Интегрированный урок чувашского языка и литературного чтения на тему "Времена года"(1 класс)
Оценка 4.8

Интегрированный урок чувашского языка и литературного чтения на тему "Времена года"(1 класс)

Оценка 4.8
Разработки уроков
docx
русский язык +1
Детсад—2 кл
09.04.2017
Интегрированный урок чувашского языка и литературного чтения на тему "Времена года"(1 класс)
Этот урок составлен в соответствии с требованиями ФГОС . Урок увлекательный, развивающий. На уроке наблюдается индивидуальная работа , а так же групповая, фронтальная. Наблюдается связь предметов родного языка и литературного чтения, а так же и с изобразительным искусством, и окружающим миром.
урок в 1классе.docx
МБОУ «Старо – Тахталинская СОШ» Открытый урок в 1 классе На тему: «Год. Времена года». По родному  языку. Провела:    Александрова Н.А. 1­мĕш класра чăваш чĕлхипе ИКТ-пе усă курса  ирттермелли урок планĕ. Урок теми: « Çулталăк. Çулталăк хушши». Тĕллевĕ: 1.  Çулталăкпа тата унăн вăхăчĕсемпе паллаштарасси.                                    2.Ачасен вулав хăвăртлăхне ÿстересси, вуланă текста тишкерме, ăнлантарма вĕрентесси; ал çырăвне хăнăхтарса пырасси. 3. Тăван чĕлхене юратма  вĕрентесси. Урокăн пайрам(предметный) задачисем: - ачасене çулталăк çинчен тĕплĕн ăнлантарасси, К.В.Иванов произведенийĕпе паллаштарасси; ­ çулталăк вăхăчĕсене уйăрса илме, вĕсем уйăхĕсене пĕлесси; ­ эрнепе паллашасси, вĕсен ячĕсене вĕренесси; ­ уйăх ячĕсене , эрнен кун ячĕсене  тĕрĕс çырма вĕренесси. Харкам( личностный) задачисем: ­ ачасен хутшăну пуплев ăслайĕсене тĕрĕс усă курма вĕрентесси  (ушкăнпа ĕçленĕ чух тата учительпе калаçнă чух); ­ тăван чĕлхене юратма тата хисеплеме вĕрентни; ­ кашни ĕçшĕн яваплă пулма хăнăхтарни (тĕрĕс вулама, таса та илемлĕ  çырма тăрăшни.) Пур предметсене (метапредметный) те вĕрентнĕ май пурнăçламалли ­ ачасене урокăн тĕллевĕпе задачисене ăнланса илме вĕрентесси; задачăсем: ­ вĕреннĕ правилăсемпе усă курма вĕрентесси; ­ тимлесе итлеме, тулли хуравсем пама хăнăхтарасси. Кирлĕ хатĕрсем: К.В. Иванов портречĕ, «Нарспи» кĕнеке; çулталăкăн 4 вăхăтне сăнлакан картинăсем; 12 уйăх ятне çырнă карточкăсем I. Урока пуçлани. «Шăнкăрав» сăвва ушкăнпа каласси: Шăнкăрав сас пачĕ Урока чĕнсе. Пĕтĕм класс шăпланчĕ Парта хушшинче. II. Вĕренĕве актуализацилени. 1. Алфавитри сас паллисене «А»-ран пуçласа «Я» таран каласа тухасси. 2. Уçă сасăсене «юрласси»: а, =, у, ы... III. Çĕнĕ темăна пĕлтерни. Учитель. -Ачасем, доска çине çырнă сăмахсене вулар-ха. - Ку сăмахсене пĕр сăмахпа мĕнле калама пулать? (Çулталăк.) - Вĕсене миçе ушкăна уйăрма пулать-ши? (Доска çинче февраль, июнь, март, апрель, январь, октябрь, май, август, декабрь, июль, ноябрь, сентябрь тесе çырнă .) - Сăмахсене эсир мĕне кура ушкăнларăр? - Паян урокра эпир мĕн пирки калаçăпăр? - Мĕнле тема паян пирĕн? Мĕнле тĕллевĕсем вара пулма пултарççĕ? Тема. Урок тĕллевĕсем. - Çулталăк. Çулталăк вăхăчĕсем. - Çулталăкăн тватă вăхăтне уйăрса илме. - Кашни вăхăчĕн уйăхĕсене пĕлме. - Эрнери кун ячĕсене пĕлме. IV. Темăна уçса пани. Учитель. Шурă юр ирĕлет, çеçен хир чĕрĕлет, ешĕл курăк ÿсет... Ку хăçан пулать-ши? Ачасем. Çуркунне! Учитель. Мĕншĕн кун пек шутлатăр? Ĕнентерĕр... (ăнлантарăр) Ачасем хуравланă хыççăн çуркуннене сăнлакан ÿкерĕке учитель доска çине çирĕплетет. Çуркунне —çур сăмахсене кăвак мелпа çырнă сăмахсене пурте пĕрле вулаççĕ. 1-мĕш ача. Хĕвел хытă хĕртет, ăшă çил вĕркелет, сар ыраш çитĕнет... Ку хăçан пулать-ши? Ачасем. Çулла! Учитель. Эсир мĕншĕн кун пек шутлатăр? Ĕнентерсе парăр мана... Ачасем хуравланă хыççăн учитель çуллана сăнлакан ÿкерчĕке доска çине çирĕплетет. Çулла—çу сăмахсене класпа пĕрле вулаççĕ. 2-мĕш ача. Хир илемĕ каять, сĕм вăрман çаралать, пĕрмай çумăр çăвать... Ку хăçан пулать-ши? Ачасем. Кĕркунне! Учитель. Мĕншĕн кун пек? Ĕнентерĕр... шутлатăр Ачасем хуравланă хыççăн учитель кĕркуннене сăнлакан Кĕркунне —кĕр çырнă ÿкерчĕке доска çине çирĕплетет. сăмахсене пурте пĕрле вулаççĕ. 3-мĕш ача (доска çинчен вуласа парать). Хирсенче юр анчах, çырмара пăр анчах, сивĕтет аванах... Ку хăçан пулать-ши? Ачасем. Хĕлле! Учитель. Мĕншĕн кун пек шутлатăр? Ĕнентерсе парăр мана... Ачасем хуравланă хыççăн учитель хĕллене сăнлакан ÿкерчĕке доска çине çирĕплетет. Хĕлле—хĕл сăмахсене класпа вулаççĕ. Учитель. - Çак тăватă вăхăта çулталăк вăхăчĕсем теççĕ. Паянхи урок теми — «Çулталăк хушши». Учитель. - Тин çеç вуланă сăвă йĕркисене «Нарспи» поэма авторĕ, чăвашсен паллă поэчĕ Константин Васильевич Иванов çырнă. V. Азбукăпа ĕçлени. 2. Сăвва илемлĕ вулама хăнăхтарни. Учитель. - Ачасем, сăвва тепĕр хут, шăппăн вуласа тухăр- ха. - Сăвă çаврисем мĕнле чарăну паллипе вĕçленеççĕ?( Тĕрĕс, ыйту паллипе.) -Ыйтуллă предложенисене палăртуллă, ыйтса вулаççĕ. Сăвва та сасăпа вуланă чух палăртса, ыйтса вулăр. 3. Ачасене сăвва черетпе сасăпа вулаттарасси. 4. Ачасен шухăш аталанăвне сăнасси, ыйтусене хуравласси. Учитель. - Сăвăра çуркуннен мĕнле паллисене кăтартнă? - «Çеçен хир чĕрĕлет» тенине мĕнле ăнланатăр? (Çеçен хир юртан тасалать, симĕс курăк, чечексем шăтса тухаççĕ.) - Çуркунне хыççăн çулталăкăн хăш вăхăчĕ çитет? - Çу çинчен сăвăра мĕн каланă? - Эсир çулла пирки мĕн хушса калама пултаратăр? - Кĕр çитсен çанталăк мĕнле улшăнать? - Сăвăра кĕрхи çанталăк çинчен мĕн каланă? (Тупса вулăр.) Сĕм вăрман мĕнле çаралать?(Йывăçсем çулçисене - тăкаççĕ, курăк-чечек типет.) - Хĕл çинчен калакан сăвă йĕркисене тупса вулăр. VI. Тетрадьре çырасси. 1. Алăри пÿрнесене çемçетмешкĕн — физкультура саманчĕ. (Сăвва каланă май пÿрнесене шăлса, массаж туса илеççĕ.) Учитель. Ку пÿрни — асатте, Ку пÿрни — асанне, Ку пÿрни — атте, Ку пÿрни — анне, Ку пÿрни — пĕчĕкки, Микулай ятли. Кашни ача хăйĕн ятне калама пултарать. 2. Сăмах диктанчĕ. Хĕлле — хĕл, çуркунне — çур, çулла — çу, кĕркунне — кĕр, çулталăк. 3. Диктантри сăмахсене вуласа çулталăк вăхăчĕсене çирĕплетсе хăвараççĕ. 4. VII. Физкультура саманчĕ. VIII. Темăна çирĕплетни. 1. «Çулталăкăн хăш вăхăтне юрататăн?» вăйă. Учитель. Пĕрер ÿкерчĕк илсе çулталăкăн вăхăтне сăнлăр. 1-мĕш ача. Ку — çулла. Эпĕ çуллана юрататăп. Çырла пуçтаратăп, пулла çÿретĕп, шыва кĕретĕп. Ытти ачасем кĕркуннене, хĕллене, çуркуннене сăнласа параççĕ. 2. Учитель пĕтĕмлетни. Учитель. Çулталăкăн пур вăхăчĕ те пире килĕшет. Кашнин — хăйĕн илемĕ. 3. «Çулталăк вăхăчĕсем мĕнлерех çуртсенче пурăнаççĕ?» вăйă. (Учитель класа тăватă ушкăна пайлать. Кашни ушкăнăн хăй тĕллĕн ĕçлемелле пулать.) Учитель. Ачасем, эпир паян çулталăк вăхăчĕсем пирки нумай калаçрăмăр. Шухăшласа пăхăр-ха, мĕнлерех пÿрт- çуртра пурăнаççĕ-ши вĕсем? Пĕрремĕш ушкăн хĕллен çуртне ÿкереççĕ тата сăнласа пама хатĕрленет, иккĕмĕшĕ — çу ркунне, виççĕмĕшĕ — çулла, тăваттăмĕшĕ — кĕркунне çуртне ÿкерĕ. Кайран хăвăр ÿкерчĕк тĕрĕс пулнине ĕнентерме хатĕрленĕр. IX. Уйăх ячĕсене вĕренесси. Учитель. Çулталăк уйăхсенчен тăрать. Учитель доска çинчен уйăх ячĕсене вуласа пырать, вĕсем çулталăкăн хăш вăхăтне кĕнине калать. Уйăх ячĕсене вырăсла тата чăвашла çырнă. Хĕл уйăхĕсене шурă мелпа, юр пĕрчипе палăртса çырнă: декабрь — раштав, январь — кăрлач, февраль — нарăс. Çуркуннехи уйăх ячĕсене кăвак мелпа, хĕвелпе тата çумăр тумламĕсемпе палăртса çырнă: март — пуш, апрель — ака, май — çу. Çуллахи уйăх ячĕсене симĕс мелпа, кашнине чечекпе палăртса çырнă: июнь — çĕртме, июль — утă, август — çурла. кĕрхи уйăх ячĕсене сарă мелпа, кашнине çулçăпа палăртса çырнă: сентябрь — авăн, октябрь — юпа, ноябрь — чÿк. Учитель. Çулталăкра миçе уйăх? Уйăх ячĕсене доска çинчен тепĕр хут вуласа тухар. X. Текстпа ĕçлени («Çулталăк» калав, 93 (108)-мĕш стр.). 1.Учитель. Ачасем, ячĕ тăрăх калав мĕн çинчен пулнине пĕлме пулать-ши? Калăр, халĕ вара калава шăппăн вуласа тухар-и? Эпир тĕрĕсех шутланă-ши? Ыйтусене хуравлаççĕ. Учитель. - Çуркунне умĕн çулталăкăн хăш вăхăчĕ пулать? (Çуркунне умĕн хĕлле пулать.) - Çулталăк вăхăчĕсене йĕркипе каласа пар. (Çулталăк вăхăчĕсем: хĕлле, çуркунне, çулла, кĕркунне.) 2. Текстпа ĕçлени. Ачасем текста шăппăн вулаççĕ. Пĕр-пĕрне ыйтусем пама хатĕрленеççĕ. — Çулталăкăн юлашки кунĕ хăçан? — Кашни уйăхра миçе кун? — Февраль — нарăс çинчен мĕн пĕлтĕр? — Кашни уйăх миçе эрнене тăсăлать? — Эрнере миçе кун? Текста ачасем пайăн-пайăн вулаççĕ. XII. Пĕтĕмлетÿ туни. Учитель. Пĕр йывăçăн 12 турат. Мĕн вăл? (Çулталăк. 12 уйăх.) Кашни турачĕ çинче 4 йăва. Мĕне пĕлтерет ку? (Кашни уйăхра 4 эрне.) Кашни йăвара 7 çăмарта. Мĕнсем вĕсем? (Эрнере 7 кун.) XIII. Урока вĕçлени. Учитель ачасен пĕлĕвне хаклать.

Материалы на данной страницы взяты из открытых истончиков либо размещены пользователем в соответствии с договором-офертой сайта. Вы можете сообщить о нарушении.
09.04.2017