Ҫавра кӗвӗ ай ҫавӑрса туслӑ пулар-и?
Тӗллевӗсем:
1) Чӑваш халӑхӗн авалтан пынӑ йӑли-йӗркисене, сӑвӑ-юрӑлла,вӑйӑ-ташӑлла уявӗсене упраса хӑварасси;
2) Чӑваш халӑх исторрийӗпе интереслентересси;
3) Ҫамрӑксене халӑхӑмӑрӑн чи илемлӗ, чи паха йӗркесемпе усӑ курса пӑхса ӳстересси;
4) Вӑйӑпа вӑйӑ сӑвви-юррисем урлӑ ачасене илемлӗ сӑнарсемпе паллаштарасси, хитрене курма вӗрентесси.
Ӗҫ хатӗрӗсем: чӑваш ҫипуҫӗ, баян, чӑваш тӗрри-эрешӗ, баян, ҫӗрӗ.
Вӑйӑ юхӑмӗ
«Урам ик айкки кӑвак ҫеҫке» юрӑ юрласа, ачасен ушкӑнӗ кӗрет»
Юрӑ сӑмахӗсем:
1) Урам ик айкки кӑвак ҫеҫке,
Урам ик айкки кӑвак ҫеҫке.
Пайла – пайла татар-и те
Пайла-пайла татар-и.
2) Икӗ касс вӑййа тухсассӑн,
Икӗ касс вӑййа тухсассӑн.
Пухна-пухна юрлар-и те
Пухна – пухна юрлар-и
3) Урам ик айкки кӑвак ҫеҫке,
Урам ик айкки кӑвак ҫеҫке.
Пайла – пайла татар-и те
Пайла-пайла татар-и.
Ачасем сцене ҫине вырнаҫса тӑраҫҫӗ. Ертсе пыракан тухать.
Ертсе пыракан: Ырӑ кун пултӑр пурне те. Эпир паян сирӗн пата чӑваш ача-пӑча вӑййисене, юррисене илсе килтӗмӗр. Епле капӑр тӑхӑнса килнӗ. Мӗнле илемлӗ чӑваш ҫи-пуҫӗ,тӗрри! Чӑваш халӑхӗ мӗн авалтанах ӗҫчен пулнипе палӑрса тӑнӑ.хальхи вӑхӑтра та вӗсем уй-хирте те ӗҫлеҫҫӗ, алӑ ӗҫне те пултараҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та ӑста.
1-мӗш ача. Чӑваш ҫынни ҫамрӑка, ача-пӑчана ӑс вӗрентсе сӑпайлӑ сӑмах калама юратать. Пехил – ваттисен сӑмахӗ, пурнӑҫа мӗнле йӗркелемеллине, ялта ятлӑ пулас тесен мӗнле пурӑнмаллине вӗрентсе калани.
2-мӗш ача. Утне пӑхакан ҫуран ҫӳремен, ватта пӑхакан усал ҫӳремен.
3-мӗш ача. Хисепле аннӳне, хисепле аҫуна – пурнӑҫ тунӑ чухне ырӑ пулӗ хӑвна.
4-мӗш ача. Аслинчен кӑшт хӑрас, кӗҫӗнрен вӑтанас, аттепе аннене ырӑ ятлӑ тӑвас.
5-мӗш ача. Ватти ӑс памасть – нимӗнле ӗҫ те ӑнмасть. Килте ватти ҫук – пӳртре латти ҫук.
6-мӗш ача. Ача-пӑча ӳстересси – вут пек ҫунасси. Кашни ача макӑрни – амӑш чунӗ ыратни.
7-мӗш ача. Ача-пӑчана сим пыл париччен хура ҫӑкӑр ҫитер шӳрпепе. Ача-пӑчана мул-тум париччен пурӑнмашкӑн вӗрент майӗпе.
8-мӗш ача. Атте-анне пиллесен пӗрререн те пин пулать, атте-анне пиллемесен – пурринчен те кӗл пулать.
9-мӗш ача. Атту пур чух – ҫула ҫӳре, аҫу пур чух –ӗҫе вӗрен.
10-мӗш ача. Уйӑх ҫути – ҫул ҫути, хӗвел ҫути – кун ҫути. Анне кулли – пӳрт ӑшши, ача кулли – чун ӑшши.
11-мӗш ача. Асатте – кил хушши, тутлӑ пыллӑ курки. Асанне – пӳрт ӑшши, ӑш сӑмахлӑ курки.
Ертсе пыракан. Чӑваш хӗрӗсемпе каччисем кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн каҫсерен вӑййа тухнӑ, вӑйӑра вара часах ывӑнни ҫинчен манса кайнӑ, хавасланнӑ. Ачасем, эпир те сирӗнпе паян вӑйӑ ирттерӗпӗр, юрлӑпӑр та ташлӑпӑр, выльӑпӑр та савнӑпӑр. Атьӑр вӑйӑ выляр!
Ачасем. Выляс! Выляс!
Эвелина. Тантӑшсем, атьӑр пиҫҫихи прахмалла выляр.
Ачасем. Выляр, выляр.
Эвелина. Эпӗ пиҫҫихи прахаканӗ пулатӑп. Кукленсе ларӑр, хыҫалалла ан пӑхӑр.
Эп утатӑп хурланса,
Хама юлташ шыраса.
Утсан-утсан чупатӑп,
Пиҫҫиххи прахса хӑваратӑп.
Эвелина. Артем сан хыҫра пиҫҫихи выртать, эсӗ пӗлеймерӗн. Тантӑшсем, Артема мӗн тутаратпӑр?
Пурте. Чӑваш ташши ташлаттарар.
Ушкӑнпа «Тух-ха, Ванюк, пирӗн ума» юрра юрлаҫҫӗ.юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Артем ташлать.
1) Тух-ха, Ванюк, пирӗн ума,
Эсӗ ташша пит ӑста.
Кӑвва (6 хут), тут, тут!
2) Ташласа пар, савӑнтар!
Эпир алӑ ҫупӑпӑр!
Кӑвва (6 хут), тут, тут!
3) Ӗнтӗ Ванюк хыҫҫӑн эпир,
Пурте ташша ярӑпӑр.
Кӑвва (6 хут), тут, тут!
Эвелина. Маттур-ҫке Артем тантӑш!
Эпӗ каллех утатӑп,
Хама юлташ шыраса.
Утсан-утсан чупатӑп,
Пиҫиххи прахса хӑваратӑп.
Эвелина. Артем, сан хыҫра каллех пиҫиххи выртать. Ак сана, ак сана! (пиҫиххипе ҫапать)
Артем. Эвелина, хытах ан ҫап-ха. Эпӗ сире юрӑ юрласа паратӑп.
Ачасем пурте «Качака» юрра юрлаҫҫӗ. Качака сӑмахӗсене Артем юрлать.
Ачасем.
Пиҫиххи пек сукмакпа,
Шӑкӑлт-шӑкӑлт пушмакпа
Качака килет (2 хут)
Тура шӑл пек сухалне
Шӗп-шӗверкке хӳрине,
Вылятса килет (2 хут)
Каҫӑр пуҫлӑ качакин
Кӗмӗлленӗ мӑйраки
Ик хӗҫ пек тӑрать (2 хут)
Ачасем:
Ӑҫта каян, сухал тус?
Чакӑр тӗслӗ, чее тус?
Качака: Пахчана каяс (2 хут)
Ачасем:
Курӑк ҫук-им улӑхра?
Мӗн тӑватӑн пахчара?
Качака:
Купӑста ҫиес (2хут)
Ачасем:
Хуҫи тухӗ, тарӑхӗ,
Патакпа та ҫапӗ-ха.
Качака: Транк сиксе каҫап (2хут)
Ачасем:
Каҫаймасан мӗн куран?
Ҫакланайсан мӗн тӑван?
Качака: Мекек! Ҫухӑрап (2хут)
Эвелина. Ачасем, вӑйӑ выляса илер. Вӑйӑ ячӗ «Туслӑ-и, ачасем?»
Вӑйӑ йӗрки: Икӗ ача ҫурӑмпа тӑраҫҫӗ. Ытти ачасем: «Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ», тесе шутлаҫҫӗ те, иккӗшӗ пӗр-пӗрин ҫине ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ. Пӗр енне ҫаврӑнсан –туслӑ, тӗрлӗ еннелле ҫаврӑнсан – туслӑ мар.
Ертсе пыракан. Пирӗн ачасем туслӑ. Апла пулсан вӗсене юрӑ юрлаттарар.
Юрӑ «Улми лайӑх-и, ҫеҫки лайӑх-и»
1) Улми лайӑх-и, ҫеҫки лайӑх-и (2хут)
Пирӗншӗн пулсан ҫеҫки лайӑх
Улми тата лайӑхрах (2хут)
2) Тулли лайӑх-и, ырашӗ лайӑх-и (2хут)
Пирӗншӗн пулсан ырашӗ лайӑх
Тулли тата лайӑхрах (2хут)
3) Юрри лайӑх-и, ташши лайӑх-и (2хут)
Пирӗншӗн пулсан юрри лайӑх
Ташши тата лайӑхрах (2хут)
Арҫын ача. Вӑйӑ вылярӑмӑр, юрларӑмӑр, халӗ хӗрсен ташшине курар.
Хӗрачасем ташлаҫҫӗ.
Автан авӑтса ярать (фонограмма ямалла)
- Пӗтрӗмӗр! Тул ҫутӑлса килет. Автансем те авӑтма пуҫларӗҫ.
- Ну, лӗкӗ ӗнте аннесенчен!
- атьӑр хӑвӑртрах киле!
Вӗрентекен: Пирӗн вӑйӑ-кулӑ вӗҫленчӗ. Малашне паян юрланӑ юрӑсене, ташӑсене, вӑйӑсене манса каяс марччӗ. Савӑнӑҫлӑ та усӑллӑ ирттӗр сирӗн пурӑнас кунҫулӑр. ӗҫре, вӗренӳре тӑрӑшса, хавхаланса вӑй хурӑр, вӑйӑра савӑнӑр!
Ачасем «Илемлӗ» юрӑ юрлаҫҫӗ
1) Илемлӗ,илемлӗ,
Илӗмлӗ чӑваш юрри.
Илемлӗ чӑваш юрри те
Юрлама пӗлсен кӑна.(2хут)
2) Илемлӗ,илемлӗ,
Илӗмлӗ чӑваш ташши.
Илемлӗ чӑваш ташши те
Ташлама пӗлсен кӑна.(2хут)
3) Илемлӗ,илемлӗ,
Илӗмлӗ чӑваш тӗрри.
Илемлӗ чӑваш тӗрри те
Ташлама пӗлсен кӑна.(2хут)
4) Илемлӗ,илемлӗ,
Илӗмлӗ чӑваш чӗлхи.
Илемлӗ чӑваш чӗлхи те
Калаҫма пӗлсен кӑна.(2хут)
Юрласа пӗтерсен ачасем алӑсенчен тытса кӗвӗпе утса тухса каяҫҫӗ.
Материалы на данной страницы взяты из открытых источников либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.