К.Иванов

  • doc
  • 30.10.2021
Публикация на сайте для учителей

Публикация педагогических разработок

Бесплатное участие. Свидетельство автора сразу.
Мгновенные 10 документов в портфолио.

Иконка файла материала К.Иванов.doc

Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкул

 

 

 

 

 

 

 

 

Тĕпчев ĕçĕн теми:

«К.В.Иванов хайлавĕнчи çут çанталăк сăнарĕ»

 

 

 

Ĕçе пурнăçлаканĕ: 8-мĕш класра вĕренекен

                                                                                Чернова Оксана

                                 Вĕрентекен: Краснова И.Ф.

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

 

Кÿртĕм.

         Чăваш халăхĕ Константин Иванов ятне ăшă кăмăлпа асăнать. Хăйĕн кĕске ĕмĕр тăршшинче Иванов паха хайлавсем çырнă, пирĕн халăх валли пуян парне хăварнă. Унăн хайлавĕсем историшĕн те, культурăшăн та пысăк пуянлăх пулса тăраççĕ.

         Вĕсем – вилĕмсĕр хайлавсем. Вĕсене вуласа, эпир чăваш халăхĕн иртнĕ саманари пурнăçне, йăлисене лайăхрах пĕлетпĕр, вĕсем пире истори ыйтăвĕсене тĕплĕрех ăнланса илме пулăшаççĕ.

         Тĕпчев ĕçĕн теми: «К.В.Иванов хайлавĕнчи çут çанталăк сăнарĕ». Кĕçех К.Иванов çуралнăранпа 120 çул çитет. Çавăнпа та çак тема паянхи куншăн актуаллă тесе шутлатпăр.

         Тĕпчев ĕçĕн тĕллевĕсем:

1.     К.Иванов – чăваш поэзийĕн сÿнми çăлтăрĕ пулнине ĕнентересси.

2.     Çут çанталăкпа этем хушшинчи çыхăнусене кăтартакан çаврасене тупса тишкересси.

3.     К.Иванов поэмин тĕшшине – çынпа çут çанталăк килĕшÿлĕхне ырланине -  уçса парасси.

Тĕпчев ĕçĕн содержанине çак план тăрăх уçса патăмăр.

I. «Ешĕл вăрман айккипе…» сăвăра çуркунне илемне сăнлани.

II. «Нарспи» поэмăри çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем.

  III. Кĕркуннене сăнланă сăвăсем.

 

 

I. К.Иванов литература ĕçĕнчи пĕрремĕш утăма тăван тавралăх илемне тата пуянлăхне реализмла ăста сăнласа панинчен пуçланă. «Нарспи» поэма тухиччен вăл виçĕ сăвă çырнă: «Ешĕл вăрман айккипе…», «Кĕркунне», «Килсе çитрĕ кĕркунне».

«Ешĕл вăрман айккипе…» сăввине илсе пăхатпăр.

                                    Ешĕл вăрман айккипе

                                    Çырма юхать кĕрлесе,

                                    Хĕвел çути шывĕпе

                                    Вылять тĕрĕ тĕрлесе.

                                    Таса çырма ăшĕнче

                                    Кăвак пĕлĕт явăнать.

                                    Мĕнпур, мĕнпур çут тĕнче

                                    Ташлать, сикет, савăнать.

Сăвăра тĕп вырăнта ешĕл вăрман айккипе шăнкăртатса юхакан шыв тăрать. Хĕвел пайăркисем ÿкнипе шыв тĕкĕр евĕр йăлтăртатать. Пирĕн куç умне тĕлĕнмелле илемлĕ те чаплă ÿкрчĕк тухса тăрать: юхан шыв тĕпĕнче таса пĕлĕт шыва кĕрет тейĕн. Чăнлăха çакăн пек сăнласа панипе çут çанталăк япалисене алăпа тытса пăхма май килессĕн туйăнать. Пирĕн ума закон йĕркипе пĕр-пĕринпе çыхăнса тăракан, пĕрмаях улшăнакан çут çанталăк сăнарĕсем тухса тăраççĕ. Эпир вăрман айккипе чупакан шавлă юхан шыва куратпăр та илтетпĕр. Тавралăх лăпкă: сас-чÿ те, çил те çук. Çил çукки пирки эпир таса кăвак пĕлĕт юхан шыв тĕпĕнче курăннипе калама пултаратпăр. Поэт сăнланă ÿкерчĕкрен ăшă çапнă пек туйăнать. Юлашки икĕ йĕрки лирика геройĕн хавас кăмăлне кăтартса парать. Çакна урăхларах йĕркеленĕ: çын туйăмĕсене çут çанталăк пулăмĕсем урлă кăтартнă. Çав вăхăтрах юлашки икĕ йĕрки çут тĕнче пĕр-пĕтĕмлĕхне илемлĕ çирĕплетсе кăтартать.: çăл куçĕ, юхан шывĕ, хĕвел пайăркисем, вăрманĕ, уйĕ, çынни пĕр-пĕринпе килĕшÿллĕ çыхăнса тăраççĕ. Тулашри тĕнчен япалисене çакăн пек туллин сăнлама пултарни К. Ивановăн поэт ăсталăхĕ пысăк пулнине кăтартать.

 

II. К.Иванов хăйĕн «Нарспи» поэминче çут çанталăк илемне тата вăйлăрах палăртма пултарнă. Унта çут çанталăкăн пур тĕсне те сăнланă: çуркунне, çулла, кĕркунне пулса иртекен улшăнусене кăтартнă; çут çанталăк сăнне талăкăн тĕрлĕ вăхăтĕнче – хĕвел тухнă, аннă вăхăтра, сĕм çĕрле – ÿкерсе панă.

К.Иванов хăй поэмине хĕвел тĕнчене савса хĕл ыйхинчен вăратнинчен пуçлать. Силпи тавралăхне витĕмлĕ чĕлхепе сăнланă чух поэт хăйĕн тăван çĕрне чун-чĕререн юратни сисĕнет.

                              Çырма юхать кĕрлесе

                              Аслă ялăн çумĕпе,

                              Хĕвел тĕрĕ тĕрлесе

                              Вылять унăн шевлипе.

                             Тăрă шывăн ăшĕнче

                             Кăвак пĕлĕт явăнать,

                             Ватă йăмра тайăлса

                             Тĕсне пăхса савăнать.

Çут çанталăк мăнаçлăхне сăнлакан пейзаж ÿкерчĕкĕсенче философи шухăшĕ пытаннă. Çак ÿкерчĕксем сăнарсене уçса пама пулăшаççĕ. Ахальтен мар, поэт Силпи ялĕн илемне вулакан умне кăларнă хыççăн, чăваш халăхĕн ĕмĕртенех пыракан çурхи уявне сăнласа парать, поэтика формипе çак çутă тĕнчере çын вăйлă пулнине çирĕплетет. «Çакă çутă тĕнчере вăйли çук та этемрен»,- тесе калать поэт. Чăн-чăн этеме мухтакан шухăш «Нарспи» поэмăн тĕпре тăракан шухăшĕ пулса тăрать, ытти шухăшсем вара пурте çав философиллĕ шухăша пăхăнса тăраççĕ.

Нарспипе Сетнер – çут çанталăк ачисем. Вĕсене хирĕç мул тĕнчи тăрать. Иккĕшĕ те таврари çут çанталăк пекех таса, чун чĕрипе пуян, тÿрĕ. Вĕсем çут çанталăкпа тачă çыхăнса тăни поэмăра сăнланнă кашни ĕçре курăнать. Акă Нарспи вăрманпа калаçать:

                              «Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман,

                              Мĕншĕн хытă шавлатăн?

                              Мĕншĕн шăй-шай шăхăрса

                              Мĕскĕн чуна хăрататăн?»

Çут çанталăкпа çыхăннине туйни сăнарсене чĕрĕ мар япаласемпе те хăйсен ăшри туйăмĕсем пирки чунĕсене уçса калаçма хистет.

«Силпи ялĕнче» сыпăкра çут çанталăк ÿкерчĕкĕсене çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе хирĕçле илсе усă курни палăрать. Тепĕр тĕлте – «Вăрманта» сыпăкра – çынсен кăмăлне çут çанталăк пулăмĕсемпе пĕр кĕвĕллĕ кăтартса панă.

                             Икĕ савни пĕрлешсен

                            Пуçне тайрĕ ват юман.

                            Пĕр-ик тапхăр çил вĕрсен

                            Шăп лăпланчĕ сĕм вăрман.

                            Хура пĕлĕт саланса

                            Пĕтрĕ вăрман хыçĕнче.

                            Хĕвел пăхать шăратса,

                            Кайăк юрлать йăвинче.

Çак йĕркесенче картина çеç мар, вĕсенче питех те тарăн шухăш: Нарспипе Сетнер юратăвĕ вăрман шавĕнчен те вăйлă: вĕсен юратăвĕ – ырă кун, хĕвел ăшши, йăвари кайăк юрри. Вăйлă сăнлăх панă, хăватлă шухăш каланă поэт.

«Çимĕк каçĕ» пайра та, вăйлах мар пулин те, çут çанталăк ÿкерчĕкĕсем сăнарсен кăмăл-туйăмĕпе çыхăнни палăрать.

                             Шăнкăртатса шыв юхать

                             Çÿллĕ валак пуçĕнче.

                             Кĕмĕл пекех ялтăрать

                             Шывĕ хĕвел çутинче.

                            Кĕмĕл мерчен тухьяпа

                            Сарă хĕрĕ шыв ăсать,

                            Сарă каччă калаçса

                            Хăй лашине шăварать.

Çак пейзаж урлă поэт кĕскен те сăнарлă пĕр-пĕрне юратакан, асапланма пуçланă, таса чĕреллĕ юратнă сăнарĕсене кăтартать. Малалли икĕ йĕркере каллех çут çанталăк сăнланнă:

                                Çÿллĕ йăмра ăшĕнче

                                Кайăк юрлать юррине.

Кайăк юррине сăнлани Сетнерĕн пусăрăнчăк кăмăлне палăртарах парать.

К.Ивановăн хайлавĕсенче ырă сăнарсем кăна çут çанталăкпа тачă çыхăнура тăраççĕ, усал сăнарсем çакăн пек çыхăннине курма пулмасть. Вĕсем яланах пуянлăх çинчен кăна шутлаççĕ, усал тăвас шухăшлă кăна. Пурнăçра та çавăн пекех: çут çанталăк илемне таса чунлă çын кăна курма пултарать.

К.Иванов çут çанталăк илемĕпе пуянлăхне, çут тĕнчепе этем çыхăнăвне кăна мар, хĕллепе çуркунне, çуркуннепе çулла, çуллапа кĕркунне ылмашăннă вăхăтра тĕнчере пулса иртекен улшăнусене кăтартса парать.

«Нарспи» поэма хĕвел хĕртсе пăхнипе хĕл чакнине, куççуль кăларнине сăнланинчен пуçланать.

                          Пуш уйăхĕн вĕçĕнче

                          Хĕвел пăхрĕ ăшăтса;

                          Силпи чăваш ялĕнче

                          Юр ирĕлчĕ васкаса.

                         Тусем, сăртсем хуп-хура

                         Юрĕ кайса пĕтнĕрен;

                         Тухать курăк çăп-çăра

                         Хĕвел хытă хĕртнĕрен….

Малтанхи 20 йĕркинче поэт хĕл сивви вырăнне ăшă çуркунне çитнине пĕлтерет пулсан, иккĕмĕш 20 йĕркинче вара çуркунне хăйĕн пĕтĕм ытарайми илемĕпе тухса тăрать.

                         Килчĕ ырă çуркунне,

                         Килчĕ ячĕ ăшăтса.

                         Хĕвел савать тĕнчене,

                         Хĕл ыйхинчен вăратса.

                        Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

                        Ешĕл тумтир тăхăнать,

                        Çеçенхир те ешерет,

                        Илемĕпе мухтанать….

Хĕвел пайăркисем шăннă çĕре ăшăтса хĕл ыйхинчен вăратрĕç. Вăрманпа уй-хир симĕс тумне тăхăнчĕç. Таврара чечексен ырă шăрши сарăлчĕ. Çак пейзажра çанталăк çинчен нимĕн те каламан пулин те вулакан çуркуннен шăршине, шăплăхне, çил çуккине туять, мĕншĕн тесен кунта «çÿлте, пĕлĕт айĕнче, тăри юрри илтĕнет» йĕркесем пур. Тăрисем çÿлте уяр, лăпкă çанталăкра кăна вĕçеççĕ.

 

 

III. К.Иванов ытларах çуркуннепе çуллана сăнлать, мĕншĕн тесен ăна яланах ĕçпе ирттерекен чăваш халăхĕн шăпи интереслентернĕ; çанталăк условийĕсем вĕсен пĕтĕм пурнăç йĕркине улăштарма пултарнă. «Нарспи» поэмăра çуллана анлă кăтартнă. Поэт ун патне темиçе те таврăнать, кашнинчех талантлă художник сăнланă çу кунĕсенче вулакан çĕнни тупать. Асăннă поэмăра кĕркунне çинчен çырса кăтартман, анчах та К.Ивановăн кĕркуннене сăнланă икĕ сăвă пур. Пĕри вăл «Кĕркунне» ятлă. Калăпăшĕпе пысăках мар сăвăра поэт çак вăхăтри паллăрах улшăнусене сăнлама пултарнă.

                                       Шăнтать ĕнтĕ кунсерен,

                                       Çитрĕ ĕнтĕ кĕркунне.

                                       Вĕçен кайăк сассинчен

                                       Хуйхă кĕтет чĕрене.

                                       Карти-карти кайăксем

                                       Вĕçет тинĕс леш енне.

                                      Тăхăннă йывăссем

                                      Пурте сарă тумтирне.

                                      Хĕвел кулать сайрарах,

                                      Шăрши пĕтнĕ чечексен.

                                      Йĕрсе ярĕ ак часах

                                      Кĕркунне те вăрансан.

Вулакансен умне художник лирика геройĕн чунĕнче тунсăх çуратакан кĕркунне ÿкерчĕкне сарса хурать. Кĕркуннен чи пĕрремĕш палли вăл – сивĕтме пуçлани. Вăл йывăçсене çутă сарă тум тăхăнтартать. Вĕçен кайăксем тунсăхлă сасăсем парса тăван енрен вĕçсе каяççĕ. Чечексен илемĕ пĕтнĕ, хĕвел вĕсене ăшă кулă парнелемест.

«Килсе çитрĕ кĕркунне» сăвăра пĕр ÿкерчĕк кăна. Кунта поэт хура кĕркуннене тимлĕх уйăрнă Йывăçсем çаралнă, çил кассăн-кассăн вĕрнипе типме пуçланă çулçăсем сывлăшра вĕçеççĕ. Поэт кĕркунне мĕнле пулнине каламасть, вулакан вăл ырă пулнине хăех тавçăрса илет: çумăрсăр, хĕвеллĕ çанталăкра кăна йывăç çинчен ÿкнĕ çулçăсем типĕ пулма пултараççĕ.

 

 

Пĕтĕмлетÿ.

К.Иванов çырнă пурнăç ÿкерчĕкĕсем вулакана эстетика киленĕвĕ кÿреççĕ: вĕсенче художник чăваш халăхĕн пурнăçри паллăрах енĕсене ÿкерсе панă, тăван çĕрĕн илемне тата чапне куç умне тăратрĕ. Çулсем иртсен те «Нарспи» поэмăн пахалăхĕ чакмасть, мĕншĕн тесен вăл – халăх кăмăлне палăртса çырнă хайлав. Унта эпир халăхăн чи паха шухăш-туйăмĕсене тупатпăр. Поэма кашни вулакан кăмăлне сисмен çĕртенех çĕклентерсе ярать, унăн шухăш-кăмăлĕсене хускатса илемлĕх туйăмĕсене вăратать. Çавăнпа та кашни ăрури вулакан поэмăра мĕн те пулин интересли, кирли тупатех.

 

 

 

 

Усă курнă литература

1.     И.А.Зотов «Живое наследие Константина Иванова».

2.     В.Долгов «Чăваш халăх поэчĕ».

3.     Константин Иванов. Фотоальбом.


4.