Кашни халăхăн наукăпа культурăра, литературăпа искусствăра çутă йĕр хăварнă ывăл-хĕрĕсем пур. Вĕсем халăх телейĕшĕн тăрăшса ĕçленипе чапа тухнă. Чăваш халăхĕн çакăн пек паллă çыннисенчен пĕри вăл – халăх поэчĕ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи.
Н.И.Полоруссов 1881 çулта çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕн Çĕнĕ Ÿсел ялĕнче (халĕ Тутар Республикин Аксу районĕ) чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă.
Н. Шелепи.docx
НИКОЛАЙ
ИВАНОВИЧ ПОЛОРУССОВ-ШЕЛЕПИ
Кашни халăхăн наукăпа культурăра, литературăпа
искусствăра çутă йĕр хăварнă ывăл-хĕрĕсем пур. Вĕсем халăх
телейĕшĕн тăрăшса ĕçленипе чапа тухнă. Чăваш халăхĕн çакăн
пек паллă çыннисенчен пĕри вăл – халăх поэчĕ Николай
Иванович Полоруссов-Шелепи.
Н.И.Полоруссов 1881 çулта çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Хусан
кĕпĕрнин Чистай уесĕн Çĕнĕ Ÿсел ялĕнче (халĕ Тутар
Республикин Аксу районĕ) чухăн хресчен кил-йышĕнче
çуралнă.
1891-1895 çулсенче Мăкшелĕнчи пуçламăш шкулта
вĕреннĕ, ун хыççăн вунă çул ытла тăван ялĕнче хресчен ĕçĕпе
пурăннă. Çитмен пурнăçпа пурăннă пулин те, пулас поэт йăхĕн
пуçĕсем ăс-тăн енчен пултаруллă çынсем шутланнă. Унăн мăн
аслашшĕ Ялак тата мăн асламăшĕ Шелепи таврари паллă
юрăçсем, юмах-халап ăстисем пулнă. Халăх сăмахлăхĕн
пуянлăхне упраса пыраканскерсем мăнукĕн чĕринче поэзи
çулăмне те амаланма пулăшнă. Н. Полоруссов каярахпа мăн асламăшĕн ятне хăйĕн
литературăри хушамачĕ туса хунă.
Н.Шелепи литература ĕçне 1905-1907 çулсенче тытăннă.
Унăн малтанхи произведенисен шутне «Раççей», «Çĕлен»
сăввисем кĕреççĕ. Анчах вĕсене автор ниçта та
пичетлеймен. Каярахпа тин «Çĕлен» сăввине «Тав» ятпа
1907 çулхи «Хыпар» хаçатра пичетлесе кăларнă. Хăйĕн
пĕрремĕш сăввинче Н.Полоруссов Çĕленпе Кайăк урлă
ĕççыннисемпе улпут хуçасем хушшинчи кĕрешĕве сăнланă,
халăх вăйĕ çак самана йĕркине пĕтерессе шанса çапла
палăртнă:
Çĕлен чĕтресе выртать,
Çак кайăкран хăраса;
Кайăк çиçĕм пек çÿрет,
Чăнлăх çути шыраса…
Çĕлен пĕрре вилĕ-ха,
Ĕмĕрлĕхе пĕтĕ-ха…
(Хыпар, 1907, 15 ака).
1931 çулта Н.Шелепие пысăк инкек пырса çапнă, вăл
суккăр пулса ларнă. Хастар чун-чĕреллĕ поэт çакăн хыççăн
та пуçа усман, халăх пурнăçĕпе малтанхи пекех тачă
çыхăнса тăнă, республикăри ялсемпе хуласене тăтăшах
тухса ç.ренĕ. Çĕр-шыв пурнăçĕнче пулса пыракан
историллĕ фактсем унăн произведенийĕсенче анлăн
сăнланнă. Ялсенчи çĕнелсе пынă юхăма та «Колхозра», «Вырмара», «Тăван çĕршыва мухтав», «Çĕнтерÿ юрри» тата
ытти сăвви-юррисенче çителĕклĕ çутатнă.
Ачасем валли çырмашкăн та манман поэт. Унăн «Ылтăн
çуркунне», «Пирĕн юрă», «Тискер кайăксем», «Кушакпа
автан» кĕнекисене çамрăк вулакансем кăмăлласах
йышăннă.
Чувашская литература "Н. Шелепи"
Чувашская литература "Н. Шелепи"
Чувашская литература "Н. Шелепи"
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.