Проект на тему "Времена года" разработан для учащихся 5-9 классов общеобразовательных школ с русским языком обучения. Цели проекта: развитие связной речи, логического мышления учащихся, увеличение словарного запаса, правильное использование грамматических форм родного языка. Воспитание бережного отношения и любви к окружающему миру.
ВРЕМЕНА ГОДА проект.doc
Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерстви
Шупашкар хула администрацийĕн вĕренÿ управленийĕ
«Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 50мĕш вăтам шкул» муниципалитетăн пĕтĕмĕшле
вĕренÿ бюджет учрежденийĕ
«Çулталăк вăхăчĕ» темăна вĕрентмелли материал
Проект ĕçĕ
Проект авторĕ:
Павлова Марта Михайловна,
Шупашкарти 50мĕш вăтам
шкулта чăваш чĕлхипе
литература вĕрентекен Шупашкар – 2019
Содержани
I. Проект тытăмĕ
1. Проект теми………………………………………………….…………..3
2. Проект тĕллевĕсем………………...…………………………………......3
3. Проект задачисем………..………………………………………………3
4. Проект тухăçлăхĕ.………………..………………………………………3
5. Проект актуаллăхĕ……………………………………………………….3
6. Тĕп шухăшĕ………………………………………………………………3
7. Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем………………….3
8. Проекта хутшăнакансем…….…………………………..........................3
9. Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн……………………………………..3
10. Гипотеза…………………………………………………………………4
11. Теори бази…………………………………………………………….45
12. Проекта пурăнăçа кĕртесси…………………………………………….5
13. Кĕтнĕ çимĕç……………………………………………………………..5
14. Проектпа усă курасси…………………………………………………..5
II. Проект результачĕ
1. Хăнăхтарусем…………………………………………………………624
а) Кĕркунне……………………………………………………………610
ă) Хĕлле……………………………………………………………...1014
в) Çуркунне…………………………………………………………..1420
г) Çулла………………………………………………………………2024
2 I. Проект тытăмĕ
Проект теми: «Çулталăк вăхăчĕ» темăна вĕрентмелли материал
Проект тĕллевĕсем:
– вĕренекенсен çыхăнуллă пуплевне аталантарасси;
– сăмах йышне ÿстересси;
– грамматика формисемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси;
– вĕреннине çирĕплетесси;
– пĕтĕмлетÿсем тума вĕрентесси.
Проект задачисем:
– тĕрлĕ литература источникĕсем çине таянса проект ĕçне тума çăл куçсем
палăртасси;
– ÿкерчĕксем тăвасси;
– сăвă тата калав тексчĕсем тăрăх хĕвеллĕ тата таблицăлла кластер тăвасси
– Power–pointпа усă курса презентаци тăвасси.
Проект тухăçлăхĕ:
– вĕçен кайăксене, чĕр чунсене упрама, çут çанталăка сыхлама, юратма
вĕрентесси, çут çанталăкра пулса иртекен улшăнусене сăнама хăнăхтарасси.
Проект актуаллăхĕ:
– творчествăлла тата хăйсем тĕллĕн ĕçлесе ачасем лайăхрах астуса юлаççĕ,
тарăн пĕлÿ илеççĕ;
– проблемăлла ыйтусем тата творчествăлла ĕçсем предметпа интереслентерме
пулăшаççĕ;
– ушкăнпа ĕçлесе вĕренекенсене çитĕнÿсем тума май парать.
Тĕп шухăшĕ:
– Çулталăкăн пур вăхăчĕ те илемлĕ.
Проекта пурнăçлама усă курнă мелсемпе меслетсем:
– литература шырани, библиографи туни, тĕпчев ĕçĕ, проблемăна сÿтсе яни,
слайдсем пăхни, учителĕн илемлĕ вулавĕ, ачасем сасăпа илемлĕ вулани,
словарь ĕçĕ, ыйтухурав, çыру ĕçĕ, вăйă выляни, юмах лартни, çыхăнуллă
калаçу йĕркелени, ребуспа ĕçлени, пĕтĕмлетÿ туни.
3 Проекта хутшăнакансем:
– вĕрентекенсемпе вĕренекенсем
Проекта пурнăçа кĕртмелли вырăн:
– вырăс шкулĕнче чăваш чĕлхи пÿлĕмĕ
Гипотеза
– ачасене çут çанталăка сыхлама, юратма вĕрентесси.
Теори бази
Документсем
1. Андреев И.А. Стандарт начального и основного общего образования
по чувашскому языку в образовательных учреждениях с русским языком
обучения // Государственные образовательные стандарты начального общего,
основного: среднего (полного) общего образования в Чувашской Республике.
Национальнорегиональный документ. – 2007. – С. 2731.
2. Закон Чувашской Республики «О языках в Чувашской Республике» //
Халăх шкулĕ. – 2004. – №1. – С. 2630.
И.А. – Шупашкар, 2004.
3. Чăваш чĕлхи. Вырăс шкулĕсенчи IIX классен программи / Андреев
4. Чăваш чĕлхипе литературине шкулта вĕрентмелли минимум // Халăх
шкулĕ. – 2003. – 12№. – 111 с., 5359 с.
Меслет сĕнĕвĕсем
1. Андреев И.А. Сăмахсен пуплеври вырăнĕпе çыхăнăвĕ // Халăх
шкулĕ .– 2005. – 3№. – 7476 с.
2. Васильева Е.Ф. Самоучитель чувашского языка / Е.Ф.Васильева. –
Чебоксары, 2003.
3. Дмитриева Э.Ф. Диктант тексчĕсен пуххи: VIX классем валли. –
Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 1994.
4. Дмитриева Э.Ф., Эверскова Т.Г. Диктант пуххи: Пуçламăш классен
учителĕсем валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 2001.
5. Метин П.Н., Сергеев Л.П. Сăнарлă калаçма вĕренер. – Шупашкар,
2005.
6. Петрова Л.Г., Егорова В.А. Диктант пуххи: VIX классем валли. –
Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издви, 2006.
7. Печников О.И. Чувашский язык: Практикум / О.И.Печников, М.Н.
Печникова, О.Н. Викторов. – Чебоксары: Издво Чуваш. унта, 2007.
8. Портнова З.Н.: Анисимова Ю.Е. Тест хăнăхтарăвĕсем: Вырăс
шкулĕн 6мĕш класĕ вали. – Шупашкар: 2001.
4 9. Сергеев Л.П., Яковлева И.Г. Сăмах диктанчĕсем. – Шупашкар:
Чăваш Республикин Вĕренÿ институчĕн издви, 2006.
10. Чернова Н.Н. Хăвăрт вулама, çырма вĕренетпĕр: Хăнăхтару пуххи.
1мĕш пайĕ. – Шупашкар: 1999.
11. Хăнăхтарусен пуххи: IIIV классем валли / Т.В.Артемьевăпа О.И.
Печников пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 1996.
Чăвашла вĕренмелли кĕнекесем
1. Виноградов Ю.М., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхи: 4мĕш класс валли. –
Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 2007.
2. Кульев О.Г. Тăван ен культури: 5мĕш класс валли. – Шупашкар:
Чăваш кĕнеке издви, 2002.
3. Лукоянов Г.В., Виноградов Ю.М., Кульева А.Р. Чăваш чĕлхи:
Тăваттăмĕш класс валли. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 2000.
4. Чăваш чĕлхи: 5мĕш класс валли / Л.П.Сергеев, Е.А.Андреева, Г.Ф.
Брусова. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви, 2007.
Илемлĕ литература
1. Ваттисен сăмахĕсем, каларăшсем, сутмалли юмахсем. – 2мĕш
кăларăм / Н.Г.Романов пухса хатĕрленĕ. – Шупашкар, 2004.
2. Чăваш халăх сăмахлăхĕ. V том. Вак жанрсем / Е.С.Сидорова пухса
хатĕрленĕ. – Шупашкар, Чăваш кĕнеке издви, 1984.
3. Халăх сăмахлăхĕ. Хрестомати. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издви,
2003.
Проекта пурнăçа кĕртесси:
– Проект ĕçне пурнăçланă май ачасем урокра илнĕ пĕлĕве мĕнле
ÿстермеллине, малалла мĕнле аталанмаллине, çавăн пекех хамăр ĕçсемшĕн
кашни çыннăн ответлăха туймаллине ăнланччăр. Проектпа ĕçлесе ачасен
тавракурăмĕ аталанать, тăван чĕлхене, литературăна, тăван ен культурине
ытларах хисеплеме пуçлаççĕ. Проект ĕçĕ ачасен пултарулăхне аталантарать.
Вĕренекенсем ыйтусем йĕркелеме, мультимеди презентацийĕ, кластер,
синквейн тума вĕренеççĕ.
Кĕтнĕ çимĕç:
– Хăнăхтарусем
Проектпа усă курасси
– чăваш чĕлхи урокĕсенче усă курма пулать.
5 I. Хăнăхтарусем
1. Пăнчăсем вырăнне тивĕçлĕ сăмахсем хушса çырăр.
КĔРКУННЕ
Кĕр çитрĕ. Йывăçсен … саралма пуçларĕç. Часах вĕсем … тăкăнĕç. …
çума пуçлĕ.
Хушса çырмалли сăмахсем: çулçисем, çумăр, çĕре.
2. Вĕçен кайăк ячĕсене икĕ ушкăна уйăрса çырăр: хĕл каçаканнисем, ăшă
енне вĕçсе каяканнисем.
Тăри, кăсăя, шăнкăрч, çерçи, чакак, шăпчăк, путене, хура курак, чĕкеç,
кăвакарчăн, ула такка, чана, уйăп.
3. Йывăç ячĕсене алфавит йĕркипе çырса илĕр. Пăнчăсем вырăнне кирлĕ
сас паллисем лартăр.
Х…р, чăр…ш, й…мра, …ман, ă…ăс, çи…ĕк, шĕш…ĕ, вĕре…е, хур…н,
тир…к, ç…ка, çĕмĕ...т.
4. Ансăр предложенисене анлăлатăр.
Сентябрь çитрĕ. Ачасем вĕренеççĕ. Санюк та çÿрет. Вăл ĕмĕтленент.
Ача тăрăшать. Амăшĕ ырлать.
5. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăр.
1) Асаттен пĕр хĕрĕ ула куна юратать.
6 2) Кĕрхи шывра çуралать, çурхи шывра çухалать.
3) Çулла симĕс сăхман тăхăнать, кĕркунне сарă сăхман тăхăнать.
Суйламалли сăмахсем: вĕрене, кĕркунне, пăр.
6. Чарăну паллисем лартса текста çырса илĕр.
Акă кĕркунне те çитрĕ сар хĕвел тачка пĕлĕтсем хыçĕнчен йăпăртлăх
кăна курăнса кулкаласа илет часчасах кассăнкассăн сивĕ çил вĕрет йывăçсен
ылтăн çулçисем аманнă лĕпĕшсем пек çĕрелле вĕçсе анаççĕ картикартипе
тăрнасем кăнтăралла вĕçсе иртеççĕ.
(А.Лазарева.)
7. Сăнавсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Çур вăрăм килсен … .
Аслати вăрăммăн авăтсан … .
Ала çăлтăр кĕркунне час анса ларсан … .
Хушса çырмалли сăмахсем: юр час çăвать, кĕр вăрăм килет, кĕр кĕске
килет.
8. Сăвăсене ят парăр.
Кантăка, туссем, яр уçăр:
Янкăр кун тулта çиçет,
Çыру евĕр сарă çулçă
Урамра ирех вĕрет.
Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,
Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.
Хывнă ĕнтĕ йывăçсем
Пурте сарă тумтирне.
(В.Тимаков.)
(К.Иванов.)
9. Сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарăр.
Ылтăн кĕркунне, сарă çулçăсем, хаваслă вăхăт, хĕрлĕ пилеш, вĕçен
кайăксем, вĕтĕ çумăр, çара вăрман, сивĕ çил,ăшă çанталăк, шурă хурăн.
10. Калава чăвашла куçарăр.
Осень
В октябре мы пошли в лес. Птицы там не поют. Деревья голые. Желтые
листья лежат на земле. Цветы высохли. Дует холодный ветер.
11. Пĕр йышши членлă предложенисене çырса илĕр.
7 Ылтăн кĕркунне
Ытарайми ылтăн кĕркуннене юрататăп. Садсем, вăрмансем кĕрен е
хăмăр тĕссемпе витĕнеççĕ.
Кĕтнĕ кун часах çитрĕ. Эпир, хамăр урамри пĕр тантăш ачасем,
ушкăнĕпе шкула каятпăр.
Çанталăк хитре. Хĕвел пăхать. Çуллахи пекех ăшă. Йывăç çулçисем
тÿлек çилпе пăччăнпăччăн вĕçкелесе ÿкеççĕ.
Эпир кашниех çав тери савăнăçлă. Ахăлтататпăр, кулатпăр, вылявыля
чупатпăр.
Эпир шкултан вылясакулса, юрласа таврăнатпăр. Кашнин чĕринче пĕр
ĕмĕт, пĕр хĕлхем.
(С.Аслан çырни тăрăх.)
12. Калава ят парăр. Кирлĕ сăмахсем лартса çырса илĕр.
Ачасем … лартма тухнă. Кунта … те, … те пур. Аслă класра
вĕренекенсем … алтса хăвараççĕ, лартнă йывăçсене юпасем лартса çыхаççĕ,
шăвараççĕ. Кĕçĕн класри … йывăçсене лартнă чухне тытса тăраççĕ, çыхма,
шăварма пулăшаççĕ. Вĕсен ĕçне … йĕркелесе пыраççĕ. Эпир те … çитнĕ таран
усăллă ĕçсене хутшăнатпăр, шкул таврашне таса тытатпăр, йывăçсене
пăхатпăр, пĕчĕккисене теттесем туса паратпăр, вĕсене тĕрлĕ … выляма
вĕрентетпĕр. «Пĕр ĕçрен те пăрăнман», – тесе калаччăр тетпĕр аслисем пирĕн
… çинчен.
Кирлĕ сăмахсем: вăй, класс, пĕчĕккисем, пысăккисем, йывăç, вăйăсем,
шăтăк, ачасем, учительсем.
13. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Ылтăн кĕркунне
Ылтăн кĕркунне çит… . Çулçăсем саралма, хăмăрланма, кĕренленме,
хĕрелме, пуçла… . Пахча çимĕçсем те, пан улмисем те, паланпилешсем те
пиçсе çит… , йăлтăртатса, ялкăшса, çиçсе тăр… .
Кĕркунне вăрманта та питĕ илемлĕ. Сарă, хăмăр, хĕрлĕ сăн сарăлсах
пырать. Малтан хурăн, ăвăс çулçисем саралма тытăн… . Вĕсем çĕр çине
вĕлтĕртетсе ÿк… . Курăк та саралса çĕр çумне вырт… . Юман çинчен
йĕкелсем патлатса тăкăннă сасă илтĕн… . Хăш чухне кĕрхи чечексем те
курăнка… . Хĕрлĕ чечек юман айĕнчи хÿтĕ вырăнта шăтса тух… . Кĕркунне
час шанман чечексем те пур: георгин, хризантема, роза, астра. Ирсерен тăм
ÿкнĕ пирки чечексем шанса пыр… .
Мана ылтăн кĕркунне питĕ килĕш… , мĕншĕн тесен таврара питĕ
илемлĕ.
14. Ыйтусене хуравласа çырăр.
8 Хура кĕркунне
1) Ылтăн кĕркунне сăнĕ мĕн тăвать?
2) Хĕвел мĕнле ăшăтать?
3) Йывăçсем мĕн тунă?
4) Çил ăçтан вĕрет?
5) Кайăксем ăçта кайнă?
6) Мĕнле çумăр çăвать?
Суйламалли сăмахсем: çаралнă, сахал, улшăнать, сивĕ, кăнтăра,
çурçĕртен.
15. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Хура кĕркунне
Хура кĕркунне çит… . Питрен касса сивĕ çумăр чашлатта… . Çулсем
кĕрсе тухма çук пылчăклă. Лупашкасем шывпа тулчĕç. Йывăçсем çаралса
юл… Уйра та ыраш калчи кăна ешерет. Тÿпере тачка пĕлĕтсем шăва… . Хĕвел
те сайра хутра çеç пĕлĕтсем айĕнчен тухкал… . Октябрь вĕçĕнче юр та çума
пултар… . Ланкашкасенчи шыв ирсерен çÿхе пăрпа витĕн… . ăшă пÿлĕмре
ларма лайăхрах. Шăнтса юр çусанах салху, кичем вăхăт иртсе каять.
16. Ыйтусене хуравласа калав çырăр.
Кĕркунне
1) Кĕркунне çанталăк епле улшăнать?
2) Вĕренепе хурăн çулçисене мĕнле тĕс çапнă?
3) Çăка, юман çулçисем мĕн тĕслĕ пулчĕç?
4) Пилеш, ăвăс çулçисем мĕне аса илтереççĕ?
5) Тирек, йăмра, йĕлме мĕнле тум тăхăннă?
6) Хăш йывăçсем хăйсен тумне улăштармаççĕ?
7) Мĕнле ÿсентăрансем çуллахи пекех емешĕл?
8) Мĕн ятлă кайăксем кăнтăр енне вĕçрĕç?
9) Хăш чĕр чунсем хĕл каçма тĕплĕн хатĕрленеççĕ?
17. Калава вуласа тухăр. Панă тĕслĕхпе усă курса кĕркунне çинчен калав
çырăр.
Вăрмансем, улăхçарансем, сад пахчисем емешĕлччĕ.
Кĕркунне
9 Кĕр ниçта та курăнмастчĕ. Август уйăхĕн вĕçĕнче таврара такам
асăрхануллăн утса çÿрени палăрчĕ. Сад пахчисенче те, вăрмансенче те хăварма
тытăнчĕ вăл хăйĕн йĕрĕсене.
Кĕр художник иккен ку.
Вăл малтанах симĕс çулçăсемпе курăксем патне çывхарма именетчĕ.
Ара, мĕнле сăрлăнха чипчипер лараканскерсене?
Мĕн тесен те, кунсем иртеççĕ. Кĕр художникăн хăйĕн пултарулăхне
кăтартса памаллах ентĕ.
Акă кĕр çĕмĕртсем патне çывхарчĕ. Пĕр енчен пырса пăхать, тепĕр
енчен. Мĕнле сăрă кирлеши? Саррии, хăмăррии, хĕрлии? Кĕр хăйĕн
хутаççинче чылайччен тăрмашрĕ, сăрăсем шырарĕ. Аха, тĕксĕм хĕрлĕ килĕшет
кусене.
Ĕçлесе ывăннă хыççăн, каçалапа, кĕр художник хăйĕн ĕçне айккинчен
пăхса сăнать. Аслă уя тухать те вăрман енне тинкерет. Эх, мĕн тери хитре
ялкăшса çиçет кĕрхи вăрман, мĕн тери хитре унăн тумтирĕ!
(В.Тимаков çырни тăрах.)
18. Калава вуласа тухăр. План тăвăр.
Кĕрхи вăрманта.
Эпир ĕнер вăрмана экскурсие кайрăмăр. Сывлăш уçă. Тÿпе кăвак. Хĕвел
йăлтăртатса пăхать, анчах пĕçертмест.
Кĕрхи вăрман çуллахи пек мар. Йывăçсен çулçисем саралнă. Вĕсем
татăлаççĕ те ерипен çĕр çине ÿкеççĕ. Вăрманта шăп. Кайăксен сасси
илтĕнмест. Вĕсем кăнтăр енне вĕçсе кайнă.
Акă вĕрене. Вăл хăйĕн вут пек çулçисемпе аякранах курăнса ларать.
Çулçăсем хушшинче пилешĕн хĕрлĕ çырлисем куçа илĕртеççĕ. Аванçке
вăрманта!
1) Вăрманта экскурсире.
2) Уçă сывлăш, кăвак тÿпе.
3) Вăрмнта чĕр чунсем.
4) Ÿсентăрансем.
5) Аванçке кĕрхи вăрманта!
План
ХĔЛЛЕ
1. Сăмах майлашăвĕсене вырăсла куçарăр.
Çемçе юр, яка пăр, çÿллĕ тăвайкки, сивĕ çил, савăнăçлă кун, хĕллехи
вăрман, симĕс чăрăш, илемлĕ тĕрĕ.
2. Сăмахсене кирлĕ пек çыхăнтарăр.
10 шурă
хăравçă
яштака
сивĕ
тĕксĕм
мулкач
юр
çанталăк
пĕлĕт
хурăн
хĕрлĕ
чее
ăшă
уçă
капăр
чăрăш
пилеш
тилĕ
тăлăп
сывлăш
3. Панă сăмахсенчи уçă сасăсене кăтартса парăр. Кашни сăмахĕпе пĕрер
предложени тупăр.
Хĕлле, юр, пăр, кĕрт, çунашка, йĕлтĕр, коньки.
4. Тупмалли юмахсен тупсăмĕсене тупăр.
1) Шывра çуралать, шывран хăрать.
2) Пĕр пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ.
3) Хĕлле те, çулла та пĕр тумпа.
Суйламалли сăмахсем: чăрăш, юр, пăр.
5. Панă сăмахсенчен предложенисем йĕркелесе çырăр.
Тăрать, сивĕ, çанталăк, хĕллехи.
Пăрланса, чÿречесем, ларчĕç.
Çак, апатçимĕç, вăхăтра, çитмест, кайăксене.
Аптрать, кăсăя, ытларах.
Ачисем, шкул, вĕçен, кайăксене, сапса, параççĕ, çимелли.
6. Калава чăвашла куçарăр.
Воробей
Был сильный мороз. Зиновий шел в школу. На дороге он увидел
воробья. Воробей лежал в снегу. Зиновий принес воробья в школу. Все ребята
кормили птицу. Воробей жил всю зиму в клетке. Весной дети выпустили
птицу на волю.
7. Пăнчăсем вырăнне паллă ячĕсем тупса çырăр.
Тулта тăман шăхăрать. Çулсене … шăпăрпа шăлать. Пÿрт тăррисемпе
кĕртсем çинче … çăнăх мăкăрланать. Хирте … кĕртсем çийĕн тăман шелсĕр
вĕçтерет.
Çилтăман
11 Çунасем, машинăсем, çуран çынсем хыççăн юр пĕтĕрĕнепĕтĕрĕне
чупать. Картасемпе хăмасем … хум айне пытанаççĕ.
Çĕртен пуçласа пĕлĕте çити юр çаврăнать. Çĕр çийĕн … çилтăман
кустарать.
Хушса çырмалли сăмахсем: чалăш, тăсăк, шурă, кутсăрпуçсăр, çÿллĕ.
(Н.Сладков.)
8. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Хĕлле
Хĕл кунĕсем çитр… . Сивĕ Хĕл мучи чÿречесене илемлĕ тĕрĕсемпе
эрешле… . Сивĕ питкуçа чĕпĕт… . Кÿлĕри, çырмари шывсем шăнчĕç.
Тавралăх шурă юрпа витĕн… . Пăрлă йывăçсем шавламасăр лара… . Çынсем
ăшă тумтир тăхăнчĕç. Вĕсем пÿрчĕсене газпа ăшăта… . Выльăхсем ăшă витере
тăра… .
Хĕл ачасем валли хаваслăх илсе кил… . Вĕсем йĕлтĕрпе, çунашкапа,
конькипе ярăна… , юр кĕлеткесем тăва… .
9. Калавăн пăтраштарнă пайĕсене план тăрăх тĕрĕс çыхăнтарăр. Çырса
илĕр.
Хĕллехи вăрманта
1) Кайăксем юрламаççĕ. Йывăçсем хушшинче чĕр чунсен йĕрĕсем
тăсăлаççĕ. Авă мулкач чупса иртнĕ. Инçех те мар тилĕ каçса кайнă.
2) Пирĕн ялтан инçех мар Пăнти вăрманĕ пур. Эпир унта часчасах кайса
çÿретпĕр. Çулла вăрманта уçă, хĕлле ăшă.
3) Хĕллехи вăрман юмахри пек. Пире унта питĕ килĕшрĕ.
4) Хĕллехи вăрманта шăп. Йывăçсем шапшурă тум тăхăннă. Чăрăшпа
хыр кĕрĕкĕ пуринчен те хулăнрах.
План
1. Вăрман (халăхри ячĕ).
2. Йывăçсем.
3. Чĕр чунсем.
4. Автор кăмăлĕ.
10. Сиктерсе хăварнă сăмахсене тĕрĕс лартса çырса илĕр.
Сивĕ Мучи
Ĕнтĕ каç пулчĕ. Сивĕ мучине çакă çеç кирлĕ. Вăл … тытăнчĕ. Чи
малтанах тавралăха çăра … карса илчĕ. Йывăç … пасарса шуралчĕ. Унтан
Мучи … çине вĕрчĕ. Вĕсем шурă … тĕрленсе хупланчĕç. Пĕчĕк шыв
12 кÿлленчĕкĕсем … хытса ларчĕç. Ваксем çутă … витĕнчĕç. Çулсем
пăрлакланса якалчĕç.
Хушса çырмалли сăмахсем: пăрпа, ĕçе, турачĕсем, тĕтре, чÿречесем,
чул пек, ÿкерчĕксемпе.
(З.Нестерова.)
11. Глаолсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Пăр çинче
Çĕрле шăнт… . Ирхине лапкалапка юр çума пуçла… те кăнтăрлаччен те
чарăнма… . Тавралăх юмахри пек. Йывăçсем, çуртсем, хуралтăсем шапшурă.
Пĕве хĕррипе васкамасăр утакан Борис кăшкăрнă сасса илт… . Çыран
хĕрне чупса пычĕ те икĕ ача шывра шăмпăртатнине курах кай… . Борис
шарфне вăрвар салтрĕ те хăрах вĕçне ачасене персе пачĕ. Вĕсене пĕрерĕн
пĕрерĕн çырана тухма пулăш… .
(И.Шухши.)
12. Пăтраштарнă предложенисене йĕркипе çырса калав тăвăр. Калава ят
парăр.
1) Пĕр вăрманта пакшапа мулкач пурăннă.
2) Пĕр сивĕ кун пакшапа мулкач каллех тĕл пулнă.
3) Таврана шурă юр тултарса лартнă.
4) Вăхăт шунă. Çупа кĕр улшăннă.
5) Чĕр чунсем çулла тĕл пулнă.
6) Мулкач шурă тумпа, пакши – сăрă тумтирпе.
7) Пĕрпĕрне паллайман. Мĕншĕн?
8) Часах хĕл те ларнă.
9) Вĕсем туслашса кайнă, часчасах тĕл пулса пĕрле вылянă.
13. «Кайăксен тусĕ» калава малалла тăсса çырăр.
Хĕл çитрĕ. Тавралăх юрпа витĕнчĕ. Кайăксене апат шырама йывăр.
Сантăр вĕсене хĕрхенчĕ. Вăл сырăш ăсталарĕ. Сырăшне йыăç çине çакрĕ.
Кайăксен тусĕ
14. Панă тĕслĕхпе усă курса хăвăр шухăша çырса хурăр.
Хĕл мучи пулсассăн эпĕ
13 Манăн асамçă Хĕл мучи пулас килет. Чи малтан эпĕ ачасене
юрлаттарăттăм, ташлаттарăттăм. Тĕрлĕ тупмалли юмах туптарăттăм. Çĕнĕ
çулта илемлĕ чăрăш çинчен сăвăсем те вĕренччĕр вĕсем. Пĕчĕк парне: тетрадь,
канфет, хитре журнал пурне те салатăттăм. Юлашкинчен вара пысăк хутаçри
парнесене валеçсе тухăттăм.
Аннÿне те, кукамуна та, йăмăкупа шăллăмна та хăналама ан ман тесе
калăттăм.
15. Калава ят парăр. Вырăсла куçарăр.
Хĕл каçма юлнă кайăксене халĕ тăранса пурăнма йывăр. Çавăнпа та
вĕсене пулăшмалла. Кайăксене тăрантарма хамăран сырăшсем туса çирĕп
çыхса хумалла. Унта тырă пĕрчисем, çăкăр тĕпренчĕкĕсем хурса пама пулать.
Вĕсене кайăксем питĕ юратса çиеççĕ. Сивĕпе аптранă кайăксене пÿрте илсе
кĕтĕр пулсан вĕсене кушак тытса çиесрен сыхлăр.
16. Калава вырăсла куçарăр.
Хĕлле сивĕ. Çĕр юрпа витĕннĕ. Кайăксем апат тупма пултараймаççĕ.
Кайăксене пулăшăр
Вĕсем çиесшĕн.
Ачасем, кайăксем валли сырăшсем тăвăр. Сырăш çине çăкăр
тĕпренчĕкĕсем, кĕрпе, аш татăкĕсем, хĕвел çаврăнăш хурăр. Çăкăр
тĕпренчĕкĕсемпе кĕрпене çерçисемпе кăвакарчăнсем юратаççĕ.
Аш
татăкĕсемпе хĕвел çаврăнăшне кăсăясем çиеççĕ. Кайăксем – пирĕн туссем.
Вĕсем сиенлĕ хурткăпшанка пĕтереççĕ.
17. Ыйтусем çине хуравласа калав çырăр.
1) Ирхине мĕнле юр çунă?
2) Ачасем ăçта тухрĕç?
3) Юр кĕлеткене вĕсем мĕнрен турĕç?
4) Сăмса вырăнне мĕн лартрĕç?
5) Пуçне мĕн тăхăнтарчĕç?
6) Кĕлеткен аллине мĕн тыттарчĕç?
7) Юр кĕлетке мĕнле пулчĕ?
Усă курмалли сăмахсем: витре, кишĕр, ытла та кулăшла, урама, çемçе,
йĕпе юртан, шăпăр.
18. Калава план тăрăх каласа парăр.
14 Хĕллехи савăнăç
Хĕл çитрĕ. Çĕр шурă юрпа витĕнчĕ, анчах çанталăк ăшă. Ачасен пысăк
савăнăç. Урамран кĕме те пĕлмеççĕ. Авă ачасем юртан кĕлетке тунă. Пĕр
аллине шăпăр тыттарнă, теприне – карçинкка.
Тăвайккинче ачапăча хĕвĕшет. Вĕсен уçă сасси таврана ян каять. Кам
йĕлтĕрпе, кам çунашкапа ярăнать.
Кĕçех шкулта çĕнĕ çул елки пулмалла. Вĕренÿрен пушă вăхăтара ачасем
елка илемлетме теттесем хатĕрлеççĕ, юрăташă вĕренеççĕ.
Хĕл ачасене нумай савăнăç кÿрет.
План
1) Хĕллехи çанталăк.
2) Юртан тунă кĕлетке.
3) Тăвайккинчен ярăнни.
4) Çĕнĕ çула хатĕрленни.
19. Пуçламăшĕ тăрăх калава малалла тăсăр.
Хĕвел пăхать пулин те çанталăк сивĕ. Йывăç турачĕсем шапшурă
пасарнă. Тĕтĕм мăрьерен юпа пек çĕкленет.
Хĕл кунĕ
ÇУРКУННЕ
1. Предложенисене уйăрса çырăр.
Ăшă кунсем çитрĕç сарă хĕвел хĕртсе пăхать шурă юр ирĕлсе пĕтрĕ ял
çумĕнчи юхан шыв пăртан тасалчĕ кайăксем ăшă кăнтăртан тавранчĕç часах
йывăçсем симĕс çулçă кăларĕç.
2. Япалана тата унăн паллине пĕлтерекен сăмахсене мăшăрăн çырăр.
хура
вăрăм
симĕс
ăшă
яштака
курăк
хурăн
çил
курак
çул
ĕçчен
ырă
çÿллĕ
хĕрлĕ
сарă
мăкăнь
тутăр
хыпар
ача
çурт
3. Ансăр предложенисене анлăлатăр.
15 Çуркунне çитрĕ. Юр ирĕлет. Шыв юхать. Кураксем килчĕç. Ачасем
савăнаççĕ.
4. Мĕн тунă? ыйтупа ыйтăнакан сăмахсем тупса çырăр.
Çуркунне çанталăк … . Шурă юр … . Урамра шăнкăртатса çурхи шыв …
. Улăхра малтанхи чечексем … . Анлă хирте хĕрÿ ĕç … .
5. Антоним пулакан сăмахсене тупăр.
Сивĕ хĕл иртрĕ те, ăшă çуркунне çитрĕ.
Шурă юр ирĕлчĕ те, хура çĕр тухрĕ.
Хаяр йытă вĕрчĕ те, йăваш кушак тарчĕ.
Хытă чул ÿкрĕ те, çемçе юра пусарчĕ.
6. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр. Калава ят парăр. Çырса илĕр.
Тÿпере хĕвел хĕртсе пăх… . Шыв юх… . Ачасем кунĕпех урамра. Хăшĕ
шыва кимĕ яр… , хăшĕ арман ларт… . Тепри кĕреçепе шыв уç… . Пĕтĕм урам
кĕрлет. Турат çинче шăнкăрч юрла… . Епле аван çуркунне!
(И.Я.Яковлев.)
7. Предложенисене уйăрса çырăр.
Ватă сунарçăн алла вĕрентнĕ шăнкăрч пулнă вăл питĕ илемлĕ юрланă
старик патне кÿршĕ ачи çÿренĕ вăл шăнкăрч юрланине итлеме юратнă.
Шăнкăрч
8. Кайăксем епле юрлаççĕ? Çырса хурăр.
Тăри …, курак …, çерçи …, чĕкеç …, куккук …, чакак … .
Усă курмалли сăмахсем: авăтать, чакăлтатать, юрлать, чĕриклетет,
каклатать, чĕвĕлтетет.
9. Скобкăри сăмахсене кирлĕ формăна лартса çырса илĕр.
Çуркунне килет
Хĕл сиввисем иртрĕç. Акă (савăнăç) çуркунне çитет. Часах кăнтăртан
(çунат) туссем вĕçсе килĕç. Эпир шăнкăрчсем валли вĕллесем турăмăр. Кĕтнĕ
кайăксем хăйсен (илем) юррисемпе савăнтарĕç.
16 10. Калава чăвашла куçарăр.
Весна
Прошли холода и метели. Наступила весна. Дороги почернели. В
полдень солнце поднимается высоко. Снег тает. Ночью опять подмораживает.
С юга начали возвращаться птицы. Первыми прилетели грачи. Затем
прилетели скворцы. Я сделал два скворечника.
11. Калава вырăсла куçарăр.
Ман пата туссем килчĕç. Вĕсем мана урама чĕнчĕç. Эпĕ туссемпе
Манăн туссем
выляма кайрăм.
Урамара ăшă. Хĕвел хĕртет. Урам тăрăх шыв юхать. Эпир пĕве турăмăр.
Эпĕ туссемпе пĕрле шкул мастерскойне кайрăм. Унта эпир шăнкăрч йăвисем
турăмăр. Пире ĕç учителĕ пулăшрĕ. Вăл пирĕнпе каçченех ĕçлерĕ.
12. Ĕçĕ тарăх япалине пĕлĕр, пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартса
çырăр.
… вулать, çырать, шутлать.
… тухать, хăпарать, ăшăтать, анса ларать.
… çăвать, йĕпетет, ĕçре нÿрлентерет.
… шăтать, çулçă кăларать, ÿсет.
Хушса çырмалли сăмахсем: çумăр, ача, йывăç, хĕвел.
13. Пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем хушса çырăр.
Çуркунне пахчара ешĕл … шăтса тухрĕ. Йывăçсем çамрăк симĕс …
кăларчĕç. Каярахпа улмуççисем шурă … ларчĕç. Унтан симĕс … чăмăртанчĕç.
Хĕрлĕ, тутлă … пиçсе çитрĕç.
Пахчара
14. Паллă тунă сăмахсене кирлĕ пек улăштарса предложенисем йĕркелесе
çырăр.
Хĕрт, пăхать, хĕвел, çуркунне. Вĕр, çил, ăшă. Ирĕлет, васка, юр. Вĕçсе,
шăнкăрчсем, кил, часах. Çут санталăк, пĕтĕм, çуркунне, савăн. Часах, йывăç,
сараççĕ, çулçă.
17 15. Предложенисене кирлĕ сăмах хушса анлăлатăр.
Шыв юхать. Вăрман чĕрĕлет. Çил вĕрет. Хĕл иртсе каять. Çуркунне
çывхарать. Шăнкăрчсем вĕçсе килнĕ. Ачасем шăнкăрч вĕлли ăсталаççĕ. Часах
шăнкăрчсем йышăнаççĕ. Ачасем савăнаççĕ.
16. Çырса панă сăмахсене йĕркелесе вырнаçтарсан калав пулать. Калава
ят парăр.
Лартма, ачисем, шкул, йышăнчĕç, йывăç, урама. Эпир, пултăмăр,
пулăшма, вĕсене. Пĕрисем, шăтăк, йывăçсене, чаваççĕ, валли. Лартаççĕ,
теприсем, вĕсене. Лартнă, йывăçсене, эпир, шăваратпăр.
17. Сăвва кирлĕ сăмахсем лартса çырăр. Япала паллине пĕлтерекен
сăмахсене аялтан хумлă йĕрпе туртса палăртăр.
… кунсем иртрĕç, … кунсем çитрĕç.
Çитрĕ эпир кĕтнĕ … çуркунне.
… кураксем те, шăнкăрчсем те килчĕç.
… чĕкеç шăратрĕ юррине.
… вăрман вăранчĕ, … тум тумланчĕ.
… шăршă сарчĕç тĕрлĕ чечексем.
Кирлĕ сăмахсем: ешĕл, ырă, симĕс, сĕм, чĕвĕлти, хура, ашă, сивĕ.
18. Калавăн пăтраштарнă пайĕсене план тăрăх тĕрĕс вырнаçтарăр.
Йывăç лартни
1) Йывăçсем пирĕнпе пĕрлех ÿсеççĕ. Эпир кашни йывăçа асăрхасах
тăрапăр. Хурăнсем, пилешсем халĕ пирĕн çÿллĕш кăна. Шкул вĕренсе пĕтернĕ
тĕле мĕн пысăкăш пулĕçши?
2) Çуркунне – йывăç лартмалли вăхăт. Пурте йывăç лартаççĕ. Эпир те
ĕнер шкул пахчинче йывăç лартрăмăр.
3) Йывăçсем çынна пысăк усă параççĕ. Вĕсемсĕр çын пурăнма та
пултараймасть. Йывăçран çуртйĕр, кĕнеке, тетрадь валли хут тăваççĕ. Сĕтел
пукана та йывăçранах ăсталаççĕ.
4) Малтанах шăтăксем алтса хатĕрлерĕмĕр. Вĕсене кайран йывăçсем
лартса çĕрпе витсе хутăмăр. Юлашкинчен шăвартăмăр.
План
1. Йывăç лартма тухни.
2. Йывăç лартни.
3. Йывăçсен усси.
18 4. Пирĕн ĕмĕт.
19. Калава вуласа тухăр. План тарăх каласа парăр. Ачасенчен хăшĕ тĕрĕс
каланине çырса кăтартăр.
Пирвайхи чечек
Ку Артекра пулнă. Пĕррехинче ачасем çеçпĕл çинчен тавлашу
пуçараççĕ. Хăш уйăхра çурăлатьши çак чечек?
Коля çеçпĕле февральте курнă иккен. Миша вара юлташĕпе килĕшесшĕн
мар. Вăл çеçпĕле мартра пуçтарнă пулать. Нина чечек апрельте тин тухать
тесе çирĕплетет.
Ачасенчен хăшне ĕненмеллеши?
(Н.Надеждина.)
План
1. Ачасем тавлашни.
2. Кам мĕнле шутлать?
3. Кама ĕненмелле?
Хушу. Ачасем пурте тĕрĕсех каланă. Вĕсем тĕрлĕ вырăнтан пулнă.
Çавăнпа та вĕсен хуравĕсем пĕрешкел мар. Кăнтăр енче çуркунне маларах
пуçланать. Çавна пула чечексем унта маларах тухаççĕ.
20. Ыйтусем çине хуравласа калав çырăр.
Çурхи вăрман
1) Эпир экскурсие ăçта кайрăмăр?
2) Йывăçсем çинче мĕн асăрхарăр?
3) Мĕнле хурткăпшанкă чĕрĕлнĕ?
4) Эпир мĕн курса савăнтăмăр?
Усă курмалли сăмахсем: чечексем, пирвайхи симĕс çулçăсем, вăрмана,
кăткăсем, уярсем, сăпсасем, пыл хурчĕсем.
Кимĕсем яни
1) Хăçан урам тăрăх шыв юхма пуçларĕ?
2) Ачасем ăçта пухăнчĕç?
3) Вĕсем шыв юххи çине мĕнсем ячĕç?
4) Кимĕсем мĕнле ишеççĕ?
Усă курмалли сăмахсем: урама, çуркунне, кимĕсем, ерипен, чарăна
чарăна, хăвăрт.
Кайăксене кĕтсе илни
1) Часах мĕнле кайăксем вĕçсе килеççĕ?
2) Сана шăнкăрч вĕлли тума кам пулăшать?
3) Эсир ăна ăçта çакатăр?
19 Усă курмалли сăмахсем: пичче, атте, асатте, йывăç çине, кураксем,
шăнкăрчсем, тăрисем, чĕкеçсем.
21. Калава вуласа тухăр. Автор мĕн каласшăн пулнă?
Шăнкăрч вĕçсе килни
Çурхи лăпкă ир тăнă. Хĕвел çĕкленменха, хĕвел тухăç çеç хĕрелнĕ.
Çара вĕрене туратти çинче шăнкăрч юрланă. Вăл аякри ăшă çĕршывран
анчах килнĕ пулнăха. Çурхи чи кĕтнĕ кайăк часчасах йăвине кĕрсе тухнă,
унтан янăравлă сассипе:
– Эпĕ вĕçсе килтĕм. Çуркунне çитрĕ! – тесе пĕтĕм халăха савăнтарнă.
Шăнкăрч юррине çурт çунаттинчи ăшă йăвара çывăракан çерçи те илтнĕ.
Вăл ир тăма юратман, çапах шăнкăрч вĕçсе килни çинчен пĕлтерме мăшăрне
вăратнă.
– Шăнкăрч вĕçсе килнĕ! Малашне пирĕн иртерех тăмалла пулĕ. Шăнкăрч
хыççăн апат тупма йывăр. Вăл яланах ирпе ирех тăрать…
– Тав ту ăна. Вăл сана текех сахалтарах çывăртĕ, – асăрхаттарнă хаш
сывласа çерçи мăшăрĕ.
(В.Сухомлинский.)
22.. Калава вуласа тухăр. Автор çурхи илеме епле сăнласа парать, тупса
вулăр.
Кÿлленчĕк
Марийкăпа Нина шкула кайма тухнă. Хĕвел тин çеç çĕкленнĕха. Симĕс
курăк çулçисем çинче сывлăм шывĕн тумламĕсем çиçсе выляççĕ. Çырма
хĕрринчи чăтлăхра шăпчăк каçса кайса юрлать.
Çул çинче, ватă йăмра тĕлĕнче, пĕр лупашкара, шыв кÿлленчĕкĕ
çуталать. Ĕнер çеç çумăр çуса иртрĕ. Çавăнпа шыв типменха.
Хĕр ачасем асăрханса, кÿлленчĕкрен пăрăнса, çарран утса пыраççĕ.
Марийка чарăнчĕ те лупашкари шыв çине нумайччен куç илмесĕр пăхса тăчĕ.
Нина Марийкăна кĕтрĕ.
– Мĕн тери пысăк лачака… Икĕ кун кăна тăрать шывĕ – унта шапасем
иленме те ĕлкĕрнĕ...– терĕ Нина.
– Пăхха, пăх: мĕнле кăна тĕс çуктăр çак кÿлленчĕкĕн. Кăнкăвак тÿпе!
Хĕвел шевли вылять. Ав юр пек шурă пĕлĕт те шуса иртет… Ав тата садсем
ешереççĕ. Çырма хĕрринче шапшурă çуртсем… Кусене шывра пурне те
куратăп…– каласа хучĕ Марийка.
(В.Сухомлинский.)
23. Калава вуласа тухăр. Унăн содержанине вырăсла каласа парăр.
20 Саша карапĕ
Саша картунран карап турĕ. Ăна урама илсе тухрĕ те пысăкпысăк шыв
кÿлленчĕкĕ патне пычĕ.
– Ку – «Хура тинĕс». Иштĕрех кунта ман карап,– терĕ ывăл ачи. Саша
карапне «Хура тинĕсе» ячĕ. Карап тинĕс хумĕсем çинче ишрĕ. Аякран та
аякка шурĕ. Акă çыран та аранаран курăнакан пулчĕ – карап çавçавах ишет
те ишет малалла.
Хĕвел анса ларчĕ ĕнтĕ – карап çавçавах ишет. Хура тинĕс варрине
çитрĕ. Таврана каç тĕттĕмĕ карса илчĕ. Сашăна та амăшĕ киле чĕнет ав.
«Каçхине те иштĕрех карап»,– шухăшларĕ ача, унтан килелле утрĕ.
Ирхине Саша тинĕс патне татах тухрĕ, анчах вăл шăнса ларнă. Хăюллă
карап тинĕс варринче мăнаçлă курăнса ларать.
– Анне, карап тинĕсре шăнса ларнă,– терĕ пăшăрханса Саша.
– Пултăрах. Акă хĕвел хĕртме тытăнĕ. Пăр ирĕлĕ те карап та ишме
пуçлĕ,– лăплантарчĕ амăшĕ.
– Çук, çук, эпĕ кĕтме пултараймастăп. Карапа пулăшас пулать. Çулĕ
вăрăм унăн – аякка каймалла,– терĕ Саша.
Ача пĕчĕк кĕреçе илчĕ те карапа пулăшма утрĕ.
(В.Сухомлинский.)
24. Калава вуласа тухăр. Çуркунне паллисене калавран тупса вулăр.
Тăри хĕвеле пулăшать
Çăра сĕм вăрмансенче, тарăн варсенче юр выртатьха. Иртнĕ çулхи
çулçăсем айĕнче çавçавах çĕр çывăрать.
Ту хысакĕсенче вара кăпăш юр ирĕлет, шыв шавласа юхать. Кăнкăвак
тÿпере çутă хĕвел çутатнипе уйра çĕр хуралать.
Маринка тула тухсан çÿлтеçÿлте пĕчĕк хура кайăка асăрхарĕ.
Кайăкĕ юрлать, кĕмĕл сассипе пĕтĕм таврана янратать.
– Анне, ку мĕнле кайăк юрлать?– ыйтрĕ Маринка.
– Тăри,– терĕ амăшĕ.
– Мĕншĕн вăл питĕ ир вĕçсе килнĕ? Мĕншĕн савăнса юрлать? Сивĕ юр
ирĕлсе пĕтмен вĕтха…
– Тăри хĕвеле пулăшать, хĕрĕм.
– Мĕнле пулăшма пултарать вăл?
– Тăри çÿле хăпарчĕ пулсан хĕвел ăшши ытларах пулать.
(В.Сухомлинский.)
1. Пăнчăсем вырăнне кирлĕ сас паллисене лартса çырса илĕр.
ÇУЛЛА
21 Çырлана кайни
Пĕрре эпир ç…рлана кайрăмăр. Вăрманта ç…рла пит нумай. Эпир
уçланкăсенче, ç…рма хĕррисенче çĕр ç…рли ч…лай татрăмăр. Пĕр ç…рма
хĕрринче мулкач сикрĕ тухрĕ. Эпир ăна хăваларăмăр. Анчах ниепле те
тытаймарăмăр.
2. Калава чăвашла куçарăр.
Летом
Солнце взошло. Дети побежали удить рыбу. Мы пошли в лес, потом
купались. После обеда работали в огороде. Мы выполняли разную работу.
Собирали ягоды, поливали овощи.
3. Япала паллине пĕлтерекен сăмахсене тĕрĕс лартса предложенисене
анлăлатăр.
Çуллахи каç
… хĕвел сăртсем хыçне пытанчĕ. Тавралăха … сăн çапрĕ. Кăнтăрлахи …
сывлăш сулхăнланчĕ. Каç пулчĕ. Ял çумĕнчи … вăрман шăпланчĕ.
… Çил вĕрет. Тÿпере … çăлтăрсем куç хĕсмелле выляççĕ.
Кирлĕ сăмахсем: ашă, сарă, уçă, ешĕл, çутă, тĕттĕм.
4. Пăнчăсем вырăнне кирлĕ сăмахсем лартса çырăр.
Çу кунĕсем
… хĕвел … пур чĕрĕ çут çанталăка вăратать. Çилпе йывăç çулçисем …
туса çĕнĕ куна саламланăнах туйăнать.
Кайăксем хăйсен тĕлĕнмелле çепĕç юррисене каçса кайса шăрантараççĕ.
Атăл тăрăх пăрахутсемпе катерсем … иртеççĕ.
Мĕн тери хитре те илĕртÿллĕ иккен эсĕ, çуллахи кун!
Кирлĕ сăмахсем: шĕпĕлшĕпĕл, сапсарă, ярăнаярăна, ирирех.
5. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр. Калава ят парăр. Çырса илĕр.
Сарă хĕвел хăпар… . Вăл хытă хĕрт… .
Ачасем вăрмана кая… . Сасартăк Ира кăшкăрса яр… . Ирăна мĕн
пулнă? Хĕр ача мĕнрен хăранă? Пурте чупса пыра… . Ира умĕнче йĕплĕ çăмха
вырт… . Чĕрĕп!
6. Çырса илĕр. Чечек ячĕсене аялтан пĕр йĕрпе туртăр, вырăсла куçарăр.
Шăнкăрав курăкĕ
22 Ешĕл улăха çитетĕн те савăннипе кăшкăрса яратăн. Куç тулли чечек!
Уяв карти тейĕн. Авă салтак тÿмисем. Вĕсем чăлт шуррăн курăнса лараççĕ.
Леререх кукша пуç курăкăн карти. Инçех те мар тăрна пăрçи. Ытла илемлĕрен
сывлăш та пÿленсе ларать.
Пуринчен те çÿллĕреххи, пуринчен те хаваслăраххи – кăвак
шăнкăрав курăкĕ. Çуллахи лĕп сывлăш чечексем çийĕпе чупса иртет те,
шăнкăрав курăкĕ иртенçÿрене пуç тайса илет. Çăвĕпех ешерет çак ытармалла
мар илемлĕ чечек. Шăнкăравĕсемпе сассăр шăнкăртаттарса ларать.
(Л.Кассиль.)
7. Глаголсене тĕрĕс вĕçлĕр.
Пулла кайни
Çуллахи ăшă ир. Кольăпа Петя пулла кая… . Тÿпере сарă хĕвел
йăлтăртатса пăх… . Тавралăх тÿлек. Çÿлте тăри хăйĕн юррине шăрантар… .
Чечексем çинче пыл хурчĕсем сĕрле… .
Акă Кольăпа Петя кÿлĕ хĕррине çит… . Унăн çийĕ тĕкĕр пек
йăлтăрта… . Петя часах хăйĕн вăлтисене майласа шыва ячĕ. Нумай кĕтме
тивмерĕ, часах шыв çи çыранра çатăлтат… . Кăнтăрла çитнĕ тĕле икĕ тус
чылай пулă тыт… .
8. Панă сăмахсенчен предложенисем тăвăр.
Каçхине
1. Сывлăш, каçхине, вĕри, сулхăнланчĕ.
2. Пĕр, симĕс, вăхăтлăха, шăпланчĕ, вăрман.
3. Картлатрĕ, лутра, карăш, тĕмĕ, патĕнче.
4. Уçă, шăпчăк, янратрĕ, таврана, сасăпа.
5. Çăлтăрсем, вĕтĕ, кăвак, тухрĕç, тÿпене.
9. Чарăну паллисем лартса текста çырса илĕр.
Çуллахи каникул
Çуллахи вăхăтра эпĕ «Чайка» лагерьте кантăм вăл илемлĕ вырăнта анлă
Атăл хĕрринче вырнаçнă
Лагерьте эпĕ çĕнĕ юлташсемпе паллашрăм вĕсем Люда Настя Лена
Ирина эпир пĕрле вылярăмăр вăрмана уçăлма шыва кĕме çÿрерĕмĕр лагерьте
пурнăç хаваслă ирттĕр тесе вожатăйсем нумай тăрăшрĕç вĕсем пире тĕрлĕ
ташă вĕрентрĕç уйрăмах пире инди халăх ташши килĕшрĕ çавăн пекех
библиотекăна та çÿреме манмарăмăр унта интереслĕ кĕнекесем питĕ нумай
пире «Чайка» лагерьте питĕ килĕшрĕ унта тепĕр çул та кайса канма хавас.
23 10. Панă сăмахсене йĕркелесе предложенисем тăвăр. Калава ят парăр.
(«Çил çунат».)
Çитрĕç, çу, кунĕсем, савăнăçлă.
Шкул, ачисем, лагере, кайрĕç.
хĕрринче, лагерь, вырнаçнă, кÿлĕ.
Вырăн, илемлĕ, кÿлĕ, питĕ,таврашĕнчи.
Ларать, симĕс, кашласа, таврара, вăрман.
Экскурсие, часчасах, çÿреççĕ, ачасем.
Коллекци, Юра, çулçăсенчен, Сергейпа, турĕç.
11. Калавăн пăтраштарнă пайĕсене тĕрĕс çыхăнтарăр. Калава ят парăр.
1) Çыран хĕрринче тăна кĕтĕм. Шурут пите тутипе тĕртетĕрте илет.
Çемçен кăна алăран çыртса çÿлелле çĕклет.
2) Пĕррехинче эпĕ Шурутпа юлташсенчен юлтăм. Çăватăп хайхи утăма?
Шыв тарăнах мар, анчах кăшт маларах утрăм та авăра кĕре кайрăм. Урапа та,
алăпа та шăмпăлтаттаратăп. Çывăхра никам та пулăшакан çук. Вăй пĕтсе
çитрĕ. Аптранă енне Шурута кăшкăрса чĕнетĕп.
3) Пирĕн ял çумĕпе пысăках мар çырма юхса выртать. Ăна колхоз
витисем патĕнче пĕвеленĕ. Пĕви самаях тарăн. Эпир ачасемпе çавăнта
лашасене шыва кĕртме çÿретпĕр. Эпĕ яланах Шурута утланса каятăп.
(М.Юхма.)
12. Калава вуласа тухăр. План тăрăх каласа парăр.
Ырă кун
Хĕвел хĕртсе пăхать. Çак кунран пахараххи мĕн пултăр! Çумăр ăманĕ
шăрчăкпа килĕшмест. Ун шучĕпе, çумăртан ырăраххи çук.
Туссем тĕреслĕх шыраса кăткă патне çитеççĕ. Лешĕн ларса канма та
вăхăт çук. Вăл каçчен тăхтама сĕнет.
Кунĕпех тавлашаççĕ шăрчăкпа ăман. Хĕвел те анса ларать. Çаксем
каллех кăткă патне каяççĕ. Кăткă тутлăн карăнса илет те çапла калать:
– Ырă кун пулчĕ паян!. Эпĕ вăйăм çитнĕ таран ĕçлерĕм. Халĕ канма та
камăллă.
План
1. Туссен тавлашăвĕ.
2. Кăткă патне пĕрремĕш хут кайни.
3. Кăткă патне иккĕмĕш хут кайни.
(В.Осеева.)
24 4. Кăткă сăмахĕсем.
13. Ыйтусене хуравласа калав çырăр.
Улăхра
1) Эсир ăçта кайрăр?
2) Унта мĕн куртăр?
3) Улăхра мĕнле чечексем ÿсеççĕ?
4) Улăх мĕнле курăнать?
5) Тата эсир улăхра мĕн куртăр?
Усă курмалли сăмахсем: илемлĕ кавир пек, улăха, кайăксем, пыл
хурчĕсем, шăрчăксем, нăрăсем, сарă, хĕрлĕ, кĕрен, шурă, кăвак, чечексем.
14. Калава вуласа тухăр. План тăвăр.
Çу паллисем
Çу çывхарса килет. Хĕвел кашни кун ытларах пĕçертет. Кунсем
вăрăмланса пыраççĕ, çĕрсем кĕскелеççĕ.
Садра улмуççисем çеçкене ларнă. Вĕсем Юр пике пекех шапшурă.
Çеçкесем çинче пыл хурчĕсем сĕрлеççĕ. Вĕсем пыл пуçтараççĕ.
Пĕвери шыв кунранкун ăшăнса пырать. Вăл тăрна куçĕ пек тăрă.
Вăлтана пулă кĕре пуçларĕ. Шыва кĕме иртерехха. Вăл сивĕ.
Уйхирте трактор таврашĕ çурхи ĕçсене тăвать. Хутранситрен çил
вĕркелесе илет. Вăл хĕллехи пек сивĕ мар – ăшă. Тÿпере тăри юрри илтĕнет.
Ытармалла мар илемлĕ çанталăк. Пĕтĕм тавралăх чĕрĕлет.
Çара уран сывлăм ÿкнĕ сукмакпа чупас килет.
25
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Проект "Времена года"
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.