Ачасенчен 1-4 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
1. ПРЕДМЕТĂН ПУЛАС РЕЗУЛЬТАЧĔСЕМ
1 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
Харкамлăх результачĕсем:
-ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхĕсене уçăмласа пыни,
- ачасем Тăван çĕршыв, тăван халăх ывăл- хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;
- ачасем таврари пурнăç, этем,çут çанталăк çинчен мĕн пĕлни анлăланма пуçлани, тавра курăмĕ йĕркеленсе пыни;
- хрпăр хăйĕн тата тантăшĕсен ĕç-хĕлне сăнас -хаклас ăслай –хăнăхусене алла илсе пыни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачесем:
-ачасен шухăшлавĕ пур енлĕн аталанса пыни, вĕсем тишкеру, пĕтĕçтеру, пĕтĕмлету ĕçĕсене вĕренсе пыни;
- ачасен пуплевĕ пур енлĕн аталанса, вĕсем пуплев ĕç-хĕлĕсене (итлев, çыру, калу) вĕренсе пыни;
- кĕнекепе ĕçлеме вĕренсе пыни;
Предметăн пайрам результачĕсем:
- тăван чĕлхери тĕп сасăсене, вĕсене палăртмалли сас паллисене, сăмахри сасăсен пахалăхне ( уçă е хупă), йĕркине, хытă тата çемçе сасăсене сăмахра паллама, çырура палăртма пĕлни;
- сăмахсене, предложенисене, пысăк мар тĕрлĕ жанрлă текстсене вуласа ăнланма пултарни;
- пур сасă пуххи сăмах, сăмах пуххи предложени пулайманнине ăнланни;
- сас паллисене ( пĕчĕккисене тата пысăккисене), çыхăнăвĕсене, сăмахсене, предложенисене тĕрĕс евĕрлесе çырса илме, тĕрĕслеме вĕренни;
- уйрăм сăмахсене, 3-4 сăмахран тăракан, тытăмĕпе ансат предложенисене илтнĕ тăрăх çырма пултарни;
- чĕлхе пĕлĕвĕн хăш-пĕр ансат ăнлавĕсемпе терминĕсене (уçă е хупă сасă, сас палли, сыпăк, сăмах, предложении, текст) уçăмлани.
2 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
Харкамлăх результачĕсем:
- тăван чĕлхене хаклама, хисеплеме хăнăхса пыни;
- кашни халăхăн хăйĕн чĕлхи пулнине, вăл ыттисенчен уйрăлса тăнине ăнланни;
- чĕлхепе кăсăкланма пуçлани, харпăр хăй пуплевне лайăхлатас кăмăл-туйăм амаланни.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- пулăмсене тарăнрах ăнланма вĕренсе пыни;
- ăнлавсене уçăмлама, ушкăнлама хăнăхса пыни;
- тишкеру- пĕтĕçтеру, танлаштару хăнăхĕвĕсем çирĕпленсе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
- ачасем алфавитри сас паллисене, вĕсен пĕлтерĕшĕсен, уçă тата хупă сасăсен уйрăмлăхĕсене, сăмахри , уçă сасă çине пусăм укни-укменнине, сасăсем хытă тата çемçе пулнине, сăмахсене пĕр йĕркерен теприне мĕнле куçармаллине пĕлни;
- 35-40 сăмахлă текста каллиграфии тĕлĕшĕнчен тĕрĕс те таса, сас паллисене сиктерсе хăвармасăр, пăтраштармасăр çырма пултарни;
- 25-30 сăмахлă текста итленипе (диктант) çырма вĕренсе пыни;
- сăмаха сыпăклама, пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене тĕрĕс куçарма, çемçе хупă сасăсене çырура тĕрĕс палăртма, вăрăм хупă сасăллă сăмахсене (программăра кăтартнисене) тĕрĕс çырни;
- çын ячĕпе хушаматне, ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллипе пуçласа çырма пултарни;
- сăмахсен сасă тытăмне тишкерме (вĕсене сыпăклама, уçă тата хупă сасăсене, сасăсемпе сас паллисен йĕркине тата хисепне палăртма) пĕлни;
- япалана , унăн ĕçне, паллине пĕлтерекен сăмахсене ыйтăвĕ тăрăх ушкăнлама пултарни;
- предложенин тĕп членĕсене – подлежащипе сказуемăя- тупма пĕлни;
- ыйтусем тăрăх ансат предложени членĕсем хушшинчи çыхăнăва палăртма вĕренни;
- предложение пысăк сас паллирен пуçласа çырма, ун вĕçне, интонацие кура, пăнчă, ыйту е кăшкăру палли лартма пĕлни;
- 30-45 сăмахлă текст тăрăх ыйтусене хуравласа изложени çырма; 2-3 предложнениллĕ текст тума пултарни.
3 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
Харкамлăх результачĕсем:
- ачасен тăван чĕлхене тĕплĕнрех вĕренес, харкамăн пуплев ĕç-хĕлĕсене аталантарас кăмăлĕ амаланни;
- тантăшĕсен тата харкам пуплевне сăнама, тĕрĕслеме вĕренсе пыни;
-тăван чĕлхе пуянлăхĕпе, илемĕпе киленме пуçлани.
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- тĕрлĕ текста тишкерме, турелетме вĕренсе пыни;
- пуплев культурин енĕсене тимлеме хăнăхса пыни;
- культура тата çырура пуплев тата хутшăну этикечĕн нормисене тытса пыма хăнăхса пыни;
- урокра тата тулашĕнче харпăр хăй ĕçне йĕркелеме вĕренсе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
-сăмахăн тĕп пайĕсем – унăн тымарĕпе аффиксĕсем; пуплев пайĕсем- япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ; предложенин тĕп членĕсем тата кĕçĕн членĕсем пулнине пĕлни;
-вĕреннĕ орфограммасĕнчен тăракан 40-45 сăмахлă текста таса, тĕрĕс те илемлĕ çырса илме, итленипе (диктант) çырма, предложенисем вĕçĕнче кирлĕ чарану(пăнчă, ыйту е кăшкăру) палли лартма пултарни;
-сăмахсен сасă тытăмне сăнама; сыпăксене уйăрма, уçă тата хупă сасăсене палăртма, уçă сасă çине пусăм укни-укменнине пĕлме, хупă сасă хытти-çемçине, янăравлă-янăравсăррине туйма, сăмахри сасăпа саспалли хисепне уяма хăнăхса пыни;
-сăмах тытăмне (тымарĕпе аффиксне) курма пултарни;
-пуплев пайĕсене (япала ячĕ, глагол, паллă ячĕ) палăртма, вĕсем мĕнле формăрине (япала ячĕсен хисепне, глаголсен вăхăчĕпе хисепне) чухлани;
-предложенири сăмахсен çыхăнăвне асăрхама, сăмах майлашăвĕсене уйăрни;
-предложени тытăмне( синтаксисне) ансат тишкерме (вал калуллă, ыйтуллă, кăшкăруллă е кашкăрусăр пулнине палăртма, унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене, вĕсем хушшинчи çыхăнăва ыйту лартса) тупма пĕлни;
-ушкăнпа тунă е хатĕр планпа усă курса 55-65 самахла изложени çырма вĕренсе çитни.
4 класран вĕренсе тухнă тĕле кĕтекен результатсем
Харкамлăх результачĕсем:
- таса, тĕрĕс, вырăнлă пуплев çыннăн сапăрлăх тата пĕтĕмĕшле аталанăвĕн палăрăмĕ пулнине ăнланни;
- чĕлхепе тирпейлĕ, тĕрĕс усă курма вĕренес кăмăлĕсем çирĕпленни;
- хутшăну культурин правилисемпе килĕшуллĕн вăхăтра тав тума, каçару ыйтма, саламлама, вашават сăмах хушма, япала ыйтса илме, чĕнĕве палăртма пĕлни;
- чĕлхе харкам ăславлă пултарулăхне, шухăш вĕçевне палăртмалли, аталантармалли хатĕр пулнине ăнланни;
Предметăн пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
- чĕлхе тĕп хутшăну хатĕрĕ, наци культурин единици, вĕрену тата аталану хатĕрĕ пулнине ăса хуни;
- чĕлхен тĕрлĕ çăл куçсенче кирлĕ тивĕçлĕ информации тупма, ăнăçлă усă курма хăнăхса пыни;
- чĕлхе хатĕрĕсемпе хутшăну тата вĕрену задачисемпе шайлашуллă тивĕçлĕ усă курма вĕренесе пыни.
Предметăн пайрам результачĕсем:
- вĕреннĕ пуплев пайĕсем, вĕсен паллисем, предложенин пĕр йышши членĕсем çинчен çирĕп пĕлни;
- -вĕреннĕ орфограммасĕнчен тăракан 55-60 сăмахлă текста йăнăшсăр, таса теа илемлĕ çырса илме, диктант çырма пултарни;
- пĕр йышши членлă предложенире (вĕреннĕ тĕслĕхсем) чарăну паллисем лартма вĕренни;
- сăмахăн сасăпа сас палли тытăмне тишкерме, тымарĕпе аффиксĕсене тупма хăнăхни;
- япала ячĕсен, сăпат ылмашĕсен падежĕпе хисепне, глаголсен хисепне сăпачĕпе вăхăне палăртма пултарни;
- предложенин ансат синтаксис тытăмне чухлама: вăл тăллевпе интонаци тĕлĕшĕнчен мĕнлине калама,унăн тĕп тата кĕçĕн членĕсене тупма, ыйтусем тăрăх вĕсен çыхăнăвне тата пĕр йышши членсене асăрхамахăнăхса пыни;
- харпăр хăй тĕллĕн тунă планпа усă курса 80-90 сăмахлă текст тăрăх изложени çырма, пурнăçра пулни-иртни, экскурсире курни, сăнани çинчен çыхăнуллă пĕчĕк калав йĕркелеме ( сочинени çырма) вĕренсе пыни.
Материалы на данной страницы взяты из открытых источников либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.