План-конспект урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка" (6 класс)
Оценка 4.9
Разработки уроков
docx
русский язык
6 кл
24.04.2017
данный урок проводили в рамках декады чувашского языка в шестом классе. Урок проводится в форме игры "Хамăр" .Заранее команды поделились на две команды "Чĕлхеçĕсем" и "Тĕпчевçĕсем". В плане есть занимательная физкультминутка. Также задания для разминки, используйте на своих занятиях. Удачи!!!
plan_uroka чăваш эрни.docx
20.04.2017.
6 Б класс чăваш чĕлхи урокĕ валли хатĕрленĕ уçă урок планĕ.
Урок теми: Чăваш чĕлхи эрни.
Урок тĕсĕ: Пĕтĕмлетÿ урокĕ. Вăйă урок.
Урок тĕллевĕсем:
1.Вĕренекенсен сăмах йышне пуянлатасси, чăваш чĕлхи эрни вали вĕреннĕ
темăсене çирĕплетсе хăварасси.
2. Тавçăрулăхпа тимлĕхе ÿстересси.
3.Вĕренекенсен хушшинчи туслăха çирĕплетесси, чăваш чĕлхине вĕренме
хавхалантарасси.
Курăмлăх (кăтарту) хатĕрĕсем: компьютер, проектор, вĕренÿ кĕнеки,
мультимедиллĕ презентации, ĕçсем
Урок юхăмĕ
Класа йĕркелени. Урок темипе тата тĕллевĕпе паллаштарасси.
Кам тăван чĕлхене юратмасть!
Вăл тăван амăшне юратмасть!
Кам тăван амăшне юратмасть!
Вăл тăван халăхне юратмасть!
Кам тăван халăхне юратмасть!
Вăл Тăван çĕршывне юратмасть!
I. Ачасем ушкăнсем çине пайланса капитансене суйлаççĕ.
Пĕрремĕш ушкăн «Чĕлхеçĕсем». Иккĕмĕш ушкăн «Тĕпчевçесем»
II. Пĕрремĕш ĕç. «Корректор». Икĕ ушкăн валли карточкăсем хатĕрленĕ.
Предложенисене тĕрĕс йĕркелесе текст тăвасси.
Шкулта вĕренетĕп эпĕ. Вĕренме килĕшет мана. Нумай ача вĕренет кунта. Шăллăм
манăн çÿрет пĕрремĕш класа. Пушă вăхăтра çÿретĕп кружока. Хамăр мана шкул
килĕшет. Эпĕ шкулта вĕренетĕп. Мана шкулта вĕренме килĕшет. Кунта нумай ача
вĕренет. Манăн шăллăм пĕрремĕш класса çÿрет. Пушă вăхăтра кружока
çÿретĕп. Хамăр шкул манна килĕшет.
III. Иккĕмĕш ĕç.
«Асамлă чечек « (хытă хутран касса кăларнă çичĕ
çеçкеллĕ чечек). Кашни çеçки урăх тĕслĕ, тÿнтер енне ыйту çырса хунă.
Ыйтусем:
Уйăх, хула, кăмпа, йывăç, эрнери кунсем, хĕл каçма юлакан кайăксем, пахча
çимĕç ячĕсем, çырла.
IV. Виççĕмĕш ĕç. Хамăр вăйă.
V. Физкультура саманчĕ.
Аллăма çÿле çĕклетĕп,
Енчен еннелле суллатăп.
Ку вăл манăн аллăм мар,
Йывăç тăрри авăнать.
Аллăма çĕре усатăп,
Халĕ çапларах силлетеп.
Ку вăл манăн аллăм мар,
Çил сывлăма сапалать.
Икĕ аллăма саратăп,
Çÿлелле, аялалла хускататăп.
Ку вăл манăн аллăм мар,
Кайăк çунатне суллать.
Халĕ шăппăн çеç ларатăп,
Вĕрентекене тăнлатăп.
Урок тăршшĕпех ачасем тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă хушăра магнитофонпа
хуллен кăна чăваш кĕвви янăрать.
VI . Жюри ăмăртăва пĕтĕмлетни. Икĕ ушкăнĕ те лайăх ĕçлерĕ. Ачасем панă
ĕçсене тĕрĕс те хăвăрт пурнăçлама тăрăшрĕç, пĕрпĕрне пулăшса пычĕç. Вĕсем
туслă пулни палăрчĕ. Баллсен шучĕ икĕ ушкăнăн та пĕр пек. Çак ăмăртура
туслăх çĕнтерчĕ. Пĕчĕк парнесем пани.
VII. Ачасен ĕçне хаклани:
Ачасем, сирĕн ум рта 3,4,5 палл сем выртаççĕ.
ǎ
ǎ сире урок питĕ килĕшрĕ пулсан 5 палла çĕклĕр
килĕшрĕ пулсан 4 палла çĕклĕр
вуçех килĕшмерĕ пулсан 3 палла çĕклĕр.
VIII. Ачасемпе сыв пуллашни.
Вырăсла та калаçар,
Чăвашла та сăмахлар,
Акăлчанла ăнланар.
Виççĕшĕ те халь вĕсем
Чуна çывăх чĕлхесем.
План-конспект урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка" (6 класс)
План-конспект урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка" (6 класс)
План-конспект урока по чувашскому языку на тему "Неделя чувашского языка" (6 класс)
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.