Чăваш Енĕн Çĕнĕ Шупашкар хулинчи муниципаллă бюджет вĕренÿ учрежденийĕ
«Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан 19-мĕш номерлĕ шкул»
Урок теми: «Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв»
Урока ирттерекенĕ: Николаева
Галина Леонидовна, чăваш чĕлхипе
литературине вĕрентекен
2020 çул
Вĕрентекен: Николаева Галина Леонидовна
Предмет: тăван чăваш чĕлхи
Класс: 6 класс
УДК (ББК) Чăваш чĕлхи : вырăс шкулĕн 6-мĕш класĕ валли/Г.А.Абрамова- Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви, 2010
Шкул: Чăваш Республикинчи Çĕнĕ Шупашкар хулин 19-мĕш вăтам шкулĕ
Тĕп тема (блок- модуль):
Урок теми: «Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв» текстпа 6-мĕш класра тишкерÿ-тĕпчев урокĕ ирттересси
Харкамлăх результачĕсем:
· Вĕренÿпе кăсăкланма хавхалантарни;
· Вĕренÿ пултарулăхне аталантарни;
· Тăван тăрăха хаклама вĕрентни
Предметсен пĕрлĕхлĕ результачĕсем:
Ĕç йĕркелÿ результачĕсем: харпăр хăй тĕллĕн ĕçлес туртăма аталантарни;
Хутшăну результачĕсем: çыхăнуллă ăнланмалла каласа пама пултарни; мăшăрсенче, ушкăнсенче пĕр-пĕрне хисеплесе тата килĕштерсе ĕçлени;
Информаци тĕпчев результачĕсем: вĕренÿ моделĕпе ĕçлеме хăнăхни; сасăллă тата çыруллă пуплеве ăслани; схема тăрăх калăпсем туни
Предмет результачĕсем: аудировани: тăнлама вĕрентни; хăлхапа итлеме хăнăхтарни; вулав: ăшри вулав хăнăхăвне аталантарни; сăмах йышне пуянлатни; калаçу: предложенисем тĕрĕс йĕркелени; çыхăнуллă каласа пама вĕрентни; пухнă пĕлÿпе пуплевре усă курма вĕрентни
Урок тĕсĕ: темăна тата çĕнĕрен илнĕ пĕлĕве çирĕплетмелли урок
Усă курнă технологисем: критикăллă-тĕпчев технологийĕ, ушкăнра хутшăнса ĕçлени, сывлаха çирĕплетес технологи
Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ, учитель вулавĕ, вырăсла куçарни, ыйту-хурав, калаçу, илемлĕ юрă итлени, видеосюжет пăхни, çĕнĕ пĕлĕве ăса хывни, кĕнекери текстпа ĕçлени, çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени, кану саманчĕ(куçсене кантарни, хул çурăма кантарни), шырав-тĕпчев, тишкерÿ-пĕтĕмлетÿ, суйлавлă вулав, слайдсемпе ĕçлени, Чăваш ен сăмахпа синквейн çырни, «Çупкам» кластер туса пĕтĕмлетÿ туни, культурăсен çыхăнăвĕ
Пуплев хăнăхăвĕсем: сасăсене тĕрĕс илтни, сăмах йышне пуянлатни, çĕнĕ сăмахсемпе усă курса çыхăнуллă пуплеве аталантарни
Кирлĕ хатĕрсем: вĕренÿ кĕнеки, компьютер, проектор, экран, POWER POINT программăпа хатĕрленĕ слайдсем, видеоролик, дидактика материалĕ
Урок юхăмĕ: I. Кăсăклантарса яни.
I. 1.Класа йēркелени
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларар парта хушшине
Пуçлар чĕлхе урокне.
- Ачасем, халĕ пĕр-пĕрне ăшă кулă парнелĕпĕр те лайăх кăмăлпа урока пуçлăпăр. Сире пурне те ăнăçу сунатăп.
2. Малтанах сăмах дежурнăя парăпăр. Дежурнăй калаçни: ачасене паянхи кунпа паллаштарни, ыйтусем пани дежурнăй - ачасем
Паян пуш уйăхĕн 21-мĕшĕ, шăмат кун. Класра пурте пур. Ачасем урока хатĕр.
Вĕрентекен: Паянхи урок 3-мĕш чĕрĕкĕн юлашки урокĕ. Ырантан сирĕн тахçантанпах кĕтнĕ вăхăт - çурхи каникул пуçланать. Сирĕнтен пĕрисем каникула хуларах ирттерĕç, теприсем вара кукамай-кукаçи, асатте-асанне пурăнакан яла кайма шутлĕç. Халĕ пĕрле вĕсем хăш районта, тата хăш ялта пурăннине аса илер.
- Ваня, санăн аçупа аннÿ хăш районта çуралса ÿснĕ?
- Катя, санăн кукамай хăш районта тата хăш ялта пурăнать?
- Арсений, санăн аçу мĕнле районтан?
- Антон сирĕн ял мĕн ятлă? Вăл хăш районта вырнаçнă?
- Диана, сирĕн ял мĕн ятлă?
- Кристина, эсĕ каникула хăш районта ирттеретĕн? Унта санăн кам пурăнать?
- Даниил, эсĕ каникула ăçта ирттересшĕн?
-Ачасем, эсир хавăр калаçура тĕрле район тата ял ятне асăнтăр. Вĕсем мĕнле Республикăна кĕреççĕ? Çуралнă вырăна пĕтĕмлетсе пĕр сăмахпа мĕнле калама пулать?
- Тăван çĕр-шыв.
Ял çинчен, кукамай-асанне çинчен хускатнă калаçура сирĕн сăнсем çутални, пит çинче кулă выляни сисĕнчĕ. Апла пулсан кукамай-асанне ялĕ сирĕншĕн питĕ çывăх та хаклă. Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкрен «Тăван çĕртен хакли çук», - тенĕ. Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр? (Çĕр çинчи кашни çыншăн вăл çуралса ÿснĕ вырăнтан лайăхраххи çук)
II. 1. Пуплев зарядки. Эпě вуланине тимлě итлěр, пусăмсене тěрěс лартса вулама хатěрленěр.
Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук.(чăваш халăхĕн ваттисен сăмахĕ)
Родная земля и в горсти мила. (вырăс халăхĕн ваттисен сăмахĕ)
Шочын кушмо мланде шергакан. (мари халăхĕн ваттисен сăмахĕ)
учитель вулать
учитель хыççăн ачасем вулани; хорпа, икшер йĕрке, пĕчченшерĕн вулани.
III. 1.Умĕнхи калаçу.
– Ачасем, паянхи урок темипе паллашма вăхăт. Унăн ятне пĕлес тесен сирĕн çак пуç ватмăш тупсăмне тупмалла.
УРОК ТЕМИН ЯТНЕ ТУП
- Çапла, паянхи урокăн теми «Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв».
Урок эпиграфĕ: «Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук»
- Эсир çак сăмахсене мĕнле ăнланатăр?
- Маттурсем. Сирĕн сăмахсемпе килĕшетĕп.
2. Урок тěллевěсемпе паллашни. Илнĕ пĕлĕве тата хăнăхусене çирĕплетни.
- Халě вара, хамăр ырă шухăш-кăмăлпа эпир сирěнпе урока малалла тăсăпăр. Тăван çĕр -шыв çинчен эпир час-часах калаçатпăр. Паян вара çак темăна «Чăваш ен – манăн тăван çĕр-шыв» текстпа паллашса татах та анлăлатăпăр, ушкăнсенче ĕçлесе ыйтусем çине хуравлăпăр, темăна пĕтĕмлетсе республикăн паспортне, «Çупкам» кластер йĕркелĕпĕр, поэтсен сăввисене итлĕпĕр.
3. Словарь ĕçĕ.
1)Унччен вĕреннĕ сăмахсене аса илни
Атăл – Волга, Сăр – Сура, Кĕтне- Кубня, Пăла – Була, Энĕш – Аниш, Çавал - Цивиль
2)Çĕнĕ сăмахсемпе паллашни
Вăтам Атăл тăрăхĕ - Среднее Поволжье, Чул хула – Нижний Новгород, йышăн – занимать, пĕр пек вырнаçман – не одинаково расположены, сала – село, çырма-çатра – речки и овраги, пирĕн тăрăхра - в нашей местности, округе
1) учитель - хор; хĕр ачасем, арçын ачасем;
2) мăшăрсенче;
3) сăнчăрпа пěрер сăмах вулани;
IV.Кану саманчĕ
V. Текстпа ĕçлени. Вулас умĕнхи тĕллев: – Текста тимлĕ итлĕр, ăнланма тăрăшăр. Хăвăршăн мĕн çĕннине пĕлнине каласа пама хатĕрленĕр.
Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв.
Хамăр пурăнакан çĕр-шыва эпир Тăван çĕр-шыв тетпĕр. Чăваш Республики – Раççей Федерацийĕ шутне кĕрет. Чăваш ен Вăтам Атăл тăрăхĕнче вырнаçнă. Чăваш енĕн кÿршисем – Тутар, Мари Эл, Мордва Республикисем, Ульяновск тата Чул хула облаçĕсем.
Республика территорине 21 района пайланă. Чăваш Республикинче 9 хула: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Улатăр, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка. Ялсен саласен хисепĕ 1720 ытла. Республикăн тĕп хули – Шупашкар.
Чăваш ен территорийĕ вăрманлă, анчах вĕсем пур çĕрте те пĕр пек вырнаçман. Сăмахран, Çĕмĕрле, Йĕпреç, Улатăр районĕсен çуррине ытла вăрмансем йышăнаççĕ. Елчĕк, Элĕк, Вăрмар, Çĕрпÿ районĕсен территорийĕн 4-9 проценчĕ çинче çеç ÿсеççĕ.
Чăваш çĕрĕ çырма-çатраллă. Республикăра юхан шывсем нумай. Вĕсен шучĕ - 2356. Чи пысăк юхан шыв – Атăл. Атăла Сăр, Çавал, Энĕш шывĕсем юхса кĕреççĕ. Кĕтнепе Пăла та пирĕн тăрăхра юхса выртаççĕ. Чăваш çĕрĕ кÿлĕсемпе те, пĕвесемпе те пуян.
Республикăра çĕр ытла наци çынни пурăнать. Вĕсен шучĕ пĕтĕмпе 1 миллион та 218 пин çын. Вăл шутра чăвашсем, вырăссем, тутарсем, мордвасем тата ытти халăх. Пĕр-пĕринпе хутшăннă чух çынсем вырăс чĕлхипе усă кураççĕ. Чăваш Республикинче вырăс тата чăваш чĕлхисем – патшалăх чĕлхисем.
Чăваш ен – манăн Тăван çĕр-шыв.
а)Кăтартуллă вулав;
ă) çěнě сăмахсем пур предложенисене тупса вулани, вěсене вырăсла куçарни;
б) сăнчăр мелěпе вулани;
в) текста ăнланнине тěрěслени (1-2 ачаран кěске содержанине вырăсла ыйтмалла);
г) ыйтусене хуравлани;
1.Пирĕн Республика мĕн ятлă?
2.Чăваш ен ăçта вырнаçнă?
3.Чăваш Республикин кÿршисем хăш республикăсемпе облаçсем шутланаççĕ?
5.Республикăра хуласен, районсен, ялсен шучĕ мĕн чухлĕ?
6.Республикăн тĕп хули мĕн ятлă?
7.Чăваш Республики вăрманлă-и?
8.Вăрмансем хăш районсенче ытларах, хăш районсенче сахалрах ÿсеççĕ?
8. Чăваш çĕрĕ çырма-çатраллă-и?
9. Чăваш Республикинче миçе юхан шыв юхса выртать?
10. Республикăри пысăк юхан шывсем хăшĕсем?
11.Атăла мĕнле юхан шывсем юхса кĕреççĕ?
12. Республикăра миçе наци çынни пурăнать?
13.Чăваш Республикинче миçе патшалăх чĕлхи?
д) текст содержанийĕ тăрăх тĕрев схеми туни. (опорная схема) паспорт
Паспорт 10 страницăран тăрать, унăн 1-4страницисене 1 ушкăн пурнăçлĕ, 5-8 страницисене - 2 ушкăн, 9-12 страницисене пурнăçлама 3ушкăна шанăпăр.
1. |
Ячĕ |
Чăваш Республики |
2. |
Вырăнĕ |
Раççей Федерацийĕ, Вăтам Атăл тăрăхĕ |
3. |
Кÿршисем |
Мари Эл, Тутар, Мордва Республикисем, Ульяновск, Чулхула облаçĕсем |
4. |
Республикăри хуласем |
Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Улатăр, Етĕрне, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка |
5. |
Тĕп хули |
Шупашкар |
6. |
Районсен, ялпа саласен шучĕ |
21 район, 1720 ялпа сала |
7. |
Вăрманлă районсем |
Çĕмĕрле, Йĕпреç, Улатăр |
8. |
Юхан шывсен шучĕ |
2356 |
9. |
Пысăк юхан шывсем |
Атăл, Сăр, Çавал, Энĕш, Кĕтне, Пăла |
10. |
Наци çыннисен шучĕ |
1 миллион та 218 пин çын |
11. |
Республикăри халăх |
Чăвашсем, вырăссем, тутарсем, мордвасем… |
12. |
Патшалăх чĕлхи |
Вырăс чĕлхи, чăваш чĕлхи |
е) Паспортпа усă курса текст содержанине каласа пани (ушкăнсемпе пурнăçлани – кашни ушкăн хăйĕн ыйтăвĕсемпе усă курса каласа парать)
Чăваш Республики çинчен интереслĕ фактсемпе паллашни. Ачасем, кăçал пирĕн тăван Чăваш ен - Чăваш Республики хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тăвать. Апла пулсан ăна хăçан йĕркеленĕ-ши? (ачасен хуравĕ -1920 çулта). Тĕрĕс, 1920 çулта çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕ (ун чухне вăл çавăн пек ятлă пулнă). Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» - «Вместе» сăмах. Уяв логотипне суйласа илме «Манăн республика» ÿкерчĕксен конкурсне те ирттернĕ. Сирĕн умра çак конкурсра çĕнтернĕ логотип ÿкерчĕкĕ. Унăн авторĕсем - Шупашкарти ÿнер училищин студенчĕсемпе вĕсен вĕрентекенĕсем.
Пирĕн республикăра тĕрлĕ наци çыннисем пуăнаççĕ: чăвашсем, вырăссем, тутарсем тата ытти халăх çыннисем. Вĕсем пĕр-пĕринпе туслă та килĕштерсе пурăнаççĕ.
Видео фильм «Эпир Чăваш енре пурăнатпăр!»
Пин-пин çул каяллах çапла шухăшланă пирĕн несĕлсем. Паян та асра тытаççĕ çакна ентешсем. Ăна пĕр тĕслĕхпе çирĕплетнĕ пулăттăм: Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă уява çыхăнтаракан, пĕр чăмăра пуçтаракан чĕнÿ — «Пĕрле» сăмах.
VI. 1. Урока çирĕплетни. «Çупкам» кластер
Ачасем, урок темине çирĕплетсе сирĕнпе Чăваш ен сăмахпа «Çупкам» кластер тăвăпăр. 1 ушкăн – хуласем, 2-мĕш ушкăн – юхан шывсем, 3-мĕш ушкăн- халăхсем сăмахпа пурнăçлĕ. Ачасем доска патне тухса хăйсен сăмахĕсене çыраççĕ.
2. Пĕтĕмлетÿ. Чăваш Республики хăйĕн илемĕпе, пуянлăхĕпе мăнаçланма пултарать. Урăхла пулма та пултараймасть. Кашни çыншăн вăл çуралнă кĕтес чи илемли, чи юратни, чи хакли. Çакна сирĕнпе урокра пурнăçланă ĕçсемпе çирĕплетсе патăмăр. Художниксем Тăван çĕр-шыв илемне палăртса картинăсем ÿкереççĕ, поэтсен хаклавне вара вĕсен сăввисенче куратпăр.
Тĕнчере çĕр-шывсем сахал мар,
Пысăкки пур, пĕчĕкки,
Аякри пур, çывăхри,
Тăван ен пек хитри урăх çук.
Тĕнчере çĕр-шывсем сахал мар,
Тăван ен, сан пекки урăх çук. А.Хум
Итлесе пăхар-ха тепĕр сăвă. Сăвва вулаканĕ…
Юрий Петров. Çĕр пин юрă çĕр-шывĕ.
Сĕм вăрман, ылтăн хир, Атăл шывĕ…
Тĕрлĕ халăх кунта пурăнать.
Чăваш çĕрĕ – юратнă çĕр-шывăм
Çулсерен çĕнелсе улшăнать.
Ман çĕр-шыв – чăн юмах çĕрĕ-шывĕ,
Иксĕлми вăй-хăватлăн сывлать.
Вăл ÿстернĕ çунатлă хĕр-ывăл
Çăлтăрсем патнелле çул хывать.
Ачасем, чăнахах та «Тăван çĕртен хакли нимĕн те çук» иккен. Анчах та унăн илемĕ те, пуянлăхĕ те пирĕнтен нумай килет. Çакна нихăçан та манас марччĕ.
YII. 1.Киле ĕç пани. Килте тумалли ĕç суйлавлă:
1. Интернетпа усă курса Чăваш ен çинчен интереслĕ информаци тупасси;
2.„Тăван çĕр-шыв” çинчен 10 ваттисен сăмахĕ тупса çырасси;
3. „Чăваш ен” темăпа ÿкерчĕк ÿкерсе килесси
VIII. Ачасен ĕçне хаклани.
Рефлекси. – Сире паянхи урокра кăмăллă пулчĕ-и? Эсир мěн çěнни тата интересли пěлтěр?
IX. Урока вĕçлени.
Ачасем, урок вěçленсе пынă май сире малашнехи уроксенче те ăнăçу сунас килет.
Çĕр-шывăмçăм, Чăваш çĕр-шывĕ!
Кирек ăçта пулсассăн та,
Ман асăмра эс чĕрĕ, сывă,
Пуласчĕ ман та асунта.
Петĕр Хусанкай, чăваш халăх поэчĕ
© ООО «Знанио»
С вами с 2009 года.