗ,ыттисем куçараççӗ.

14.Ҫыру хӑнӑхӑвӗсене аталантарни. 11-мӗш ӗçпе ӗçлени.Ваттисен сӑмахӗсене ачасем тетрадь çине çыраççӗ,вырӑсла куçараççӗ.

15.Урока пӗтӗмлетни,кластер тӑвасси.

16.Киле ӗç пани( 12-ӗç,стр.81).

17.Ачасен ӗçне хаклани.           

 

           


 

Уçӑ урок планӗ (5-класс). Тема:

Уçӑ урок планӗ (5-класс). Тема:

Грамматика хӑнӑхӑвӗсене аталантарни

Грамматика хӑнӑхӑвӗсене аталантарни

Киле ӗç пани( 12-ӗç,стр.81). 17

Киле ӗç пани( 12-ӗç,стр.81). 17
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
25.08.2021