Чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевĕ ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма вĕрентесси

  • Документация
  • Разработки курсов
  • Разработки уроков
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала Чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевĕ ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма вĕрентесси.docx

Чăваш чĕлхи вĕрентнин тĕп тĕллевĕ ачасене кулленхи пурнăçра чăвашла хутшăнма вĕрентесси. Кашни урокрах ачасене чăвашла пуплеве ăнланма, чăвашла калаçма,  вулама-çырма вĕрентмелле, урăхла каласан, вĕсен чăвашла пуплевне пур енлĕн аталантармалла.

Чăвашла ирĕклĕ калаçас тесен ачасен чăваш сăмахĕсене çителĕклĕ пĕлмелле, сăмахсене тĕрлĕ формăра лартса предложенисем, унтан текстсем калăплама пултармалла.

 

Предметăн пайрам результачĕсем (предметные результаты):

 

Пуçламăш шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (выпускник научится):

- пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен çирĕп пĕлни;

- -вĕреннĕ орфограммасĕнчен тăракан 55-60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса та илемлĕ çырса илме, диктант çырма пултарни;

- пĕр йышши членлă предложенире  (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма вĕренни;

- сăмахăн сасăпа сас палли тытăмне  тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма  хăнăхни;

- япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне сăпачĕпе вăхăне палăртма пултарни;

- предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тăллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене тупма,  ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхамахăнăхса пыни;

- харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме (сочинени çырма) вĕренсе пыни.

 

Пуçламăш шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (выпускник имеет возможность научиться):

- вĕреннĕ пуплев пайĕсемпе анлă усă курни;

- чăвашла тĕрĕс çырни;

- тĕрлĕ предложенипе пуплевре усă курни;

- илтнĕ е вуланă текстăн содержанине туллин çырни (изложени);

-харпăр –хăй тĕллĕн текст туни.