Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствин
хушма професси вĕренĕвĕн
«Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ» бюджет учрежденийĕ
СЦЕНАРИСЕН «ЧĂВАШЛА УЯВ ЯНРАТĂР!» РЕСПУБЛИКА КОНКУРСĔ
НОМИНАЦИ
«Уроксем хыççăнхи мероприяти»
________________________________________________________________________
ТЕМА
«Туслăхра – вăй»
Мероприятие 9-10 çулти ачасем валли хатĕрленĕ
Ĕç тĕллевĕ: чăваш чӗлхине вӗренес туртăма аталантарасси
Сценарин авторĕ:
Чучакова Марина Георгиевна,
Хӗрӗ Чутай районӗнчи Ҫӗн Атикасси вăтам шкулĕн кӗҫӗн классене вĕрентекенĕ
телефон:8-987-672-85-39
e-mail: marinachuchakova@mail.ru
ШУПАШКАР – 2021
Вăйă тĕллевĕсем:
1) чăваш чĕлхипе мӗн вӗреннине аса илсе ҫирӗплетесси;
2) ачасене пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, шухăшлавне аталантарасси;
3) вĕренекенсен ушкăнпа ĕçлес хăнăхăвне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем: « Шăпа» костюмӗ,
План:
1. Вăйă йӗркипе паллаштарасси.
2. Вылякансене суйласа илесси.
3. 1 тур
4. 2 тур
5. 3 тур
6. 4 тур
7. 5 тур
8. Ҫӗнтерӱҫӗне чыслани.
Вăйă юхăмĕ:
- Ачасем, паян эпир « Туслăхра вăй» вăйă выльăпар. Чăваш чӗлхипе мӗн вӗреннине аса илӗпер. Вăйăри кашни тур хыҫҫăн пирӗн пата « Шăпа» килет. Вăл шут сăввипе вылякана суйласа илет. Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Ертсе пыракан ачасене ыйту парать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. Тӗрӗс ответ парайман ачана « Шăпа» хăйпе пӗрле илсе каять. Ҫапла майпа кашни тур хыҫҫăн ача шучӗ чакса пырать.
2.Вылякансене суйласа илесси.
- Халӗ вылякансене суйлама вăхăт ҫитрӗ. Эсир улттăн, вăйăра вара пилӗк ача кăна ваылять. Пуринчен те малтан тата тӗрӗс хурав паракан командир пулать.
Пӗрремӗш ыйту ҫине ответлеме число ҫырмалла. Тепӗр 4 ача ҫак ыйтăвăн хуравӗ патне ҫывăх число ҫырнисем пулаҫҫӗ.
Ыйту: Чăваш алфавитӗнче пурӗ миҫе сас палли?
Тӗрӗс те хăвăрт (ача ячӗ) ….ответлерӗ. Вăл командир пулать. Вăйăра ( ытти ачасен ячӗсене калать)…. выляҫҫӗ.
2 1
К
3 4
1 –мӗш тур.
-Халӗ кашни вылякана пӗрер ыйту паратăп. Командир отвечӗсене тӱрлетсе калама пултарать.
1. Вылятпăр сăмахра миҫе уҫă сасă ?
2. Ачасем сăмахра миҫе сыпăк?
3. Урок сăмахра пусăм мӗнле сыпăк ҫине ӱкет?
4. Тетрадь сăмахра миҫе уҫă сасă?
- Халӗ пирӗн пата « Шăпа» килет. Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять.
«Шăпа» шут сăвви калать:
Вӗл-вӗл вӗлтӗрен,
Вӗлтӗренӗн айӗнче
Сар кайăкăн чӗппи пур.
Эс те чипер, эп те чипер,
Чăн чиперри сик тух.
Ертсе пыракан:
- Ваттисен сăмахне вӗҫлӗр. Вӗренни – ҫутă, вӗренменни – ( тӗттӗм)
- Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
2 тур.
- Халӗ вăйăра 4 вылякан.
- Ыйту ҫине тӗрес хурав пама тăрăшăр.
- Пур сăмахӗ те ҫӗнӗ сăмах тăвакан аффикс хушăннипе пулнă-и ?
1) туслăх 2) ҫыруҫă 3)кӗнекепе 4) вăйлă 5) шутла
«Шăпа» килет. Шăрпăкпа шăпа ярать. (Кама шăрпăк лекет, вăл тепӗр ачана чӗнсе сӗтел патне тухать)
Ертсе пыракан:
-Эпӗ сăвă йӗркисене вулатăп. Кам ҫинчен ку сăвă? Тупсăмне пӗлӗр.
Пире кам ачашшăн
Лăпкать пĕчĕкрен,
Чипер çын тăвасшăн
Çунать чĕререн?
Кам пултăр? Пĕлеççĕ
Туссем вăл камне:
Вăл – пирĕн телей-çке,
Вăл – пирĕн (анне!)
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
3 тур:
- Халӗ вăйăра 3 вылякан юлчӗ.
- Ыйту ҫине тӗрес хурав пама тăрăшăр.
- Пур сăмахӗ те кам ыйтура тăрать-и?
1) вӗренекен 2) Ванюк 3) повар 4)йытă 5) парта
- Маттур ачасем.
«Шăпа» килет, шут сăвви калать:
Кăвак мулкач хирте чупать,
Ҫырта, ҫырта курăк татать,
Кам мулкача курăк парать,
Ҫав малалла мулкач пулать.
(Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. )
Ертсе пыракан:
- Ани - шурă, вăрлăхӗ – хура. Мӗн ку?
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
4 тур:
- Халӗ вăйăра 2 вылякан юлчӗ.
- Кӗнеке сăмах мӗнле пуплев пайӗ? Мӗншӗн кӗнекепе туслă пулмалла?
- Япала ятне сăнлакан предложенисене суйласа кала.
1) Япалана пӗлтерекен пуплев пайӗ;
2) Япала паллине пӗлтерекен пуплев пайӗ
3) Унăн ыйтăвӗ кам? мӗн?
4) Вăхăт тăрăх улшăнать
«Шăпа» килет, шут сăвви калать:
Виҫӗ кишĕр, ик сухан,
Эп юлатăп, эс тухан.
(Суйласа илнӗ вылякан тепӗр ачана чӗнсе тухса сӗтел хушшине тăрать. Кам чи малтан тӗрӗс хурав парать, ҫав вăйăра малалла вылять. )
Ертсе пыракан:
- Ваттисен сăмахне аса илӗр:
Кама ? хисеплекен, хăй те ырă куракан ( Атте-аннене)
- Маттур. Тӗрӗс ( ача ячӗ)…. ответлерӗ. «Шăпа» вара ( ача ячӗ)… хăйпе пӗрле илсе каять.
5 тур
- Вăйăра 1 ача юлчӗ.
- Ҫак сăмахсем пурте мăшăр сăмахсем –и ?
1) ҫăкăр-тăвар 2) ир-каҫ 3) ял-ял 4) лару- тăру 5) пит-куҫ
Ҫӗнтерӱҫӗне чыслани.
- Маттур, ачасем. Паянхи вăйăра ҫӗнтерӱҫӗ ятне …. тивӗҫ пулчӗ.
Ачасем, эсир чăваш чӗлхине малалла та тăрăшса вӗренессе шанас килет. Тепере тӗл пуличчен.
3-мĕш класра ирттермелли урок планĕ.
Тема: Аффикслă сăмахсене тĕрĕс çырасси
Тĕллевĕсем: 1) аффикслă сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентесси;
2) малтанхи уроксенче вĕреннине аса илесси;
3) ачасене пĕтĕмлетÿ тума хăнăхтарасси, шухăшлавне аталантарасси;
4) вĕренекенсен ушкăнпа ĕçлес хăнăхăвне аталантарасси.
Кирлĕ хатĕрсем:
1. «Чăваш чĕлхи» учебник (Л. П. Сергеев, Т. В. Артемьева, А. Р. Кульева, Ю. С. Семенов: 3-мĕш класс. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви:119-120-мĕш с.;
2. 3-мĕш класра чăваш чĕлхипе усă курмалли «Ĕç тетрачĕ» (18-мĕш с.);
3. Валеçсе памалли ĕçсем, карçинкка, компьютер.
Урок юхăмĕ:
I. Урока йĕркелени.
— Пурте пĕрле алла-аллăн тытăнар та куç хупса алăсене чăмăртар, ăшра пĕр-пĕрне ăнăçу сунар та çапла калар: «Эпир вăйлă, эпир туслă, манăн юлташсем пĕринчен тепри маттур, ăслă».
II.Таса та илемлĕ çырни.
Кĕркурисен качаки
кĕрсе кайнă картаран,
купăстана, кăшмана
кăчăрт-кăчăрт кашланă.
— Мĕнле сасă ытларах илтĕнет? (К)
— [К] сасса пĕлтерекен сас паллине тата çак сас паллирен пуçланакан сăмахсене хитре çырса хурăр.
Кк кℓк кℓк ки ик Кр ка ак кр
карçинкка кравать Куславкка
III. Малтанхи уроксенче вĕреннине аса илесси.
1. «Хăшĕ ытлашши» вăйă.
Суйлавçă, шурлăх, çыру, юлташ, мечĕкле, тĕпчевçĕ.
— Хăш сăмахĕ ытлашши? (Юлташ)
— Мĕншĕн?
— Паян урокра мĕнле сăмахсем çинчен калаçăпăр? (Аффикслă сăмахсем çинчен.)
2. Ыйтусем çине ответлени.
— Чăваш чĕлхинчи сăмахсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пайсем çине уйрăлаççĕ?
— Мĕне аффикс теççĕ?
— Аффикссем мĕнлисем пулаççĕ?
— Сăмаха улăштаракан аффикссем мĕн тума кирлĕ?
— Сăмаха улăштаракан мĕнле аффикссене пĕлетĕр?
— Çĕнĕ сăмах тăвакан мĕнле аффикссене пĕлетĕр?
IV. Эпир тĕпчевçĕсем. Çĕнĕ темăна тĕпчени.
1. Ушкăнсемпе ĕçлени. Сăмахсене тишкерни.
1-мĕш ушкăн 2-мĕш ушкăн
тимĕр-çĕ юмах-çă шĕшкĕ-лĕх тус-лăх
кĕнеке-çĕ суйлав-çă илем-лĕх хурăн-лăх
тĕпчев-çĕ калав-çă ирĕк-лĕх юман-лăх
3-мĕш ушкăн 4-мĕш ушкăн
вăй-лă илем-лĕ шут-ла хатĕр-ле
тус-лă телей-лĕ тар-ла тирпей-ле
савăнăç-лă тĕрек-лĕ сăр-ла кĕвĕ-ле
2. Кашни ушкăн учитель ыйтăвĕсем çине хуравлани.
— Юпари сăмахсен тымарĕсем мĕнле?
— Вĕсен çумне мĕнле аффикссем хушăннă?
3. Ачасем хăйсемех пĕтĕмлетÿ туса хăварни.
Сăмах тымарĕнчи сасăсем хытă пулсан ун çумне хытă аффикссем хушăнаççĕ. Сăмах тымарĕнчи сасăсем çемçе пулсан ун çумне çемçе аффикссем хушăнаççĕ.
4. Учебникри теори пайне ачасем хăйсем тĕллĕн вулани (119-мĕш стр.).
V. Вĕреннĕ темăна çирĕплетни.
1. 253-мĕш хăнăхтарăва пурнăçлани. Сăмахсене вуламалла: тымар çумне хытă е çемçе аффикс хушăннине каламалла. Хăш пĕр сăмахсен пĕлтерĕшĕсене ăнлантарни:
Кĕсле — хĕлĕхлĕ музыка инструменчĕ. Кĕсле калакан çынна кĕслеçĕ теççĕ. (Манăн пичче —кĕслеçĕ. Унăн кĕсле пур.)
Тĕпчевçĕ — мĕн те пулин тĕпчесе пĕлекен çын. (Коля ашшĕ ÿсен тăрансем мĕнле ÿснине тĕпчет. Вăл тĕпчевçĕ.)
Палăртнă сăмахсемпе предложенисем туса çырасси.
2. Ĕç тетрачĕ çинчи ĕçе пурнăçлани (18-мĕш с.: 1-мĕш ĕç).
— Сăмах тымарĕсене кирлĕ аффикспа тĕрĕс çыхăнтарăр.
3. Валеçмелли карточкăсемпе ĕçлени.
Кĕтÿ… кĕтÿ кĕтет. Хĕвел… çанталăкра урамра ăшă. Пирĕн пахчара тут… пан улми йывăççи пур. Купăс… илем… кĕвĕ шăрантарать. Тĕрĕс… хĕвелтен те çутăрах.
Ачасем тетрадь çине предложенисене çырса илеççĕ.
VI. Кану саманчĕ.
«Урокра» юрăпа ташă хусканăвĕсем тăвасси.
VII. Вăйă «Карçинккана тултар».
Пĕр сăмахпа мĕнле каламалла?
— Юмах яма юратакан çын. (Юмахçă)
— Хурăн вăрманĕ. (Хурăнлăх)
— Куç вăйсăрлансан, япăх кура пуçласан тăхăнмалли хатĕр. (Куçлăх)
— Шăратать, шăварать, шăкăр-шакăртан шарт тăвать. (Тимĕрçĕ)
— Кĕтÿ кĕтекен çын. (Кĕтÿçĕ)
— Пулă тытма юратакан çын. (Пулăçă)
VIII. Çемçе аффикслă сăмахсене çырассине тĕпчесси.
1. Сăмах диктанчĕ: юлташ, ача, юман, кĕнеке, пÿрт.
— Ку сăмахсем мĕне пĕлтереççĕ? (Япалана)
— Миçе япалана кăтартаççĕ? (Пĕр япалана)
— Япала нумай пулсан мĕнле каламалла? (Юлташсем, ачасем, юмансем, кĕнекесем, пÿртсем)
— сем аффикс мĕнле сăмахсем çумне хушăнать?
2. Пĕтĕмлетÿ туни: -сем аффикс çемçе сăмахсем çумне те, хытă сăмахсем çумне те хушăнать.
Ытти çемçе аффикссем çинчен каласа пани.
3. Кĕнекери правилăпа ĕçлени. (120-мĕш с.)
4. Вĕреннине çирĕплетмелли хăнăхтарусем:
а) нумайлă хисепре калăр: пĕлĕт, вăрман, кÿлĕ, сарт, хула;
ă) çак сăмахсем çумне –скер, -хи, -чен аффикссем хушса калăр: пĕчĕк, каç, ир, кăнтăрла.
IX. Пĕтĕмлетÿ туни.
— Хытă сăмахсем çумне мĕнле аффикссем хушăнаççĕ?
— Çемçе сăмахсем çумне мĕнле аффикссем хушăнаççĕ?
— Мĕнле аффикссем яланах çемçе пулаççĕ?
Ачасем хăйсен пĕлĕвне хаклани. (Сигналлă ÿкерчĕксем кăтартаççĕ.)
Хĕрлĕ – пит лайăх «5»
Сарă – лайăх «4»
Симĕс – аптрамасть «3»
X. Киле валли ĕç: 254-мĕш хăнăхтарăва пурнăçламалла; теори пайне вуламалла.
Захарова Галина Валентиновна.
Чăваш Республики, Йĕпреç районĕнчи
Эйпеçри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекен
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.