Предметӑн шалашӗ 3 кл.

  • Документация
  • Разработки курсов
  • Разработки уроков
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала Предметӑн шалашӗ 3 кл..docx

Предметӑн шалашӗ (содержанийӗ)

3 класс

Ак ҫитрĕ сентябрь.. (6 сехет)

Литература вулавӗ предметӑн тӗллевӗсемпе задачисем. Г.Волков «Ҫамрăкла вĕренни чул ҫинче». Г.Сапгир  «Вĕреннĕ лаша» сӑвӑ Ю.Петров «Урокра» сӑвӑ. А.Миллин «Итлемен пулсан» калав . Калав, калаври сӑнарсем. Хв.Уяр ҫырнинчен «Мăйăр хуппи»   Калаври сӑнарсем, ӗҫ аталанӑвӗ. К.Беляев. «Чи хаклă парне» калав  КТВ. Ҫулла вуланӑ кӗнекесем, ӑҫта кӑна ҫитмерӗҫ вӗсем!

 

Чăваш ҫĕр-шывĕ (6 сехет)

 

К. Ушинский « Тăван ҫĕр-шыв пирĕн анне». Текст.  Чăваш республикин Патшалăх гимнĕ

Калав ячӗ, теми, тӗп шухӑшӗ.Хуначи Кашкăр «Ылтăн ҫĕр» калав. Сӑвӑллӑ хайлав, унти кӑмӑл-туйӑм,сӑнарлӑхпа палӑртулӑх мелӗсем Чӑвашсен юрри-ташши.Ҫӗкленӳллӗ, хавхануллӑ сӑвӑллӑ хайлавсем  КТВ. Эп – чӑваш ачи

 

Кĕркунне (6 сехет)

Кӗр пуҫламӑшӗн сӑнлӑхӗсем, вӗсене сӑнламалли мелсем Ылтӑн кӗркунне сӑнлӑхӗсем, вӗсене сӑнлани. Сӑнарлӑх хатӗрӗсем. Сӑнавлӑ калав. Сӑнарсем. Сӑнарлӑх мелӗсем.

Хайлавӑн сюжет аталанӑвӗ. Чи ҫивӗч самант. Калаври сӑнарсем. Тӗп сӑнар.  Сӑвӑласа ҫырнӑ сӑнлавлӑ хайлав. Сӑвӑри автор туйӑмӗ сӑнланни. КТВ «Ӗҫ – пурнӑҫ тыткӑчи»

 

Халăх сăмахлăхĕ (9 сехет)

 

Тупмалли юмахсем – халӑх сӑмахлӑхӗн тӗслӗхӗсем. Ҫыравҫӑсем хайланӑ тупмалли юмахсем. Вăйă-шăпа юррисем. Ача – пӑча вӑййисем. Пулмасла халап Ҫыраҫӑсем хайланӑ пулмасла халапсем.  КТВ. Ӳссен эсӗ кам пулан?  Ҫыраҫӑсем хайланӑ пулмасла халапсем.

Юптарусем. Прозолла юптарусем. Юптарусен тытӑмӗ.

 

Улăп йăхĕнчен эпир(6 сехет)

Мифсем. Улăп халапӗсем.  КТВ. Юмах ятӑм, юптартӑм. Халапсен пурнӑҫри вырӑнӗпе пӗлтерӗшӗ. Тӗрлӗ халӑх халапӗсем, вӗсен пӗрпеклӗхӗпе уйрӑмлӑхӗсем. Миф. Ту ҫинчен аннӑ Улӑп

 

Юмах юпа тăрринче (6 сехет)

 

Чăваш халăх юмахĕ. Чӗр чун юмахӗсем. Тӗрлӗ халӑх юмахӗсем. Йӑла юмахӗсем. КТВ. Ачалӑх – савӑк вӑхӑт. Асамлӑ юмахсем

 

Асамлă хĕл (7 сехет)

 

Поэзии хайлавӗсенчи сӑнарлӑх мелӗсем. Хайлаври сӑнарсем. КТВ. Тантӑш – ачасен ҫывӑх тусӗ. Юмахри сӑнланнӑ вӑхӑтпа сӑнарсен характерӗн шайлашӑвӗ. Сӑвӑласа ҫырнӑ илемлӗ хайлавсен кӗввипе чӗлхи. Вӗсенче автор кӑмӑл-туйӑмӗ палӑрни. Калав теми, тытӑмӗ, тӗп шухӑшӗ.

 

Эпир -  сăпайлă ачасем(21 сехет)

Н.Карай. Йăмăк. КТВ. Асанне арчинчи мерчен. М.Джалиль. «Çывăракан ача». Р.Миатуллин.  «Пулăшакан»  А. Кӑлкан «Наян Кампур». А.Галкин. «Шăна кăмпин шăпи

Н. Иванов. «Чечек ҫыххи». Шухши Иванĕ. «Кĕрен тÿпе». Г. Волков. «Пунялăх хакне ĕҫлекен ҫеҫ пĕлет». КТВ. Вӑрман калавӗсем Л. Ковалюк. Хăравҫă. А.Ерусланов. Хапхаҫă.

 О. Уайльд «Хаяр Улӑп». Исмай Исемпек. «Шăвăҫ витре».  К.Ушинский «Вӑрманти ачасем».  КТВ. Ытарайми аннеҫӗм.   Пĕтĕмлетÿ урокĕ

 

Ҫур хаваслăхĕ (12 сехет)

Н.Исмуков. «Ҫурхи тĕнче». Л.Смолин «Ҫуркунне пуҫланать». Н.Некрасов. «Ешĕл шав». Уйăп Мишши. «Ҫурхи вăйă». Мĕтри Кипек. «Ҫурхи вăрманта». КТВ Ҫут ҫанталӑк тата эпӗ

Соколов –Микитов «Вӑрманта». Г.Снегирев. «Малтанхи хĕвел». К.Иванов «Ҫуркунне ҫитсен. Н. Матвеев. «Таврана илем кÿреҫҫĕ». А.Артьемьев ҫырнинчен. «Ҫурхи кун»».

КТВ Кайӑксем – пирӗн туссем. Пĕтĕмлетÿ урокĕ

 

Чӗр чун тӗнчи  (12 сехет)

Н. Ишентей «Аптраман таврашсем». С. Элкер «Кашкӑрсемпе ҫапӑҫни». Н. Иванов «Ӑсанпа Хураҫка” Л. Ковалюк „Мулкач та тутӑ пултӑр”. Н. Матвеев „Уртӑш”.  Н. Матвеев „Ҫара ҫӗрҫи».  Н. Матвеев «Каюра».  Г.Орлов «Кашкӑр тавӑрӑвӗ».  КТВ Майӑн 9 мӗшӗ – Ҫӗнтерӳ кунӗ.  Пĕтĕмлетÿ урокĕ

 

Ытарайми, асран кайми тăван тавралăх (12 сехет)

 

И.Дубанов „Эл кÿлли”. В.Харитонов „Ҫил ачи” , Г. Орлов „Ҫухату”,  Ҫулҫÿревҫĕ вăрăсем,

  КТВ Эпир вӗсемпе мухтанатпӑр, М.Волкова „Пĕлĕтсем ăҫта васкатăр?” Р.Сарпи „Пĕлĕтсем-шур путексем”   КТВ. Ҫут тĕнче асамлă та пуян,  Хв.Уяр „Тарăхнă така»,  Х. Юлдашев „Лĕпĕш”. Уйăп Мишши „ Ҫуллахи каникул”,  Г. Харламьев „Кÿлĕ хĕрринче”.

Пĕтĕмлетÿ урокĕ, КТВ. Пирĕн пĕчĕк театр, Литература уявĕ