Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни»
Оценка 4.6
Занимательные материалы
docx
Междисциплинарный 4
5 кл—11 кл
28.01.2017
В учебную программу чувашской литературы 5 класса для чувашских школ включен рассказ чувашской писательницы "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни». Эта тема актуальна в наши дни. В рассказе говорится о том, что война приносит неизлечимые душевные раны матерям погибших сыновей. Но наше поколение, к сожалению, не уделяет им должного внимания, не понимает их боль. В произведении потерявшая на войне сына мать каждый день ходит на его могилу. Из-за этого злые языки прозвали ее ведьмой. Две девочки, которые сначала тоже боялись этой старушки, подружились с ней и взяли над ней шефство.
Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи.docx
Эпĕ «тухатмăш карчăкпа» паллашни.
Инсценировка
Вылякансем: Райкка
Райкка амăшĕ
Галя
Карчăк
Райкка амăшĕ: Райкка, маттур пул-ха, çак сĕте ват кинемие леçсе пар!
(Лаçран чÿлмек йăтса тухать)
Райка: Юрĕ, халех! Ват кинеми ăçта пурăнатчĕ-ха вăл? Эпĕ ăна палламастăп-
çке.
Райкка амăшĕ: Епле палламастăн пулать-ха ара? Кашни кунах пирĕн урампа
иртсе çÿрет-çке. Енер пирĕн мунча умĕнчи сак çинче ларса канчĕ. Эп унпа
сăмахласа тăтăм. Эсир унтах выляттăрччĕ ун чухне. Астурăн-и?
Райкка: Леш курпун карчăк-и?
Амăшĕ: Сапла, чуптар атя! Тăкăрлăкран тухсан - ун çурчĕ тÿрех хирĕç ларать.
Анчах нумай ан çÿре, çит те каялла вĕçтер! Апат пиçет часах!
Райкка: Нумай çÿремĕп, анне. Эп часах!
Галя чупса пырать, ыталаса илесшĕн пулать.
Райкка: Асту, сĕте тăкатăн!
Галя: Аçта кайма тухнă вара эс, Райкка?
Райкка: Хиртикаса, ват кинеми патне.
Галя: Эп те пырам-и?
Райкка: Эп юриех сана чĕнме килтĕм.
Утсан-утсан кинеми çурчĕ тĕлне çитеççĕ.
Райкка: Ак çакăнта пурăнать ват кинеми. Пĕчченех пурăнать.
Галя: Сук, çук! Йăнăшатăн эсĕ. Кунта нимĕнле ват кинеми те пурăнмасть.
Кунта тухатмăш карчăк пурăнать!
Райкка: Епле тухатмăш карчăк тата?
Галя: Курпунскер.
Райкка: Тухатмăшсем çук вĕсем!
Галя: Пур çав, Микула каларĕ мана. Ун асламăшĕ хăй куçĕпе хăй курнă тет
тухатмăш карчăкки тухнине. Йытă пулса чупса çÿрет тет вăл. Йытă пулнă
чухне ăна пĕрре масар çинче тытса ватнă тет. Сакăн хыççăн пĕр уйăх тухса
çÿремен тет, унтан каллех масар çине кашни кун лăпăстатма пуçланă тет.
Масар çинче хĕненĕрен курпунĕ шăтса ларнă тет унăн.
Райкка: Чарăн ха. «тет, тет»… Тет-тет хыççăн кайнă та тĕкме хушшине
хĕсĕнннĕ тет… Галя: Ара, Микула калать те –ха. Сурçĕр иртсен кушак пулса пÿрт тăрринче
макăрса чупа-чупа çÿрет тет. Вара ытти тухатмăшсем те кушак пулса ун
патне чупса пыраççĕ тет. Вара пит хытă тухатаççĕ тет. Пушарсем те çавсем
тухатнипе тухаççĕ тет.
Райкка: Тухатмăшсем юмахра çеç пулаççĕ. Атте каларĕ. Вăл учитель. Нумай
вулать. Нумай пĕлет.
Сак вăхăтрах кинемей тухать
Карчăк: Э, хăнасем килнĕ-çке. Мĕн шавлаççĕ-ха тетĕп. Каллех вăрçă
пуçланман-ши тесе шикленсе ÿкрĕм… Чиперккесем килнĕ иккен. Камсем
пулчĕç-ха кусем? Ак ку Ваçили Егорч хĕрĕ пулинех. Каснă лартнă çав.
Райкка: Анне сĕт парса ячĕ
Карчăк: Сак хĕр ача Энтри сăнлах. Савăн-и?
Галя Райкка хыçне пытанать.
Райкка: Кинеми, сире сĕтне йăтма йывăр пуль? Атя сĕтне кĕртсе парам.
Карчăк: Эй, çав Клавди Васильевна ытла кăмăллă çын-çке. Савăн пек ыр
çынсем пулмасан паянхи куна пурăнса та çитеймĕттĕм.
Райкка: Кăмăллă калаçать. Ним хăрамалли те çук. Атте суймастех ĕнтĕ.
Нимле тухатмăшсем те çуккă тĕнчере.
Пÿрте кĕреççĕ, унта Райкка сăн ÿкерчĕк курать, ун çинче ашшĕне паласа
илет.
Карчăк: Сан аçупа юнашарри ман ывăл. Вăрçăра пĕрле ÿкерĕннĕ вĕсем. Тав
турра, аçу сывă сан. Ман ывăл масар çинче выртать. Йывăр аманса таврăнчĕ,
нумай пурăнаймарĕ. Ялан каяттăм ун вилтăпри çине, пĕрле ларса калаçнă
пекех туйăнатчĕ. Халь килтен тухайми пултăм ĕнтĕ.
Йытта та ахалех вĕлерчĕç. Масар çинче тытса хĕнерĕç . Аванах тус юлташчĕ.
Ывăлăм вилтăпри çинче манпа юнашар куççульпех йĕрсе ларатчĕ. Хыт
юрататчĕ ывăлăма. Мĕн вăрçа пĕтичченех салтакра иккĕш пĕрле тăчĕç. Мĕн
чухлĕ çынна вилĕмрен çăлчĕç пуль. Нимĕçсемпе çапăçнă пирĕн йытă.
Аманнисене вăрçă хирĕнчен туртса кăларнă. Питĕ ăслăскерччĕ…
Хура кĕркунне ывăл тăпри çине кайнăччĕ те хытах шуса ÿкрĕм, лупашкана
тĕшĕрелсе антăм. Йытă ман хыççăн сикрĕ, анчах çынсен сассине илтсе каялла
сиксе тухрĕ. Сынсем фашистсенчен те йĕксĕкрех пулчĕç. «Тухатмăш!
Тухатмăш!»-тесе йытта патаксемпе хĕнеме пуçларĕç. Кăшкăрас теп, сас
тухмасть. Вара эпĕ тăна çухатнă.
Тăна кĕрсен куратăп: кил умĕнче выртатăп. Сумра юнланса пĕтнĕ йытă
аран-аран сывлать. Мана киле епле сĕтĕрсе çитернĕ-ши? Кăштахран чунĕ
тухрĕ унăн… Тавах аннÿне, мана вилме маннăскере, хисеп тунăшăн… Сĕр çул пурăнма
пехил…
Гальăпа Райкка килне кайма тухаççĕ.
Райкка: Тухатмăш мар вăл… Ыран ун патне урай çума кайăпăр. Шефа илĕпĕр
ăна иксĕмĕр.
Галя: Юрать.
Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни»
Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни»
Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни»
Инсценировка по рассказу Раисы Сарпи "Эпĕ тухатмăш карчăкпа тĕл пулни»
Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.