Рабочая программа по литературному чтению (на чув. языке) для 1-4 классов составлена в соответствии с Федеральным государственным образовательным стандартом начального общего образования, на основе Программы («Тăван чĕлхепе литература вулавĕн тĕслĕх программисем», чăваш шкулĕн I–IV классем валли. М.К. Волков, Л.П.Сергеев, Т. В. Артемьева, О. И. Печников, Кульева А. Р.Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательстви: 2013 ҫул).
Программӑна пурнӑçлама çак вĕренӳ пособийĕсемпе усӑ курнӑ:
Артемьева Т. В., Печников О.,И. Вĕренӳ пособийĕ. Литература вулавĕ. Пĕчĕкҫĕ пĕрчĕ (Зернышко). 1 класс. 1-мĕшпе 2-мĕш пайĕсем. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви: 2014.
Т.В.Артемьева, О.И.Печников. Вĕренӳ пособийĕ. Литература вулавĕ. Ешĕл калча. 2 класс. Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-тви, 2014;
Артемьева Т. В., Печников О.,И. Вĕренӳ пособийĕ. Литература вулавĕ. Ылтăн пучах. 3-мĕш класс. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви: 2014.
Артемьева Т. В., Печников О.,И. Вĕренӳ пособийĕ. Литература вулавĕ. Пучах ҫумне пучах. 4-мĕш класс. Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви: 2014.
Ḉирӗплетнӗ вӗрентӳ планӗ пуçламăш шкулта литература вулавне вӗрентме 1 – мӗш класра эрнере 1 сехет, 2-3 классенче - 3 сехет уйăрнă, 4 – мӗш класра - 2 сехет; пурӗ çулталăкра 1 мӗш класра 33 сехет, 2-3-мӗш классенче 102 сехет, 4 – мӗш класра 68 сехет палăртнă.
Ачасенчен 1-4 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
Харкамлăх результачĕсем (личностные результаты):
Пуçламăш шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (выпускник научится):
- вĕренекенсен социаллă тата кăмăл-сипет опычĕ пуянланса пыни;
- ачасем çитĕннĕ май этемлĕхĕн литература пуянлăхне ăнланма: хисеплеме, унпа киленме вĕренсе пыни;
- вулав хатĕрĕсем урлă ачасен чунĕнче çынлăх, тивĕçлĕхпе яваплăх туйăмĕсем аталанса пыма пуçлани, пурнăçра лайăххипе начаррине, ыррипе усаллине уйăрма ăнтăлни.
- сăмах искусствипе киленме вĕренсе пыни;
- тăван халăх тата куршĕ халăхсен культурине хисеплеме, пуринпе те тусĕмлĕ те çураçуллă пулма хăнăхса пыни;
- илемлĕ хайлавсем вуланă-тишкернĕ май ачасен илем туйăмĕ аталанни, вĕсен илем пахалăхĕсене ăша хуни.
- тăван халăхăн авалхи кун-çулĕпе: унăн тĕрлĕ тапхăрта палăртнă ывăл-хĕрĕпе: вĕсен пархатарлă ĕçĕсемпе паллашнă май харкам мĕнле халăхран тухнине ăша хуни, çакăнпа мăнаçланас туйăм çирĕпленни;
- тăван халăх культурин, халăх сăмахлăхĕн тытăмĕпе ăшлăхĕ мĕн тери пуян пулнине курма, несĕлĕмĕрсем ăна ĕмĕрсем хушши упраса, туптаса паянхи куна çитерме пултарнине ăша хывса пыни.
- вулав харкам аталанăвĕшĕн мĕн тери пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнланни;
- тĕнче литература пулминче чăваш литературин тупи те палăрмаллах пысăк пулнине ăнкарни;
- этемлĕх çырулăхĕн пуянлăхне ăнланма, хисеплеме, унпа киленме вĕренсе пыни;
- ачасен вулав пултарулăхĕ çирĕпленнипе пĕрлех хайлавçă пултарулăхĕ те амаланса пыни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные результаты):
Пуçламăш шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (выпускник научится):
- мăшăршарăн, ушкăнпа пĕрле ĕçлеме – хăйсем хушшинче рольсемпе ĕçсене уйăрма, пĕрлĕхлĕ ĕçĕн харкам пайне пурнăçлама вĕренме пуçлани.
- словарьсемпе, справочниксемпе усă курма вĕренсе пыни;
- кĕнекепе ирĕклĕн ĕçлеме пĕлни: уйрăм палăртусемпе, тупмаллисемпе усă курса кирлĕ текста, унти палăртнă вырăнĕсене хăвăрт тупса сĕннĕ ĕçĕсене пурнăçлани;
- тĕрлĕ информаци çăл куçĕпе усă курма пултарни;
- кĕнекепе: словарьсемпе, справочниксемпе, текст патне панă иллюстрацисемпе ĕçлеме хăнăхса пыни;
- вулавăн тĕрлĕ тĕсне (паллашуллă, тĕпчевлĕ-тишкеруллĕ, суйлавлă,шыравлă) алла илсе пыни;
- пĕр ыйтупах тĕрлĕ позици пулма пултарнине ăнланни, вĕсенчен пĕрне суйласа илме е хăйĕн урăхла шухăшне каласа пама вĕренни;
- литература вулавĕн предмечĕ шалашĕнче проектсем пурнăçланă май вĕрену задачисем лартма, вĕсене татса памалли çул-йĕр палăртма вĕренсе пыни;
- илемлĕ литература тăван халăх культурин пĕлтерĕшлĕ пайрамĕ пулнине ăса хуни, илемлĕ литература хайлавĕсене унер единици пек йышăнма вĕренсе çитни.
Предметăн пайрам результачĕсем (предметные результаты):
Пуçламăш шкул пĕтерекен вĕренсе çитет (выпускник научится):
- фольклор хайлавне автор хайлавĕнчен уйăрса илме: проза жанрĕсене (калав: юмах: повесть) уйăрма, тĕп паллисене палăртма пĕлни;
- текстра илемлĕ сăнарлăх мелĕсене (сăпатлантару, танлаштару, эпитет, тепĕр хут калани , сасă çырăвĕ) тупма пĕлни;
- хайлав ăшлăхне пĕр тĕвĕре ( ĕç пуçламăшĕ - ĕç аталанăвĕ – чи çивĕч самант – ĕç вĕçĕ) курма пултарни;
- героя унăн хăтланăвĕ тата текстра тÿррĕн панă характеристики тăрăх хак пама, геройсене хак пани тăрăх автор вĕсене мĕнле куçпа пăхнине чухлама пултарни;
- литература хайлавĕ çинчен ансаттăн каласа пама (вăл халăхăн е автор хайлавĕ, унăн тĕсĕ (проза, поэзии, драма), сюжетри тĕп йĕрсем, унăн тĕп шухăшĕ) пĕлни;
- авторпа, унăн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарма (поэт е писатель, хăш вăхăтра пурăннă, ытларах мĕн çинчен çырать (çырнă) каласа пама пултарни;
- авторăн тата харпăр хăйĕн кăмăлне палăртса литература хайлавĕн персонажĕсене хак пама пĕлни.
Пуçламăш шкул пĕтерекен çакнашкал ĕç-хĕле тума май илет (выпускник имеет возможность научиться):
- терлĕ жанрлă хайлавсене уйăрма, тĕп паллисене палăртма пĕлни;
- илемлĕ сăнарлăх мелĕсемпе усă курни;
- хайлавсене тишкерни;
- чăваш çыравçисемпе паллашни.
1. Предметăн шалашĕ (содержанийĕ)
Пуплев ěçěн тěсěсем
Итлесси. ачасем вěрентекен хушăвěсемпе кěске пěлтерěвěсене тата юлташěсем каланисене итлесе ăнланасси.
Текст содержанине туллин ăнланса илмелли пěлўсене тата хăнăхусене аталантарасси.
Текстăн тěп содержанине ăса хывса ăнланмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.
Калаçасси. Çанталăк çинчен каласа парасси (халě мěнле çанталăк: ăшă е сивě, çумăр, юр çăвать е уяр, хěвел пăхать т. ыт. те), çулталăк вăхăчěсем (пěр-пěр вăхăтра çутçанталăкăн мěнле пулăмěсем палăраççě: çумăр, юр; ачасем çулталăкăн ку е вăл вăхăтěнче мěн-мěн тăваççě).
Пěр класра вěренекен ача çинчен каласа парасси: вăл миçере, унăн сăнě-пичě, тумтирě, вăл мěн тума юратать. Юратнă уяв (мěнле уяв вăл, хăçан килет, ăна мěнле паллă тăваççě), юратнă апат-çимěç.
Кěске калавсем хăйласси: çулла ăçта пулни, унта мěн курни çинчен, мěн-мěн ěçлени, сывлăха епле çирěплетни çинчен. Шкул çинчен, кружоксем çинчен, юратнă учительсем, вěренў, расписани çинчен (хăш-хăш кун мěнле предметсем пулаççě). Мěн тума юратни çинчен, килти юратнă чěр чун çинчен (мěн ятлă, миçере, кăмăлě, кěлетки мěнле, унăн тěсě, мěн-мěн çитеретěн ăна). Зоопаркра курнă пěр-пěр чěр чун çинчен.
Юлташа (пěр класра вěренекене) ăçта та пулин каймашкăн чěнме, сěннипе килěшме е хирěçлеме хăнăхасси. Юлташран ерçўллě вăхăтра мěн-мěн туни, мěн тума кăмăллани, ўссен кам пулма ěмěтленни çинчен ыйтса пěлесси. Çуллахи кану, юратнă уяв (ăна епле ирттерни) çинчен калаçасси. Пěр- пěрне, пěлěшсене, хурăнташ-тăвансене саламлама, ырă сунма, саламланине хуравлама хăнăхасси.
Вуланă текст тăрăх ыйтусем парасси, унăн содержанийěпе килěшўллěн калаçма хутшăнасси.
Сěннě йěрке тăрăх текст содержанине каласа парасси, ыйтуллă предложенисенчен, тěп сăмахсенчен тата çирěплетў пуплевěнчен тăракан план хатěрлесси.
Вуланине тата курни-илтнине сўтсе явмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.
Текст содержанине сăмахпа уçса парасси
Текста улăштармалли пěлўсемпе хăнăхтарусене йěркелесси.
Панă тěслěхсем тăрăх диалогсем йěркелесси.
Диалогсем тăрăх инсценировкăсем хатěрлесси.
ўкерчěк тăрăх пурте пěрле, пěчěк ушкăнпа е уйрăмшарăн калав хатěрлесси.
Вуласси. Сасăпа вулас ăсталăха ўстересси. Ăсра вуламалли хăнăхăва аталантарасси.
Сăмах вěççěн ăса хывнă сăмахсене тата сăмах çаврăнăшěсене вуласа ăнланасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие суйласа илесси, кирлě май страница вěçěнчи асăрхаттарусемпе, словарьсемпе усă курасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие ăса илесси, унпа харпăр хăй пуплевěнче усă курасси, çавăн пекех, чěлхе материалне сăнаса, сăмахсене мěнле каланине тата çырнине, сăмах пулăвěн çыхăнăвěсене, сăмах улшăнăвěн сăлтавěсене палăртасси.
Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуланă май вěсен пěтěмěшле пěлтерěшне ăнланса илесси.
Темиçе палламан сăмахлă вěренў тексчěсене ăсра вуласси, вěсен содержанине туллин тěрěс ăнланса илесси, текста пěлтерěшлě пайсене уйăрасси.
Текстсене ят парасси.
Кирлě мар информацие сирсе хăварса, текстсене кěскетесси.
Текст содержанине ыйтусем тăрăх, планпа килěшўллěн, тěп сăмахсемпе пуплерěшсем тăрăх каласа парасси, çавна май глаголсен сăпат тата вăхăт формисене улăштарасси.
Тўрě пуплевлě текстсене вуласси.
Сăвăсене илемлěн вуласси, вěсене пăхмасăр калама вěренесси. Диалогсене кирлě интонаципе вуласси.
Текстпа ӗçлесси
Çыхӑнуллӑ пуплеве аталантарасси. Вуланӑ текстӑн тӗп шухӑшне харпӑр хӑй тӗллӗн палӑртасси, унӑн пайӗсем шухӑш енӗпе мӗнле çыхӑнса тӑнине асӑрхасси, текстӑн планне тӑвасси. Мӗн вуланине харпӑр хӑй тӗллӗн тунӑ планпа усӑ курса туллин, кӗскен, суйлавлӑн аса илсе каласси. Пӗр-пӗр темӑпа калав тумалли материала текстра тупса палӑртасси.
Хайлаври ӗçсене тӗрӗс, йӗркипе аса илесси. Сӑнлавлӑ, уйлалӑ элементсемпе диалог кӗртнӗ теста аса илсе каласси, тӳрӗ пуплеве тӳрӗ мар пуплевпе улӑштарасси.
Сӑнарсен пуплев уйрӑмлӑхӗсене сӑнасси, вӗсен ӗçӗсене, кӑмӑл-туйӑмне танлаштарасси. Сӑнарсем мӗншӗн, мӗн пирки çапла тунине каласси. Хӑйсем тата автор çав пулӑмсемпе сӑнарсене мӗнле хакланине палӑртасси.
Калаври, сӑвӑри, юмахри сӑмахсен пӗлрерӗш уйрӑмлӑхӗ-сӗмӗсене ӑнкарасси, вӗсемпе пуплевре усӑ курасси. Пулӑма, çут çанталӑка, çынна витӗмлӗ сӑнлакан сӑмахсене, вӗсен майлашӑвӗсене хайлавра тупасси, вӗсене ӑнланасси.
Сӑнар ячӗпе е унӑн ятне, калавçӑн сӑпатне улӑштарса каласа парасси; калава малалла тӑсасси, сӑнарӑн малашнехи пурнӑçӗпе ӗçӗсем çинчен хушса каласси; сӑнлавпа уйлав элеменчӗсем кӗртсе пулни-иртни, курни- илтни çинчен калав тӑвасси. Халӑх сӑмахлӑхӗ, калав сӑвӑ, юптару çинчен I-IV классенче илнӗ пӗлӗве çирӗплетсе пӗтӗмлетесси.
Илемлӗ литература стилӗпе ӑслӑлӑх стилӗн уйрӑмлӑхӗсене аcӑрхама хӑнӑхтарасси.
Ачасен сӑмах йышне куллен пуянлатса çӗнетесси.Вӗсен пуплевӗн пахалӑхне лайӑхлатасси. Калаçура та, вуланӑ чух та шухӑш- туйӑма интонаци мелӗсемпе тӗрӗс палӑртасси.
Вӗрунӳ кӗнекине чухласси: тупмаллине, пулӑшу тата меслет аппарачӗпе усӑ курасси.Кӗнекепе хӑйсем тӗллӗн ӗçлесси.
КЛАСС ТУЛАШĔНЧИ ВУЛАВ
Вулав материалĕ: Кӗçӗн çулхи ачасем валли кӑларнӑ чӑваш, вырӑс тата ытти тӑванла халӑхсен, ютри çыравçӑсен кӗнекисем. «Тетте» журналпа, «Тантӑш» хаçатри материалсем.
Вулав тематики. Аваллӑх çинчен. Ырӑ пурнӑçа ӗмӗтленсе пурӑнакан халӑхӑн кулленхи ӗçӗсем. Ачасен ӗçӗ-хӗлӗ. Чӑваш, вырӑс тата ытти тӑванла
халӑхсен юмахӗсем. Тӑван халӑх историйӗпе унӑн ывӑл-хӗрӗ, ал ӗç тата ӑс-хакӑл культури çинчен çырнӑ кӗнекесем. Нукӑпа техника темипе çырнӑ ачасем ӑнланмалла статьясем. Темтепӗр курса çӳрени çинчен калакан статьясем.
Ача-пăча кĕнекипе ĕçлесси. Класс тулашӗнчи вулав урокне хатӗрленнӗ май кирлӗ кӗнекене харпӑр хӑй тӗллӗн суйласа вулама, тӗрлӗрен пулӑшу кӗнекипе, хаçат-журналпа усӑ курма пӗлесси.
Вӗрентӳçӗ сӗннӗ е харпӑр хӑй тӗллӗн тунӑ планпа усӑ курса мӗн вуланине кӗскен каласа парасси, вуланӑ сӑнар çинчен çыхӑнуллӑ калав тӑвасси. Вулама сӗннӗ темӑпах 3-5 кӗнеке таран пӗлесси. Пулӑшу кӗкнекисемпе усӑ курасси.
«Тантӑш» хаçатпа «Тетте» журнала тӗллевлӗн вуласси, вӗсемпе урокра тата класс тулашӗнче усӑ куоасси.
Кӗнеке мӗн çинченнине унӑн хуплашки, титул листи, тупмаллипе ӳкерчӗкӗсем, ум сӑмахӗпе юлашкинчен калани тӑрӑх ӑнкарасси. Кирлӗ кӗнекен е хаçат-журналти статьян ятне, унӑн авторне кӑтартса тӗрӗс çырса илесси. Кӑмӑла каякан кӗнекене харпӑр хӑй тӗллӗнех библиотекӑран илсе вуласси.
№ |
Урок теми |
Сехетсен шучĕ |
|
Шкула каяр-ха вĕренме.(2 сех.) |
|||
1. |
Литература вулавĕ урокĕсенчи хǎрушсǎрлǎх правилисем. Эпĕ халĕ шкул ачи. Ю.Сементер «Кĕнеке» |
1 |
|
2. |
П.Яккусен «Сарǎ çулçǎ», В.Тарават «Çĕнук», С.Гордеева «Кая юлсан» |
1 |
|
Халăх сăмахлăхĕ. (3 сех.) |
|||
3 |
Халăх сăмахлăхĕ. Чĕнÿ-йыхрав сăвви-юрри. |
1 |
|
4 |
Шутлав сăввисем. |
1 |
|
5 |
Хăвăрткаларăшсем. Тупмалли юмахсем |
1 |
|
Юмах юпа тăрринче… (1 сех)
|
|||
6 |
Юмахсем. «Пукане юмахĕ», «Упапа хĕр ача». |
1 |
|
Вăйă вылятпăр. (2 сех.) |
|||
7 |
Сăвăласа çырнă хайлавсем. |
1 |
|
8 |
Çыравçă хайланă юмах. В.Сутеев «Шăшипе кăранташ» юмахĕ. |
1 |
|
Теттесем. (1 сех.) |
|||
9 |
Шÿтлĕ сăвăсем. П.Çăлкуç «Ăмсанса пăхать Кампур», Д.Гордеев «Алёнка теттисем», М.Волков «Тǎн-тан! Тǎнкǎл-тан!» |
1 |
|
Ачасем çинчен.(3 сех.) |
|||
10 |
Н.Симунов «Суха тǎватпǎр», В.Тарават «Улах», Н.Ишентей «Хуплу пĕçерни» |
1 |
|
11 |
П.Яккусен «Анне», М.Волкова «Пǎрçа хуралçисем», Н.Карай «Пулǎра», И.Микулайĕ «Арбуз» |
1 |
|
12 |
Л.Сарине «Арман авăртать», П.Çǎлкуç «Карамель-тарамель», Н.Носов «Шлепке», А.Васильева «Çĕн кайǎк» |
1 |
|
Чĕр чунсем çинчен. (3 сех.) |
|||
13 |
И.Яковлев «Уçǎлма тухнǎ шǎши çури». Юптару. П.Çăлкуç «Хур аçи». Ю.Мишши «Лашапа кашкăр».
|
1 |
|
14 |
Чĕр чунсем çинчен сǎвǎсем. Шухши Иванĕ «Усала вĕрентнĕ путек», Е.Чарушин «Томка тĕлĕкĕсем» |
1 |
|
15 |
В.Ахун «Çырмари концерт», В.Сутеев «Кăмпа айĕнче» |
1 |
|
Тавралăх – асамлă тĕнче.(1 сех.) |
|||
16 |
Н.Ишентей «Уяр», А.Пăртта «Çумăр ташши» А.Ыхра «Пукан», Л.Сарине «Вăрманта». |
1 |
|
Килсе çитрĕ хаваслă хĕл. ( 3 сех.) |
|||
17 |
В.Эктел «Юр», П.Çăлкуç «Ытарми хěл», Л.Смолина «Тăвайкки». |
1 |
|
18 |
П.Çăлкуç «Тăвайкки», Л.Смолина «Хеллехи хирте», Е.Кузнец «Çеменпе Сивě Мучи». |
1 |
|
19 |
Л.Салампи «Юр пěрчи», «Икě шартлама». |
1 |
|
Ача – пăча сăмахлăхĕ (3 сех.) |
|||
20 |
Кулленхи сăвă-юрă. |
1 |
|
21 |
Чěнÿ-йыхрав сăвви-юрри, хăвăрт сăмах, тупмалли юмахсем. |
1 |
|
22 |
Пулмасла халап. Вěçсěр такмак. Шÿт. |
1 |
|
Юмах ятăм, юптартăм. (1 сех.) |
|||
23
|
Улăп халапěсем. «Чее такасем», «Тилěпе Качака таки» юмахсем |
1 |
|
Пирĕн вăйă-кулă (1 сех.) |
|||
24 |
Л.Сорокина «Пукане», Ю.Силэм «Шак-шак-шак», Р.Сарпи « Ташлать Илемпи» |
1 |
|
Ачасем çинчен ( 4 сех.) |
|||
25 |
Н.Ыдарай «Чăваш ачи», Ордем Гали «Пысăк ěç» |
1 |
|
26 |
В.Голявкин «Инкек», Р.Сарпи.«Ӱкерчěк» |
1 |
|
27 |
А.Ыхра калавěсем. Н.Карай «Макăрмарě» |
1 |
|
28 |
М.Салихов «Усăллă кану», В Осеева «Ырă ěç», Н.Рогачёв «Пулăçсем» |
1 |
|
Чĕр чунсем çинчен (3 сехет) |
|||
29 |
И.Яковлев «Хураçка», А.Ыхра «Шурка», Е.Чарушин «Томка ишме вěренни» |
1 |
|
30 |
К.Чуковский «Чěрěп кулать», Э.Шим «Шапапа калта», «Пакшапа пăрăнтăк» |
1 |
|
31 |
Ю.Петров «Путене», И.Малкай « Тăри», С.Асамат «Йăва», О. Печников «Чěр чунсем те çынсем пекех» |
1 |
|
Тавралăх – асамлă тĕнче (2сех.) |
|||
32 |
П.Çăлкуç «Çумăр умěн», С.Соколинский «Çумăр» |
1 |
|
33 |
А. Ыхра «Çурхи илем», М.Кипек «Ытарайми тӑван кĕтес» |
1 |
|
Тематика планĕ
2 –мĕш класс
№/№ |
Урок теми |
Сехетсен шучӗ |
||
Раздел 1. Шкула (2 сехет) |
||||
1 |
А. Алка «Чи савăнăçлă кун». Чăвашсен пӗрремӗш букварӗнчен «Хутла вӗренме тытăнакана», «Шкулта вӗренекенӗн мӗн асра тытмалла». |
1 |
||
2 |
Шухши Иванӗ «Чернил». |
1 |
||
Раздел 2. Мĕн-ши вӑл тӑван çĕршыв (5 сехет) |
||||
3 |
П.Хусанкай «Савнă çӗр, Чăваш çӗршывӗ». Юхма Мишши «Чăваш çӗршывӗ» |
1 |
||
4 |
П. Хусанкай «Ялав», «Ḉӗршывăмăр пуçламăшӗ» |
1 |
||
5 |
С.Тăванялсем «Тăван чӗлхене ан манăр». Л. Мартьянова «Чăвашла» |
1 |
||
6 |
КТВ. "Ача-пăча сăмахлăхӗ" М. М.Исаев. Асаттесем, Ламар. Атăл, Д. Осинин. Чăваш тăванăмăрсене |
1 |
||
7 |
А.Трофимов «Асатте-асаннесен çырулăхӗ». П.Хусанкай «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» |
1 |
||
Раздел 3. Халӑх сӑмахлӑхĕнчен (7 сехет) |
||||
8 |
Тупмалли юмахсем |
1 |
||
9 |
Пулмасла халапсем. Вӗçсӗр халапсем. |
1 |
||
10 |
Йӑла юррисем. Сурхури юрри. |
1 |
||
11 |
Çӑварни юрри. Çӑварни чупни. |
1 |
||
12 |
Н. Ытарай «Чĕрĕп». Чӑваш халӑх вӑййи «Кĕт-кĕтесле» |
1 |
||
13 |
КТВ. "Ача-пăча сăмахлăхӗ" Юрăсемпе такмаксем |
1 |
||
14 |
Улӑп халапĕсем. Улӑпсем. Асамат кĕперĕ. Эпир-Улӑп йӑхĕнчен. |
1 |
||
Раздел 4. Юмахсем (16 сехет) |
||||
15-16 |
Кинеми, мӑнукĕ тата чӑпар чӑх. |
2 |
||
17-18 |
Çӑткӑн упа çурисем (Венгер халӑх юмахĕ) |
2 |
||
19-20 |
Шиклĕ Шӑши. |
2 |
||
21 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Асамлă юмах тенчи |
1 |
||
22 |
Çилпе Хĕвел. Тете юмах(эвенк халӑх юмахĕ) |
1 |
||
23-24 |
Сарӑ аист(китай халӑх юмахĕ) |
2 |
||
25-26 |
Ухмах Иван (чӑваш халӑх юмахĕ) |
2 |
||
27 |
Н. Карай. Çырлана кайни. |
1 |
||
28 |
Ю. Ярмыш «Кӳлĕ». |
1 |
||
29 |
А. Толстой «Пуртӑ». |
1 |
||
30 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Асамлă юмах тенчи. |
1 |
||
Раздел 5. Кĕркунне (6 сехет) |
||||
31 |
П.Эйзин «Сывӑ пул, çу кунĕ». В. Ямаш «Кĕр ирĕ». М. Трубина çырнинчен «Кĕр çитрĕ». |
1 |
||
32 |
Н. Сладков «Ылтӑн çумӑр». Н. Теветкел «Симĕс хуралçӑ». Г.Харлампьев «Эсир пакша курнӑ-и?». |
1 |
||
33 |
С.Сарпай «Хура кĕркунне». В. Аптраман «Кĕркунне» |
1 |
||
34 |
Илпек Микулайĕ «Тӑрнасем». К. Иванов «Кĕркунне» |
1 |
||
35 |
С. Аксаков «Хĕл ларас умĕн». |
1 |
||
36 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев. «Ылтăн шевле». Ылтăн тумлă кӗркунне. |
1 |
||
Раздел 6. Эпир - туслӑ та хаваслӑ ачасем (7 сехет) |
||||
37 |
П. Хусанкай «Шкул ачи».С.Иванов «Сапӑрлӑх çинчен» |
1 |
||
38 |
А. Кӑлкан «Чӑрсӑр автансем». В. Осеева «Алюшпа Кĕтерук» |
1 |
||
39 |
К.Чуковский «Лапӑрчӑк». Шухши Иванĕ «Сылтӑм алӑпа сулахай алӑ». Н. Симунов «Пулӑра». |
1 |
||
40-41 |
О. Савандеева «Микула пичче кучченĕçĕ». |
2 |
||
42 |
А.Барто «Вӑт епле вӑл пулӑшать». Е.Афанасьев «Кенттипе Мишша».И. Малкай «Çӳпçе». |
1 |
||
43 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Ачалăх - савăк вăхăт |
1 |
||
Раздел 7. Ӗç телей те савӑнӑç кӳрет (12 сехет) |
||||
44 |
И. Яковлев «Эпĕ сехет çĕмĕрни». |
1 |
||
45 |
Н. Иванов «Мухтанчӑк çерçи» |
1 |
||
46 |
Шухши Иванĕ «Куршанак çыпӑçрĕ». В.Тимаков «Пыл хурчĕ». |
1 |
||
47 |
И. Яковлев «Кулачӑ». |
1 |
||
48 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Ӗç çынна илем кӳрет |
1 |
||
49 |
К.Иванов «Ӗçчен Нарспи». |
1 |
||
50-52 |
Н. Иванов «Пахча хуралçи». |
3 |
||
53 |
А.Кӑлкан «Кĕтӳç». |
1 |
||
54 |
Петĕр Яккусен «Кӑткӑ Арӑсланĕ» |
1 |
||
55 |
КТВ. А.Р. Кульева , О.Г. Кульев «Ылтăн шевле»Ӗç çынна илем кӳрет |
1 |
||
Раздел 8. Хĕл (7 сехет) |
||||
56 |
А.Алка «Юр çунӑ», «Çĕнĕ çул юрри». Н. Шелепи «Юр». |
1 |
||
57 |
Н. Матвеев «Раштав уйӑхĕ» |
1 |
||
58 |
А. Пушкин «Хĕллехи каç». Хумма Çеменĕ «Хĕллехи вӑрман». |
1 |
||
59 |
Г.Луч «Кукӑр сӑмса». |
1 |
||
60 |
Н. Сладков «Хĕл каçни». |
1 |
||
61 |
В.Эткел «Юр пике». |
1 |
||
62 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле » Ытарми хӗл кунӗсем |
1 |
||
Раздел 9. Тӑван кил-йышра (4 сехет) |
||||
63 |
В.Двыдов-Анатри «Юратнӑ анне». Б.Данилов «Хӑш вӑхӑтра çывӑрать-ши анне?». |
1 |
||
64 |
В.Сухомлинский «Ан кӳренсем, атте!». |
1 |
||
65 |
В.Сухомлинский «Амӑшĕ мĕншĕн макӑрнӑ?». |
1 |
||
66 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Ачалăх - савăк вăхăт |
1 |
||
Раздел 10. Килчĕ ырӑ çуркунне (6 сехет) |
||||
67 |
Калина Малина «Тумла». Н. Матвеев «Пуш уйӑхĕнче». |
1 |
||
68 |
«Хресче сасси» хаçатран «Çуркунне çитрĕ». К.Иванов «Çуркунне çитсен». |
1 |
||
69 |
Н.Шелепи «Пӑр каять».Н.Сладков «Упа йĕнни». |
1 |
||
70 |
А.Николаев «Çурхи сасӑ». М.Козлов «Çур çеçкисем». |
1 |
||
71 |
Н.Мартынов «Çуркунне». А.Игнатьев(Ибасов) «Пĕрремĕш аслати». |
1 |
||
72 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Ḉуркунне ачашлать тӗнчене |
1 |
||
Раздел 11. Чĕр чунсем - пирӗн туссем (12 сехет) |
||||
73 |
М.Пришвин «Тискер кайӑксем».М.Волкова «Пӑши пӑрушĕ». |
1 |
||
74 |
Г.Луч «Ай, пакша!». |
1 |
||
75 |
Хв.Уяр «Пурӑш».А.Хум «Кӑткӑсем». Р.Сарпи «Улай». |
1 |
||
76 |
Г.Луч «Чĕкеçсем мĕншĕн сивĕннĕ?». |
1 |
||
77 |
Г.Харлампьев «Юрӑ ӑсти».М.Стельмах «Текерлĕк». |
1 |
||
78 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Чӗр чунсем - пирӗн туссем |
1 |
||
79 |
М. Пришвин «Çӑмӑлттай». |
1 |
||
80 |
К.Чуковский «Чӑх чĕппи». |
1 |
||
81 |
П. Эревет «Сар автан». В.Сухомлинский «Мӑр-мӑр кушак мĕнрен тĕлĕннĕ». |
1 |
||
82 |
Г.Харлампьев «Çырла пиçсен». |
1 |
||
83 |
Н.Карай «Тивес мар».Б.Заходер «Мулкач çури». |
1 |
||
84 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев « Ылтăн шевле» Чӗр чунсем - пирӗн туссем |
1 |
||
Раздел 12. Ӳсен - тӑран тӗнчи (10 сехет) |
||||
85 |
Н. Матвеев «Пĕр йӑхри йывӑçсем». |
1 |
||
86 |
Ç. Элкер «Юман». |
1 |
||
87 |
Г.Орлов «Вӑрманӑн пĕрремĕш кучченеçĕ». |
1 |
||
88 |
М.Волкова «Хурлӑхан, ан хурлан». |
1 |
||
89 |
Р.Сарпи «Кӳлĕ». |
1 |
||
90 |
КТВ. А.Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле»А.Лазарева. Улăхра |
1 |
||
91 |
Н. Сладков «Пулӑ тӑвӑнни». |
1 |
||
92 |
Г.Харлампьев «Çумӑр». |
1 |
||
93 |
Н. Шупуççынни «Каç пулчĕ». |
1 |
||
94 |
КТВ. А. Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Л. Маяксем. Хунав |
1 |
||
Раздел 13. Çу уйӑхне кĕтĕмĕр ( 8 сехет) |
||||
95 |
А.Алка «Малтанхи аслати». |
1 |
||
96 |
С.Асамат «Çумӑр ташши» |
1 |
||
97 |
И.Гончаров «Аслатиллĕ çумӑр умĕн». |
1 |
||
98 |
Ç.Элкер «Çуллахи ир». |
1 |
||
99-100 |
Ю. Силем «Утӑ çинче вӑрманта». Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
2 |
||
101 |
А.Костецкий «Утӑра».Г.Тал-Мӑрса «Хирте». |
1 |
||
102 |
КТВ. А. Р. Кульева, О.Г. Кульев «Ылтăн шевле» Килсемччӗ хăвăртрах, çу кунӗ! |
1 |
||
Тематика планĕ
3 –мĕш класс
Урок №
|
Урок теми |
Урок шучĕ |
|
Ак ҫитрĕ сентябрь.. (3 сехет) |
|
1 |
Г.Волков. Ҫамрăкла вĕренни чул ҫинче. Г.Сапгир. Вĕреннĕ лаша |
1 |
2 |
Хв.Уяр ҫырнинчен. Мăйăр хуппи |
1 |
3 |
К.Беляев. Чи хаклă парне |
1 |
|
Чăваш ҫĕр-шывĕ (5 сехет) |
1 |
4. |
К. Ушинский. Тăван ҫĕр-шыв пирĕн анне. Тăван ҫĕр-шыв. Чăваш республикин Патшалăх гимнĕ |
1 |
5. |
Хуначи Кашкăр. Ылтăн ҫĕр |
1 |
6. |
КТВ. Юхма Мишши. Улăп ҫĕршывĕ |
1 |
7. |
Н.Янкас. Лăпкă ҫĕр-шавра |
1 |
8. |
С.Вишневский. Туслăх сăмахĕ |
1 |
|
Кĕркунне (6 сехет) |
1 |
9. |
Н.Теветкел. Кĕрхи сăнсем |
1 |
10. |
Н.Исмуков. Кĕр пасарĕ |
1 |
11. |
И.Соколов-Микитов.Кĕрхи вăрманта. М.Волкова. Кĕрхи хурăн |
1 |
12 |
КТВ.Тăватă асамҫă.(Асамат кĕперĕ 10-13 стр.) |
1 |
13 |
О.Туркай. Ҫулҫă |
1 |
14 |
Н.Янкас. Сивĕтет ҫанталăк |
1 |
|
Халăх сăмахлăхĕ (10 сехет) |
|
15. |
Тупмалли юмахсем(туптарусем) |
1 |
16. |
Вăйă-шăпа юрри-сăвви |
1 |
17. |
Вăйă юррисем |
1 |
18. |
КТВ. Атьăр вăййа тухар-и, тĕрлĕ вăйă выляр-и (Асамат кĕперĕ 157-164 стр.) |
1 |
19. |
Уйăхпа хĕвелле. Ак телей |
1 |
20-21. |
К.Чулкаҫ. Ăсансене ертсе килни |
2 |
22. |
Юптарусем. Эзоп. Ула курапа тилĕ. И.Крылов. Ула куракпа Тилĕ |
1 |
23. |
Л.Толстой. Пакшапа кашкăр. Джоэлл Харрис. Тилĕ Туспа Кролик Тус |
1 |
24. |
КТВ.Тилĕпе Ула курак(юптару Асамат кĕперĕ 128-129 стр.) |
1 |
|
Улăп йăхĕнчен эпир(4 сехет) |
|
25. |
Г. Юмарт Улăпсем |
1 |
26. |
Библирен. Ной карапĕ |
1 |
27. |
Ту ҫинчен аннă Улăп. Улăп халапĕсенчен |
1 |
28. |
Ҫунатлă урхамах. Улăп халапĕсенчен |
1 |
|
Юмах юпа тăрринче (5 сехет) |
|
29. |
Чее такасем. Чăваш халăх юмахĕ |
1 |
30. |
КТВ. Юмах ен ҫĕршывĕ (Асамат кĕперĕ 35-38 стр.) |
1 |
31-32. |
Курай юмахĕ. Пушкăрт халăх юмахĕ |
2 |
33. |
Пакшапа мăйăр. Удмурт халăх юмахĕ |
1 |
|
Асамлă хĕл (9 сехет) |
|
34 |
В.Эктел. Хĕл пуҫламăшĕ А.Пушкин. Хĕлле… А.Воробьв. Малтанхи юр |
1 |
35. |
Н.Сладков. Хĕллехи ҫу кунĕсем |
1 |
36. |
КТВ. Г.Кириллов. Йытăпа сунарҫă ( Асамат кĕперĕ 101-109 стр.) |
1 |
37-38 |
ХырпаЧăрăш тата Уртăш мĕншĕн яланах симĕс? |
2 |
39. |
В.Харитонов. Йĕлтĕрпе. А.Смолин халăх хайлавĕ майлă |
1 |
40. |
Г.Харлампьв. Мулкач йĕрĕпе |
1 |
41. |
Н.Силпи Намăсланакан ҫĕнтерÿҫĕ |
1 |
42. |
КТВ. Ҫут тĕнче асамлă та пуян ( Асамат кĕперĕ 14 стр.) |
1 |
|
Эпир сăпайлă ачасем(19 сехет) |
|
43. |
Н.Карай. Йăмăк |
1 |
44. |
М.Джалиль. Çывăракан ача. Р.Миатуллин. Пулăшакан |
1 |
45. |
А.Галкин. Шăна кăмпин шăпи |
1 |
46. |
Н. Иванов. Чечек ҫыххи |
1 |
47. |
Шухши Иванĕ. Кĕрен тÿпе. Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси |
1 |
48. |
КТВ. Г.Волков. Ăслă ача (Асамат кĕперĕ 27-28 стр.) |
1 |
49. |
Г. Волков. Пунялăх хакне ĕҫлекен ҫеҫ пĕлет |
1 |
50-51. |
Л. Ковалюк. Хăравҫă |
2 |
52-53 |
А.Ерусланов. Хапхаҫă |
2 |
54 |
КТВ. Н. Ишентей. Чăх яшки (Асамат кĕперĕ 35-38 стр.) |
1 |
55-57. |
О.Уайльд. Хăйне ҫеҫ юратнă Улăп |
3 |
58. |
Исмай Исемпек. Шăвăҫ витре |
1 |
59 |
В.Ар-Серги. Асанне шкулĕ |
1 |
60 |
КТВ. А.Моргун. Кÿршĕ ачи Вовка ( Асамат кĕперĕ 40-42 стр.) |
1 |
61 |
Пĕтĕмлетÿ урокĕ |
1 |
|
Чĕр чун тĕнчи (11 сехет) |
|
62. |
Н. Ишентей. Аптраман кăвакалсем |
1 |
63. |
С.Элкер Кашкăрсемпе çапăçни |
1 |
64-65 |
Н.Иванов. Ăсанпа Хураçка |
2 |
66. |
КТВ. Н.Ытарай. Вăрман сыхлавҫисем. ( Асамат кĕперĕ 53-55 стр.) |
1 |
67. |
Н.Матвеев. Уртăш |
1 |
68. |
Н.Матвеев. Ҫара ҫерҫи |
1 |
69. |
О. Савандеева. Сăркка |
1 |
70 |
Г.Орлов. Кашкăр тавăрăвĕ |
1 |
71. |
Пĕтĕмлетÿ урокĕ |
1 |
72. |
КТВ. Н. Карай. Сăвăр мĕншĕн макăрать. ( Асамат кĕперĕ 60-63 стр.) |
1 |
|
Ҫур хаваслăхĕ (12 сехет) |
|
73. |
Н.Исмуков.Ҫурхи тĕнче. |
1 |
74. |
Л.Смолин. Ҫуркунне пуҫланать |
1 |
75. |
Н.Некрасов. Ешĕл шав. Уйăп Мишши. Ҫурхи вăйă |
1 |
76. |
КТВ. Ҫут тĕнче асамлă та пуян |
1 |
77. |
Мĕтри Кипек. Ҫурхи вăрманта |
1 |
78. |
А.Каттай. Ҫеҫпĕл |
1 |
79. |
Г.Снегирев. Малтанхи хĕвел |
1 |
80. |
К.Иванов Ҫуркунне ҫитсен |
1 |
81. |
Н. Матвеев. Таврана илем кÿреҫҫĕ. |
1 |
82. |
А.Артьемьев ҫырнинчен. Ҫурхи кун |
1 |
83. |
Пĕтĕмлетÿ урокĕ |
1 |
84. |
КТВ. Юратнă, хаклă уявсем. Мартăн 8-мĕшĕ (Асамат кĕперĕ 145-146 стр.) |
1 |
|
Кĕрленĕ вăрҫă ҫĕр ҫинче тахҫан (6 сехет) |
|
85. |
А. Алка. Малтанхи кун. А.Галкин. Ҫумăр куҫҫулĕ |
1 |
86. |
Ю.Николаева. Вăрҫă ҫăкăрĕ |
1 |
87 |
А. Тимбай. Хурҫă хĕр. А.Каттай. Берлинти палăк |
1 |
88 |
А.Кипеч. Ҫĕр улми сутма кайни |
1 |
89. |
Пĕтĕмлетÿ урокĕ |
1 |
90. |
КТВ. Юратнă, хаклă уявсем (Асамат кĕперĕ 150-153 стр.) |
1 |
|
Ытарайми, асран кайми тăван тавралăх (12 сехет) |
|
91. |
И.Дубанов. Эл кÿлли |
1 |
92. |
В.Харитонов. Ҫил ачи |
1 |
93. |
Г. Орлов. Ҫухату |
1 |
94. |
Ҫулҫÿревҫĕ вăрăсем |
1 |
95. |
М.Волкова. Пĕлĕтсем ăҫта васкатăр? Р.Сарпи. Пĕлĕтсем-шур путексем |
1 |
96. |
КТВ. Ҫут тĕнче асамлă та пуян |
1 |
97. |
Хв.Уяр.Тарăхнă така |
1 |
98. |
Х. Юлдашев. Лĕпĕш. Уйăп Мишши. Ҫуллахи каникул |
1 |
99. |
Г. Харламьев. Кÿлĕ хĕрринче. Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси |
1 |
100. |
Пĕтĕмлетÿ урокĕ |
1 |
101. |
КТВ. Пирĕн пĕчĕк театр |
1 |
102. |
Литература уявĕ |
1 |
|
|
102 |
Тематика планĕ
4 –мĕш класс
№/№ |
Урок теми |
Сехетсен шучӗ |
Раздел 1. Аван – и, шкул саккийӗ (3 сехет) |
||
1 |
Ю. Петров « Сентябрь ирě». Н.Теветкел «Кěрхи кăмăл». |
1 |
2 |
Иван Шухши «Павăл, Миккуль тата Петěр». |
1 |
3 |
П. Михайлов «Малтанхи учителе». |
1 |
Раздел 2. Килсе çитрĕ кĕркунне (6 сехет) |
||
4 |
Митта Ваҫлейĕ «Кěрхи илем». Г. Орлов «Сентябрь». |
1 |
5 |
В. Харитонов «Кěрхи вăрманта». А. Смолин «Хур – кайăк çулě». |
1 |
6 |
Г. Луч «Тăрнасем». |
1 |
7 |
Л. Сильвестров «Кěркунне макăрать». |
1 |
8 |
Г. Ефимов «Тумне хывма ěлкěреймен». |
1 |
9 |
КТВ «Çут тěнче ытамěнче». Писательсем çут çанталăк çинчен. |
1 |
Раздел 3. Ку вӑл - ман Тӑван çӗршыв (7 сехет) |
||
10 |
Валем Ахун «Тăван чěлхе». |
1 |
11 |
И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă Халал. |
1 |
12 |
П. Хусанкай «Эп чӑваш – ачи». Ҫеҫпĕл Мишши. Чăваш сăмахĕ. |
1 |
13 |
Иван Шухши «Эпě – чăваш». |
1 |
14 |
А. Алексеев «Нарспи» пичетленнě çул». |
1 |
15 |
И. Прокопьев «Ун ятне этемлěх манмě». |
1 |
16 |
КТВ «Савнă ен – Чăваш çěршывě». |
1 |
Раздел 4. Пирӗн йала –йерке (3 сехет) |
||
17-18 |
Хветĕр Уяр «Йăла – йěрке». |
2 |
19 |
Н. Охотников «Хěллехи кунсенче». |
1 |
Раздел 5. Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ (11 сехет) |
||
20 |
Юмахсем. |
1 |
21 |
Халапсем. Мулкач. |
1 |
22-23 |
Улăп халапěсем.Улăпсем. |
2 |
24 |
Ваттисен сăмахěсем. |
1 |
25 |
Уяв юррисем. Вăйă юррисем. |
1 |
26 |
Сюжетлă вăйăсем. |
1 |
27 |
Витлешÿ такмакěсем. Шÿтсем. |
1 |
28 |
Вăрттăн чĕлхе. Сутмалли юмахсем. Кăсăк ыйтусем. |
1 |
29 |
Халăх юррисем. |
1 |
30 |
КТВ «Тěнче тěрлě тěспе илемлě». |
1 |
Раздел 6. Шурӑ юр çусан (4 сехет) |
||
31 |
Н. Сладков «Пěрремěш юр». |
1 |
32 |
Н. Сладков «Кайăксем ăçта çывăраççě». Вулав хӑвăртлӑхне тӗрӗслесси |
1 |
33 |
Г. Орлов «Кăрлач». |
1 |
34 |
КТВ С.Тимбай «Хěл асамçă». Н. Сладков. Ăнланмалла мар йĕрсем. |
1 |
Раздел 7. Кусем - манӑн туссем (6сехет) |
||
35 |
Иван Шухши «Çил çуна». |
1 |
36 |
А. Галкин «Математика мыскари». |
1 |
37 |
В. Дмитриев«Чаплă парне». (Пьеса) |
1 |
38 |
Джек Лондон «Киш çинчен çÿрекен халап». |
1 |
39 |
К.Груя «Пакăлти». |
1 |
40 |
КТВ «Ачалăхăн асамлă асамачě». |
1 |
Раздел 8. Ырăпа усал (5 сехет) |
||
41 |
Л. Мартьянова «Чěлхесěр Иван». |
1 |
42 |
П. Можаров «Хăйма вăрри». |
1 |
43 |
М. Горький «Эрхип мучипе Ленька». |
1 |
44 |
Оскар Уайльд «Çывăх тус». |
1 |
45 |
КТВ «Пурнăçран хакли çук». |
1 |
Раздел 9. Атте-анне пурри телей (3 сехет) |
||
46 |
Л. Смолина «Сăпка юрри». А. Смолин «Анне – пирěн тěнче». |
1 |
47 |
Ю. Артамонов «Çăкăр». |
1 |
48 |
М. Ухсай «Услан кайăк юмахě». |
1 |
Раздел 10. Ӳсен - тӑран тӗнчинче (3 сехет) |
||
49 |
Юхма Мишши «Курăк академикě». М. |
1 |
50 |
М. Ахманэ. Ҫумăр хыҫҫăн вăрманта. А. Артемьев «Елюк сăртěнче». |
1 |
51 |
КТВ А. Воробьёв. Март. О. Прокопьев. Апрель. |
1 |
Раздел 11. Çуркунне çитсен (3 сехет) |
||
52 |
Н. Прокопьев «Çуркунне пуçланать». К. Турхан «Çуркунне». |
1 |
53 |
Г. Орлов «Курак». А. Савельев. Шăнкăрч килни. |
1 |
54 |
Н. Матвеев «Çěр ыйхăран вăранать». С. Есенин «Сенкер май». |
1 |
Раздел 12. Чĕр чунсем - пирӗн туссем (6 сехет) |
||
55 |
В. Бианки. Раксем ăҫта хĕл каҫаҫҫĕ. |
1 |
56 |
А. Кăлкан «Йытăпа кушак». С. Садал «Сăвăр куççулě». |
1 |
57-58 |
Хветĕр Уяр «Лашана çăлни». |
2 |
59 |
Ю. Петров-Вирьял «Тăрна ташши». |
1 |
60 |
А. Куприн. Парпуспа Шульккă. П. Хусанкай «Хĕрӱ хĕвел хĕрелсе анчĕ…». |
1 |
Раздел 13. Вăрçă кĕрленĕ чух (4 сехет) |
||
61 |
Н. Евстафьев«Амăш пилĕ». |
1 |
62 |
А. Ĕҫхĕл «Ěççинче». |
1 |
63 |
Муса Джалил «Урасăр». А. Клементьев «Эпир çěнтертěмěр». |
1 |
64 |
КТВ. Ылханлă вăрҫă ҫулĕсем. |
1 |
Раздел 14. Çу пуҫланчĕ (4 сехет) |
||
65 |
Г. Фёдоров «Çу çитрě». |
1 |
66 |
Г. Орлов «Çуллахи вăрманта». Вулав хӑвăртлӑхне тӗрӗслесси |
1 |
67 |
Г. Орлов «Август». |
1 |
68 |
КТВ Ĕлĕкхине аса илсен. |
1 |
Фонд оценочных средств
1 класс
№№ |
№ урока |
Наименование разделов и тем |
Формы контроля |
Источник |
1 |
Урок № 16 |
«Тавралӑх – асамлӑ тĕнче» |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси |
Т.В.Артемьева, О.И.Печников «Литература вулавĕ», 1 класс, часть 1, 2014, стр.94 |
2 |
Урок № 31 |
Чĕр чунсем çинчен |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси |
Т.В.Артемьева, О.И.Печников «Литература вулавĕ», 1 класс, часть 2, 2014, стр.98-99 |
2 класс
№№ |
№ урока |
Наименование разделов и тем |
Формы контроля |
Источник |
1 |
Урок № 47 |
Ӗç телей те савӑнӑç кӳрет |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси |
Артемьева Т.В. Литература вулавĕ: Ешӗл калча. 2 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. И. Яковлев «Кулачӑ».стр.121 |
2 |
Урок № 101 |
Çу уйӑхне кĕтĕмĕр |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
Артемьева Т.В. Литература вулавĕ: Ешӗл калча. 2 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. Ю. Силем «Утӑ çинче вӑрманта». стр.213 |
3 класс
№№ |
№ урока |
Наименование разделов и тем |
Формы контроля |
Источник |
1 |
Урок № 47 |
Кĕрен тÿпе. |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
Литература вулавĕ: Ылтăн пучах 3 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. Шухши Иванĕ. Кĕрен тÿпе ,стр.117-118 |
2 |
Урок № |
Кÿлĕ хĕрринче |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
Литература вулавĕ: Ылтăн пучах 3 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. Г. Харламьев. Кÿлĕ хĕрринче., стр.231 |
4 класс
№№ |
№ урока |
Наименование разделов и тем |
Формы контроля |
Источник |
1 |
Урок № 32 |
Шурӑ юр çусан |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
Литература вулавĕ: Пучах ҫумне пучах. 4 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. Н. Сладков «Кайăксем ăçта çывăраççě», стр.75 |
2 |
Урок № 66 |
Çу пуҫланчĕ |
Вулав хăвăртлăхне тĕрĕслесси. |
Литература вулавĕ: Пучах ҫумне пучах. 4 – мĕш класс вали/ Т. В. Артемьева, О. И. Печников. – Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2014. Г. Орлов «Çуллахи вăрманта», стр.224 |
Литература вулав ăлайĕсемпе хăнăхăвĕсене тĕрĕслесе хакласси.
1 класс
Пĕрремĕш çул вĕренекенсен вулав ăлайĕсемпе хăнăхăвĕсене куллен тĕрĕслесе, сăмах вĕççĕн хакламалла.
1 класра сăмахри сыпăксемпе сасăсене уйăрас, вĕреннĕ сас паллисемлĕ сăмахсене, предложенисене, текстсене ăнланса, тĕрĕс, тикĕс, сыпăкăн- сыпăкăн вулас хăнăхусен аталанăвне асăрхаса тăмалла. Вĕренÿ çулĕ вĕçнелле программăра кăтартнă ăслайсем ( текста ăнланса, тĕрĕс, тикĕс,йывăр сăмасене сыпăкласа, ансаттраххисене тулли сăмахăн минутра 20-25 сăмах таран вулас пултарулăх) еплерех шайрине тĕрĕслемелле, сăмахпа каласа хакламалла.
2 класс
«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача текста тĕрĕс вулать пулсан.
1- мĕш çур çулта текста тикĕс, сыпăкăн- сыпăкăн, хăш пĕр сăмахсене сыпăкламасăр минутра 30 (ăшра 45) сăмахран кая мар вулать.
2- мĕш çур çулта текста тулли сăмахăн (хăш-пĕр сăмахсене çеç сыпăкласа) минутра 50 (ăшра 60) ) сăмахран кая мар, сăмахсене, сасăсене тĕрĕс, пăсмасăр, сыпăксемпе сас паллисене вырăнĕпе ылмаштармасăр, сăмахсенчи пусăмсене тĕрĕс туса, предложенисен вĕçĕнчи чарăну паллисене пăхăнса тивĕçлĕ чарăнусемпе, интонаципе вулать; текстри палламан сăмахсене асăрхама пултарать; юмаха, калава , сăвва пĕр- пĕринчен уйăрма, вулани тата текстри ÿкерчĕксем çинчен йĕркипе, çыхăнуллăн каласа пама. Вĕрентекен ыйтăвĕсем тăрăх текстпа ĕçлеме пĕлет, сăнарсен ĕçĕсемпе хăтланăвĕсене сăлавлама пултарать; пăхмасăр каламалла сăвă текстне çирĕп пĕлет, ăна тĕрĕс те палăртуллă, тивĕçлĕ интонаципе каласа парать.
«4» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача вуланă текста ăнланать пулсан;
1-мĕш çур çулта текста тикĕссĕн, сăмахсене вакламасăр ( йывăр сăмахсене сыпăкласа), минутра 1-мĕш çур çулта
2-мĕш çур çулта текста тикĕссĕн, сăмахсене вакламасăр ( йывăр сăмахсене сыпăкласа сыпăкласа
«3» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача мĕн вуланине вĕрентекен пулăшнипе çеç ăнланса илет пулсан;
1-мĕш çур çулта такăна- такăна, сăмахсене вакласа (хăш-пĕр сăмахсене çеç туллин) ) минутра 25 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта текста тикĕссĕн, сăмахсене вакласа (хăш-пĕр сăмахсене çеç туллин) ) минутра 35 сăмахран кая мар вулать, анчах та сăмахсемпе сыпăксене 3-4 çĕрте пĕр- пĕринпе пăтраштарать, сиктерсе хăварать, вырăнĕпе улăштарать, сăмахсемпе предложенисм хушшинчи чарăнусене тĕрĕс тумасть, мĕн çинчен вуланине каласа панă чухне пуплев йăнăшĕсем тăвать, вĕсене вĕрентекен пулăшнипе çеç тÿрлетет; пăхмасăр каламалли сăвă текстне çирĕпех пĕлмест.
«2» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: ача мĕн вуланине вĕрентекен пулăшнипе те текст ăнланаймасть;
1-мĕш çур çулта сас паллисемпе 25сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта такăна- такăна, сăмахсене сыпăкласа минутра 30 сăмахран кая мар, сыпăксене, сасăсене 6 -4 çĕрте пĕр- пĕринпе пăтраштарса, сиктерсе хăварса, ылмаштарса вулать; сăмахсемпе предложенисм хушшинчи чарăнусене тума пĕлмест; ăшлăхне текст вуланине вĕрентекен пулăшнипе те каласа параймасть; сăвă тексчĕн пысăк пайне пăхмасăр калаймасть.
«1» » паллă çакăн пек чухне лартмалла:ача уйрăм саспаллине те вулама пĕлмест; пĕчĕк сăвва та пăхмасăр калаймасть.
3 класс
«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен мĕн вуланине туллин ăнлансан
1-мĕш çур çулта туллии сăмахăн ( пĕрремĕш хут тĕл пулнă сăмахсене сыпăкласа) пĕр тикĕссĕн, тивĕçлĕ интонаципе минутра 65(ăшра 80) сăмахран кая мар вулать
2-мĕш çур çулта тĕрĕс ăнланса, пĕр тикĕссĕн, сăмахсене вакламасăр, текст пĕлтерĕшĕпе шухăшне шута илсе тивĕçлĕ интонаципе (хăвăрт е хуллен сасса хăпартса е хăпартмасăр, логика пусăмĕсемпе тăхтавсем туса) минутра 75(ăшра 80) сăмахран кая мар вулать; вуланине туллин, кĕскен каласа пама, пысăках мар текст пайĕсене харкам тĕллĕн уйăрса ят пама, ансăр план тăрăх каласа пама, ыйтусене хуравлама, шухăхшне текстри тĕслĕхпе çирĕплетме, хайлавăн тĕп шухăшне ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе палăртма, текста асăмласа каласа панă чухне сăнарлă сăмахсемпе усă курма пĕлет; автор герой çине мĕнле куçпа пăхнине, сăвă, калав, юптару, пьеса ансат уйрăмлăхĕсене чухлать; пăхмасăр каласа памалли сăвă текстне çирĕп пĕлет, ăна тĕрĕс те палăртуллă каласа парать.
«4» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен вуланă текста ăнланть пулсан;
1 -мĕш çур çулта текста палăртуллăн, сăмахсене вакламасăр ( йывар сăмахсене сыпăкласа), вулав тĕрĕслĕхне асăрхаса, йăнăшсене тÿрлетсе пырса, минутра 50 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ 65 сăмахран кая мар, вулавра 1-2 йăнăш, ача ăна хăйех тÿрлетет; сăвва палăртуллăн, тивĕçлĕ интонаципе пăхмасăр каласа пама пĕлет, анчах та пысăках мар йăнăшсем ( пĕр сăмаха темиçе хут калани, пăтраштарни т.ыт.те) тăвать.
«3» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен ача текстăн тĕп шухăшне вĕрентÿçĕ пулăшнипе çеç ăнланса илет пулсан;
1-мĕш çур çулта текста тулли сăмахăн (хăш-пĕр сăмахсене вакласа) сасса улăштармасăр минутра 50 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ 65 сăмахран кая мар, ача сăмахсене, сыпăксепе сасăсене 4 -6 çĕрте пĕр- пĕринпе пăтраштарса, сиктерсе хăварса, весене вырăнĕпе ылмаштарса. Сăмахсенчи пусăмсене тĕрĕс мар туса вулать; мĕн çинчен вуланине çыхăнуллăн каласа пама пĕлмест, текст пайĕсене уйăрса ят пама вĕрентÿçĕ пулăшнипе çеç пултарать, пуплев йăнăшĕсем тăвать, весене пулăшмасăр тÿрлетеймест, пăхмасăр каласа памалли сăвва çирĕпех пĕлмест.
«2» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен ача 1-мĕш çур çулта ) сасса улăштармасăр минутра 35 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта хăш-пĕр сăмахсене çеç вакламасăр минутра 45 сăмах таран вулать, 6 йăнăшран ытларах тăвать; мĕн вуланине пăтраштарса, çыхăнусăр каласа парать, вĕрентекен ыйтăвĕсемпе те тектăн пайĕсене уйăрма пĕлмест; сăвăн пысăк пайне пăхмасăр калаймасть;
«1» » паллă çакăн пек чухне лартмалла:ача сăмахсене сыпăкласа та вулаймасть, мĕн вуланине ăнланмасть, каласа параймасть; сăвва та пăхмасăр калаймасть.
4 класс
«5» паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен ача тулли сăмахсепе, ăнланса, литература чĕлхин тĕп виçисене пăхăнса, вулав тĕрĕслĕхне асăрхаса пырса вулать пулсан;
1-мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ минутра 80 (ăшра 95) сăмахран кая мар;
2-мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ минутра 95 (ăшра 110) сăмахран кая мар; ача текста палăртуллă вулама харкам тĕллĕнех хатĕрленме пĕлет; текстăн тĕп шухăшне тивĕçлĕ интонаципе палăртса вулать; мĕн вуланине туллин, кĕскен тата суйлавлă, калавçă сăпатне улăштармасăр тата улăштарса каласа пама пултарать,вуланин тĕп шухăшне хăй сăмахĕсемпе каласа парать; текстри сăнарсене, ĕçсене, çут çанталăка сăнласа паракан ; сăмах майлашăвĕсене тупса пама пĕлет; геройсем пурнăçлакан ĕç-хĕле кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен хак пама, калаври ĕçсен йĕркине палăртма, автор çинчен каласа пама пултарать; автор геройсем çине мĕнле куçпа пăхнине, литература терминĕсене ( танлаштару, эпитет, метафора, гипербола, метонимии, иронии) пĕлтерĕшĕсене чухлать, пăхмасăр каламалли сăвва çирĕп пĕлет, ăна тĕрĕс те палăртуллă, тивĕçлĕ интонаципе каласа парать
«4» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен вуланă текста ăнланть пулсан;
1 -мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ минутра 70 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур минутра 85 сăмахран кая мар, вулавра 1-3 йăнăш, вуланин тĕп шухăшне хăй тĕллĕнех палăртать, анчах каласа панă чухне пуплев йăнăшĕсем тăвать, вĕсене вĕрентÿçĕ пулăшнипе тÿрлетет; текста туллин, кĕскен, суйлавлăн калавçă сăпатне улăштармасăр тата улăштарса каласа панă чухне пысăках маар йăнăшсем тăвать, сăвва палăртуллăн, тивĕçлĕ интонаципе пăхмасăр каласа пама пĕлет, анчах та пысăках мар йăнăшсем тăвать, литература теориĕн ансат ăнлавĕсене ( танлаштару, эпитет, метафора) пĕтĕмĕшле ăнкарать, сăвва пăхмасăр каласа пама пĕлет, анчах 1-2 йăнăш тăвать, вĕсене хăех тÿрлетет.
«3» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен ача текстăн тĕп шухăшне вĕрентÿçĕ пулăшнипе çеç ăнланса илет пулсан;
1-мĕш çур çулта текста тулли сăмахăн (хăш-пĕр сăмахсене вакласа) сасса улăштармасăр минутра 50 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта вулав хăвăртлăхĕ 65 сăмахран кая мар, ача сăмахсене, сыпăксепе сасăсене 4 -6 çĕрте пĕр- пĕринпе пăтраштарса, сиктерсе хăварса, весене вырăнĕпе ылмаштарса. Сăмахсенчи пусăмсене тĕрĕс мар туса вулать; мĕн çинчен вуланине çыхăнуллăн каласа пама пĕлмест, текст пайĕсене уйăрса ят пама вĕрентÿçĕ пулăшнипе çеç пултарать, пуплев йăнăшĕсем тăвать, весене пулăшмасăр тÿрлетеймест, пăхмасăр каласа памалли сăвва çирĕпех пĕлмест.
«2» » паллă çакăн пек чухне лартмалла: вĕренкен ача 1-мĕш çур çулта ) сасса улăштармасăр минутра 35 сăмахран кая мар вулать;
2-мĕш çур çулта хăш-пĕр сăмахсене çеç вакламасăр минутра 45 сăмах таран вулать, 6 йăнăшран ытларах тăвать; мĕн вуланине пăтраштарса, çыхăнусăр каласа парать, вĕрентекен ыйтăвĕсемпе те тектăн пайĕсене уйăрма пĕлмест; сăвăн пысăк пайне пăхмасăр калаймасть;
«1» » паллă çакăн пек чухне лартмалла:ача сăмахсене сыпăкласа та вулаймасть, мĕн вуланине ăнланмасть, каласа параймасть; сăвва та пăхмасăр калаймасть.
Материалы на данной страницы взяты из открытых источников либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.