Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).
Оценка 4.8

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Оценка 4.8
Конкурсы
docx
экология
11 кл
28.10.2018
Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).
В конкурсном сочинении "Пою мою республику"к столетию образования Республики Башкортостан даётся описание путешествия по родному краю, с выявлением негативного влияния человека на природу и окружающую среду Башкирии. Звучит проблема захоронения отходов, разрушения памятников природы, охраны природы малой родины и родного села.Сочинение на чувашском языке по охране природы от негативного воздействия человека
Юля.docx
Мĕнле хитре Тăван çĕршыв, Уй­ хир, пахча, вăрман, Юхать илемлĕн юхан шыв, Унта ишме аван. Çапла, çак илеме, туссем, Упрамалла  ялан. «Çут çанталӑк ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесен­ çыннӑн ӑслӑ пулмалла», − тенӗ Галина Алексеевна Елисеева. Чӑваш поэтессин сӑвви йӗрӗсем ман чӗре патне пычӗç.   Кӑмӑла   уçса   ячӗç.   Тарӑн   шухӑша   путарчӗç.   Пурнӑçа   тепӑр   енчен кӑтартрӗç.  Епле   илемлӗ  пирӗн  тăван  тавралăх. Хӗвел  ӑшӑтни, çырма  шывӗ шавлани, çумӑр çуни, кайӑк­кӗшӗк юрлани, ӳсен­тӑран ӳсни, выльӑх­чӗрлӗх ӗрчени,   вӑрман   кашлани,   ача­пӑча   выляни   чуна   савӑнтарать,   пурнӗҫа   илем кӳрет. Кашни чӗрӗ чун хӑйӗн валли хӗвел çутти айӗнче вырӑн шырать. Тăван кӗтес  пурин те пулмалла. Этемшӗн çак кӗтес − тӑван çӗршыв. Мĕн­ ши вăл тăван çĕршыв? Вăл юратнă юхан  шыв, Симĕс улăх, чечексем, Йывăçсемпе кайăксем! Ҫак   илемлӗ   сӑвӑ   мана   хамăр   ял   ҫинчен   уйлаттарчӗ.   Таçти   инçетри вырăна   кайсан   та   йăмраллă   чăваш   Эрехерри   ялĕ   аса   килет.   Ытарма   çук илемлĕ, кăмăла каякан ял. Ялпа çуммӑн Эре шывӗ юхать. Унта кашни çуллахи кун   шыва   кӗме   юлташсемпе   çӳреттӗмӗр.   Шыв   хӗррипе   йӑмралӑх.   Ял   ту айккипе   ларать.   Пӗчӗк   юхан   шывсем   Эрене   васкаса   кӗреççӗ.   Пӑтӑ   куç сӑртӗнчи пархатарлӑ çӑл тапса тухать. Ҫак вырӑнта Константин Иванов хӑйӗн «Нарспи» поэмине вуланӑ, теҫҫӗ. Халӑх ҫӑла çветтуй тенӗ. Чӑн та, шывӗ унта чи   тутли,  çынна   чӗртекенни,  куç  ӳкернине   пӗтерекенни   пулнӑ.    Çак   çӑлӑн йывӑр   шӑпи   çинчен   калас   тетӗп.   Совет   влаçӗ   яла   килсен,  ӑна   бульдозерпа тӗрттерсе   купаласа   хунӑ,   тӗплес   тенӗ.   Нумай   вӑхӑт   иртсен   çеç   ҫӑл   шывӗ çӗнӗрен   юхма   тытӑннӑ.   Халӗ   ялти   халӑх   ӑна   хӳтелеть,   пӑхать.   Асаннесем каланӑ  тӑрӑх, пирӗн ял йӗри­тавра çирӗм ытла çӑл юхнӑ. Вӑрмансене касса анасем тунӑ хыççӑн, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ çеç юлнӑ. Эре çырми шывӗ кемнӗ, пулли пӗтнӗ, ун йӗри­тавра ӳсекен çӗмӗртсем типсе хӑрнӑ.  Çын хӑйне çӗрӗн хуçи тесе шутлать. Юрӗ, хуçи этем пултӑр. Вара вӑл тавралӑха упрама тивӗç. Мӗншӗн тесен, çын çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Çут çанталӑка пӗтерсен, епле тата ӑçта пурӑнас тет­ши вӑл?  Этем çутă та чĕрĕ тавралăха упрамасть, чысламасть. Пурăнма вăй­хăват паракан çӗртен хăйне кирлине     çеç   илет.   Мӗн   ӗмӗрсем   тӑршшӗпе,   çын   çӗр   айӗнчи   тата   çийӗнчи пуянлӑсенпе усӑ курать. Анчах кутӑн çут çанталӑка ним те парасшӑн мар.  Пире мӗн пӗчӗкрен тӑван тавралӑха упрама, тасатма, унӑн илемӗпе киленме вӗрентнӗ. Кӑçал ҫемьепе Пушкӑртӑсан пуян çӗрӗсем тӑрӑх çӳресе   çӳревре   эпир   нумай   асамлӑ   япаласем   куртӑмӑр. çаврӑнтӑмӑр.     Çул   Савӑнтӑмӑр   та,   хурлантӑмӑр   та.   Малтан   Аслыкуль   кӳллине   çитрӗмӗр.   Чи пысӑк кӳлӗре шыва кӗтӗмӗр. Апат ларса çирӗмӗр, хамӑрпа михӗ ӑшне çӳп­ çапсене   пуçтартӑмӑр.   Пӑхатпӑр,   çумри   çынсем     апатланнӑ  хыççӑн   çӳп­ çапӗсене   пӑрахрӗç   те   хӑварчӗç.   Пире   ку   питӗ   килӗшмерӗ.   Вӗсен   хыççӑн пуçтарни пире пӗрре те йывӑр пулмарӗ. Ман шутпа, пирӗн  тавралӑх − пирӗн кил. Кил­çурта таса тытатпӑр. Тавралӑха та çаплах тирпейлӗ тытас пулать. Унтан   Шульган­Таш   çӗр   хӑвӑлӗ   тӗлнех   çитсе   куртӑмӑр.   Тӗлӗнмелле пулӑм каласа пачӗ пире экскурси ирттерекенӗ. Кунта сӗм авалхи этемсем пурӑннӑ иккен. Чи тӗлӗнтермӗшӗ – чул тӑвӗн стени çинче хӗрлӗ сӑрӑпа, авалхи çынсен сунарта пулнине ӳкернӗ. Тата унта сталактитсемпе сталагмитсем те пулнӑ. Анчах вӗсене çынсем килне тӗппипех татса илсе кайнӑ. Пирӗн те курас килчӗ   те   кураймарӑмӑр.   Питӗ   хаклӑ   тӑраççӗ,   тет,   çак   ту   муклашкисем, çавӑнпа вӗсене вӑрланӑ, непӗссӗр çыннисем. Мӗншӗн çын ӑслӑ пулса çапла пӳтсӗр ӗç тӑвать­ши? Халӗ ку вырӑна сыхлаççӗ. Пӗр чул татӑкне те, пӗр курӑк пӗрчине те тытма хушмаççӗ.  Усрав вырӑнӗ тунӑ. Пирӗн ӑрусене те кӑтартас теççӗ пуль. Ăслӑ çынсем пурах иккен. Телейсӗр шӑпа рифт тӑвӗсене кӗтме пултарать. Тӑваттӑшӗнчен пӗрне, Шахтау текеннине, завод валли пӗтӗмпех чакаласа илнӗ. Çтерлӗ  хули урлӑ тухнӑ чух тӳпере вагонеткӑсен куртӑмӑр. Халь те пулсан çак мӗскӗн тӑвӑн юлашки шур тӑмне завода ӑсатаççӗ. Эпир чи пысӑк шихан тӑвӗ Торатау çине хӑпартӑмӑр. Унта авалхи тинӗсре ӳснӗ коралл йӗрӗсене куртӑмӑр. Çак тӑва та чакалас теççӗ иккен. Анчах кунти халӑх хирӗç тӑрать.   Торатау вӑй, сывлӑх парать, тесе шутлаççӗ вӗсем. Унта куллен, уявсем ирттереççӗ. Пит маттур кунти халӑх. Тен, вӗсен тӑрӑшнипе, шихансем сывӑ юлӗç. «…Усал ӗҫпе ан ыраттар çӗре. Вӑл чунлӑ…»,­ тет Николай Теветкел хӑйӗн сӑввинче. Эпӗ  те шанатӑпах  вӑл чунлине. Этем ӑна  сиен кӳрет. Ҫӗр ҫилленет.   Ҫил­тӑвӑлсенчен,   цунамисенчен,   вулкансенчен,   тӗрлӗ   хӑрушӑ эпидемисенчен   сыхланса   юлса   пулмасть.   «Эпӗ   шепрех»,−тесен   те,   ҫут­ ҫанталӑк хӑй вӑйлӑраххине кӑтартать. Этем заводсенчен тӗтӗм кӑларнине пула ҫулсерен ӑшӑтса килет. Пӑрсем ирӗлеҫҫӗ. Пӳртсем, анасем шыв айне пулаҫҫӗ.   хӑйӗн   сывлӑхнех   пӗтерет. Этем   малаллине   курманнине   пула, Призводствӑсем   тӗрӗс   мар  ӗçленине   пула   сывлӑшри   кислород   шучӗ сахалланать,   тавралӑх   хуралать,   юрӑхсӑрланать.   Ҫын   çӗр   çинчи   хӑйех наркӑмӑшлатнӑ   ӳсен­тӑранпа   выльӑх­чӗрлӗхе   çисе,   шыва  ӗçсе,   сывлӑша сывласа чирлет.   Ăслӑ  çын − перекетлӗ‚ пурне те çакна тӑнлама пӗлекен хуçа. Пирӗн  ачасене,  ачасен  ачисене   таса   ҫут­ҫанталӑк   юлтӑр   тесен,  пирӗн хамӑрӑн   та   тӑван   тавралӑхӑн   ӑслӑ   хуçи   пулас   пулать.   Политиксемпе, президентсене   ҫеҫ   шанас   пулмасть.   Эпир,   хам   юлташсемпе,   юхан   шывсене тасататпӑр,   йывӑçсене   лартатпӑр,   хамӑр   хыççӑн   пуçтаратпӑр,   шӑнкӑрчи йӑвисене   тӑватпӑр,   хӗлле   кайӑксене   çитеретпӗр,   вӑрманти   чечексене татмастпӑр, кайӑк йӑвисене аркатмастпӑр, чӗр­чунсене кӳрентерместпӗр. Çут   çанталăк   илемĕ   çын   чунне   çĕклентерсе,   хавхалантарса   тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха­суйха сирет. Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Çын чысне çухатмалла мар. Укçашӑн   çеç   пурӑнмалла   мар.   Çут   çанталăка   сиен   кӳмелле   мар.   Пуянлӑх пирӗн таврара, укçара мар. Çыннӑн çӗрӗн ӑслӑ хуçи пулмалла, ухмах пулмалла мар, айӑпа кӗмелле мар. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ.     Çут çанталăкпа туслă пулсан ­ хамăра та сăвап пулĕ, тетпӗр.

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).

Сочинение по чувашскому языку «Чтоб долог был природы век-ты будь разумен человек» (Г. Елисеева, чувашская поэтесса).
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
28.10.2018