Тема: Асаттепе асанне
Класс: 5 класс.
Шкул: вырăс чĕлхиллĕ шкул.
Тĕп тема (блок- модуль): Çемье. (Ку блока вĕренме ĕç программинче 4 сехет уйăрнă).
Урок теми: Асаттепе асанне (4 урок)
Урок тĕсĕ: темăна тата çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок.
Харкамăн (пайăррăн) пĕлÿ илмелли тĕллевсем:
1) вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;
2) вĕренÿре харпăр хăй тивĕçлĕхне туйма, хăй пултарулăхне шанма вĕренни;
3) çывăх тăвансене, ватă çынсене хисеплеме вĕрентни.
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсен тĕллевĕсем:
1. Йĕркелÿ: харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни;
2. Хутшăну: çыхăнуллă ăнланмалла каласа пама пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;
3. Информаци: пĕр харăс темиçе информаци çăл куçĕпе (вĕренÿ кĕнекипе, текстпа, ÿкерчĕксемпе) ĕçлеме хăнăхтарни; кĕнекере кирлĕ текста, хăнăхтарусемпе ĕçсене, страницăра палăртнă сăмахсемпе йĕркесене хăвăрт тупма вĕрентни; вуланă текстпа ĕçлеме, унта кирлĕ информаци тупса тĕрлĕ тĕллевпе усă курма хистени; урокра туяннă пĕлÿпе, пурнăç опычĕпе усă курса панă ыйтусене хуравлама вĕрентни;
Предметăн ятарлă пĕлÿ илмелли тĕллевсем: каланине çирĕплетме е хирĕçлеме, хак пама вĕрентни; учителĕн пуплевне итлесе ăнланма хăнăхтарни; «Асаттепе асанне » темăпа курăмлăх хатĕрĕсем, тĕрев сăмахĕсем, ыйтусем çине таянса çыхăнуллă каласа пама, презентацири информаци тăрăх тĕрĕс предложенисем тума, вĕреннĕ сăмахсене (ытларах активлă словарьтисене) çыру тата калаçу пуплевĕнче курса е илтсе ăнланма, вĕсемпе вырăнлă усă курма хăнăхтарни.
Технологисем: сывлăха упрас технологи, критикăллă-тĕпчев технологийĕ, ушкăнра хутшăнса ĕçлени, блок-модуллĕ технологи, информаципе коммуникаци технологийĕ.
Мелпе меслетсем: учитель сăмахĕ, учитель вулавĕ, вырăсла куçарни, ыйту-хурав, калаçу, видеосюжет пăхни, çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни, кĕнекери текстпа ĕçлени, çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени, кану саманчĕ(куçсене кантарни, хул çурăма кантарни), шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, слайдсемпе ĕçлени, схемăпа усă курса рефлекси ирттерни, клоуз тест, «Хĕвел» кластер йĕркелесе пĕтĕмлетÿ туни, культурăсен çыхăнăвĕ.
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни.
Курăмлăх хатĕрĕсем: вĕренÿ кĕнеки, POWER POINT программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеосюжет, валеçсе памалли материал.
Кăтарту хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран.
Урок юхăмĕ
I. 1.Класа урока хатĕрлени. ( 1- мěш слайд)
- Ырă кун пултăр, ачасем!
- Ырă кун пултăр!
- Чăваш чĕлхи урокне пуçлатпăр.
2. Хаклав хучĕпе паллаштарни.
Ребята, у каждого из вас лежит лист оценивания. По ходу урока я предлагаю вам сегодня самим оценивать свои знания за каждое выполненное задание знаками + или -. В конце урока мы с вами поставим общую оценку. Успехов вам на уроке.
3. Дежурство (учитель ачасем)
- Паян юпа уйăхĕн 22-мĕшĕ. Эрнери кун ячĕсене аса илер. Тунти кун…
- Паян мĕн кун?
- Халĕ мĕнле çулталăк вăхăчĕ?
- Урамра ăшă-и?
- Паян хĕвел пăхать-и?
- Тÿпе мĕнле?
- Çил вĕрет-и?
- Мĕнле çил вĕрет?
- Сана паянхи çанталăк килĕшет-и?
Хаклав виçи – шкала оценивания 9 - 8 сăмах – «5» 7 - 6 сăмах - «4» 5- 4 сăмах – «3» |
II. 1.Килти ĕçе тĕрĕслени. (31 стр. 7-мĕш ĕç). Ачасем çурма сасăпа «Кукаçипе кукамай» текста вуласа тухаççĕ. Клоуз-тест çырма хатĕрленеççĕ. (Сĕннĕ вариантсенчен суйласа илсе сас паллине лартмалла)
(1)Манăн кукаçи те, ______ та пур.
(2) Манăн ______ Петр Ильич ятлă.
(3) Вăл ______çулта.
(4) Кукаçин куçĕ кăвак, çÿçĕ______.
(5) Кукаçи_____калама юратать.
(6) Манăн ____Галина Михайловна ятлă.
(7) Вăл та _____çулта.
(8) Кукамайăн куçĕ ______.
(9)__________ иккĕшĕ те ырă та ĕçчен çынсем.
Суйласа илмелли вариантсем
(1) а) кукамай, ă) шăллăм, б) пичче.
(2) а) атте, ă) анне, б) кукаçи.
(3) а) çирĕм пилĕк , ă) утмăл пилĕк, б) хĕрĕх пилĕк.
(4) а) хура, ă) шурă, б) хĕрлĕ.
(5) а) баян, ă) рояль, б) купăс.
(6) а) анне, ă) кукамай, б) йăмăк.
(7) а) вун пилĕк , ă) утмăл пилĕк, б) хĕрĕх пилĕк.
(8) а) хăмăр, ă) хура, б) симĕс.
(9) а) аннепе атте, ă) йăмăкпа шăллăм, б) кукамайпа кукаçи
-Ачасем, халĕ пĕр-пĕринпе хут листисемпе (хăвăр ĕçĕрсемпе) ылмашăнăр та ĕçсене тĕрĕслетпĕр. Эпĕ тĕрĕс хуравсене калатăп, эсир тимлĕ йĕрлесе ĕçе хаклăр та хаклав хучĕ çине оценкăсене лартăр.
Тĕрĕс хуравсем: (экран çинче) (2- мěш слайд)
1а; 2б; 3ă; 4ă; 5а; 6ă; 7ă; 8а; 9б
Ĕçсене хаклани.
2. Тăванлăх ячĕсене аса илни.
Халě
шăппăн ларар-и
Пěрле вăйă выляр-и?
Тăванлăх ячĕсене пĕлнине
Тěрĕслесе пăхар-и?
Аннен ашшĕ пирĕншĕн кам? (3- мěш слайд) Ырă, лайăх çын
Çĕр çинче пин-пин.
Инке, кукка, ват мучи
Пĕри вара - … .
-Аннен амăшне чăвашла мĕнле чĕнетпĕр? Ăс парать мана пĕрмай
Ырă чунлă … .
- Çак сăвă йĕркисене вуласа тупсăмне каласан вара паянхи урок темине пěлěпěр.
(4- мěш слайд)
-Аттен амăшне мĕнле чĕнетпĕр? Хатĕрлерĕм эп парне
Савăнать ман … .
III.Урок темипе, тěллевěсемпе паллаштарни.
1)Асаттепе асанне… Кашни çын чĕлхинче янăракан сăмахсем. Çак сăмахсем пирĕн чĕрере ырă та ăшă туйăм вăратаççĕ. Çывăх çыннăмăрсене халаллатпăр та паянхи урока.
Эпир урокра асаттпе асанне çинчен калаçăпăр, вырăн падежĕнче тĕл пулакан сăмахсене тĕрĕс вулама тата çырма хăнăхăпăр, тăванлăх сăмахĕсемпе пуплевре тата çырура тĕрĕс усă курма вĕренĕпĕр, асаттепе асанне çинчен çыхăнуллă каласа пама хăнăхăпăр.
2) -Ачасем, манăн сирĕн аслаçусемпе асаннÿсем пирки пĕлес килет.
- Вирджиния, санăн асаннÿ пур-и? Вăл мĕн ятлă?
- Даша, Вирджинийăн асламăшĕ мĕн ятлă?
- Ваня, санăн асаннÿ мĕн ятлă?
- Миша, санăн аслаçу пур-и?
- Саша, санăн аслаçу ăçта пурăнать?
- Анна, Сашăн аслашшĕ ăçта пурăнать?
Ребята, вы заметили, когда мы использовали слова асатте, асанне с местоимениями манăн, санăн, унăн, форма слов меняется (5- мěш слайд)
Манăн асатте, асанне,
Санăн аслаçу, асаннÿ
Унăн аслашшĕ, асламăшĕ
3) 32 стр. 1-мĕш ĕçе пурнăçлани
а) ача ача) пĕр –пĕрне ыйтусем парса хуравлаççĕ
ă) какие родственные слова встретились в этом упражнении (асатте, асанне)
Хотите узнать, как они звучат в других языках (6- мěш слайд)
Асатте тĕрлĕ чĕлхесенче
бабай – тутар чĕлхинче
олатай – пушкăрт чĕлхинче
Асанне тĕрлĕ чĕлхесенче
Өби – тутар чĕлхинче
өләсәй - пушкăрт чĕлхинче
IV. Кану саманчě. Куç гимнастики.( 8- мěш слайд)
V. Грамматика материалĕпе паллашни.
ă) Правилăна ăнланнине тĕрĕслени. Ыйту ларт. (7- мěш слайд)
камра? |
мĕнре? |
ăçта? |
аппара |
упара |
пахчара |
пиччере |
мулкачра |
шкулта |
камсенче? |
мĕнсенче7 |
ăçта? |
аппасенче |
упасенче |
пахчасенче |
пиччесенче |
мулкачсенче |
шкулсенче |
VI. Кěнекери «Асаттепе асанне текстпа ěçлени. (9- мěш слайд)
1.Словарь ěçě: виçсĕмĕр – втроём, çарран чупатпăр - бегаем босиком, шăваратпăр – поливаем, хисеплетĕп – уважаю, хуçалăх – хозяйство, тасалăх – чистота, çирĕп – крепкий
1) учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;
2) мăшăрсенче;
3) вĕçе-вĕçĕн пěрер сăмах вулани
2.Кăтартуллă вулав. (Пуçламăшне учитель вулать, малалли пайĕсене - лайăх вулакан ачасем.)
а) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);
ă) сăнчăр мелěпе вулани;
б) ыйтусене хуравлани 35 стр. (10- мěш слайд)
- Таньăн аслашшĕ мĕн ятлă?
- Таньăн асламăшĕ мĕн ятлă?
- Полина Федоровнăпа Иван Семенович ăçта пурăнаççĕ?.. (оцениваем свою работу)
Ребята, какой вывод можно сделать по прочитанному тексту? Чему учит этот рассказ?
VII. Çирĕплетÿ.
Текстри ваттисен сăмахĕсемпе паллашни.
Ку калавра эсир мĕнле ваттисен сăмахĕсемпе тĕл пултăр?
«Тасалăх вăл - сывлăх» (учитель хыççăн пурте пĕрле вулани). Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр?
Ваттисен сăмахĕсене эпир вырăсла мĕнле калатпăр? Манăн сире тата тепĕр ваттисен сăмахĕпе паллаштарас килет. (12-мĕш слайд)
«Ватта хисепле, ху та ватă пулăн»
- Ачасем, сире калав килĕшрĕ-и?
Мана та питĕ килĕшрĕ. Ку çемьере пурте аслашшĕпе асламăшне юратаççĕ, хисеплеççĕ. Чăвашсем ваттисене мĕн ĕлĕкрен хисепленĕ. Çемьере ачана ырă ăс параканни – яланах ватă çын пулнă. «Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн, - тесе вĕрентнĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен. Ачисемпе мăнукĕсем хăйсен ватă ашшĕ-амăшне, аслашшĕпе асламăшне хисеплесе пурăнасси - кашни çын тивĕçĕ. Çакна эсир яланах асра тытăр.
VIII. Киле ĕç пани (суйлавлă ĕç) (13- мěш слайд)
1. «Асаттепе асанне» темăпа кластер çыр;
2. «Манăн асатте» е «Манăн асанне» ятлă текст çыр (7-8 предложени);
3. «Манăн асаттепе асанне» темăпа ÿкерчĕк ÿкер.
IX. Ачасен ěçне хаклани. Рефлекси (Хаклав хучĕ)
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.