План-конспект урока Литературное чтение на родном языке

  • Документация
  • doc
  • 25.08.2025
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Урок на чувашском языке
Иконка файла материала план-конспект урока по лит чт на чув языке.doc

Йăла юмахĕсем.

Литература вулаве уроке

 

Заняти тĕллевĕсем

- Йăла юмахĕсен формипе содержанийĕ ҫинчен пуҫламăш пĕлӳ парасси;

- Илемлĕ вулав хăнăхăвĕсене аванлатасси;

- Тимлĕхе, ăс-тăна, чĕлхене аталантарасси

 

Вĕренӳ задачисем:

- Йăла юмахĕсемпе паллаштарасси; вĕсен хăйьевĕрлĕхне чухлас мехеле тарăнлатасси;

- Япаласемпе пулăмсене танлаштарса сăнламалли мелсене сăнатарасси;

- Туслăхпа тăванлăх туйăмĕсене аталантарасси.

 

Кирлĕ хатĕрсем: «Кинеми, мăнукĕ тата чăпар чăх» юмах (43-45-мĕш с.); кинеми, мăнукĕ, чăпар чăх, упа, кашкăр, хурчка тата витресен ӳкерчĕкĕсем, кроссворд, таблица «Юмахсен ушкăнĕсем»

 

Урок юхăмĕ

 

1.Урока йĕркелесе лартса сывлăх сунни

 

Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав.

Акă  иртрĕ  те тăхтав.

Эп вулатăп, эп  тăнлатăп,

Кӳршĕне те пулăшатăп.

 

Пĕрле ĕҫлеме хавас

ҫĕнĕ пĕлӳсем уҫас!

Ларар парта хушшине,

Пуҫлар чĕлхе урокне!

 

2. Чĕлхене ҫемҫетни:

   -  Эсĕ мĕн ятлă? Ка-ка-ка!

- Эсĕ мĕн ятлă? Нарт-нарт-нарт!

- Эсĕ мĕн ятлă? Чим-чим-чим!

- Эсĕ мĕн ятлă? Хам-хам-хам!

- Эсĕ мĕн ятлă? Кам-кам-кам!

- Эсĕ мĕн ятлă? Мăр-мăр-мăр!

- Эсĕ тата? Нăрик-нăрик! (А.Ильин)

 

3. Ҫĕнĕ темăпа паллаштарни

- Аван, ачасем, паянхи урок темине пěлес тесен пушă клеткăра мĕнле сăмах пытаннине тупмалла (кроссворд)

 

 

 

 

1

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

3

 

 

 

 

 

4

 

 

 

1.       Хĕл мучин мăнукĕ (Юрпике)

2.       Ҫарăка туртса кăларма асанне кама чĕннĕ? (Мăнук)

3.       «Кашкăртан та тартăм, мулкачран та тартăм», - тесе юрлаканĕ. (Йăва)

4.       Ҫăмарта туса парать,

- Кăт-кăт-кăт,-тесе юрлать. (Чăх)

 

- Тĕрĕс, ачасем, паян юмах сирĕнпе вулăпăр. (Юмах ҫинчен кĕскен каласа пани) Юмахсем 3 тĕрлĕ пулаҫҫĕ: чĕр чунсем ҫинчен, йăла юмахĕсем тата асамллă юмахсем. Паянхи юмах хăш ущкăнне кĕрет-ши? Эпир ăна юмаха вуласа тухсан ăнланса илĕпĕр.

 

4. «Кинеми, мăнукĕ тата чăпар чăх» юмаха итлени

Вĕрентекен вуласа-каласа парать.

Ыйтусем ҫине хуравлани:

- Юмахра кам тата мĕн ҫинчен каланă?

- Кунта сăнланине кулленхи ĕҫсем тени тĕрĕсех-ши?

- Вĕсем ҫинчен мĕнле каласа панă?

Пĕтĕмлетӳ: Юмахра кулленхи ĕҫсем ҫинчен юптарса, шӳтлесе каласа панă. Ку юмах - йăла юмахĕ

 

Тетраде таблица ҫыпăҫтарни

 

 

Чĕр чунсем ҫинчен  ҫырнă юмах

 

Йăла юмахĕсем

(кулленхи ĕҫсем ҫинчен юптарса, шӳтлесе каласа панă)

 

Асамллă юмахĕсем

 

 

 

 

5.       Ачасем юмаха пайăн-пайăн вуласа ушкăнпа тишкерни.

- Юмахра камсем тата мĕн ҫинчен ҫырса кăтартнă? (Ачасен хуравĕсем)

Кинеми, мăнукĕ тата чăпар чăх тĕп сăнарсем пулаҫҫĕ те ку юмахра. (Вĕсен ӳкерчĕкĕсене тетраде ҫыпăҫтарса хураҫҫĕ)

       

 

- Кинеми, мăнукĕ тата чăпар чăх мĕнле пурăннă? Вĕсем туслă пурăнни ҫинчен мĕн каланă?

- Пĕррехинче вĕсем ăҫта каяҫҫĕ? (Ачасен хуравĕсем)

- Витрисем мĕнлерех пулнă-ши вĕсен?

Кашни сăнар айне хăйĕн витрине ҫыпăҫтараҫҫĕ.

        

- Пушăлла кашнин витри мĕнле юрланă?

- Тулли чухне вара мĕнле юрланă?

Пĕтĕмлетӳ: Кашни япали хуҫине кура тĕрлĕ. Чăваш чĕлхи – питĕ пуян чĕлхе. Эпир кашни япала мĕнле сасă кăларнине евĕрлесе каланипех палăртма пултаратпăр.

 

6.       Пайсем ҫине уйăрни. Пайсен кĕске содержание асăмлани.

- Мĕнле пăтăрмах пулса иртнĕ-ха вĕсемпе?

- Кашни сăнар ӳкнине мĕнле сăмахсемпе ҫырса панă?

 

Пĕтĕмлетӳ: Утса пырать - йăпăртатса пырать – вĕтĕртетсе пырать;

                    Йăванса кайрĕ – тирĕнчĕ – лаплатрĕ. Кусем – ҫывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем. Вĕсем кашни сăнар пĕр ĕҫех тĕрлĕрен тунине тата витĕмлĕрех, сăнарлăрах кăтартма пулăшаҫҫĕ.

Кашни сăнар айне мĕнле утнине тата ӳкнине ҫырса хуни

 

- Мĕнрен хăранă-ха вĕсем?

- Мĕн тесе шутланă –ха кашни сăнар? (Ачасен хуравĕсем)

Ӳкерчĕксене ҫыпăҫтарни

 

 

      

7.       Ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлесси.

Ваттисен сăмахĕсене вулăр та юмахпа килĕшсе тăраканнине суйласа илĕр.

 Хӑравҫӑшăн тăпра муклашки те улăм ури пек.

Вӗренни ҫутӑ, вӗренменни тӗттӗм.

Хӑравҫӑ куянӑн хӑрасах кун иртет.

Ҫӗр сум укҫа пуличчен ҫӗр тус пултӑр теҫҫӗ.

Хӑравҫӑшӑн хура тунката та усалӑн курӑнать.

8.       Рольпе вуласси.

( Хăш рольне мĕнле сасăпа вуламаллине маларах сӳтсе явмалла)

 

9.       Пěтěмлетӳ тăвасси.

- Мĕнле юмахпа паллашрăмăр паян?

- Вăл мĕнле юмах шутланать?

- Килĕшрĕ-и сире юмах?

 

10.   Киле ĕҫ пани.

Юмаха тепĕр хут вуласа ӳкерчĕксемпе усă курса каласа пама хатĕрленмелле.

 

11.   Рефлекси

(Тетрадьре, урок мĕнле иртнине кура, смайлик ӳкерсе хураҫҫĕ)

 

 

 

Интернетран усă курнă материалсем:

 

https://i.ytimg.com/vi/0PGzOpth4J8/maxresdefault.jpg

https://st.depositphotos.com/1001009/3111/i/950/depositphotos_31115717-stock-photo-grandmother.jpg

https://infodoski.ru/images/detailed/16/18019.jpg

https://i.mycdn.me/i?r=AyH4iRPQ2q0otWIFepML2LxR2C-iHKk7ZkOR4MmWKQrCOQ

https://img2.freepng.ru/20180218/iqe/kisspng-cartoon-flat-design-red-bucket-filled-with-water-5a891a36882749.0674803815189345825577.jpg

https://st4.depositphotos.com/6783566/25676/v/1600/depositphotos_256769096-stock-illustration-bucket-with-water-colorful-cartoon.jpg

https://st2.depositphotos.com/5593754/8734/v/950/depositphotos_87346156-stock-illustration-plastic-bucket-icon.jpg

https://st2.depositphotos.com/3646709/9538/v/950/depositphotos_95380862-stock-illustration-sleepy-bear-cartoon.jpg

https://1.bp.blogspot.com/-pnQVViH15AY/XbChBg82Z9I/AAAAAAAAAlk/aYIRuAcsD0gGEOHmC6CddJdyuvWDh7OiACNcBGAsYHQ/s1600/8999b1cace7679a0ec7ffd76378ece332ab80ca8.jpg

https://clipart-best.com/img/falcon/falcon-clip-art-10.png

7820-мӗш ваттисен сӑмахӗ - Ваттисен сӑмахӗсем (chv.su)

 


Скачано с www.znanio.ru

Посмотрите также