"Янра, чаваш чĕлхи, янра!"

  • Мероприятия
  • doc
  • 14.05.2021
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Сценарий проведения дня чувашского языка на родном чувашском языке
Иконка файла материала Сценарий.doc

 

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин

хушма професси вĕренĕвĕн     

«Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕ

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

«Уяв сценарийĕ»

 

 

ТЕМА

«Янра, чăваш чĕлхи, янра!»

 

 

Мероприятие 5-7 çулти ачасем валли хатĕрленĕ

Ĕç тĕллевĕ: ачасене мĕн пĕчĕкрен тăван чĕлхене юратма, упрама тата хаклама вĕрентесси, ачасен тавра курăмне, пултарулахне тата пуплев культурине аталантарасси.

 

 

 

 

 

 

Сценарин авторĕ: 

Великова Любовь Витальевна,

Красноармейски салинчи «Пучах» ача-пăча садĕнчи музыка ертÿçи

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

ШУПАШКАР – 2021

 

 

 

Умĕн калани

 

Кĕçĕн çулхи ачасемпе ĕçленĕ май ачасене кăмал-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарасси, тăван пуплев культурине тата вĕсен пултарулăхне мĕн пĕчĕкрен çÿлерен - çÿле çĕклесси, паянхи куна илсен, пелтерĕшлĕ вырăн йышăнать тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен хальхи пурнăçра, шель пулин те, тăван чĕлхепе калаçакан ачасем сайра, темшĕн вырасланса кайрăмăр. Тĕрлĕ мероприяти ирттернĕ чух та вырăсла калаçатпăр, чăвашла ирттермелли   сценарийĕсем сахалран-ши? Пĕтĕмпех вырăсла! Эпĕ акă мĕн каласшăн, юлташсем, хамăр тарăшсан, пĕчĕк пепкесенпе ачаран вырăсла анчах мар, чăвашла  калаçсан, вĕсене тăван чĕлхене мĕн пĕчĕкрен юратма вĕрентсен – «эпир пулнă, пур, пулатпăр…!».

                   Çаванпа та çак конкурса шутласа кăларакнсене пысак тав самахĕ калас килет. Сывлăх пултăр вĕсене пурне те. Çакăн пек пĕрле ĕçлесен, тен, çĕнĕ чăвашла уяв сценарийĕсен кĕнекисем те пурнăç илĕç. Конкурса тăван чĕлхе кунне ирттермелли уяв каçĕн сценарийĕ ачасемпе ĕçлекен педагогсемшĕн тивĕçлĕ пулăшу пуласса шанатăп.

 

Уяв тӗллевӗсем.

Ӑс-тӑн задачисем:

v Вӑйӑсемпе сӑвӑ-юрӑ урлӑ чӑваш чӗлхине юратма вӗрентесси.

v Чӗлхе илемӗпе пуянлӑхне туйма, пӗлӳллӗхе ӳстерме пулӑшасси.

Аталану задачисем:

v Ачасен тавракурӑмне, пултарулахне ӳстересси.

v Ӗмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗпе ачасене тӗплӗнрех паллаштарасси.

Воспитани задачисем:

v Юрă – кĕвĕре тăван чĕлхен илемне курма, туйма хăнăхтарасси;

v Пĕр – пĕрин калаçăвне тимлĕн итлеме хăнăхтарасси.

Малтан туса ирттернӗ ӗҫсем: сăвасем, юрăсем, ташăсемпе вăйăсем вĕрентни. Ачасем валли тӗрленӗ кӗпесем, алшăлисем хатӗрлени.Чӑваш чӗлхин пуянлӑхне уҫса паракан кӗнекесен выставкине хатӗрлени.

Уяв мелӗсемпе меслечӗсем: верентекенĕн сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани, юрăсем шарантарни, терлĕ вайăсем выляни.

Уяв юхăмĕ.

(Уяв чăваш ташшинчен пуçанать. Ăна капăр чăваш тумĕ тăхăннă ачасем ташлаççĕ, ташă хыççăнах сцена çине музыка ертÿçи (уява ертсе пыраканĕ) чăваш халăх юррине шăрантарса тухать):

Ертсе пыраканĕ: Илемлĕ, илемлĕ

                               Илемлĕ чаваш чĕлхи

                               Илемлĕ чаваш чĕлхи те

                               Калаçма пĕлсен кăна.

                                       Илемлĕ чаваш  чĕлхи те

                                       Калаçма пĕлсен кăна…

       

Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем, хаклă тăванăмăрсем, туссем. Пурне те сире сывлăх, ырă кăмăл, телей, пур ĕҫре те ăнăҫу тата мирлĕ пурнăҫ сунатпăр. Юрăри пек сирĕн ҫине яланах кăн-кăвак тÿперен сап-сарă хĕвел йăлкăшса пăхтăр, таврари кайăк-кĕшĕк илемлĕ юрă шăрантартăр. Паян эпир çак çутă та пысăк кермене сирӗнпе ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас шухӑш-ӗмӗтпе пухӑнтӑмӑр. Çак куна эпир тăван чĕлхене халаллатпăр.                                                                                                                                                     Пирĕн çĕр çинче тĕрлĕ-тĕрлĕ халăх пурăннине, паллах, пурте пĕлетпĕр. Кашни халăхăн хайĕн чĕлхе, çапла вĕть? Пирĕн те, Чаваш Республикинче пурăнакан чăваш çыннисен, хамăрăн чĕлхе. Вăл – чăваш чĕлхи! Ман шутпа вăл чи сӑвапли, хитри тата ырă ятли. Пирĕн халах ăна темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.

(чăваш кĕвви янăрать, сцена çине аслă ушкăна çÿрекен сăвă вулакансем тухаççĕ).

1 вулакан: Эп-чăваш ачи, саватăп

                   Хамăрăн чăваш çĕрне.

                    Вăл кипке те ман, сăпка та

                    Ăна манмăп ĕмĕрне!

2 вулакан: Эп-чăваш ачи, саватăп

                    Чĕвĕл-чĕвĕл чĕлхене.

                    Юратап сăвва, юрра та,

                    Купăса та кĕслене.

Чаваш халах юрри «Чăваш ачи чăвашах» юрă янăрать.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Пĕр çул хушши сăпкара сăпкара

Ачашланса çитĕнет çитĕнет

Пĕр çул хушши сăпкара сăпкара

Ачашланса çитĕнет çитĕнет

Икĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

ирĕкленсе çитĕнет çитĕнет

Икĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

ирĕкленсе çитĕнет çитĕнет

Виçĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

Витре йăтма тытăнать тытăнать

Виçĕ çула çитсессĕн çитсессĕн

Витре йăтма вĕренет вĕренет

Тăватă çула çитсессĕн çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет тĕлленет

Тăватă çула çитсессĕн çитсессĕн

Тукмак тытма тĕлленет тĕлленет

Пилĕк çула çитсессĕн çитсессĕн

Пилеш татма тытăнать тытăнать

Пилĕк çула çитсессĕн çитсессĕн

Пилеш татма тытăнать тытăнать

Ултă çула çитсессĕн çитсессĕн

Шкула тухса вĕçтерет вĕçтерет

Ултă çула çитсессĕн çитсессĕн

Шкула тухса вĕçтерет вĕçтерет

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Чăваш ачи чăвашах, чăвашах,

Чунĕ ĕçре яланах, яланах.

Ертсе пыраканĕ: Пирĕн садри ачасем

                               Пурте маттур, юлташсем.

                               Юрлама та ташлама

                               Пултараççĕ хаваспа!

Тепĕр черетлĕ юрă сире валли парне пултăр. Сцена çине вăтам ушкăна çÿрекен ачасем васкаççĕ. Вĕсем «Пахчи-пахчи» юрра юрлама сцена хыçĕнче паçăртанпах тапăртатса тăраççĕ. Кĕтсе илĕр!

 Чăваш халăх юрри «Пахчи-пахчи» шăранать.

Пахчи-пахчи, улма пахчи

Улма çисе ÿсрĕмĕр.

Эх, ÿсрĕмĕр,

Çампа маттур пултăмăр.


Пахчи-пахчи, çырла пахчи,

Çырла çисе ÿсрĕмĕр.

Эх, ÿсрĕмĕр,

Çампа хĕрлĕ пултăмăр.

 

Пахчи-пахчи, хăяр пахчи,

Хăяр çисе ÿсрĕмĕр.

Эх, ÿсрĕмĕр,

Çампа хаяр пултăмăр.

Ертсе пыраканĕ: Чӑваш ҫӗр-шывӗ! Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ! Чӑнах та юррисем кӑна мӗн тӗрли ҫеҫ ҫук пулӗ чӑваш халӑхӗн: ташламалли такмак, хастарланмалли марш, мухтамалли гимн. Ваййисемпе ташшисем тата мĕнле илемлӗ те интереслĕ! Айтăр-ха, пĕрле пăхса килĕнер!

Чаваш халăхĕ çырнă «Вайă юрри» илтĕнет. (Юрра «Праздник на земле Улыпа» кĕнекерен 171 страницăран илнĕ). Аслă ушкана çÿрекен хĕр ачасем тĕрлесе хатĕрленĕ алшăлисемпе ташă ташлаççĕ. Ташласа пĕтернĕ хыççăнах аякран, сцена хыçĕнчен арçын ачасен (каччăсен) сассисем илтĕнеççĕ:

1 каччă: авă вĕсем, кунта! Айтăр часрах!

(хĕрсем капăрланма, тирпейленме васкаççĕ)

Хĕр ачасем: каччăсем килеççĕ пулас.

2 качча: сыва-и, хĕрсем?

Хĕр ачасем: Сывах!

3 качча: сирĕнпе вайă картине тăма юрать-и?

Хĕр ачасем: юрать, юрать!

1 хĕр ача: паян мĕнле вайă выльăпăр?

4 качча: упалла выляр! Кам упа пулать?

2 хĕр ача: шутласа тупăпăр:

Ку -  каять.

Ку – чупать.

Ку – юлать.

Ку – тытаканни пулать!

 (Ачасем вайă картинче тăраççĕ, Упа вара -вĕсен хушăра утса çÿреть. Вылякансем унăн тавра юрласа утаççĕ):

Акă упа-утаман,

Ик урапа утакан.

Ачасене хăратать,

Ачасене хăвалать.

(упа мĕкĕрсе ярать те ачасене хăвалама тытăнать, сцена çинчи арттистсем пурте  тарса пĕтеççĕ, уява ертсе пыраканĕ сцена çине тухать)

Ертсе пыраканĕ: ну, мĕнех, тусăмсем, эпир паян сирĕнпе чăвашла юрларăмăр, чăвашла ташларăмăр, сăвасем каларăмăр, вайă картинче те пулса куртăмăр. Паян эпир чăн-чăн чăвашсем, маттурсем тесе калас килеть манăн.   Паянхи тĕл пулу хамăрăн тăван чĕлхене упрама, ăна аталантарма пулăшĕ пуль тетĕп.  Чăваш чĕлхине манар мар, юлташсем, ăна упраса малалла аталанма пулăшсах тăрар. Çакăнпа хамăрăн уява вĕçлетпĕр, сирĕнпе сыв пулашатпăр, тепре тĕл пуличчен!Чипер юлăр!

 

Усă курнă литература:

1. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ача – пăча фольклорĕ.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2009. -415с.

2. Чăваш халăх пултарулăхĕ. Ваттисен сăмахĕсем.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2007. -382с.

3.Чӑваш музыки ача садӗнче.- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,1995

5.Праздники на земле Улыпа.- Методическое пособие для дошкольных образовательных учреждений. Чебоксары,2006.Под ред. Р.Б.Кузьминой. Издатеьство Л.А.Наумова.

8.Ачасене шкулччен вĕрентмелли тĕслĕх программа. Т.В.Артемьева, С.Г.Михайлова, Н.В.Иванова; Шупашкар. Чӑваш кĕнеке издательстви 2015ç.

9.«Ачасене шкулччен вĕрентмелли программа». Шупашкар, 2009ç. Л.В.Кузнецова

10. «Чи-чи кӑсӑя»; Шупашкар. Чӑваш кĕнеке издательстви 1987ç. П.Эйзин