Антип Николаев "Юра асламаше"
Оценка 5

Антип Николаев "Юра асламаше"

Оценка 5
doc
20.09.2021
Антип Николаев "Юра асламаше"
конспект урока Ильина В.А..doc

Тема: А.Николаевăн «Юра  асламăшĕ» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ.

 

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.

 

Сапăрлăх тĕллевĕ: ҫемьери ҫынсен чун-чĕрине ăнланма, кирлĕ чухне вĕсене пулăшма,ватăсене хисеплеме вĕрентесси.

 

Пĕлӳ тĕллевĕ: хайлав темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ҫыннăн тата сăнарăн ырă тата япăх енĕсене курма, ыррине йышăнса, усаллине сивлеме хăнăхтарасси; хайлаври ĕҫ-пулăма паянхи пурнăҫпа ҫыхăнтарса пурнăҫа ăнланма вĕрентесси.

 

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; тишкерӳллĕ вулав; вуланă май план туса пыни; илемлĕ сăмах ҫаврăнăшĕсен синонимĕсене тупса палăртни; тĕп сăнарсене хак пани. Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вуласси, илемлĕх мелĕсене тупасси; текст хыҫҫăнхи ыйтусене хуравласси; ачасемпе хайлавăн тĕп шухăшĕ пирки калаҫасси; «Манăн асанне (кукамай, асатте, кукаҫи) хайлав ҫырма хатĕрленесси, план тăвасси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлесси.

Словарь ĕҫĕ: ват-супнă, ҫан-ҫурăм, сăвап.

 

Кирлĕ хатĕрсем: А.Николаевăн сăнĕ, презентации

 

Урок эпиграфĕ: «Ватта сума сăвакан, хăй те ырă куракан»

Урок юхăмĕ.

1 Урок пуҫламăшĕнче «Асанне» юрă янăрать. Мĕн ҫинчен эпир итленĕ юрă? Асаннесĕр пурнăҫ чухăн пулнине мĕнле сăмахсем ҫирĕплетсе параҫҫĕ? Камăн асламăшĕ пĕрле пурăнать? Мĕнле шутлатăр, кам телейлĕрех: камăн асламăшĕ пур е камăн ҫук?

2. Урок темине палăртатпăр. Тĕллевĕсене калатпăр. Урок эпиграфне вулатпăр, ăнлантаратпăр.

3. Презентаци тăрах кĕскен Антип Николаев ҫинчен пĕлетпĕр..

 

4. Тишкерӳллĕ вулав. Вуланă май план тăватпăр.

1)    Юрăн ирхи йывăр ĕҫĕ.

2)     Юрăпа асламăшĕ.(асламăшĕн пăшăрханăвĕ)

3)    Асламăшĕн ҫемьери вырăнĕ.

4)    Асламăшĕ шкулта.

5)    Тĕлĕнмелле урок.

6)    Намăс.

7)    Урок хыҫҫăн.

 

Кластер тăватпăр. Ачасем мăшăрăн ĕҫлеҫҫĕ.

Асанне (глаголсем тупатпăр)

Юра (глаголсем тупатпăр)

хистет

пăшăрханать

ассăн сывласа ярать

чиксе яма хăтланать

ир тарать, каҫ выртать

выльăх-чĕрлĕх патне тухать, лавккана каять, апат пĕҫерет, кĕпе ҫăвать, урай сĕрет, хаш сывласа ярать

ҫӳреме пуҫларĕ, хирĕҫлемест,кĕрсе ларать, ăнланма тăрăшать, тархасласа ыйтать

ҫӳҫенет, тӳсме пултараймасть,

хыпашлать, хырăмне мăкартать,

пухма пуҫлать

харкашать, ҫаврăнса та пăхмасть

чупса анать, шутлать,

хăлхисене тăратрĕ, нимле марланса каять, нимĕн калама та пĕлеймест, айăплăн туйса пăхса ҫаврăнать, вирхĕнсе тухать, урам тăрăх вĕҫтерет,

вĕҫсе кĕрет, хурлăхлăн пăхать, ыткăнать, йĕрсе ярать

 

Кластер тăрăх пĕрмĕш ушкăн Юрăна сăнласа парать, иккĕмĕш - асламăшне.

Текстри илемлĕх мелĕсене тупни: кĕнекери 3.1,3.2 ĕҫсем.

Синквейн

Асанне

Ырă кăмăллă, ĕҫчен

Пăшăрханать, ăнланма тăрăшать, хирĕҫлемест

Асанне пупиншĕн те пăшăрханать, пурне те ăнланма тăрăшать, килтисене хирĕҫлемест.

пирĕшти

Словарьпе ĕҫлетпĕр: ватсупнă, ҫан-ҫурăм, сăвап

 

Ваттисен сăмахĕсене пĕрлештер

Ваттисем калани вырăнлă.

Ватăран кулакан ват хыпнă.

Ватăпа ватă пул, ҫаирăкпа ҫамрăк пул.

 

 

 

5. Вĕреннине аса илни

Пĕрремĕш вăйăРифма тăрăх сăввине туп!

          …………………………………çын-çынах,

           ………………………………… пулмĕ ют.

           ………………………………….çав-çавах:

         ……………………………............. ан сут!

Иккĕмĕш вăйăГлаголсемпе çеç!

1)  Хайлав содержанийĕнчи глаголсене çеç, сирĕн  хайлава палласа илмелле, жанрне, авторне каламалла:

пырса, каять, йăтса, курах каять, çĕклет, чĕнет, сехĕрленсе ÿкет, чĕтресе, ан пĕтер, ан пĕлтер.

 

2)  (Хурав: «Хăравçă Мулкач» юптару, авторĕ Александр Кăлкан).

      Юптарăвăн пĕлтерĕшĕ – халăх пурлăхне çаратакан çынсемпе хăрамасăр кĕрешме чĕнет.      

                               

6. Киле ĕç пани. Суйласа илмелли килти ĕç:

1.        Ватă ҫынсен асаилĕвĕсене ҫырса килмелле

2.     Калав содержанине туллин каласа пама вĕренмелле.

3.     «Манăн асанне (кукамай, асатте, кукаҫи) хайлав ҫырмалла

4.        Сюжетлă ÿкерчĕк тăвасси  (начартарах вĕренекенсем валли)

     7.Рефлекси:                           

    а) Ачасем, эпир паян урокра мĕнле тема пăхса тухрăмăр?

     ă) Мĕнле ĕçсем туса ирттертĕмĕр ?

Учитель сăмахĕ: Ачасем, паянхи урока оценкăсем лартса хаклар-ха. Сирĕн умăрта «3» , «4», «5» паллăсем выртаççĕ.       

Сире урок питĕ килĕшрĕ пулсан - «5» паллăсене çĕклеме ыйтатăп.

Сире урок  килĕшрĕ  пулсан -« 4» паллăсене çĕклемелле .

Сире урок вуçех килĕшмерĕ пулсан - «3» паллăсене çĕклĕр



Тема: А.Николаевăн «Юра асламăшĕ» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ

Тема: А.Николаевăн «Юра асламăшĕ» хайлавĕ, унăн темипе тĕп шухăшĕ

Юрăпа асламăшĕ.(асламăшĕн пăшăрханăвĕ) 2)

Юрăпа асламăшĕ.(асламăшĕн пăшăрханăвĕ) 2)

Вĕреннине аса илни Пĕрремĕш вăйă –

Вĕреннине аса илни Пĕрремĕш вăйă –
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
20.09.2021