Контрольный тест по чувашской литературе, 5 класс

  • docx
  • 28.09.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала Тест лит..docx

5 класс

П.т.млет\ тĕрĕслев ĕçĕ

2         вариант

1. Мěн вӑл юмах?

А) асамлӑ япаласем ҫинчен каласа пани;

Б) ӑса вěрентсе калани;

В) ватти-вěттине сӑмахпа асамлӑ сиплени.

2. Çак йĕркесен  хайлав ятне тата авторне тупăр:

               Шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм,

               Акăр çулĕпе сик, тыллăм!

 А) Марфа Трубина «Шĕшкĕ»;   Б) Георгий Орлов «Çерçи»;      В) Константин Иванов «Тимĕр тылă».

 

3. «Шыва кĕрсен те типĕ çÿрет» тупмалли юмахăн тупсăмне туп?                                                                              А)чĕрĕп ; Б) тăмана;  В) хур.

4. Мĕнле хайлавра ача пурнăçĕ  питĕ йывăр иртет?

А)  Юрий Скворцов «Амаçури анне»; Б) Мария Ухсай «Ирхи сывлăм»; В) Иван Егоров «Ывăл».

5.«Киревсĕр йăла йĕркерен хăтăлар!» пайри хайлава кăтартăр?

А) «Цирк курма кайни»; Б) «Аçу»; В) «Ирхи сывлăм».

 6.Тихăн Петĕрккин «Çутталла» инсценировкинче Иван сăнарĕ камăн прототипĕ?

А) Иван Яковлевич Яковлев; Б) Константин Васильевич Иванов; В) Петĕр Петрович Хусанкай.

            

7. «Тимěр тылӑ» юмахри ěҫсем мěнле ятлӑ ялта пулса иртеҫҫě?

         А) Шупашкар;         Б) Çирěклě;    В) Акӑр. 

 

8. «Ирхи сывлăм» калавра хăш сăнара ырланă пулăттăр?

             А) Липпа;             Б) Машук;             В) Липпа амăшĕпе  Машук амăшĕ.

 

9. Мĕнле хайлавра тĕп сăнар сад ÿстерес тет?

А) «Айăп»; Б) «Слива вăрри»; В) «Ывăл»       

10.Тӑваттӑн пӳрте кěреҫҫě, пěри чӑлана кěрсе юлать тупмалли юмахра алӑ пӳрнисем ҫинчен сӑмах пырать. Хӑш пӳрни ыттинчен уйрӑлать?

 а) кача; ӑ) пуҫ; б) пысӑк.

 

12. Илемлĕх мелĕсене тупса палăрт.

Çил пуç тăрринче шăвакан йывăр пĕлĕтсене хăвалать.

 

Хушăран çав пĕлĕт чаршавĕ уçăлать те, вара çап-çутă та ăшă хĕвел ури çерем тăрăх, йывăçсем тăрăх, ĕнесем тăрăх, ман тăрăх чупса иртет.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

5 класс

П.т.млет\ тĕрĕслев ĕçĕ

1 вариант

 

1.      Ачасем хушшинче сăмах вĕççĕн çÿрекен сăвă-юрă тĕслĕхĕсене  мĕн теççĕ?

А) Илемлĕ сăмахлăх; Б) Ача-пăча сăмахлăхĕ; В) Ваттисен сăмахĕ.

2. Тупмалли юмах тупсăмне тупăр: Пуçĕ пур та - çÿçĕ çук, çăварĕ пур та – сасси çук.

      А) тăмана;      Б) пулă;      Б) лĕпĕш.

 

3.  Юмахсем мěнлисем пулаҫҫě?

А) ухмаххисемпе ӑслисем; Б) выльӑхсем ҫинчен тата ҫынсем ҫинчен калаканнисем; В) литература тата халӑх юмахěсем.

 

4. Аттус ятлă кушак мĕнле хайлавра тĕл пулать?

       А) «Мускав кушакĕсене чапа кăлартăм»;       Б) «Ирхи сывлăм»;       В) «Чăхпа кушак».

 

5. Мĕнле хайлавра ĕне сунине кăтартнă?

     А) «Айăп»;     Б) «Ывăл»;     В) «Эксклюзивлă сăвăм».

 

6.    «Ăслă ача» хайлав эпиграфне тĕрĕс палăртăр.

        А) «Ача –пăчана ашшĕ-амăшĕ мул париччен ăс  пама кирлĕ»;

        Б) «Ача ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать»;

        В) «Атте-анне ятне ан çĕрт».

 

7.  «Кăйкăр» поэмăра чăвашсен паллă çынни çинчен çырнă. Кам-ши вăл?

        А) Юрий Гагарин; Б) Андриян Николаев; В) Герман Титов.

       

8. «Тимĕр тылă» юмахра тěп герой мěн ятлӑ?

        А) Чěкеҫ;        Б) Нарспи;        В) хěр.

 

9. Мĕнле калавра кĕтÿ кĕтни çинчен каланă.

             А) «Чăхпа кушак»;             Б) «Ывăл»;             В) «Çерçи».

 

10.    «Çут çанталăк тупра – эсĕ ăна упра!» пайри произведени?

              А) «Çÿпĕ»;   Б) «Чĕп хуралĕнче»; В) «Айăп».

 

 11.   Илемлĕх мелĕсене тупăр.         

 

Хĕвел, пĕчĕк ача пек,

Хăйĕн пĕтĕм пĕвĕпе

Карăнать те кармашать.

 

Хĕвелĕ, вăтанакан хĕр евĕр, кăшт кулса илнĕ пек пулать те каллех тĕксĕм пĕлĕтсем хыçне кайсв пытанать.