ТАВАХ СИРЕ, АННЕМĔРСЕМ!
1 ача. Пĕтĕм тĕнчери Хӗр арǎмсен кунĕ ячĕпе пурне те Салам!
Ăçти çĕр-шывра çуралсан та ача –
«Анне» сăмахран ун чĕлхи пуçланать.
Анне – уншăн сывлăш, Хĕвеллĕ вучах,
Унпа ăшăнать вăл, Унпа вăл вылять.
Ÿссе çитĕнсен те, «анне» сăмаха
Ялан илтме хатĕр-çке пирĕн хăлха.
2 ача. «Анне» сăмахпа çула тухнă эпир –
Анне пек илемлĕ, Анне пек çут ир.
Тен, çавăнпа шухăшлатăп çапла:
Анне –манăн ялăм, Анне – ман хула!
Сцена çине 1 классем тухаççӗ. Юрǎ «Мамочка»
1 ача. Хĕрарăм –кил ăшши ялан.
Ун кăкăрĕн сĕтне çисе, Утма пуçлаççĕ ачасем.
Чĕвĕл чĕкеçĕн сассине Илеççĕ калаçма, вара
Пуçлаççĕ ăшă сăмахран: «Анне».
Юрǎ «Асамат кĕперĕ»
2 ача: Ун пек хисеплĕ, ырă ят
Пулман та, пулмĕ тĕнчере.
Вăл маншăн тăванран тăван,
Ялан вăл манăн чĕрере.
Чᾰваш ташши 1-мӗш классем ташлаҫҫĕ.
1 ача: «Анне» сăмах мĕнпе танлашĕ?!
Кун-çул пуçламăшĕ - анне .
Вăл – пурнăç витĕмĕ, ун тĕшĕ,
Пире парать хăй ăшшине.
Халӗ сцена çине 2-мӗш классем тухаççӗ.
Юрǎ «Пахчи, пахчи»
1
ача: Чи хакли мĕн тĕнчере?
Вăл – анне!
Вăл упранĕ чĕрере Ĕмĕрех.
Такмаксем. 2-мӗш классем юрлаççӗ
1 ача: Ылтăн пек ырă çыннăм анне,
Çук санран лайăххи тĕнчере,-
Çĕклемешкĕн çĕр-шыв хăватне
Ăраскал пехиллетĕн пире.
Эх, аннеçĕм, пĕртен- пĕр анне,
Яланах эс çĕклен чĕрене,-
Тайма пуçăм сана, тайма пуçăм.
«Чᾰваш ташши» 2-мӗш классем ташлаҫҫĕ
2 ача: Анне!
Эс мана мĕн кирлине йăлт панă:
Çыпăçмасть усал ят ман çума,
Эп санран ĕçчен пулма вĕрентĕм,
Юратма вĕрентĕм халăха
Сцена çине 3- мӗш класра вӗренекенсем тухаççӗ.
1 ача:- Анне! – тет ун ачи ăна,
Чун-чĕрене сăмахĕ ачашлать.
Хăй чĕлхипе кашни çуралакан
Çак сăмаха калать нимрен малтан!
Аннесене саламласа 3-мӗш классем «Наши мамы» юрǎ юрлаҫҫĕ.
Исценировка
«Ах, мамочка» 2-мӗш классем лартса параҫҫĕ.
Юрᾰ «Встречайте праздник с песнями» 2-мĕш классем юрлаҫҫĕ.
1 ача: Анне чĕри кăвар пек вăл вĕри,
Кăварсăр чĕрере кăвар хыптартăр.
Питре çиçейтĕр-и хĕвел тĕрри,
Анне ятне никам нихçан
ан мантăр.
Юрᾰ «Иккĕшне те юратап»-3-мĕш классем юрлаҫҫĕ
Ташǎ «Ангелочек» 3-мӗш классем ташлаҫҫĕ.
2 ача: Анне - ăшă хĕвел! Анне – çутă тĕнче! Анне – пирĕн телей!
Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче
Пурнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.
Сцена ҫине 4-мĕш классем тухаҫҫĕ
Юрᾰ «Мама, мама»
1 ача: Инкек- синкек сиксе тухать-и,
Хуйхи те хушăран пулать,
Кирек хăçан та эс туятăн:
Анне пуриншĕн те çунать.
Тен, çавăнпах- тăр унăн çÿçĕ
Ытла та хăвăрт шуралать.
Кунсем-çулсем чупса иртÿçĕн
чĕри те вăхăтсăр хавшать
Юрᾰ «Хĕрлĕ розᾰсем»
2 ача: Вăл пур самантра та чи çутă тивлет,
Анчах ман çакна та калассăм килет:
Хăш чух эпир темшĕн, чĕресĕр пекех,
Çуратнă аннешĕн хыпмастпăр питех.
Чᾰваш ташши- 4-мĕш класс хĕр ачисем ташлаҫҫĕ.
1 ача: Ылтăн пек ырă çыннăм анне,
Çук санран лайăххи тĕнчере,-
Çĕклемешкĕн çĕр-шыв хăватне
Ăраскал пехиллетĕн пире.
Эх, аннеçĕм, пĕртен- пĕр анне,
Яланах эс çĕклен чĕрене,-
Тайма пуçăм сана, тайма пуçăм.
Такмаксем – 4-мĕш классем калаҫҫĕ
« Светит солнышко» хор юрлать
2 ача: Ҫакǎнпа пирӗн концерт вӗçленчӗ. Тепӗр хут пурне те уяв ячӗпе саламлатпǎр. Сывǎ пулǎр.
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.