Сценарий последнего звонка в выпускном 9 классе в стихотворной форме. В сценарии есть поздравление первоклассников, классного руководителя. Праздник начинается со слов двух ведущих, которые выбраны из других классов. Сценарий на чувашском языке мало, и я думаю, что моя работа кому-то придется по душе.
Сыв пуллашу шанкараве.docx
Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви
Чăваш Республикинчи Канаш районĕн «А.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан Ăвăспӳрт Кипеч тĕп
шкулĕ» муниципалитетăн вĕренӳ бюджет учрежденийĕ
Сыв пуллашу шăнкăравĕн уявĕ
(9мĕш класра ирттермелли сценари)
Ĕҫĕн авторĕ: Афанасьева Н. Н.
Ăвăспӳрт Кипечри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан тĕп
шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен
2019 «Сыв пуллашу шăнкăравĕ» уявăн йĕрки
Уява шкул ачисем, вĕрентекенсем, ашшĕамăшĕ, хăнасем пуҫтарăннă. Зала е урамри тавралăха шарсемпе,
плакатсемпе илемлетнĕ.
1мĕш ертсе пыракан: Ырă кун пултăр, хисеплĕ ашшĕамăшĕ,
хаклă хăнасем, вĕрентекенсем, вĕренекенсем!
2мĕш ертсе пыракан: Пурне те ăшă салам!
Ма паян йăл кулать сар хĕвел?
Ма паян пит хаваслă тĕнче?
Ма тесен паян пысăк уяв –
Янăрать юлашки шăнкăрав!
Паян пирĕн шкулта сыв пуллашу шăнкăравĕн уявĕ. 9мĕш класра вĕренекенсем ачалăх кунĕсемпе, шкул
пурнăҫĕпе сыв пуллашаҫҫĕ.
1мĕш ертсе пыракан: Тăхăр класс камсем пĕтерчĕҫ?
Кам шкулпа сыв пуллашать?
Пĕтĕм шкул сире хавассăн
Ал ҫупса кĕтсе илет!
(9 класра вĕренекенсене, класс руководительне пурте хыттăн алă ҫупса кĕтсе илеҫҫĕ, вĕсем линейкăна
хирĕҫ пĕр йĕр ҫине тăраҫҫĕ.)
2мĕш ертсе пыракан: Пăхăрха, мĕнле илемлĕ
Пирĕн каччăсем, хĕрсем.
Ĕмĕчĕсем вĕсен ҫунатлă,
Ялкăшаҫҫĕ куҫĕсем!
1мĕш ертсе пыракан: Халь, хисеплĕ хăнасем,
Ку шкулти учительсем,
Ашшĕамăш, ачасем,
Хамăр уява пуҫлатпăр,
Ҫавăнпа гимна юрлатпăр.
(Чăваш Республикин гимнĕ янăрать) 2мĕш ертсе пыракан: Халĕ шкул директорĕ сăмах илет,
вăл 9мĕш класра вĕренекенсене патшалăхăн пĕтĕмлетӳ аттестацийĕне кĕртме ирĕк паракан приказпа
паллаштарать.
(Шкул директорĕ вĕренекенсен списокне вулать, чи маттур та хастаррисене грамотăсем парса
чыслать, салам сăмахĕ калать. Вĕренсе тухакан ачасем ăна чечек ҫыххисем парнелеҫҫĕ, пурте алă
ҫупса саламлаҫҫĕ).
1мĕш ертсе пыракан: Паян питех те савăнаҫҫĕ
Пирĕн 9мĕш классем.
Текех шкулта урок ыйтмаҫҫĕ,
Килти ĕҫ парса ямаҫҫĕ.
2мĕш ертсе пыракан: Паян питех те хурланаҫҫĕ
Пирĕн 9мĕш классем.
Ачалăхран, шкулран хăпаҫҫĕ,
Темлеха ют ҫĕрти кунсем.
1мĕш ертсе пыракан: Кам пире шкула пырсассăн
Тĕрлĕ ăса вĕрентет?
К ам пире тĕрĕс ҫырмашкăн,
Вуламашкăн вĕрентет? (А.Ĕҫхĕл)
2мĕш ертсе пыракан: Вăл пирĕн пĕрремĕш учитель,
Вăл пирĕн иккĕмĕш анне!
1мĕш ертсе пыракан: Халĕ 1мĕш вĕрентекене саламлă сăмах калама чĕнетпĕр.
(1мĕш вĕрентекен ачасене саламлать, ăнăҫу сунать, яланах ырă ĕҫсемпе кăна палăрма сĕнет. Ачасем
ăна чечексем парнелеҫҫĕ)
2 мĕш ертсе пыракан: Кам тĕлĕкĕнче те
Куратьҫке пире?
Класри ачасемшĕн
Ҫунать кам чĕри?
Кам пултăр Пĕлеҫҫĕ туссем вăл камне
Вăл класс ертӳҫи вĕт
Иккĕмĕш анне!
(Класс ертӳҫи сăмах илет, ачасене экзаменсене лайăх тытма, килĕшекен професси суйласа илме
ăнăҫу сунать)
Класс ертӳҫи: Пĕлӳ тĕнчи тĕлĕнмелле асамлă,
Вĕҫĕ хĕррисĕр, тĕпсĕр океан.
Вăл хĕпĕртӳллĕ, ҫавăнтах асаплă:
Ĕнер пĕлни пит те сахал паян. (Н.Сандров)
Ан ӳркенĕр, ăслă пулăр,
Пĕлмелли питех нумай.
Шырăр, тупăр, ҫырăр, вулăр,
Ҫивĕчленĕр тĕрлĕ май. (П.Хусанкай)
1мĕш ертсе пыракан: Ак сăмах илес тет «ҫар»,
Хăрамашкăн кирлĕ мар.
2027 ҫулта 9мĕш класран вĕренсе тухакансем саламлама васкаҫҫĕ.
(1 мĕш класри ачасем сăвăсем калаҫҫĕ, 9мĕш класран вĕренсе
тухакансене открыткăсем, чечексем параҫҫĕ)
1 ача: Айайай, мĕнле ҫке пысăк
Курăнатăр ман умра.
Нумайрах пăтă ҫиесха
Ҫитĕнесчĕ хăвăртрах.
2 ача: Пирĕн те ҫапла ӳсесчĕ,
Хăюсем ҫакса ярасчĕ,
Чечек ҫыххисем илсе
Пухăнасчĕ уява. 3 ача: Унччен вăхăчĕ нумайха,
9 ҫул вĕренмелле.
Йывăр портфеле ҫакса
Шкула мĕн чул килмелле!
4 ача: Вулама та шутлама,
Кĕнекепе туслашма
Вĕренетпĕр ҫке шкулта –
Ан пулсам эс хыҫалта.
(«Учат в школе» юрра юрлаҫҫĕ)
5 ача: Вăхăт вăл чупать, вĕҫет,
Вăхăт иртни сисĕнмест.
9мĕш класс ачисем те
Пулнăҫке 1мĕшсем.
6 ача: Халь вĕсем – выпускниксем,
Шкул ятне ҫĕклекенсем.
Сире эпир саламлатпăр,
Ăнăҫу, телей сунатпăр!
7 ача: Ĕмĕте кĕҫ пурнăҫлатăр,
9мĕш класа пĕтертĕр.
Мăн ҫул сире чĕнет инҫеинҫе.
Пуласлăх ҫулĕ пултăр ҫутă.
8 ача: Кирек ăҫта сире кĕтеҫҫĕ чыслăн,
Ăстăн пухмашкăн, тусăм, ҫанна тавăр.
Ҫĕнĕ туссем тупатăр йышлăн,
Анчах тăван шкула ан манăр!
9 ача: Пĕрисене ҫĕршыв лартать
комбайн ҫине. Теприсене шанса парать
ракетине.
Юратнă шкул, ăс панă шкул,
Эс шан пире:
Сан ыр ятна ямастпăрах
Ҫут тĕнчере. (Н.Сандров)
10 ача: Эпир хастаррăн вĕренетпĕр
Мĕн пур ĕҫре ăста пулма.
Ӳсетпĕр, паттăр ҫитĕнетпĕр,
Килĕшмест пире хыҫа юлма. (Н.Евстафьев)
11 ача: Вĕренÿре те, канура та, пур ĕҫре те
Ăсхакăл ҫăл куҫ евĕр тапса тăтăр.
Асран ан тухтăр вĕрентекен сăмахĕ :
«Чăнчăн этем пулмашкăн тăрăшсамăр!»
11 ача: Экзамена хыт хатĕрленĕр,
Кĕнекесемпе те туслă пулăр.
Вулăр, канăр, выльăр, кулăр,
Шпаргалкине ҫырма ан манăр!
12 ача: Ҫу уйăхĕн хĕвеллĕ кунĕнче
Шкулпа эсир сыв пуллашатăр.
Шăнкăравăн уҫă сассипе
Аслă ҫул ҫине тухатăр.
13 ача: Пирĕн лайăх,туслă класс
Сире ыр сунса калать:
1мĕшсем пурте: Такăр пултăр утма ҫул,
Ҫутă пултăр сирĕн ҫул!
2мĕш ертсе пыракан: Кам пире ачашшăн Пăхса ÿстерет?
Чипер ҫын тăвасшăн
Ҫунать чĕререн?
Кам пултăр
Пĕлеҫҫĕ туссем вăл камне.
Вăл пирĕн телейҫке, вăл пирĕн анне!
(Ашшĕамăшне сăмах паратпăр)
Фанфара янăрать.
1мĕш ертсе пыракан: Халь сăмах черечĕ ҫитрĕ
9мĕшĕсем патне.
Каласа вĕсем пĕлтерччĕр
Ăшĕнчи шухăшсене
(9мĕшĕнче вĕренекенсем сăмах илеҫҫĕ)
1 ача: Шăнкăрав сас пачĕ
Уява чĕнсе.
Пĕтĕм шкул пухăнчĕ,
Килтисем – пĕрле.
Хĕрлĕ хăю ҫакнă
9мĕш классем.
Сăнĕ хумхануллă,
Капăр тумĕсем.
Тинха шкул ачиччĕ,
Сумка алăра.
Вăхăчĕ чупатьҫке –
Аслă ҫул умра.
Халĕ вăхăт ҫитрĕ,
Шкулăм, сывă пул!
Ачалăхăм вĕҫленчĕ,
Алă сулса юл! 2
ача: Пĕлÿ тĕнчи – ман тăван шкул,
Асра вăл пулĕҫке ялан.
Капăрлантăр ҫултанҫул,
Чапĕ ÿстĕр кунранкун!
Кăвар чунран, пур кăмăлтан
Хĕрÿ салам яратпăр,
Пире вĕрентнĕ ҫынсене
Хисеплĕн пуҫ таятпăр!
3
ача: Ĕҫчен, сăпай пулма ялан
Пире вĕрентнĕ ҫак шкулта.
Манас ҫуках сире нихҫан,
Тавах сире, учительсем! (А.Лукин)
Тавах сире, Вĕрентекен,
Хальччен мĕн чухлĕ ачана
Эсир ҫунат парса ҫĕкленĕ,
Пиртен сире хисеп кăна!
4
ача: Вĕрентекен! Яту сан чаплă,
Чунхавалу пуян та аслă,
Ĕҫÿ, чăнах та, пархатарлă,
Вăл ĕмĕр пултăрччĕ мухтавлă! (Г.Абрамова)
Учителе сума суса
Эпир паян пуҫа таятпăр,
Тавах сире, тавах сире! –
Тесе эпир вальса чĕнетпĕр!
(Вальс кĕвви янăрать. 9мĕш класра вĕренекенсем учительсене чечексем, открыткăсем парнелеҫҫĕ,
вара пуҫ тайса ташлама чĕнеҫҫĕ)
5
ача: Шкултан миҫе ача тухмантăр,
Ҫав ушкăнра камкам кăна пулмантăр:
Тухтăр, ҫыравҫă, агроном,
Учитель, токарь, генерал…
Пире ҫĕршывăн ҫулĕсем васкатĕҫ,
Ҫитмешкĕн чĕнĕҫ ырă ĕмĕтсем,
Анчах нихҫан та чĕререн тухмаҫҫĕ
Шкулта вĕреннĕ ырă вăхăтсем!
6
ача: Эпир ĕҫре, вĕренÿре
Ҫÿлтенҫÿле хăпарăпăр.
Кĕрешÿре, ҫĕнтерÿре Тапать маттур хăватăмăр!
Ыр ят пурлăхран хаклăрах,
Ырă кăмăл мерчен те ахах,
Ҫĕр юлташ ҫĕр сумран пахарах
Ҫак шухăш ялан пулĕ асрах.
7
ача: Сывă пул, савнă шкул!
Сывă пул, савнă класс!
Кĕҫех эпир санран уйрăлатпăр.
Кунта вĕреннĕ ҫулсене
Нихҫаннихҫан асран ямастпăр!
( «Куда уходит детство» юрă фонограмми янăранă май 9мĕш класс ачисем ĕмĕчĕсене ҫырса
чикнĕ шарсене ҫÿлелле вĕҫтерсе яраҫҫĕ, пурте алă ҫупса ăсатаҫҫĕ)
1мĕш ертсе пыракан: Ырă сунса кĕтетпĕр,
Килнĕ эсир пит йышлăн.
Шкул вăл – тăван кил пекех,
Асра тытасчĕ яланах!
2мĕш ертсе пыракан: Ма паян йăл кулать сар хĕвел?
Ма паян пит хаваслă тĕнче?
Ма тесен паян пысăк уяв –
Янăрать юлашки шăнкăрав!
1мĕш ертсе пыракан:
9 ҫул хушшинче эсир шăнкăрав 20 пин хут янăранине илтнĕ. Ҫак самантра сирĕншĕн вăл юлашки
хут шăнкăртатĕ. Итлĕр, итлĕр! Сыв пуллашу шăнкăравĕ янăрать!
(9мĕш класра вĕренекен арҫын ача 1мĕш класс хĕр ачине йăтать те, вăл Сыв пуллашу
шăнкăравне шăнкăртаттарать, ытти ачасем умĕпе иртсе ҫаврăнаҫҫĕ.)
1мĕш ертсе пыраканпа 2мĕш ертсе пыракан пĕрле: Телей те ăнăҫу,
лайăх кăмăл та ҫутă кунсем сунатпăр сире, юратнă вĕренсе тухакансем!
(9мĕш класран вĕренсе тухакансене пурте алă ҫупса ăсатаҫҫĕ.)
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Сценарий последнего звонка на чувашском языке
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.