Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"
Оценка 4.8

Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"

Оценка 4.8
doc
23.01.2020
Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"
Тавах сире аннемерсем.doc

ТАВАХ СИРЕ, АННЕМĔРСЕМ!

 

1 ача. Пĕтĕм тĕнчери Хӗр арǎмсен кунĕ ячĕпе пурне те Салам!

 Ăçти çĕр-шывра çуралсан та ача –

 «Анне» сăмахран ун чĕлхи пуçланать.  

Анне – уншăн сывлăш, Хĕвеллĕ вучах,

Унпа ăшăнать вăл, Унпа вăл вылять.

Ÿссе çитĕнсен те, «анне» сăмаха

Ялан илтме хатĕр-çке пирĕн хăлха.

2 ача. «Анне» сăмахпа çула тухнă  эпир –

Анне пек илемлĕ, Анне пек çут ир.

Тен, çавăнпа шухăшлатăп çапла:

Анне –манăн ялăм, Анне – ман хула!

Сцена çине 1 классем тухаççӗ. Юрǎ  «Мамочка»

1 ача. Хĕрарăм –кил ăшши ялан.

Ун кăкăрĕн сĕтне çисе, Утма пуçлаççĕ ачасем.

Чĕвĕл чĕкеçĕн сассине Илеççĕ калаçма, вара

Пуçлаççĕ ăшă сăмахран: «Анне».

 Юрǎ «Асамат кĕперĕ»

2 ача: Ун пек хисеплĕ, ырă ят

Пулман та, пулмĕ тĕнчере.

Вăл маншăн тăванран тăван,

Ялан вăл манăн чĕрере.

Чваш ташши 1-мӗш классем ташлаҫҫĕ.

1 ача: «Анне» сăмах мĕнпе танлашĕ?!

Кун-çул пуçламăшĕ - анне .

Вăл – пурнăç витĕмĕ, ун тĕшĕ,

Пире парать хăй ăшшине.
Хал
ӗ сцена çине 2-мӗш классем тухаççӗ.

Юрǎ «Пахчи, пахчи»
1 ача: Чи хакли мĕн тĕнчере? Вăл – анне!

Вăл упранĕ чĕрере Ĕмĕрех.

Такмаксем. 2-мӗш классем юрлаççӗ

1 ача: Ылтăн пек ырă çыннăм анне,

Çук санран лайăххи тĕнчере,-

Çĕклемешкĕн  çĕр-шыв хăватне

Ăраскал пехиллетĕн пире.

Эх, аннеçĕм, пĕртен- пĕр анне,

Яланах эс çĕклен чĕрене,-

Тайма пуçăм сана, тайма пуçăм.

 «Чᾰваш ташши» 2-мӗш классем ташлаҫҫĕ

2 ача: Анне!

Эс мана мĕн кирлине йăлт панă:

Çыпăçмасть усал ят ман çума,

Эп санран ĕçчен пулма вĕрентĕм,

Юратма вĕрентĕм халăха

Сцена çине 3- мӗш класра вӗренекенсем тухаççӗ.

1 ача:- Анне! – тет ун ачи ăна,

Чун-чĕрене сăмахĕ ачашлать.

Хăй чĕлхипе кашни çуралакан

Çак сăмаха калать нимрен малтан!

Аннесене саламласа 3-мӗш классем «Наши мамы» юрǎ юрлаҫҫĕ.
Исценировка «Ах, мамочка» 2-мӗш классем лартса параҫҫĕ.

Юр «Встречайте праздник с песнями» 2-мĕш классем юрлаҫҫĕ.

1 ача: Анне чĕри кăвар пек вăл вĕри,

Кăварсăр чĕрере кăвар хыптартăр.

Питре çиçейтĕр-и хĕвел тĕрри,

Анне ятне никам нихçан ан мантăр.
Юрᾰ «Иккĕшне те юратап»-3-мĕш классем юрлаҫҫĕ

Ташǎ «Ангелочек» 3-мӗш классем ташлаҫҫĕ.

2 ача: Анне - ăшă хĕвел! Анне – çутă тĕнче! Анне – пирĕн телей!

Анне! Çак ят чи çывăх, чи чаплă çĕр çинче

Пурнать вăл ĕмĕр сывă кашни çын чĕринче.

Сцена ҫине 4-мĕш классем тухаҫҫĕ

Юрᾰ «Мама, мама»

1 ача: Инкек- синкек сиксе тухать-и,

Хуйхи те хушăран пулать,

Кирек хăçан та эс туятăн:

Анне пуриншĕн те çунать.

Тен, çавăнпах- тăр унăн çÿçĕ

Ытла та хăвăрт шуралать.

Кунсем-çулсем чупса иртÿçĕн

чĕри те вăхăтсăр хавшать

Юрᾰ «Хĕрлĕ розᾰсем»

2 ача: Вăл пур самантра та чи çутă тивлет,

Анчах ман çакна та калассăм килет:

Хăш чух эпир темшĕн, чĕресĕр пекех,

Çуратнă аннешĕн хыпмастпăр питех.

Чᾰваш ташши- 4-мĕш класс хĕр ачисем ташлаҫҫĕ.

1 ача: Ылтăн пек ырă çыннăм анне,

Çук санран лайăххи тĕнчере,-

Çĕклемешкĕн  çĕр-шыв хăватне

Ăраскал пехиллетĕн пире.

Эх, аннеçĕм, пĕртен- пĕр анне,

Яланах эс çĕклен чĕрене,-

Тайма пуçăм сана, тайма пуçăм.

Такмаксем – 4-мĕш классем калаҫҫĕ

« Светит солнышко» хор юрлать

2 ача: Ҫакǎнпа пирӗн концерт  вӗçленчӗ. Тепӗр хут пурне те уяв ячӗпе саламлатпǎр. Сывǎ пулǎр.

 


Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"

Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"

Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"

Конспект внеклассного мероприятия "Тавах сире аннемерсем"
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
23.01.2020