Умӗн ǎнлантарн1
Оценка 4.6

Умӗн ǎнлантарн1

Оценка 4.6
doc
31.10.2021
Умӗн ǎнлантарн1
Умӗн ǎнлантарн1.doc

                                                            Ǎнлантарса пани

            Вӗрентӳ ǎс-тǎн пару никӗсӗ, унǎн тӗп инструменчӗ - тǎван чӗлхе. Тǎван чӗлхе вӗрентесси виҫӗ пайран тǎрать: 1) вулама-ҫырма вӗрентесси; 2) вулавпа ҫыхǎнуллǎн пуплеве аталантарасси; 3) пуплеве пур енлӗн аталантарнǎ май чӗлхе пулǎмӗсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вӗрентесси. Ҫак виҫӗ пая пуплеве аталантарас тӗллев пӗрлештерсе тǎрать. Ҫапла вара, тǎван сǎмахлǎха вӗрентни кирлӗрен те кирлӗ ǎслайсемпе хǎнǎхусене аталантарса ҫирӗплетессипе тӳррӗнех ҫыхǎнмалла. Ҫав ǎслайсемпе хǎнǎнусем шутӗнче – ǎнланса вуласси тата тǎнласси. Ҫыхǎнуллǎ калаҫасси, ҫырасси. Ҫвǎнпа пӗрлех ачасене чӗлхе ǎслǎлǎхӗпе литература пӗлӗвӗн ансат ǎнлавӗсемпе паллаштарнǎ май вӗсен харпǎр хǎйӗн тата юлташӗсен пуплевне сǎнас. Чӗлхек илемне  туйса ǎна тарǎнрах пӗлес туртǎмне амалантармалла. Пӗтӗм халǎх усǎ куркакн литература чӗлхин сасǎ тытǎмӗпе, сǎмах пуянлǎхӗпе, мофологт тата синтаксис мелӗсемпе паллаштарнǎ хушǎрах вӗсене вырǎнти калаҫу уйрǎмлǎхӗсене курма та вӗрентмелле.

           Ача пуплевӗнчи тӗп ӗҫ-хӗлсене (тǎнлассине, калаҫассине, вулассине, ҫырассине) аталантарса пынипе пӗрлех тǎван чӗлхе вӗрентнӗ чух паҫламǎш шкулта ҫакǎн пек пысǎк та пархатарлǎ тӗллевсене пурнǎҫламалла:

           - вӗренекенсен ҫынлǎх туйǎмӗсене вǎйлатмалла, пурнǎҫа юратма, ырра шанса тǎма тата хǎйсене те ырǎ кǎмǎллǎ, сǎпайлǎ пулма хǎнǎхтармалла;

          - ачасем таврари пурнǎҫ, этемпе ҫут ҫанталǎк ҫинчен мӗн пӗлнине анлǎлатмалла;

          - ачасен ҫыхǎнуллǎ тата сǎнарлǎ шухǎшлавӗпе асне, асǎмлас хевтине аталантармалла;

          - вӗренӳ ӗҫ-хӗлне лайǎхрах хǎнǎхтарса, унǎн ǎслайӗсене «Алла илме» май памалла; вӗренӳ вǎхǎчӗпе перекетлӗ усǎ курма, харпǎр хǎй тӗллӗн ӗҫлессин ансатрах мелӗсене чухлама вӗрентмелле;

          - тǎрǎшуллǎ та тимлӗ вӗренме, пӗлӳпе пурнǎҫ тӗслӗхӗсен ҫǎл куҫӗпе – кӗнекепе кǎсǎкланма хǎнǎхтармалла.

        Ҫирӗплетнӗ вӗрентӳ планӗ пуҫламǎш шкулта тǎван чӗлхе вӗрентме 1 класра эрнере 5 сехет, 2-4 классенче 6-шар сехет уйǎрнǎ. 1 класра пӗрремӗш ҫурҫулта пур урок та вулама-ҫырма вӗрентмеллисем. Ҫак урокрсенчех эрнере пӗр хутчен 15-шер минут литература вулавӗпе ӗҫлемелле. Иккӗмӗш ҫурҫулта эрнере 4 сехет вулама-ҫырма вӗрентмелли уроксем пулаҫҫӗ.эрнере пӗр урок – литература вулавӗ.пуплеве аталантарас ӗҫ кашни урокрах пулса пымалла. 2-4 классенче чӗлхе урокӗсем валли вǎтамран  эрнере  2,5 сехет, литература вулавӗн урокӗсем вали 2,5-шер сехет палǎртмалла. Класс тулашӗнчи вали вулав тата ǎславлǎ ҫыру урокӗсем икӗ эрнере пӗрер пулмалла.

   1 класс (165 сехет) – вулама-ҫырма вӗрентесси, пуплеве аталантарасси, литература вулавӗ, класс тулашӗнчи вулав.

  Хатӗрлев тапхǎрӗ - 12 сехет

  Саспаллисем вӗреннӗ тапхǎр – 123 сехет

  Саспаллисем вӗреннӗ хыҫҫǎнхи тапхǎр – 30 сехет

     Вулама-ҫырма вӗрентесси икӗ тапхǎра уйрǎлать: пӗри – хатӗрлев тапхǎрӗ. Тепри – саспаллисемпе паллаштарнǎ тапхǎр. Вулама-ҫырма вӗрентмелли тӗп меслет – тишкӗрӳ-пӗлтерӳ меслечӗ. Хǎнǎхтарусем пурнǎҫланǎ май терминсемпе (пуплев, текст, калав, предложени, сǎмах, сыпǎк, пусǎм, уҫǎ сасǎ, хупǎ сасǎ) паллаштарасси, вӗсемпе вӗренӳре усǎ курма хǎнǎхтарасси.

    Вӗреннӗ саспаллисене тӗрӗс ҫырма, ҫырура пӗр-пӗринпе ҫыхǎнтарма, тӗрлӗ йышши – уҫǎ, тӳнтер, тӳрӗ сыпǎкра, сǎмахра, предложенире вулама хǎнǎхтарасси.ал ҫырǎвӗнчен, пичетленӗ текстран сǎмахсем, предложенисем ҫырса илесси. Ансат  сǎмахсене, 2-3 сǎмахран тǎракан предложенисене каланǎ тǎрǎх ҫырасси.

    2 класс 102 сехет: ǎславлǎ (творчествǎллǎ) ҫырǎва вӗрентесси (17 сехет); пуплеве пур енлӗн аталантарнǎ май чӗлхене ансат тишкерме, терминсемпе усǎ курма вӗрентесси (85 сехет)

     1 класра мӗн вӗрентнине шута илсе, вулав урокӗсемпе тачǎ ҫыхǎнтарса ачасен ҫыхǎнуллǎ калаҫас, тǎнласа ǎнкарас, вулас тата ҫырас мехелӗсене малалла аталантармалла.вуламалли, тǎнламалли, ҫыхǎнуллǎ каласа памалли, калаҫава хутшǎнмалли, ҫырмалли хǎнǎхтарусем ҫине таянса вӗсемпе ҫыхǎнуллǎн чӗлхе тытǎмӗн тӗрлӗ сийӗпе (фонетика, лексика, морфологи, синтаксис,стилистика) усǎ курма пӗлнине лайǎхлатмалли хǎнǎхтарусем куллен йӗркелемелле.вулаттарнǎ, пуплеве тǎнлаттарнǎ, ҫыхǎнуллǎ пуплев тутарнǎ, ҫыртарнǎ май вӗренкенсене чӗлхен ǎслǎлǎхӗн кирлӗрех теминӗсемпе, янтǎ пӗлӗвӗсемпе усǎ курма вӗрентмелле.

     3 класс 102 сехет: ǎславлǎ (творчествǎллǎ) ҫырǎва вӗрентесси (17 сехет); пуплеве пур енлӗн аталантарнǎ май чӗлхене ансат тишкерме, чӗлхе ǎслǎлǎхӗн терминӗсемпе усǎ курма вӗрентесси (85 сехет)

      Ачасем сǎмахǎн тӗп пайӗсемпе паллашаҫҫӗ - унǎн тымарӗпе аффиксӗсем; пуплев пайӗсем – япала ячӗ, глагол, паллǎ ячӗ; предложенин тӗп (подлежащи, сказуемǎй) тата кӗҫӗн членӗсем; предложени тытǎмне(синтаксисне) ансат тишкерме (вǎл калуллǎ,ыйтуллǎ, хистевлӗ, кǎшкǎруллǎ е кǎшкǎрусǎр пулнине палǎртма, унǎн тӗп тата кӗҫӗ членӗсене, вӗсем хушшинчи ҫыхǎнǎва ыйту лартса тупма) вӗренмелле.

     4 класс 102 сехет: ǎславлǎ (твлрчествǎллǎ) ҫырǎва вӗрентесси (17 сехет); пуплеве пур енлӗн аталантарасси. Чӗлхене ансат тишкересси. Чӗлхе пӗлӗвӗн терминӗсемпе паллаштарасси (85 сехет) – сǎмах пулǎвӗ, аффикссем хушǎнса ҫенӗ сǎмахсем пулни, хутлǎ сǎмахсем, мǎшǎр сǎмахсем, сǎмахсене икӗ хут калани.

     Япала ячӗ.Ӳкӗмсем(падежсем). Предложенири япала ячӗсем мӗнле падежрине вӗсен ыйтǎвӗсем тǎрǎх пӗлесси.

     Сǎпат ылмашӗсене текстра тупасси. Вӗсем хǎш падежрине палǎртасси.

     Глагол вǎхǎт, сǎпат тата хисеп тǎрǎх улшǎнни. Унǎн пурлǎ татав ҫуклǎ формисем.

     Паллǎ ячӗсен тӗп. танлаштаруллǎ тата вǎйлǎ степенӗсем, вӗсемпе пуплевре усǎ курасси.паллǎ ячӗсем –ак/-ек, -ǎк/-ӗк, -кǎн/-кӗн, -чǎн/-чӗн, -лǎ/-лӗ аффикссем хушǎнса пулни.

     Предложени. Предложенин пӗр йышши  членӗсем. Вӗсем пӗтӗҫтерӳпе (союзпа) (анчах, ҫапах, тата, та(те) тата пӗтӗҫтерӳсĕр (союзсǎр) çыхǎнни.

     Орфографи тата орфоэпи. Мǎшǎр сǎмахсене çырасси.

     Сǎпат ылмашĕсене тĕрĕс каласси, çырасси.

     Япала ячĕсен падеж формисене тĕрĕс çырасси.

     Глаголǎн çак формисене тĕрĕс каласси, çырасси: 1) хальхи вǎхǎтǎн сǎпат формисене (çыратǎп-çырмастǎп, çыратǎн-çырмастǎн); 2) пулас вǎхǎт формисене (ту-тǎвǎп, тǎвǎн, тǎвĕ); 3) (р) сасǎпа пĕтекен йĕр, кĕр, кӳр, пар пер, пыр, тǎр, хур, яр глаголсен иртнĕ вǎхǎт формисене: кĕтĕм, кĕтĕн, кĕчĕ, кĕтĕмĕр (р) сасǎ тухса ӳкет.

     Çемçе (л*),(н*), (т*) сасǎсемпе пĕтекен сǎмах тĕпĕ çумне –лǎ(-лĕ) аффикс хушǎнса пулнǎ сǎмахсенчеь çырасси: кукǎльлĕ,супǎньлĕ, тетрадьлĕ, медальлĕ, портфельлĕ.

     Паллǎ ячĕсен вǎйлǎ степĕненче (хуп-хура, тӳп-тӳрĕ, ем-ешĕл, çап-çутǎ, сап-сарǎ, кǎн-кǎвак) дефис лартасси.

     Пунктуаци. Пĕр йышши членлǎ предложенисенче хӳреллĕ пǎнчǎ лартасси.

 

Ĕç программи тума усǎ курнǎ вĕренӳ программи: Тǎван чĕлхе программи, чǎваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли, Шупашкар,2008.

 

Чǎваш чĕлхи валли 3 класра 3 сехет уйǎрнǎ.

Чǎваш чĕлхине ирттермелли тĕп кĕнеке – чǎваш чĕлхи 3 класс Л.П.Сергеев, Т.В.Артеьева, А.Р.Кульева, Ю.С.Семенов – Шупашкар: Чǎваш кĕнеке изд-ви, 2005.

  3 класран вĕренсе тухнǎ тĕле ачасен пĕлмелле:

1) вĕреннĕ орфограммǎсенчен тǎракан 40-45 сǎмахлǎ текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕсенче кирлĕ чарǎну (пǎнчǎ, ыйтӳ е кǎшкǎру) пали лартма;

2) сǎмахсен сасǎ тытǎмне сǎнама: сыпǎксене уйǎрма. Уçǎ тата хупǎ сасǎсене палǎртма, уçǎ сасǎ çине пусǎм ӳкни- ӳкменнине пĕлме, хупǎ сасǎ хытти-çемçине, янǎравлǎ-янǎравсǎррине тйума, сǎмахри сасǎпа саспалли хисепне уяма;

3) сǎмах тытǎмне (тымарĕпе аффиксне) калама;

4) пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллǎ ячĕ) палǎртма, вĕсем мĕнле формǎрине ( япала ячĕсен хисепне, глаголсен вǎхǎчĕпе хисепне) чухлама;

5) предложенири сǎмахсен çыхǎнǎвне асǎрхама, сǎмах майлашǎвĕсене уйǎрма;

6) предложении тытǎмне (синтаксисне) ансат тишкерме (вǎл калуллǎ, ыйтуллǎ е хистевлĕ, кǎшкǎруллǎ е кǎшкǎрусǎр пулнине палǎртма, унǎн тĕп тата кĕçĕн членсене, вĕсем хушшинчи çыхǎнǎва ыйту лартса тупма);

7) ушкǎнпа тунǎ е хатĕр планпа усǎ курса 55-65 сǎмахлǎ изложении çырма вĕренсе çитмелле.


Вӗрентӳ ǎс-тǎн пару никӗсӗ, унǎн тӗп инструменчӗ - тǎван чӗлхе

Вӗрентӳ ǎс-тǎн пару никӗсӗ, унǎн тӗп инструменчӗ - тǎван чӗлхе

Ачасем сǎмахǎн тӗп пайӗсемпе паллашаҫҫӗ - унǎн тымарӗпе аффиксӗсем; пуплев пайӗсем – япала ячӗ, глагол, паллǎ ячӗ; предложенин тӗп (подлежащи, сказуемǎй) тата кӗҫӗн членӗсем; предложени…

Ачасем сǎмахǎн тӗп пайӗсемпе паллашаҫҫӗ - унǎн тымарӗпе аффиксӗсем; пуплев пайӗсем – япала ячӗ, глагол, паллǎ ячӗ; предложенин тӗп (подлежащи, сказуемǎй) тата кӗҫӗн членӗсем; предложени…

Уçǎ тата хупǎ сасǎсене палǎртма, уçǎ сасǎ çине пусǎм ӳкни- ӳкменнине пĕлме, хупǎ сасǎ хытти-çемçине, янǎравлǎ-янǎравсǎррине тйума, сǎмахри сасǎпа саспалли хисепне уяма; 3) сǎмах тытǎмне…

Уçǎ тата хупǎ сасǎсене палǎртма, уçǎ сасǎ çине пусǎм ӳкни- ӳкменнине пĕлме, хупǎ сасǎ хытти-çемçине, янǎравлǎ-янǎравсǎррине тйума, сǎмахри сасǎпа саспалли хисепне уяма; 3) сǎмах тытǎмне…
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
31.10.2021