Конспект интегрированного урока биологии и чувашского языка "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс)
Оценка 5

Конспект интегрированного урока биологии и чувашского языка "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс)

Оценка 5
Разработки уроков
docx
биология
6 кл
06.03.2018
Конспект интегрированного урока биологии и чувашского языка "Ят пуплев пайĕсем" (6 класс)
Интегрированный урок биологии и родного (чувашского) языка в 6 классе. На данном уроке шестиклассники готовятся к ВПР по биологии и одновременно повторяют и закрепляют знания о существительных, прилагательных и числительных на родном языке. Урок построен по ФГОС. очень актуально применение регионального компонента.
План урока.docx
Урок теми: « Ят пуплев пайĕсем çинчен вĕреннине аса илсе                                                                çирĕплетни» Пĕлÿ тĕллевĕ: ­ экологи çулталăкне халалласа çутçанталăка упрама, юратма вĕрентесси; ­ япала, паллă, хисеп ячĕсем çинчен вĕреннине аса илсе çирĕплетсе хăварасси; ­ тĕрĕс çырма хăнăхтарассипе ĕçлесси. Аталантару тĕллевĕ: ­ ачасен логикăллă шухăшлав ăсталăхне çирĕплетесси. Сапăрлăх тĕллевĕ: ­ ачасен пуплевне тата шухăшлавне аталантарасси; ­ пĕр­пĕрин шухăшне, калаçăвне итлеме хăнăхтарасси; ­ тимлĕ пулма, туслăха хаклама, чыса упрама, ĕçе вĕрентесси. Урок тĕсĕ:  хутăш урок Урок мелĕсемпе меслечĕсем: ­ учитель сăмахĕ; ­ ыйту­хурав; ­ калаçу; ­ шырав; Пуплеве аталантарасси: ­ шухăша çирĕплетесси; ­ çут çанталăка упрама х н хтарасси; ­ ыйтусене тĕрĕс ăнланса хуравласси. ǎ ǎ Урок тĕсĕ: Вĕреннине çирĕплетмелли урок Урок юхăмĕ: 1.Класа  урока йĕркелени.            Ырă кун пултăр, ачасем! Эпир сире çывхарса килекен çуркуннепе ăшшăн­ăшшăн саламлатпăр. Паян хĕллен юлашки кунĕ. Ăна хавас кăмăлпа ăсатса ярар. Сирĕн çине пăхатăп та, кăмăлăрсем çĕкленӳллĕ пек туйăнаççĕ. Халĕ пĕр­пĕрин çине ăшшăн пăхса илер те йăл кулса ĕçе пикенер. Паянхи   урока   эпир   иккĕн:   чăваш   чĕлхине   вĕрентекен   тата   сире   биологи   предметне вĕрентекен килнишĕн эсир питĕ тĕлĕнтĕр пулĕ?  ­ Мĕн теллевпе килнĕ­ши эпир сирĕн пата? Чăваш чĕлхипе биологи предмечĕсене пĕрле вĕрентме пулать­ши вара?  Ҫапла,   паян   эпир   ытти   уроксенчен   урăхлараххине   ирттерĕпĕр.   Урокра   ушкăнсемпе карточкăсем  тăрăх ĕçлĕпĕр.  Кашниех  валли  икшер  листа:  пĕрин  çинче  (хĕрлĕ  тĕслĕ) чăваш чĕлхипе ĕçсем, иккĕмĕшĕ çинче (шурă листа) – биологипе ĕçсем пулĕç. Урокра мĕн   çинчен   калаçăпăр­ши?   Хĕрлĕ   листасене   илĕр   те   чи   пĕрремĕш   ĕçре   урок   теми пытаннă. Ăна кам маларах тупса палăртать­ши? ЯТ ПУПЛЕВ ПАЙĔСЕМ ч.ч.у.с. Мĕнле пуплев пайĕсене кӳртме пулать­ ши ку ушкăна? (япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ).  Эсир хальччен илтнĕ­ и ку пуплев пайĕсем çинчен?  (тин кăна ку пуплев пайĕсем çинчен вĕпенсе пĕтернĕ). Эппин пулсан, мĕн вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетĕпĕр  Ят пуплев пайĕсем çинчен вĕреннине аса илнисĕр пуçне (чăваш чĕлхи учителĕн сăмахĕ – ч.ч.у.с.)   пĕтĕм   тĕнчери   тĕрĕслев   ĕçне   хутшăнма   та   хатĕрленĕпĕр   (биологи   учителĕн сăмахĕ ­ б.у.с.). б.у.с.: в первом задании ВПР по биологии нужно определить объекты живой природы. На ваших столах лежат карточки с объектами, давайте определим их. Подпишите   названия   объектов   живой   природы,   используя   слова   из   предложенного списка: дуб, лисица, гриб, папоротник. ­ ч.ч.у.с.: ачасем, халĕ çак ятсене чăвашла куçарса тухăр. Дуб­юман, лисица­тилĕ, гриб­кăмпа, папоротник­упа сарри. Асăннă сăмахсем патне ыйту лартăр тата пуплев пайне калăр  (ыйту – мĕн? Япала ячĕ).  1­мĕш ушкăн­Тилĕ сăмаха падежсем  тăрăх  вĕçлесе  парăр.  2­мĕш ушкăн   ­ Сăмахсене  камăнлăх  формине  лартса предложенисем тăвăр. 3­мĕш ушкăн ­ Хăш сăмахсенчен иккĕмĕшле сăмах тума пулать? Иккĕмĕшле сăмаха вырăсла куçарăр  (юман+лăх­ дубрава, кăмпа+çă – грибник). 4­мĕш ушкăн ­ «Кăмпа» сăмаха нумайлă хисепре падежсем тăрăх вĕçлĕр. б.у.с.: Рассмотрите изображение и подпишите части дуба. Какое значение имеет орган  под номером 4 в жизни растения? (1­листья, 2­ветви, 3­ ствол, 4­корень. Корень  обеспечивает минеральное питание и удерживает растение в почве) ­ ч.ч.у.с.: Мĕнле? ыйтура тăракан пуплев пайĕнчи сăмахсемпе усă курса ӳкерчĕкри  япаласене сăнласа парăр. (кластер тумалла) 1­мĕш ушкăн: Тилĕ – чее, хĕрлемес, илемлĕ, хура, вăрăм çемçе хӳреллĕ. (Танлаштаруллă  виçере лартмалла)  2­мĕш ушкăн: Юман­ лаштра, симĕс, çӳллĕ, лутра, капмар, сарлака, çирĕп. (Вăйлă виçере лартмалла) 3­мĕш ушкăн: Кăмпа – тутлă, сиенлĕ, наркăмăшлă, илемлĕ, пĕчĕк, хуртлă. (Иккĕмĕшле  паллă ячĕсене тупăр та пулăвне ăнлантарса парăр) 4­мĕш ушкăн: Упа сарри – симĕс, сарлака, илемлĕ, лутра. (палăрту форминче лартмалла) Кану саманчĕ. б.у.с.: Следующее задание ВПР­ это работа с графиком ­ ч.ч.у.с.: скобкăри числосене тĕрĕс формăра лартса текста вуласа тухăр. Хисем ячĕсен  ушкăнĕсене калăр. 1, 3 ­ушкăнсене: 1)Аслă урам ачисем (4­5) выртмана кайрĕç. 2)Пирĕн звено (2) звенопа  ăмăртать.3)Тĕрлĕ тĕслпе сăрланă вĕллесене (10) пин çунатлă чĕр чун кĕрсе вырнаçнă.  4)Пахча çумланă çĕрте (4) кун ĕçлесен аннене тата (12) тенкĕ патăм. 2,4­мĕш ушкăнсене: 1)Манăн шăллăм (5) тултарчĕ. 2)Эпĕ (6) класра вĕренетĕп. 3)Вĕсем  килĕнче (2) кăна тăрса юлнă. 4)Улăхра (10­10) тĕрлĕ тĕслĕ чечек илемлĕн курăнса  ларать. б.у.с.: Ребята, сегодня мы рассмотрели представителей трех царств живой природы.  Каких? (Растения, Животные, Грибы).  ­ ч.ч.у.с.:  Юман (тилĕ, кăмпа) сăмах валли синквейн çыратпăр: юман симĕс, илемлĕ ӳсет, кармашать, кашлать Симĕс юман илемлĕ кашласа ларать. Чăвашсен символ йывăçĕ. б.у.с.: Представители этих царств нас окружают повсюду. Они образуют окружающую  нас среду, имеют большое значение в природе и в жизни человека. Без них нет жизни на  Земле, жизнь человека стала бы скучной и некрасивой. Чтобы этого не произошло,  каждый человек должен охранять природу и беречь ее богатства (статья в  Конституции). Не зря президент России, продолжая год экологии, 2018 год объявил  Годом Добровольца. Мы все с вами добровольцы, волонтеры. И мы должны защищать  природу, беречь ее. ­ ч.ч.у.с.: Ачасем çакăнпа урока вĕçлесе пыратпăр. Халĕ карточкăсем çинчи рефлекси  карттине тултаратпăр. Рефлекси: 1.Урокра хăвăр ĕçленине 5­баллă  системăпа хаклăр  ___________ 2.Сирĕн урокпа çыхăннă кăмăл мĕнле                                                                                                                                     3.Уйрăмах урокăн хăш пайĕ кăсăклă пулчĕ (чăваш чĕлхи е биологи)?   ____________________________________________________________

Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
06.03.2018