Предметăн пулас результачĕсем

  • Документация
  • Разработки курсов
  • Разработки уроков
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала Предметăн пулас результачĕсем.docx

Предметăн пулас результачĕсем

 

   Харкамлăх (личностные):

- ачасем хăйсем вĕренекен пулнине ăнланни, вĕренекенĕн яваплăхне уçăмлани;

- ачасем тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе, литература ăнлавсене ăша хывни, хăйсем хăш халăх ывăл-хĕрĕ пулнине ăнланни, вĕсен тăван халăха хисеплес туйăм амаланма пуçлани;

- ачасем таврари пурнăç, этем, çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатни, тавракурăмĕ йĕркеленсе пыни;

- харпăр хăй хăтланăвĕсене сăнама-асăрхама, вĕсемшĕн  яваплă пулма хăнăхса пыни;

 - шкулта, класра, урамра, килте, хăнара хăвна мĕнле тытмаллине, уроксене мĕнле хатĕрленмеллине, ĕç вырăнне хатĕрлемеллине, парта хушшинче мĕнле лармаллине, ĕç  хатĕрĕсемпе мĕнле ус= курмаллине, ĕçе тăрăшса, тимлĕ, тирпейлĕ тумаллине ăнланни;

- тимлĕх калăпăшĕ, пахалăхĕ, самантлăх, ятарлă тата ирĕклĕ астăвăмĕ аталанни;

- хайлавсенчи сăнарсен лайăх тата начар енĕсене шута илни;

- пĕчĕккĕн аслисемпе пĕрле ĕçе хăнăхса пымаллине, пурнăçра çак хăнăхусем кирлĕ пулассине  ăнланни;

- ĕмĕтленни, вĕренни пурнăçра кирлĕ пулние тавçăрни.

- шкулта вĕренни пĕлÿ пухмалли, аталанмалли, харпăр хăй пурнăçне кăсăклăрах, усăллăрах тума вĕренмелли тĕп мел пулнине ăша хуни;

-  ачан кăмăл-сипечĕ çырĕпленсе пыни: ваттисене хисеплемеллине, çынпа ырă пулмаллине, çынсем хушшинче хăвна мĕнле тытмаллине, чĕр чунсене юратмаллине ăнланса илни;

- шухăшлав  ăслайĕсем туптанни.

Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем (метапредметные)

Пĕлÿлĕх(познавательные):

- итленĕ е вуланă чух мĕнле лармаллине тата урокра кирлĕ хатĕрсемпе мĕнле усă курмаллине пĕлни;

- таврари япаласене, пулăмсене тĕпчес ăнтăлав аталанни;

- таврари япаласемпе пулăмсем çинчен мĕн пĕлнине системăлани: «Тăван çĕр-шыв» ăнлава уçăмлани. Вăл çуралнă вырăн, тăван ял, тавралăх, хăй пурăнакан  республика тата çĕр-шыв (Раççей) пулнине ăнланни, унăн культури, мухтавлă çыннисем çинчен пĕлни; çут çанталăк законĕсем, япаласемпе пулăмсем пĕр-пĕринпе çыхăнса аталаннине курни;

- тавралăх енĕсене, япалан вырăнне кăтартма, тавралăхри вырăнне палăртма пĕлни;

- япаласен пĕрпеклĕхне, уйрăмлăхне, вĕсем мĕнпе уйрăлса тăнине курма, палăртма пултарайни;

- ачан тавракурăмĕ анлăланни: çут çанталăкри пулăмсем, çулталăк вăхăчĕсем, çемье, чĕр чунсем, ачасен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕнрех пĕлни, тĕнче курăмĕ йĕркеленсе пыни;

- туйăм культури çивĕчленни: кирлĕ вăхăтра пулăшма, мĕн тумалла, мĕнле тумаллине тавçăра пуçлани;

-пысăк, пĕчĕк, тан услăха курни, логикăллă шайлаштарайни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче кирлĕ материала шыраса тупма пĕлни;

- вĕренÿ хатĕрĕсенче панă символсене, модельсене, схемăсене,паллăсене ăнланни;

 

Йĕркелÿ-хаклав(регулятивные):

- тантăшĕсен тата харпăр хăй ĕçне тищкерейни тата пахалайни;

- тишкерÿ – пĕтĕçтерÿ ĕçне хăнăхни, пĕтĕмĕшлине пайсем çине уйăрма, пайĕсене пĕтĕçтерме пĕлни;

- тĕрĕс курма, япаласен уçлăхри вырăнне палăртма пултарни;

- хăйĕн ĕçне вĕрентекен, юлташĕсем хакланине йышнни;

- вĕрентекен, класпа пĕрле палăртнă задачăна татса памалли тĕрлĕ майсем тупни;

- хăвăн шухăшна ăнлантарса парайни;

- йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

- ĕç йĕркине, мĕн хыççăн мĕн тумаллине, мĕншĕн ун пек тумаллине тавçăрни;

- ĕçĕн кашни тапхăрне вĕрентекен пулăшнипе хак парса пырайни;

- харпăр хăй ĕçне планлама пĕлни.

Хутшăну (коммуникативные):

- шухăша тĕрĕс те уçăмлă, çыхăнуллă каласа пама тăрăшни;

- текстпа ĕçлеме пĕлни, вулани çинчен çыхăнуллă тата уçăмлă каласа пама тăрăшни;

- ачан пуплевĕ, йăнăша курма, пĕр-пĕрне йăнăш тăвасран асăрхаттарма вĕренни;

-пуплев культури аталанни: пĕр-пĕр япала, пулăм, ĕç çинчен çыхăнуллă, кирлĕ сăмахсемпе усă курса каласа пама пултарни; юлташпа, аслисемпе, ваттисемпе мĕн çинчен тата мĕнле сăмахсемпе усă курса калаçмаллине ăнкарни, кампа калаçнă чух, хăçан, мĕнле сăмахсемпе (сывлăх сунни, тав туни, сывпулашни) усă курмаллине тавçăрни;

- çывăх, хирĕçле, пĕр пĕлтерĕшлĕ, нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен пĕлтерĕшĕсене тĕрĕсрех, тарăнрах ăнланни, вĕсен ретĕнче кирлине суйлайни;

- сăмахсен куçăмлă пĕлтерĕшне ăнланни;

- чăваш чĕлхинче сăмахсен предложенире çирĕп йĕрке пуррине ăнланни, ăна пуплевре тытса пырайни;

- каласа парассин тĕрлĕ тĕсĕсене (калав, сăнлав, уйлав) пĕлни. Вĕсен тытăмĕпе уйрăмлăхĕсене курма, калавăн тĕрлĕ тĕсне йĕркелеме пултарайни;

- калав темине, тĕп шухăшне палăртайни;

- хутшăну пуплевĕ (диалог) тытăмне, унти предложенисен хăй  евĕрлĕхне (ытларах тулли мар предложенисем) пĕлни. Диалог шалашĕ пĕр темăна, пĕр тĕп шухăша пăхăнса  тăнине ăнланни. Майĕпен хутшăну пуплевне тĕрлĕ пуплев  ситуацийĕсенче усă курма пултарни;

- ушкăнпа ĕçлеме пĕлни;

- сăмах йышĕ пуянланни;

- çынсем тĕрлĕрен шухăшлама пултарнине ăнланни.