Ачасем класа илемлĕ кĕвĕ янăранă май кĕрсе майлашăнса тăраççĕ.
ВĔРЕНТЕКЕН:
Таймапуç сире, юратнă аннесем!
Ырми-канми ĕçленĕшĕн,
Ывăл-хĕр ÿстернĕшĕн
Тавтапуç сире!
Ырă сăмахсемшĕн,
Çепĕç аллăрсемшĕн,
Ăнланма пĕлнишĕн
Тавтапуç сире!
Тавтапуç ĕçĕре пăхмасăр, вăхăта шеллемесĕр паян пирĕн пата килнĕшĕн! Эпир паян чи ырă та чи çутă уявсенчен пĕрне паллă тăватпăр! Паян пирĕн «Анне кунĕ»!
1-мĕш ача.Саша Ырă кун, савнă тăванăмăрсем!
2- мĕш ача. София Аван-и, çывăх çыннăмăрсем!
Пĕрле: Пурне те хаваслă кулă, ырă кăмăл, пысăк телей сунатпăр!
Наташа: Тем-тем сăмах каласшăн
Ача тăсать алне.
Вăл туртăнать хавассăн
Хăй амăшĕ патне.
Рома : Анне!
Çак ят чи çывăх,
Чи чаплă çĕр çинче.
Пурнать вăл ĕмĕр сывă
Кашни çын чĕринче.
Оля: Хĕвел пек çутă çыннăм, анне,
Çук санран çывăххи тĕнчере.
Эс кўретĕн кил-çурт илемне,
Юратса ўстеретĕн пире.
Эх, аннеçĕм, анне,
Яланах эс çĕклен чĕрене,
Тайма пуçăм сана.
Дима: Эс, анне, мана çуратнă
Ирхи шăпчăк пек пулма.
Çунат хушнă та ăсатнă
Çĕр çинче телей тума.
Катя: Аннесем, ытарми хевелем,
Кун-сул пиллерен эс мана,
Санпа чухне эпир телейле,
Телейле эс пуртан кана.
Аннесем, йал кулан хевелем,
Пиллерен эс мана кун-сул,
Эс пуррипе эпир телейле
Эс сук пулсан телей те сук.
Юрă «Анне пурăн»
Максим: Юрататaп анне куллине,
Aшшaн-aшшaн куcран пaхнине,
Ыр сaмах, пил парса суннине…
Тeнчере чих акли-ман анне
София . Аннене эп юрататăп,
Чĕререн cапла калатăп:
«Сывлăхлă пулсам ялан,
Ан чирле эс нихăcан».
Гордей: Кам ирттернĕ маншăн куç хупмасăр
Çил-тăманлă вăрăм каçсене?
Эсĕ мар-и чăтнă çывăрмасăр
Талăкшарăн, хаклă çын – анне?
Аня: Пурнăç çулĕн çĕн кун илемне,
Парнелерĕн сăпка юррине.
Ĕмĕр-ĕмĕр пурнан чĕрере,
Çепĕç чунлă юратнă анне.
Юра «С мамой я поссорился»
Саша: Инçете пурнăç çулĕ чупсан,
Шурă çÿç тăнлава хупласан,
Ан хурланччĕ, анне, чĕререн
Ачусем аякка вĕçнĕрен.
Никита: Çунат хушнă ĕлккен кайăкла
Таврăнатпăр тăван кил-çурта,
Çук санран çывăх çын тĕнчер,
Пурте: Пурнăç панă юратнă анне!
Экран çинче: Анне – пурнăç илемĕ!
Вĕрентекен: Анне… Мĕн тери хаклă çын вăл! Мĕн тери çепĕç, çывăх та таса сăмах вăл «анне»! Тĕнчери пур чĕлхепе те вăл ачаш кĕвĕ пек янăрать. Шартлама сивĕ çурçĕрте-и, тÿсейми шăрăх кăнтăрта-и, вĕçĕ хĕррисĕр пуш хирте-и – пур çĕрте те телейлĕ пуласлăх ачисем амăшĕн кăкăрĕ еннелле кăпăшка аллисемпе туртăнаççĕ.
Анне вăл – хĕвел ăшши,
Анне вăл – тĕпел кукри,
Анне вăл – тĕнче çути,
Анне вăл – пурнăç тĕкки.
Вĕрентекен:Чÿк уйăхĕн вĕçĕнче пирĕн çĕр-шывра Аннесен кунне ирттереççĕ. Çак уявра вĕсене пурте саламлаççĕ, телей сунаççĕ, парнесемпе чыслаççĕ.
Экран çинче: Чÿк уйăхĕн вĕçĕ - пирĕн çĕр-шыври Аннесен кунĕ.
- Хăçан уявлама тытăннă-ха çак чаплă уява?
- Аннесен кунне уявласси 19 ĕмĕрте Западная Вирджиния ятлă Америка штатĕнче пуçланнă. Çавăнтанпа Америкăра пĕтĕм çын çак кун хăйсен амăшĕсене уявпа саламлаççĕ, чечексемпе парнесем параççĕ, открыткăсем çырса яраççĕ.
Пирĕн çĕр-шывра çак уява хальтерех çеç уявлама тытăннă . Уява пуçарса яраканĕ Раççейĕн пĕрремĕш президенчĕ Б.Н.Ельцин пулнă. (30 январь 1998çул). Аннесен кунне ноябрь уйăхĕн юлашки вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ.Çак куна паллă туса эпир хамăрăн аннесене чун-чĕререн юратнине, вĕсене хисепленине, яланах пулăшма хатĕррине кăтартса паратпăр.Аннесен уявĕ – çамрăк уяв, анчах та çулран çул уява паллă тăвасси йăлана кĕрсе пырĕ тесе шансах тăратпăр.
Вĕрентекен : Кашни çыннăн пурнăçĕнче телейлĕ самант пур. Аннесемшĕн вăл хăçан-ши? Тăнласа пăхар-ха.
(Ачасем хуравлаççĕ.)
Вĕрентекен: Çапла вара аннесемшĕн чи ырă, чи телейлĕ самант – çĕр çине эсир, вĕсен пепкисем, килни. Тин çеç çуралнă пепке-и вăл, е ÿссе çитнĕ яш каччă е пике, е самаях çулланнă çын- пуриншĕн те анне чи хакли, чи çывăххи.
София : «Анне» тесенех пирĕн ума çĕр çинчи чи илемлĕ те юратнă çывăх çын тухса тăрать. Вăл пире ачашлать, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентет, ырлăхра пурăнма пиллет. Эпир унпа чуна уçса калаçма, канашлама пултаратпăр.
Сценка
Ача Эп ыран çут тĕнчене курăп? Турăçăм, пĕлтерсем тархасшăн, мĕн тумалла-ши манăн, мĕн мана унта кĕтĕ-ши? Эпĕ питĕ хăратăп?
Турă Ан кулян ачам? Эпĕ сана пирĕшти парнелетĕп? Вăл ялан сан çумра пулĕ йывăр чухне пулăшĕ Кичем чух савăнтарĕ.
Ача Тавтапуç. Вăл мĕн ятлă.
Турă Ун ячĕ питех кирлĕ мар? Эс ăна анне тесе чĕнĕн:
Саша :Анне… çак тăватă сас паллинче ырă та çепĕç туйăм пытанса тăрать. Анне – чи ăшă сăмахсем те, чи хаклă парнесем те çителĕксĕр пулĕç сана тав тума. Ĕмĕр-ĕмĕр парăмра эпир аннесен умĕнче.
Конкурс «Анне ячĕ» Анне ячĕн пĕрремĕш сас паллисемпе пуçласа илемлĕ сăмахсемпе вĕсене мухтатпăр.
София: Анне! Санра мĕн чул сăпайлăх,
Ачашлăх, тÿсĕмлĕх хисеп,
Хыпса çунатăн чун хаваллăн
Ачу çын пултăрччĕ тесе.
Тен, пирĕншĕн пăлханнăран – тăр
Пушшех те йывăр чĕрÿне.
Саша:Пĕр татăк юлнă çăкăра та
Пире паран тепĕр чухне.
Анне! Такамшăн та нихçан та
Санран хакли никам та сук.
(Катя, Наташа юрлаççĕ)
Экран çинче: Г.Н.Волков академикăн «Кил илемĕ» кĕнеки
Вĕрентекен: Ĕлĕк çынсем кĕнеке тавраш вулайман. Апла пулин те ачисене тĕрĕс воспитании пама пултарнă. Чăвашсен паллă ăсчахĕ Г.Н.Волков академик «Кил илемĕ» кĕнекере çапла çырнă. (Малалла вĕренекенсем черетпе пĕрер предложении калаççĕ.)
« Тăван килте анне хĕвел пулса çÿрет, ачисене хĕвел пулса пăхать».
«Анне çук тăк хĕвел яраймăн ху тĕлне, анне пур тăк чĕрÿне те хĕвел кĕрĕ».
«Виçĕ çулхи хĕр пĕрчи сана пулăштăр, виçĕ çулхи арçын ача хăвна хÿтĕлетĕр».
«Амăшĕ ĕçлĕ чух ачи ахаль ан лартăр».
«Çакна ас ту амăшĕ: чи лайăххи – ачасем валли».
« Амăшĕн мĕн чухлĕ ĕçлеме тивнине ача-пăча пĕлсе тăтăр, вĕсен ĕшеннĕ аллисемпе ывăннă куçĕсене курса тăтăр».
Саша: Анчах темшĕн-çке хăш чухне эпир аннесем ĕçрен ывăнса килни, вĕсене кăштах та пулин пулăшмалли çинчен манатпăр. Аннесем яланах çамрăк, илемлĕ пулччăр тесен пирĕн вĕсене май килнĕ таран пулăшмалла. Мăн туса пулăшма пултаратпăр-ха эпир вĕсене?
( Ачасем амăшĕсене мĕнле ĕçсем туса пулăшни çинчен каласа параççĕ.)
София: Кил-çурт аннесем çинче тытăнса тăрать. Акă мĕн пĕлтерет кун çинчен статистика. Пирĕн аннесем (çемьере икĕ ача пулсан) пĕр çулталăк хушшинче 18000 çĕçĕ, вилка, кашăк, 13000 тарелка, 8000 чашăк çăваççĕ. Çак чашăк-тирĕк йывăрăшĕ 5 тоннăна çитет. Лавккана апат-çимĕç туянма утнă çул тăршшĕ 2000 çухрăмпа танлашать. Паллах, эпир аннесене пулăшсан çак хисепсене пĕчĕклетме пултаратпăр.
Саша, Рома юрлаççĕ
Ертÿçĕ: Ачасем, Шупашкарта залив хĕрринче мĕнле палăк пур?
Ачасем: «Управçă анне».
Ертÿçĕ: Ун çине çапла çырса хунă: « Пĕр- пĕрне юратса, тăнăçлăхра пурăнакан ачасем, пехил сире».
Экран çинче: «Управçă анне» палăкĕ, ун çине çырнă сăмахĕсем.
- Юнашар юратнă атте-анне пулсан, шкулта лайăх вĕренсен, юлташсем нумай пулсан сирĕн чĕрĕрте телейпе киленĕç хуçаланать.
Ачасем «Виçĕ амăш « сценка лартса параççĕ.
Вылякансем: Таня, унăн амăшĕ, асламăшĕ тата автор.
Автор: Каç пуласпа Таня урамран кĕрет. Хăйĕн пукани сĕтел айĕнче выртнине курать.
Таня: Хĕрĕм, ĕçÿсем мĕнле?
Каллех сĕтел айне ларнă пытанса,
Каллех çимесĕрех лартăн-и çапла?
Капла пурăнсан кайăн чирлесе.
лар-ха ман çума, çийĕпĕр пĕрле.
(Пуканине хăйĕн çине çиме лартать.)
Автор:Таньăн амăшĕ ĕçрен таврăнать. Ачи пуканепе выляса ларнине курать.
Амăшĕ: Хĕрĕм, ĕçÿсем мĕнле?
Каллех урамра ирттертĕн-и куна?
Каллех çимесĕрех чупрăн-и çапла?
Капла пурăнсан чирлĕн эс часах.
Лар-ха çумарах: капла тутлăрах.
(Хĕрне çумнерех лартать те çиме пуçлаççĕ.)
Автор: Часах асанне те çитет.
Асанне: Ĕçÿсем мĕнле, хĕрĕм? Каллех вăл ĕçре-
Пулман ĕнтĕ вăхăт çиме апатне.
Хăв тухтăр- пĕрех сывлăхна
Пĕлместĕн эс, хĕрĕм, пачах упрама.
Часах кунашкал кайăн чирлесе.
Лар хам çума, çиер апатне.
( Пурте сĕтел хушшине лараççĕ, пĕр-пĕрин çине пăхаççĕ.)
Пурте: Анне пулма çăмăл мар!
Саша:
- Анне! Унăн ячĕпе темĕн чухлĕ ырă та çепĕç сăмах калас килет. Анне хăйĕн чун-чĕринчи мĕн пур лайăх енне пире халаллать, куллен-кун телей пиллесе пурнăç пурăнма вĕрентет. «Атте-анне паман ăса кĕнеке те параймĕ», - тенĕ ваттисем.
Мĕнле ваттисен сăмахĕсем пĕлетĕр эсир атте-анне çинчен?
Экран çинче: ваттисен сăмахĕсем.
-Атте-анне сăмахĕ пăсăк мар.
-Ашшĕ-амăшне йĕртекен пархатар курман.
-Анне пуртан кил-çуртăм ăшă.
-Анне - чи хаклă çын.
-Аçупа аннÿне хисепле, хăвнах ырă пулĕ.
-Аçу аннÿ пур чухне пыр та тутă, çи-пуç та питĕ.
-Халĕ ачасем аннесем çинчен çырнă такмаксем шăрантараççĕ.
Аннепе эпир ялан
Пурăнатпăр пит аван.
Яшкине вăл пĕçерет:
«Кил-ха, хĕрĕм, çи эс ,-тет.
Анаталла-тăвалла
Анне килет лавккаран,
Илсе килчĕ пан улми,
Мана лекрĕ чи тутли!
Лар, аннеçĕм, юнашар,
Çуммăн ларса юмахлар,
Юмах юман тăрринче,
Хамăр хапха çумĕнче.
Эпĕ хамăн аннене
Юрататăп чĕререн.
Ак тыттарăп парнине
Хам алăпа тунине.
(Ачасем амăшĕсене хăйсем аллипе тунă парнесене параççĕ.)
София: Анне -çĕр çинчи чи ырă сăмах. Ача та калаçма вĕренсен чи малтан «анне» тет. Çĕр çинче пур чĕлхере те çак сăмах çепĕççĕн, ачашшăн янăрать. Анне чĕри- чи ырри, анне алли- чи ăшши…
Гордей, Максим, Дима, Никита юрлаççĕ
Саша:Халĕ вара вăйăсем ирттерме те вăхăт.
«Аннÿне уйăрса ил». Сцена çине амăшĕсемпе ачисем тухаççĕ. Ачисен куçĕсене çыхаççĕ.Вĕсен алăсем тăрăх хăйсен амăшĕсене тупмалла. Тупаймасан е сăвă каласа, е юрă юрласа, е ташă ташласа памалла.
«Тĕлĕнмелле скульптурăсем». Тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсенчен скотч тата фломастер пулăшнипе çын кĕлетки тумалла. Пуçне тутăр çыхтарма юрать. Кам маларах тата интереслĕрех пурнăçлама пултарĕ?
«Çепĕç сăмахсем».Ертсе пыраканăн аллинче- шур чечек. Çак шур чечекĕн кашни çеçкине татмассерен аннене юратса çепĕç сăмахсем каламалла.
София : Пирĕн уяв вĕçленсе пырать. Аннесене, асаннесене, кукамайсене тепĕр хут уявпа саламлатпăр, ырлăх-сывлăх, телей сунатпăр.
- Атьăр-ха пурте пĕрле экран çине пăхса сăвă йĕркисене харăс вулар.
Экран çинче: сăвă йĕркисем.
Тусăмсем! Ак мĕн сире калатăп
Аннĕре ан манăр нихăçан.
Юратма та упрама ыйтатăп:
Пурнăç лайăх аннесем пулсан!
Хĕвел шевли – анне кулли,
Анне сасси – чĕкеç юрри.
Анне пулсан – хаваслăрах.
Чи хаклă мул – анне пурри.
Упрасчĕ аннесене... Вăл юнашар пулсан тĕнче илемлĕ. Аннесене нихçан та манас марччĕ, вĕсен чĕрисене çунтарса кун-çулне кĕскетесрен сыхланасчĕ. Хамăрăн ырă ĕçсемпе кăна чунĕсене савăнтарасчĕ, уявсенче те, ахаль кунсенче те аннесене пĕчĕк парнепе, ăшă сăмах каласа чун-чĕрисене ăшăтасчĕ. Вĕсен илемлĕ çўçĕ вăхăтсăр ан шуралтăр, хитре сăнĕ-пичĕ ан тĕксĕмлентĕр.
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.