Л.Агаков «Юманлăхра çапла пулнă”
Тест ыйтăвĕсене хуравлани
1. Кам вăл Сережа Аванов
1) Мăнкас вăтам шкулĕн 8-мĕш класс вĕренекенĕ
2) Юманлăх вăтам шкулăн 9-мĕш класс вĕренекенĕ
3) Хыркасси вăтам шкулăн 10-мĕш класс вĕренекенĕ
2. Улатимĕр мучи мĕнле ĕçре ĕçленĕ?
1) Юманлăхри лавкка хуçинче
2) Юманлăхри лавкка хуралçинче
3) Юманлăхри лавкка сутуçинче
3. Мĕншĕн Юманлăх лавккине Илья Ивуков çаратнă тесе шутлаççĕ?
1) Вăл тĕрмерен тин кăна таврăнă пирки
2) Лавкка хуçи ăна килĕштермен, шанман пирки
3) Лавккара „И.И.И.” тесе паллă тунă хуçлатмалли çĕçĕ тупнă пирки
4. Ивуковăн ашшĕ пур-и? Ăçта вăл?
1) Çук.Чирлесе вилнĕ.
2) Çук. Днепр урлă каçнă чух фшистсемпе паттăррăн çапăçса вилнĕ.
3) Пур. Кÿршĕ ялта пурăнать.
5. Вăл миçемĕш класра вĕреннĕ чухне амăшĕ çĕнĕ упăшка киле кĕртет?
1) Çиччĕмĕш класра чухне.
2) Виççĕмĕш класра чухне.
3) Вуннăмĕш класра чухне.
6. Ильян тăван мар ашшĕ мĕнлескер?
1) Эрех ĕçме юратаканскер.
2) Ĕçченскер
3) Пултаруллăскер
7. „Матви пичче” промартелĕн 5 пин укçине ăçта чикнĕ?
1) Çухатнă
2) Кивçен панă
3) Ĕçсе янă
8. Растратăна сапламашкăн вăл Ивуковсăнне мĕн-мĕн сутасшăн пулнă?
1) Пÿртне, пурине, сурăххисене
2) Баянне, кĕлетне, ĕнине
3) Витине, мунчине, утине
9. Илюкшăн ытларах баян хаклă. Мĕншĕн?
1) Ăна Ивуков Ильяна кукашшĕ парнеленĕ
2) Ăна тăван ашшĕ ун ячĕпе илсе панă.
3) Ăна вăл хăй ĕçлесе туяннă.
10. Илья Ивуковăн пĕрремĕш йăнăшĕ мĕнре пулчĕ?
1) Нина Васильевнăна хăй пурнăçĕ çинчен каласа паманнинче
2) Хăйпе пĕрле вĕренекенсене каласа паманнинче
3) Тăван килтен ним айăпсăрах тухса кайнинче
11. Илья Ивуковăн иккĕмĕш йăнăшĕ мĕнре пулчĕ?
1) Больницăра выртса сывалнинче.
2) Милицие вăхăтра кайса пĕлтерменнинче
3) Маланине хăй çинчен пĕтĕмпех каласа панинче.
12. Виççĕмĕш йăнăшĕ вара мĕнре?
1) Хăйне хăй çирĕп тытма пĕлменнинче
2) Хăй тĕллĕн кĕнеке вуласа питĕрĕнсе ларнинче.
3) Артистпа Матросăн хурахла ĕçне хутшăннинче.
13. Илюк милици аллине епле лекет?
1) Маланикайса каланă хыççăн
2) Хулари пĕр урамра магазин çаратма тытăнсан
3) Амăшĕ, ăна шыраса тупса, милицине евитлесен
14. Илюка тĕрмерен мĕншĕн срокчен кăларнă?
1) Айăплав приговорне çĕнĕрен пăхса тухнипе
2) Хăйне тÿрĕ кăмăллă тытнăшăн
3) Амăшĕпе тăван шкулти учительсем тархасласа ыйтнипе.
Материалы на данной страницы взяты из открытых источников либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.