презентация

  • ppt
  • 30.10.2021
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала К.Иванов хайлавенчи сут санталак санаре.ppt

Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул

К. Иванов хайлавĕнчи çут çанталăк сăнарĕ

Тĕллевсем:

1. К.Иванов – чăваш поэзийĕн сÿнми çăлтăрĕ пулнине ĕнентересси.
2. Çут çанталăкпа этем хушшинчи çыхăнусене кăтартакан çаврасене тупасси.
3. К.Иванов поэмин тĕшшине – çынпа çут çанталăк килĕшÿлĕхне ырланине – уçса парасси.

Ешĕл вăрман айккипе
Çырма юхать кĕрлесе,
Хĕвел çути шывĕпе
Вылять тĕрĕ тĕрлесе.
Таса çырма ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать.
Мĕнпур, мĕнпур çут тĕнче
Ташлать, сикет, савăнать.

«Ешĕл вăрман айккипе…»

.

«Силпи ялĕнче»

Çырма юхать кĕрлесе
Аслă ялăн çумĕпе,
Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе
Вылять унăн шывĕпе.
Тăрă шывăн ăшĕнче
Кăвак пĕлĕт явăнать,
Ватă йăмра тайăлса
Тĕсне пăхса савăнать.


Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,
Мĕншĕн хытă шавлатăн?
Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса
Мĕскĕн чуна хăрататăн?

«Вăрманта»

Икĕ савни пĕрлешсен
Пуçне тайрĕ ват юман
Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен
Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман
Хура пĕлĕт саланса
П ĕтрĕ вăрман хыçĕнче
Хĕвел пăхать шăратса,
Кайăк юрлать йăвинче.

«Çимĕк каçĕ»

Шăнкăртатса шыв юхать
Çÿллĕ валак пуçĕнче
Кĕмĕл пекех ялтăрать
Шывĕ хĕвел çутинче.
Кĕмĕл мерчен тухьяпа
Сарă хĕрĕ шыв ăсать,
Сарă каччă калаçса
Хăй лашине шăварать.

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче
Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;
Силпи чăваш ялĕнче
Юр ирĕлчĕ васкаса.
Тусем, сăртсем хуп-хура
Юрĕ кайса пĕтнĕрен;
Тухать курăк çăп-çăра
Хĕвел хытă хĕртнĕрен.

Килчĕ ырă çуркунне, Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,
Килчĕ ячĕ ăшăтса. Ешĕл тумтир тăхăнать,
Хĕвел савать тĕнчене, Çеçенхир те ешерет,
Хĕл ыйхинчен вăратса. Илемĕпе мухтанать.

«Кĕркунне»

Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,
Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.
Вĕçен кайăк сассинчен
Хуйхă кĕтет чĕрене.
Карти-карти кайăксем
Вĕçет тинĕс леш енне.
Тăхăннă йывăссем
Пурте сарă тумтирне.
Хĕвел кулать сайрарах,
Шăрши пĕтнĕ чечексен.
Йĕрсе ярĕ ак часах
Кĕркунне те вăрансан

Ĕçе хатĕрлекенĕсем: 8-мĕш класра вĕренекен Чернова Оксана Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ – Краснова И.Ф.