Предметӑн шалашӗ (содержанийӗ)

  • Документация
  • Разработки курсов
  • Разработки уроков
  • docx
  • 23.05.2021
Публикация в СМИ для учителей

Публикация в СМИ для учителей

Бесплатное участие. Свидетельство СМИ сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала содержани.docx

2.Предметӑн шалашӗ (содержанийӗ)

 

Ҫыхӑнуллӑ пуплев. Текст. Текста вуласа унӑн тӗп шухӑшне палӑртасси. Текст ячӗ темипе, тӗп шухӑшӗпе шайлашса тӑни. Текст пайӗсене уйӑрасси, вӗсене ят парасси. Вӗрентӳҫӗ ертсе пынипе калуллӑ тата сӑнлавлӑ текст планне тӑвасси. План тӗсӗсем: ыйтуллӑ тата калуллӑ.

Хатӗр е ушкӑнпа тунӑ планпа усӑ курса текст тӑрӑх изложени ҫырасси.

Илемлӗ текстӑн ансат жанрӗсем: калав, юмах, сӑвӑ. Вӗсен тытӑмӗн уйрӑмлӑхӗсем. Текст пайӗсен шалашӗ пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑни.

Темиҫе е пӗр ӳкерчӗк тӑрӑх тата пурнӑҫра курни-илтни (вӑйӑсем, ачасен ӗҫӗӗлӗ, ҫут ҫанталӑка сӑнани, тӗрлӗҫӗре экскурсие кайни, ялти ватӑсене пулӑшни) ҫинчен ҫыхӑнуллӑ калав йӗркелесси, ун хыҫҫӑн сочинени ҫырасси.

ӑх сӑмахӗсемпе усӑ курасси. Телефонпа калаҫасси.

Ҫулӗпе аслӑрах ҫынна чӑвашла сумласа чӗнмелли сӑмахсем (пичче, аппа, инке, мучи, кинемей).

 

Еҫ хучӗсем. Класри е шкулти хаҫата заметкӑсем ҫырасси. Библиотекӑран илсе вуланӑ кӗнекесен списокне туса пыма пӗлесси.

 

Сӑмах йышне анлӑлатасси

Тӑван-хурӑнташа чӗнесси

Тумтир тата атӑ-пушмакпа ҫыхӑннӑ сӑмахсем

Кил-ҫурт таврашӗпе ҫыхӑннӑ сӑмахсем

Кил-ҫуртри япала ячӗсем           

Килти кайӑк-кӗшӗк ячӗсем

Килти выльӑх-чӗрлӗх ячӗсем

Кайӑк-кӗшӗк ячӗсем

Пулӑсемпе шыври чер чунсен ячӗсем

Апат-ҫимӗҫ ячӗсем

Улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ ячӗсем

Йывӑҫ ячӗсем          

Тӗрлӗӳсен-тӑран ячӗсем

Кӑмпа ячӗсем

 

Чӗлхене ансат тишкересси. Чӗлхе пӗлӗвӗн терминӗсемпе паллаштарасси. Сӑмах

тытӑмӗ

 

Тымар тата аффикссем. Сӑмах тӑвакан тата сӑмаха улӑштаракан аффикссем. Япалана

пӗлтерекен сӑмахсем ҫумне -ҫӑ(-ҫӗ), -лӑх(-лӗх), -у(-ӳ) аффикссем хушӑнса пулнӑ сӑмахсене

сӑнасси. Пӗр тымартан пулнӑ сӑмахсене асӑрхаса ушкӑнласси, аса илсе каласси, ҫырасси (ҫыр –

ҫыру - ҫырулӑх, кшш - калав - калавҫӑ).

 

Япала ячӗ. Унӑн пӗлтерӗшӗ, ыйтӑвӗсем. Пайӑр ятсемпе пайӑр мар ятсем. Япала ячӗсем пӗрреллӗ тата нумайлӑ хисепсенче пулни. Вӗсем ытти сӑмахсемпе ҫыхӑннӑ чухне тӗрлӗ аффикс йышӑнни, ӳкӗм (падеж) термина асӑнмасӑр вӗсен ыйтӑвӗсемпе аффиксӗсене пӑхса тухни.

Камӑнлӑх аффиксӗсем йышӑннӑ япала ячӗсем гӗп мар падежри пӗрреллӗ хисепри (терминсене

асӑнмасӑр) формисемпе пуплевре усӑ курасси (аттеме, аттемпе, аҫуна, ашшӗне, ашшӗпе т.ыт.те)

 

Глагол. Унӑн пӗлтерӗшӗ, ыйтӑвӗсем. Глагол вӑхӑчӗсем: хальхи вӑхӑт, пулас вӑхӑт, иртнӗ вӑхӑт.

Паллӑ ячӗ. Унӑн пӗлтерӗшӗ, ыйтӑвӗсем. Вӑл япала ячӗпе тата глаголпа ҫыхӑнни. Япала ячӗпе тата глаголпа ҫыхӑниӑ паллӑ ячӗсем вӗҫленменни. Пӗрешкел е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ паллӑ ячӗсем (илемлӗ, капӑр, хитре, чипер).

 

Хисеп ячӗ. Шут тата йӗрке хисеп ячӗсем.

 

Предложени. Калуллӑ, ыйтуллӑ тата хистевлӗ предложенисем. Кӑшкӑруллӑ предложени. Предложенин тӗп членӗсем — подлежащипе сказуемӑй. Предложенин кӗҫӗн членӗсем. Предложенисене кӗҫӗн членсемпе анлӑлатасси.

 

Орфографипе орфоэпи. Э, е, ӑ, ю, я сас паллисемпе усӑ курма пӗлесси. Вырӑс чӗлхинчен

йышӑннӑ сӑмахсенче б, г, д, ж, з, ф, ц, щ сас паллисене тӗрӗс вулама, ҫырма пӗлесси.

Сӑмах тӗпӗнчи вӑрӑм хупӑ сасса икӗ пӗр пек сас палли ҫырса палӑртасси: а) ҫӑрттан, паттӑр, параппан, суккӑр, маттур, тӑвайкки, тӗттӗм, турилкке; ӑ) пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пшлӗк, ҫиччӗ,

аллӑ: б) ачашшăн, хуллен, вӑрттӑи, пысӑккӑн, симĕссӗн, шуррӑн; в) валли, хыҫҫӑн.

Хутӑш сӑмахри ч умӗнчи [л'], [н'] хупӑ сасӑсен ҫемҫелӗхне ятарласа палӑртманни: калча, мунча,

пӑнчӑ, вӑлча, анчах, хупӑлча.

Ҫ, ч сас паллисем хыҫҫӑн ы е и ҫырасси: а) ҫыру, ҫын, ҫырма, чылай, чыс, ҫывӑх, ҫырла; ӑ) ҫимӗҫ, чикӗ, читлӗх, ҫинче.

Уҫӑ е [л] сасӑпа пӗтекен сӑмах тӗпӗҫумне ӑ(-лӗ), -ла(-ле) аффикссем хушӑнса пулнӑ сӑмахсенче икӗ пӗр пек сас палли (лл) ҫырасси: а)лаша—лашалла, ӗне — ӗнелле, футбол — футболла, лапта-лапталла, пукане — пуканелле, шашка — шашкӑлла; ӑ) сухал — сухаллӑ.

Нумайлӑ хисеп аффиксӗнчи [с] сасса (вӑл умӗнхи [ш], [ҫ] сасӑсемпе пӗрпекленнӗ тӗслӗхсем)

тӗрӗс палӑртасси: юлташсем, тантӑшсем, чӑрӑшсем, лӗпӗшсем, чĕкеҫсем.

Хальхи вӑхӑтри пӗрреллӗ хисепри глаголсене тӗрӗс каласси, ҫырасси: ташлатӑп, вӗренетӗп,

ӗҫлетӗп, юрлатӑп, вӗренетӗн, ӗҫлетӗн, ташлатъ, юрлатъ, вӗренет, ӗҫлет.

 

Таса та илемлӗ ҫырасси

Ҫыру гигиенин хӑнӑхӑвӗсене ҫирĕплетесси. Пӗр йӗр тӑрӑх ҫырма хӑнӑхтарасси. Кӑткӑс ӗлкеллӗ сас паллисемпе вӗсен ҫыхӑнӑвӗ-сене хӑвӑртрах, таса та илемлӗҫырасси.

 

 

 

ПУПЛЕВЕ ПУР ЕНЛĔН АТАЛАНТАРНĂ МАЙ ЧĔЛХЕНЕ АНСАТ ТИШКЕРМЕ, ТЕРМИНСЕМПЕ УСĂ КУРМА ВĔРЕНТЕССИ

Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ.

Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси.   Пысăках  мар  текста,   унăн  пайĕсене  ят  парасси.

Ÿкерчĕксемпе ĕçлесси. Ÿкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси,   предложенисем   тăвасси.   Вĕсене   çырасси.

 Изложени çинчен ăнлантарасси. Ыйтусе­не ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыççăн вĕрентуçĕ пулăшнипе 30-45 самахлă текст  тăрăх  из­ложени  çырасси.

Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу самахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн   тав   тума   пĕлесси.   Сывпуллашу   сăмахĕсем.

 Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне   çыру   çырасси.

 

Сăмах йышне пуянлатасси, унпа усă курма пĕлнине çирĕплетесси

 

Тăван-хурăнташа чĕнесси: атте, анне, асанне, асатте, кукаçи, кукамай, пичче, аппа, шăллăм, йăмăк, кукка,   мăн  акка,   инке,   мучи,   кинемей.

Тумтир, атă-пушмак ячĕсем: пушмак, атă, çăм ата, алса, алсиш, калуш, çуха, кунча, кĕсье, карттус, майка, нуски,  пиншак, тутăр,  кĕпе,  çанă,  саппун,  чăлха, çĕлĕк; вăрăм, кĕске, илемлĕ, капăр, хитре, шукăль, ăшă, çăм,   пурçăн,   сарлака;

хыв, хывса ил, салт, тÿмеле, çĕтĕл, пĕт, кивел, тумлан,   тăхăн.

 Кил-çурт таврашĕпе çыхăннă сăмахсем: мунча, хапха, алăк, картиш, карта, çурт, пÿрт, кĕлет, пусă, çăл, вите, лаç, сарай, çенĕк, пÿрт ум, вутă, кухня, газ, плита, ванна, душ, туалет, кран, сивкĕч (холодильник), шăнткăч (морозильник), пулĕм, пусма, картлашка, чÿрече, кăмака, форточка, сакай, урай, мачча,   хăлăп,   стена,   мăрье,   юпа,   чăлан;

çÿллĕ,   ăшă,   хулăн,   çÿхе,   таса,   сарлака;

хуп,   хупăн,   çурăл,   шăл,   тасат,   çу,   ту.

Кил-çуртри япала ячĕсем: пичке, витре, чулмек, кашăк, вилка, çăра, çăраççи, чаршав, тĕкĕр, йĕп, карта, хуран, турчка, кравать, кашăк, тÿшек, сĕтел, пукан, шăпăр, михĕ, хутаç, çĕçĕ, утиял, куçлăх, минтер, çытар, çитĕ (çитти), çăпала, сак, çатма, шăрпăк, кантăк, хыçлă пукан,  турилкке,   чашăк,   шкап,   щётка,   стакан.

Килти кайăк-кĕшĕк ячĕсем, вĕсемпе çыхăннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: хур, кăркка,   ав­тан,   чăх,   кăвакал,   кайăк-кĕшĕк,   хур-кăвакал;

ырхан,   хыткан,   начар,   мăнтар,   самăр;

чиклет,   авăт,   какала,   нартлат.

Килти выльăх-чĕрлĕх ячĕсем, вĕсемпе çыхйннă ытти пуплев пайне кĕрекен сăмахсем: така, вакăр, тиха, ăйăр, кĕсре, качака, ут, лаша, ĕне, кушак, кролик, сурăх, сысна, йытă, пăру, анчăк, путек, аçа, ама, выльăх, çăвăр; сĕкекен, çара, мăкла, çăмламас, ăратла, мăйракаллă,   пĕтĕ,   хĕсĕр;

кÿл   (лаша),   мĕкĕр,   вĕр,   сыхла,   чăрмала.

Кайăк-кĕшĕк ячĕсем: акăш, ăсан, вĕçен кайăк, кайăк хур е хур кайăк, кăвакарчăн, кăсăя, куккук, курак, пăрчăкан, путене, çăхан, çерçи, тăмана, тăри, тăрна, уйăп, улатакка, хурчка, чакак, чана, чĕкеç, чёпё,   шăнкăрч,   шăпчак.

Пулăсемпе шыври чĕр чунсен ячĕсем, вĕсем­пе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: йыт пулли, карас, карп, партас, çăрттан, çĕлен пулă, çырма пулли, çтерлĕк,   шапа,   шапа  вăлчи,  ыраш  пăтри;

   пулăçă, вăлта, вăлча, карас кулли, пĕве пулли, тăварла   пулă,   пулă   шÿрпи,   вĕтĕ  пулă.

Апат-симĕç ячесем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуп­лев пайĕсем: апат, аш, икерчĕ, йăва, какай, канфет, кĕрпе,  кĕсел,  компот,  кукăль, лапша,  макарон,  манна, мăйăр, мороженăй, пăтă, печени, пĕремĕк, пыл, сахăр, серте, пултăран, сĕт, чăкăт, çăкăр, çăмарта, çăнăх, çу, тăвар, тăпăрчă, турăх, уйран, улма, хăйма, чей, чуста, шар­кку,   шушкă,   яшка;

вир (тулă, хура тул, сĕлĕ) кĕрпи, килти çăкăр, хура çăкăр, шур çăкăр, савра çăкăр, çăкăр чĕлли, сăмси, çăкăр магазинĕ, купăста (сĕт) яшки, мăйăр тĕшши, пан улми, калекле (чăмăрла) çăмарта, çăмарта хăпартни, аш (тăпăрчă) кукли, хуран кукли, çăка (чечек) пылĕ, аш апачё, çатма икерчи, тăпăрчă (çĕр улми) икерчи, лапша яшки, какай шÿрпи, кĕрпе яшки, сĕлĕ кĕселĕ, çырла кĕселĕ, шĕвĕ пăтă, улма нимĕрĕ, кĕрпеклĕ (типĕ) печени, катăклă сахăр, сахăр песокĕ, тулă (ыраш, сĕлĕ) çăнăхĕ;

ирхи   апат,   кăнтăрлахи   апат,   каçхи   апат;

уйран уçла, компот вĕрет, варени пĕсер, пыл юхтар,   йÿçĕ   калать;

йÿçĕ, çуллă, çусăр, пылак, тăварлă, тăварсăр, тутлă,   йÿçек,   пыллă,   сахăрлă;

çыртăк,   касăк,   татăк,   чĕлĕ;

апатлан,   апатлану.

Улма-çырла, пахча çимĕç ячĕсем, вĕсемпе çыхăнакан ытти пуплев пайĕсем: купăста, сухан, çĕр улми, кишĕр, хăяр, помидор, йÿç кăшман, сахăр кашманĕ,  выльăх кашманĕ,  çарăк,  кавăн,  ыхра,  фасоль;

   тутлă, йÿçĕ, хĕрхÿ, пылак, шултра, пысăк, вак, вĕтĕ,  çÿллĕ,   лутра,   чĕрĕ,   сĕтеклĕ;

шăвар, çумла, çитĕн, пиç, кас, ларт, ак, пух, пуçтар,   пулса   çит,   тăварла,   тат,   çитĕнтер;

мăкăнь, нимĕç парçи, çĕр çырли, хурăн çырли, улмуççи, хăмла, хăмла çырли, хĕвел çаврăнăш, хура çырла,   хурлăхан,   чие,   хĕрлĕ  хурлăхан,   хура  хурлăхан;

кăшман çеçки, йăран, кишĕр сĕткенĕ, купăста калчи, купăста пуçĕ, помидор калчи, помидор сĕткенĕ, çĕр улми аври, çĕр улми купала, ыхра шăлĕ, хăмла пахчи, хăмласа,   хăяр   калчи,   хĕвел   çаврăнăш   пуçĕ   (çăвĕ).

Йываç ячĕсем: ăвăс, йăмра, йĕлме, кавраç, палан, пилеш, çăка, çĕмĕрт, çирĕк, çÿçе, тирек, хăва, хурăн,  хыр,  чăрăш,   шăлан,   шĕшкĕ,   юман;

ăвăслăх, йăмралăх, йĕлме йĕлтĕр, палан çырли, паланлăх, хура пилеш, пилеш çупкăмĕ, çăка пылĕ, çăка  чечекё,  çăкалăх,  çĕмĕрт çеçки,  çирĕклĕх, çÿçелĕх,  тирек мамăкĕ, тиреклĕх, хăва хулли, хурамалăх, хурăн милĕкĕ, хурăн шывĕ, хырлăх, чăрăшлăх, шăлан çырли, шĕшкĕ мăйăрĕ,   шĕшкĕлĕх,   юманлăх,   юман   йĕкелĕ.

Тĕрлĕ  ÿсен - тăран ячĕсем: тулă, ыраш, урпа, сĕлĕ, пăрçа, пăри, кукуруза, вир, вĕлтĕрен, пултран, мăян, хупах, хăях, пиçен, армути, куршанак, кашкăр ути,   утмăл  турат,   йыт  пырши,  чăрăш  тарри;

йĕкел, хыр (юман) йĕкелĕ, кăчкă, хурăн кăчки, кăчкăллă, папак, чечек папакĕ, папкалан, пучах, сапака, хурлăхан сапаки, сĕткен, хурăн сĕткенĕ, çеçке, роза (сирень) çеçки, çеçкене лар, çеçкелен, çулçă, çулçăллă, çырла, çырла шывĕ, çырла пиçнĕ, турат, хунав турат, туратлă, тымар, йывăç тымарĕ, хулă, хăва хулли, хунав, чие хунавĕ, хунав вăрман, хунав яр, хурлăхан хунавĕ,   чечек,   чечек  йăранĕ,   чечек  çыххи,  чечеке  лар.

Кăмпа ячёсем: кăмпа, ăвăс кампи, масла кăмпи, çерем кăмпи, тислĕк кăмпи, уплюнкка, ут туги, хурăн кампи, шăна кăмпи,  юман кăмпи,  шурă кăмпа,  мăйра кăмпи;

çимелли кăмпа, наркăмăшлă кăмпа, кăмпаçă, кăмпана  çÿре,   кăмпа тат,  кăмпа  яшки.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

 Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата   хупă   сасăсем.   Хытă   тата   çемçе   сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Самахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма   хăнăхтарасси   (пуçламăш   саспалли   тăрăх).

 Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата   мĕн?   ыйтусем   тăрăх   тупасси.

 Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вёсене мĕн тăвать?  мĕн тăвĕ?  мĕн  турĕ?  ыйтусем  тăрăх  тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем,   вĕсене   мĕнле?   ыйту   тăрăх   тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Çывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр,  аван - лайăх,  илемлĕ - хитре,   чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; дурен, тура, хала, ула, сара-хала (лаша сличен); а) 9ьшна хаклакан самахсем (чилер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă,   ĕçчен,   ка­хал,   наян,   мăнтăр,   начар  т.ыт.те).

 Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложении тĕп (подлежащипе сказуемай) тата кĕсĕн членĕсем (ячĕсене   асăнмасăр).Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем хăнăхтарасси. Вёсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн/)   ыйтури   сăмахсемпе   анлăлатасси.

 Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнча, ыйту тата кăшкăру   паллисем   лартасси.

     Орфографи. 1) Хытă уçă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси: выльăх, кукăль, супăнь, мăкăнь, халь, ахаль, мăкăль, шукăль; ларать,   вы­лять,   чупать,   тăрăшать.

 2)   Уйаракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мăрье, кĕсье,   тухья,   Марье.

3)  Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палăртасси:

ăру-тăванлăх сăмахĕсенче: атте, анне, асатте, шăллăм,аппа,   кукка,   мăн  акка;

çупталăк вăхăчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вăхăтри нумайлă хисепри 3-мĕш сăпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, ĕçлеççĕ, ĕçлемеççĕ,   выляççĕ,   вылямаççĕ.

4)   Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси: ма-ши-на,   вы-ля,   япа-ла,   пĕ-лĕт-сем.

5)   Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси: Ива­нова Ма­рия Васильевна, Михайлов Иван Викторович, Мăрмăр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар,   Шурча,   Çавал,   Кĕçĕн   Çавал,   Атăл,   Сĕве.

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, На­таша, Коля, Петя, Таня;

а) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета;

 б) парта, учитель, ди­ректор;

 в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор;

 г) кухня, стакан,   щётка.